Тӗнче илемлӗ те тӗлӗнмелле. Хӑшӗ-пӗри ахаль ҫурт ҫеҫ купаламасть. Ҫӗр ҫинче хӑйне евӗр ҫуртсем пайтах иккен.
«Кукӑр макӑр ҫурта» Польшӑри Сопотере хӑпартнӑ. Унта Ян Марсин тата Пер Дахлберг пурӑнать. Ян - Польшӑри ача-пӑча кӗнекисен паллӑ ӳнерҫи. Пер – Швеци ӳнерҫи, Сопотере пурӑнать. Ҫурта 2003 ҫулхи кӑрлачра тума пуҫланӑ та ҫав ҫулах раштавра вӗҫленӗ. Вӑл Польша ҫыннисене тата туристсене тӗлӗнтерет те, савӑнтарать те.
«Вӑрман спиралӗ» ҫурта Германири Дармштадтра 1998-2000 ҫулсенче купаланӑ.