Ӗнер хыпарсем хушшинче Китайри авалхи кӗпер ҫунса кайни пирки сӑмахларӗҫ. Видеосене пӑхнӑ май паллӑ пулчӗ ӗнтӗ — ҫӑлса хӑварайман, вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫапах та чи тӗлӗнмелли кунта — кӗпере 900 ҫул каялла туса лартни. Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)! 1742 ҫулта ун ҫинче пушар тухнӑ пулнӑ-ха, анчах вырӑнти халӑх ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, пӗтме паман.
Тӗрӗссипе йывӑҫ ҫирӗп кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал мар.