Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑри 46 ҫын тӗрлӗ шайри патшалӑх наградине тивӗҫрӗ. Вӗсен хушинче тухтӑрсемпе вӗрентекенсем те, ӑслӑлӑх ҫыннисем те, промышленноҫра тата ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем те пур. Ҫавсенчен пӗрне те чыс-хисепе тивӗҫ мар тесшӗн мар-ха. Шухӑшӑм – урӑххи пирки. Награда илес тесен епле ӗҫлемелли пирки. Тепӗр тесен, ку ыйту «Пурте иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлетпӗр, тупӑшӗ вара тӗрлӗрен», – текен шухӑшпа пӗр пекрехӗн туйӑнать.
Нумаях пулмасть пӗр районта пултӑм. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен пӗр ҫамрӑк механизатора «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ят илтерессишӗн районтан сӗнсе ҫырчӗҫ.
Ас тӑвасса, пӗр-пӗр пуҫлӑха уголовлӑ майпа айӑплани ӑнсӑртран пӗрре тенӗ пек пулатчӗ. Халь апла мар. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн, Шалти ӗҫсен министерствин пӗлтерӗвӗсене сӑнӑр-ха - куллен тенӗ пек вӑл е ку пуҫлӑх-ертӳҫӗ ячӗ уголовлӑ ӗҫсенче янӑрать. Юлашки уйӑхсенче вӗсен вӑрӑм списокне хатӗрлеме пулать. Халь ӗнтӗ ҫакӑ тӗлӗнтерет: айӑплаҫҫӗ, хупаҫҫӗ - вӗсем вара иртӗхме ҫав-ҫавах пӑрахмаҫҫӗ. Хӑрамаҫҫӗ! Укҫа-мулшӑн ҫунни хӑрас туйӑма та мӑкатать пулинех.
Шупашкарта авӑ поликлиникӑсенчен пӗрин заведующийӗ пирки каллех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.