Туризм
Хальлӗхе йывӑҫ ҫуртра та — ҫӑтмах!
Туризма аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн, ҫывӑх ҫулсенче Баскак паҫҫулккинче виҫӗ хутлӑ эко-гостиница тума палӑртнӑ.
Ҫук, ку пӗрре те шӳтлесе калани мар: пирӗн тӑрӑх туристсем валли ҫав тери илемлӗ пулнине Мускав та ӑнланса илнӗ. «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗ малашне Раҫҫейри чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗри пулмалла.
Проектпа смета документацине хатӗрлес ӗҫ пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Строительствӑри мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр — асаттесем тытман упа тирне сӳме хушманнине асра тытар.