Тӗнчере тӗрлӗрен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин пирки тӗплӗнрех пӗлес килет-и?
1. Элизани да Крус Сильва Бразилире ҫуралнӑ. Вӑл сывӑ ҫитӗннӗ, анчах тантӑшӗсенчен ҫӳллӗрех пулнӑ. Элизани 203 сантиметр ҫӳллӗш ҫитӗннӗ. Вӑл – Бразилири чи ҫӳллӗ хӗр. Савни тупма ҫӑмӑл мар тетӗр-и? Элизани хитре каччӑпа виҫӗ ҫул тӗл пулать. Пӗлтӗр хӗре ҫураҫнӑ. Каччӑ 162 сантиметр ҫӳллӗш. Анчах юратура кӗлетке ҫӳллӗшӗ пӗлтерӗшлӗ мар.
2.
Тӗнчере тӗлӗнмелле йывӑҫсем пур. Унашкалисем пирӗн ҫӗршывра ӳсмеҫҫӗ.
1. Дракон йывӑҫӗ вӑл Сокотра утрав ҫинче ӳсет. Вӑл таврӑннӑ сунчӑка аса илтерет. Йывӑҫ 10 метр ҫӳллӗш. Мӗншӗн дракон йывӑҫӗ теҫҫӗ? Хӗрӗ сӗткенне пула ҫавӑн пек ят панӑ.
2. Австралири баобаб кӗленчене аса илтерет, ҫавӑнпа ӑна «Кӗленче йывӑҫӗ» теҫҫӗ. Вӑл Намиби тӑвӗсем ҫинче ӳсет. Сӗткенӗ наркӑмӑшлӑ. Ӗлӗк сунарҫӑсем унпа хӑйсен сӑннине сернӗ.
3.
Хальхинче тĕнчери чи вараланчăк юханшывсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ахăртнех, вĕсем тахçан тасах пулнă, унта пулă та ĕрченĕ.
Чи хура юханшыв Индонезире вырнаçнă. Citarum юханшыв тĕп хулапа – Джакартăпа – юнашар юхса иртет. Вăл 9 миллион çын пурăнакан хула ăпăр-тапăрне пухать. Вырăнти халăх унта пулă ĕрчени пирки маннă ĕнтĕ. Унта пулла çÿремеççĕ, юханшыври çÿп-çапа пуçтарса ятарлă çĕре укçалла кайса параççĕ. Ку пулă тытса аппаланиччен тупăшлăрах-мĕн.
Ку – Citarum юханшывах, анчах Хĕвелтухăç Явăра (Индонези).
Америка ăсчахĕсем чи самăр хĕрарăмсем ăçта пурăннине палăртнă. Çавăн пекех вĕсем планета çинчи кашни виççĕмĕш çын самăр пулнипе аптăранине çирĕплетнĕ.
Çĕр çинчи çынсен 30 проценчĕ самăр-мĕн. Кун пирки те Америка ăсчахĕсем калаççĕ. Ытларах чухне ку «чирпе» çывăх Хĕвелтухăçĕнчи тата Çурçĕр Африкăри халăх аптăрать иккен. Çак çĕршывсенчи арçынсен 60 проценчĕ, хĕрарăмсен 65 проценчĕ мăнтăр-мĕн.
Иккĕмĕш вырăнта – Индипе Китай. Унти çынсен 15 проценчĕ самăр. Виççĕмĕш вырăнта – АПШ.
Çын мĕн тума пултарать? Хăш-пĕр япалана медиксем те, тĕпчевçĕсем те ăнлантарса параймаççĕ. Тĕлĕнмелле япаласем тума пултаракан çынсем пирĕн хушăмăртах пурăнаççĕ. Тĕнчере нумай вĕсем.
Эрешмен çын Джози Рэй Индире пурăнать. Вăл вертикаль сийпе куçса çÿреме пултарать. Джози çакна ача чухнех сиснĕ. Каярах вăл хăйĕн «пултарулăхне» аталантарма тăрăшнă, кунĕпе тренировкăсем ирттернĕ. Вăл скалолаз евĕр мар. Алли-ури ирĕклĕн хускалать.
Джулиано Строэ – тĕнчери чи вăйлă ача.
Тӗнчере хӑйне евӗр ача пахчисем пур. Кӗтессӗр, вӑрманта…
Индири Aadharshila Vatika ача пахчине шӑпӑрлансем хаваспах чупаҫҫӗ. Унӑн ҫурчӗ архитектура конкурсӗсенче чи лайӑххисен йышне час-часах кӗрет. Ача пахчинче спорта, пултарулӑх студийӗсене аталантарнисӗр пуҫне пӗчӗккисен тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ. Ку ҫуртӑн хӑйне евӗр дизайнӗнчен те паллӑ. Вӑл пулӑшнипе ачасем тӗнчепе паллашма вӗренеҫҫӗ.
Норвегире аш-какай ҫитермен ача пахчи пур. Ачасем унта пачах какай ҫимеҫҫӗ, йогӑпа, медитаципе кӑсӑкланаҫҫӗ, пӗҫерме, ӳсен-тӑрана пӑхма вӗренеҫҫӗ.
Тӗнчере эпир пӗлменни, курманни чылай. «Вилӗм стени» пирки, сӑмахран.
«Вилӗм стени» - аттракцион. Вӑл пысӑк йывӑҫ пичке евӗр. Шалта, стена тӑрӑх, каскадерсем мотоциклпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакнашкал пӗрремӗш мотодром 1911 ҫулта Нью-Йоркра пулнӑ. Вӑл чылай ҫынна илӗртнӗ. Ҫавна май 1915 ҫул тӗлне АПШра куҫса ҫӳрекен кунашкал темиҫе мотодром пулнӑ. 1930 ҫул тӗлне вӗсен йышӗ 100-тен те иртнӗ.
Мотодром диаметрӗ – 6 метртан пуҫласа 11 метр таран. Куракансем мотоциклсене ҫӳлтен сӑнаҫҫӗ. Каскадерсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа стена тӑрӑх пыраҫҫӗ.
Тӗнчере ҫут ҫанталӑкпа тӗлӗнмелле ҫураҫуллӑ, архитектура енчен ыттисенчен уйрӑлса тӑракан кӗперсем пур. Паллашар-ха вӗсемпе.
Die Rakotzbrück, е Шуйттан кӗперӗ, Kromlau-Park текен вырӑна илем кӳрет. Вӑл Саксонири Габленц ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 150 ҫула яхӑн каярах чултан туса лартнӑ. Devil’s bridge кӗперӗн расналӑхӗ – конструкци. Ӑна хӑйне май тунине пула вӑл кирек ӑҫтан пӑхсан та кӳлӗпе пӗрле ҫавракан курӑнать.
Мегхалая штатӗнчи Черапунджи ялӗнче кӗперсене кирпӗчрен, раствортан е хӑмаран тумаҫҫӗ.
Тӗнчере темӗнле ҫын та пур. Акӑ тӗлӗнмелле 10 амӑшӗ.
1. Чи пӗчӗк ача ҫуратнӑ амӑшӗ. Махаджабина Шейх Рамаша Рахмана 2004 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ. Ача 243,81 грамм ҫеҫ тайнӑ. Ҫӳллӗшӗ – 10 сантиметр. Пӗчӗкскер 25-мӗш эрнере ҫуралнӑ. Унччен кунашкалли тӗнчере 1989 ҫулта ҫуралнӑ Мадлен Манн пулнӑ. Вӑл Рамашӑран 37 грамм ытларах тайнӑ. Рамашӑн йӗкӗреш хӑраххи те пур. Вӑл ҫуралнӑ чухне 567 грамм тайнӑ. Халӗ Рамаша сып-сывӑ. 2012 ҫулта вӑл 6,8 килограмм тайнӑ.
2. Чи ватӑ амӑшӗ. Инди хӗрарӑмӗ Райо Деви Лохан 70 ҫулта пӗрремӗш хут анне пулса тӑнӑ.
Вӑрӑм чӗрне, паллах, хӗре илем кӳрет. Анчах пур япалан та виҫи пур-ха. Хӑш-пӗр пике чӗрне ӳсменшӗн, вӑл хуҫӑлнӑшӑн пӑшӑрханать. Чӗрне шутран ытла вӑрӑм пулмасть тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑм чӗрнеллӗ арҫынсем те пур иккен.
Чи вӑрӑм чӗрнеллӗ ҫын Лас-Вегасра пурӑнать. Крис Волтон юрӑҫ 45 ҫулта. Ӑна ытларах Графиня ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл 2011 ҫулта Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ. Специалистсем унӑн сулахай аллинчи пысӑк пӳрнин чӗрнине виҫнӗ. Чи вӑрӑмми! Вӑл 91 сантиметрпа танлашнӑ.