Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Мечта рабов: рынок где можно покупать себе господ.
(С.Е. Лец)
 

Статьи

Шашлӑк хатӗрлессин вӑрттӑнлӑхӗсем

  06.05.2018 11:42 | 10249 просмотров

Ҫу кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн, ҫанталӑк ӑшӑтсан паянхи кун халӑх шашлӑк пӗҫерме васкать. Дачӑсемпе ялсенче, хула ҫывӑхӗнчи вӑрмансенче унӑн шӑрши сарӑлать. Ҫавӑнпа та эпир сире ҫак ҫимӗҫе хатӗрленӗ чухнехи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарас терӗмӗр.

Шашлӑк сӑмах пирӗн чӗлхене вырӑссенчен кӗнӗ, лешӗсем вара ӑна крым тутарӗсенчен (şışlıq — йӗтӗр евӗр япала) илнӗ теҫҫӗ. Чӑвашла ӑна тӗрӗссипе «шишлӗх» темелле те, анчах тӳрреммӗн кӗменрен шашлӑк тени хута кӗнӗ. Сӑмах май, унашкал апат-ҫимӗҫ ячӗсем ытти халӑхсен те пур.

Далее...

 

Кил-ҫурта хӑтлӑх кӗртмелли ансат меслетсем

  14.01.2017 16:25 | 3119 просмотров

Канмалли кунсене тепӗр кил хуҫи хӗрарӑмӗсем пӳрт-ҫурта тирпейлесе ирттереҫҫӗ. Ку ӗҫе кӑткӑслатмасӑр пурнӑҫламалли ансат темиҫе меслетпе паллашар

 

Кран тасатма

Хром кран ӑвӑс хутпа ҫӑмӑллӑн ҫуталать.

Ҫӗтӗк вырӑнне

Урай ҫумалли швабра ҫӗтӗкӗ япӑхса пӗтнӗ пулсан ҫӗннине шыраса лавккана чупмасан та юрать. Ун валли мамӑклӑ нуски каять.

Пӗҫермелли формӑна тасатма

Пӗҫермелли формӑна апат тӑварӗпе сӑтӑрмалла та хут салфеткӑпа тасатмалла.

Далее...

 

«Сӗм-сӗм» вӑрттӑнлӑхӗ

  13.07.2015 18:54 | 8980 просмотров

Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман,

Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?

Мӗншӗн шай-шай шӑхӑрса

Мӗскӗн чуна хӑрататӑн?

 

Ҫак «Нарспи» поэмӑран илнӗ йӗркесене эпир пурте пӗлетпӗр. Сӑмахсем те пирӗншӗн уҫӑм ӑнлануллӑ. Сӗм-сӗм хальхи ӑнланупа — тӗттӗм, вӗҫӗ-хӗррисӗр, аслӑ, никам пырса кӗмен. Сӗм тӗттӗм — питӗ тӗттӗм, йӗп чиксен те курман тӗттӗмлӗх пек хальхи ӑнланупа. Шухӑшласа пӑхар, мӗнле ӑнлануран пулса кайнӑ-ши «сӗм-сӗм»?

Ӗлӗк-авал пирӗн аслаттей-аслаппайсен рунӑллӑ ҫыру пулнӑ.

Далее...

 

10 паллӑ скульптурӑн вӑрттӑнлӑхӗ

  17.06.2014 21:08 | 4371 просмотров

Мӑйракаллӑ Моисей

Микеланджело Буанароттин 1513–1515-мӗш ҫулӗсенче калӑпланӑ хӑйӗн ӗҫӗнче Моисея мӑйракаллӑ кӑтартнӑ. Ӳнер историкӗсенчен чылайӑшӗ ҫакна автор Библие тӗрӗс мар ӑнланнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Синай тӑвӗ ҫинчен Моисей йывӑҫ хӑмасемпе аннӑ чухне иудейсене унӑн сӑнӗнчен пӑхма йывӑр пулнӑ. Ҫав вырӑн пирки каланӑ чух сӑмаха «пайӑрка» тесе те, «мӑйрака» тесе те куҫарма пулать. Контекст тӑрӑх Моисей пичӗ хӗвел пайӑрки евӗр ҫуталнине ӑнланма пулать.

Чечеклӗ авалхи тӗнче

Авалхи грексен тата римсен шурӑ мрамортан ӑсталанӑ скульптурисем тӗссӗр пулнӑ тесе чылай вӑхӑт шухӑшланӑ.

Далее...

 
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)