Пӑлхар хулинче экскурсире ҫӳренӗ мая мана яланах унти кив мунчасем питӗ тӗлӗнтеретчӗҫ. Вӗсен ишӗлчӗкӗсем. Пӑхан-пӑхан вӗсем ҫине, анчах халӑх унта мӗнле ҫӑвӑннине пӗрре те ӑнланаймастӑн. Ак паян ӑнсӑртран тенӗ пек корейсен ондолӗ пирки пӗлтӗм. Вӑл мӗнле ӗҫленине курсанах пӑлхарсен мунчине епле йӗркеленине ӑнланса илтӗм.
Ондоль — кӗскен каласан, пӳрте ӑшӑтмалли меслет. Кӑмака ӑшши тӳрех мӑрьене мар каять — малтан сакайӗпе иртет те кайран тин вара тӗтӗм урамалла тухать.