(Владислав Пастухов-Анаткас сӑввисене вуласан)
Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас (1954 ҫ.ҫ.) — Муркаш тӑрӑхӗн каччи, журналист, адвокат, следователь, педагог, ҫичӗ тачка кӗнеке авторӗ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ. Ӑна Чӑваш академийӗн ретне илнӗ. Журналистсен союзӗн пайташӗ. Лара-тӑра пӗлмен ӳрӗк те ӗҫлӗ чӑваш. Умма лартнӑ тӗллевсене пӑрӑнми пурнӑҫлакан ҫын вӑл. Хӑй тӗрӗс текен шухӑшран пӑрӑнма хӑнӑхман. Ку вара пуҫлӑхсене пит тарӑхтарать. Тӳрӗлӗхе пула Владислав Григорьевич ӗҫре пӑшӑхланса курчӗ.
«Критики у нас, чувашей, не существует…»
А.С. Пушкин
«Туслӑха ҫухатас тесен – тӗрӗсне кала»
Халӑх сӑмахлӑхӗ
Паллах ӗнте, Чӗмпӗр хулинче «Еткер» телепередача тухма пуҫлани – Раҫҫейри ку таранччен пулман пулӑм пулса юлчӗ. Тутарсемпе пӗрле ятлӑ Республика тулашӗнче тӑван чӗлхепе тухакан кӑларӑмсем ку таранччен пулманччӗ Раҫҫей Федерацинче. Куншӑн, паллах, ку ӗҫе пуҫарса яракан хастарсене тав тумалла.
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
Ҫаврака Ҫавал ҫаврӑнса юхать,
Кӑмӑла ҫӗклен сӑмахсем калать.
Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,
Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ватӑях вӑрман каш та каш кашлать,
Ҫунатти ҫинче сар хӗвел ташлать.
Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,
Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.