Иртнӗ уйӑхра (чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче) РСФСР тата Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ, «Тутимӗр» трагеди авторӗ Я.Г. Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗсем аса та илмерӗҫ, паллӑ поэта, драматурга чӑваш поэзийӗн генийне нимӗнле те чысламарӗҫ, хисеплемерӗҫ. Пуҫлӑхсен чунсӑрлӑхӗ, ӑссӑрлӑхӗ пирки эпӗ пӑшӑрханса «Камсем эпир, чӑвашсем?» (Чӑваш халӑх сайчӗ. 03.11.2021ҫ.) ятлӑ статья пичетлесе кӑлартӑм, анчах пысӑк шӑв-шав тухнине илтмерӗм.
Тепӗр ҫул, 2022 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен чӑваш студийӗ вӗренсе килни 50 ҫул ҫитет, ҫур ӗмӗр. 1972-мӗш ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ валли 19 хӗрпе каччӑ вӗренсе килнӗ вӑл институтран. 8 артист Чӑваш театрӗнче нумай ӗҫлеймен, тӳррех тӗрлӗ еннелле саланнӑ. Вӗсен хушшинче талантлӑ артист Владимир Бурмистров та, Вӑрнар район каччи. Чӑваш театрӗнче ӗҫлеме пултарайман ытти артистсен ячӗсене те асӑнса хӑварам, вӗсем: Зинаида Андреева, Альберт Белков, Валентина Громова, Иосиф Дмитриев, Николай Ильин, Владимир Маломайкин, Леонид Трифонов.
К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗсем ҫинчен тӗрӗссине ҫыратӑп — вуламанҫи тӑваҫҫӗ, тӗрӗссине калатӑп — илтмӗше переҫҫӗ, тӗрӗссине халӑх патне ҫитерме тӑрӑшатӑп — манах вӑрҫаҫҫӗ, хӑратаҫҫӗ. Пӗрех каламасӑр чун чӑтмасть.
Октябрӗн 21-мӗшӗнче эпӗ театрта пултӑм. «Инкеклӗ телей» спектакль курма билет туянасшӑнччӗ, анчах РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева чирленӗ пирки асӑннӑ спектакле октябрӗн 29-мӗшӗнче сцена ҫинчен кӑтартмаҫҫӗ терӗҫ.
Эпӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне хамӑн юлашки пьесӑна иртнӗ ҫуркунне кӗртсе панӑччӗ. «Ан васкӑр, йӗркеллӗ пӑхса тухӑр. Вӑл – социаллӑ драма. Унта пурнӑҫри ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Кӗркунне театр шухӑш-кӑмӑлне пӗлме килӗп», — терӗм.
Шантарнӑ пекех, нумай пулмасть – сентябрӗн 22-мӗшӗнче – Чӑваш театрне ҫитрӗм.
— Пӑхса тухрӑмӑр. Шел пулин те, ӑна театрӑн Илемлӗх канашӗ сцена ҫинче лартма юрӑхсӑр тесе пӗр саслӑн йышӑнчӗ, — куҫне пӗрре мӑчлаттармасӑр хуравларӗ директор.
Хальхи вӑхӑтра, хисеплӗ вулаканӑм, анӑҫри политиксен икӗпитлӗхӗ пирки хаҫат-журналра нумай ҫыраҫҫӗ, сенкер экран ҫинче вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫаҫҫӗ. Вӑл пулӑм пирӗн хушӑмӑрта та – чӑвашра та – пур, анчах эпир ун пирки шарламан, каламан, курмӑш пулнӑ.
Иртнӗ сезонта эпӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне тӑватӑ пьеса патӑм: иккӗшӗ – историллӗ трагеди, иккӗшӗ – социаллӑ драма. Пӗр трагедийӗ Культура министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗччӗ, тепри – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ конкурсра.
Ҫулланнӑҫем илемлӗ ҫут тӗнче,
Тӗнче варри — тӑван ҫӗршывӑмӑр.
Петӗр Хусанкай
2006-мӗш ҫулта, шӑп 15 ҫул каялла ман Эстони чӑвашӗсем патӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ. Питӗр хулинчи Ленсовет ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ кунлӑх гастролӗ иртрӗ. Вӑл спектакльсене Эстони ҫӗршывӗнчи Нарвӑпа Таллин хулисенче пурӑнакан чӑвашсем те пырса курчӗҫ. Аякри йӑхташсем ҫапла пӗр пулса ӗҫлеме пултарни пире савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те.
Атӑл тӑрӑх Шупашкара хӑнасем килеҫҫӗ те: «Вот это здание с колоннами, видать, ваша филармония?», — тесе ыйтаҫҫӗ. «Ҫук ҫав», — хуравлатпӑр вырӑс чӗлхипе.
Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш драма театрӗ 1961-мӗш ҫултанпа ӗҫлет! Вӑл вырӑнтан ӑна 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсенчех куҫармалла пулнӑ та ҫав!
Пирӗн энциклопединче театр керменӗ пирки «Хуламӑра пуҫарса яракан ҫуртӑмӑр» тесе ҫыраҫҫӗ (градообразующее)!!! Чӑннипех те, — мӗн тери мухтавлӑ-ҫке пирӗн театр!
90-мӗш ҫулсенче куҫарма майсем пурччӗ!
Редакцирен: Владимир Николаевич Тимофеев редакцине хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ (яланхи пекех, кнопкӑллӑ телефонпа усӑ курса, чӑвашла саспаллисене нушаланса пичетлесе...). Унта вӑл тӗп хулари театрсен ертӳҫӗ пуканӗсене кам-кам йышӑнма тивӗҫли пирки ҫырать, ҫамрӑксен театрне чӑвашлатмалли пирки. Эпир ӑна пичете хатӗрлерӗмӗр, кӑшт орфографи енчен юсарӑмӑр.
Унӑн чӗнӗвне пичетленӗ май, палӑртас килет. Ытти МИХсенчи пекех, пӗр-пӗр чӗнӗве пичетлени пирӗн редакци унпа килӗшнине е килӗшменнине пӗлтермест.
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.
М.В. Игнатьев саманинче, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулнӑ чухне, Вячеслав Николаевич Оринов культура министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшса ӗҫлерӗ. Хальхинче, Р.М. Лизакова вырӑнне, В.Н. Оринов, нимӗн те мар, культура министрӗ пулса тӑма пултарӗччӗ!
В.Н. Оринов Чӑваш академи театрӗн тӗп режиссерӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлес илӗртӳллӗ ӗмӗтпе пурӑнать!
Анатолий Аксаков и Олег Николаев. Фото с сайта aksakov.ru
Недавно на двух известных сайтах «Чувашский народный сайт» и «Правда ПФО» ярко рассказывающих о событиях происходящих в Чувашии, была освещена ситуация об отношении в республике к депутатам Государственной Думы, не членам фракции «Единая Россия». Речь шла в частности о приветственной телеграмме от депутата Аксакова А.Г., которую должен был озвучить другой депутат от Чувашии Николаев О.А.
Цитата из Правды ПФО: «Дошло до смешного, на 100-летнем юбилее Чувашского академического театра не предоставили словa (О.