Октябрӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗсенче асап тӳснисене асӑнмалли кун
ҪАПЛА каласа, куҫҫуль юхтарса йӗнӗ Дарья Трофимова хӑйне тытса кайма килнӗ милиционерсем умӗнче. Анчах йӗни те, тархаслани те пулӑшайман: ҫуркуннехи ҫав каҫ Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи 5 ҫынна конвойпа Улатӑр тӗрмине илсе кайнӑ. Дарья Трофимова та — 27-ри тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ — икӗ ҫулти тата ултӑ уйӑхри ачисене куҫҫульпе йӗпетсе инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш АССРӗн Тӗп сучӗ ҫумӗнчи ятарлӑ коллеги Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи граждансене айӑпласа йышӑннӑ приговортан
(1935 ҫулхи августӑн 2-4-мӗшӗсем)
1935 ҫулхи августӑн 2-4-мӗшӗсенче ЧАССР Тӗп сучӗ ҫумӗнчи ятарлӑ комиссии Шупашкар хулинче иртнӗ судӑн хупӑ ларӑвӗнче ЧАССР Патӑрьел районӗнчи (ун чух Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗ ҫак района кӗнӗ — авт.