Чӑн пулни
Ӗлӗкрен пыракан йӑлапа, писательсемпе журналистсенчен чылайӑшӗ хушма ят (псевдоним) йышӑнать. Пирӗн редакцире те ҫак йӗрке пурнаҫланса пынӑ. Николай Осипович Падиаров, акӑ хӑй ҫырнӑ статья-заметка айне «Каю» е «Осенин» тесе алӑ пусатчӗ. Петр Иванович Фомин малтан «Хумма Петӗрӗ», каярахпа «Тусли» ятпа ҫыратчӗ. Василий Федорович Чураков «Сарри» хушма хушамат йышӑннӑ. Геннадий Семенович Смаев «Гендоз» пулса тӑчӗ. Мана ӗҫе пуҫӑнсанах юлташсем «Анаткас» ят пачӗҫ.