Ҫук, чӑваш халӑх ташшисене тӗпчемен вӑл, халӑх ташшисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемен. Ҫитмӗл ҫул каялла вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлне ҫуратнӑ – чӑваш халӑх ташӑ ӳнерне Ӑстаҫӑ парнеленӗ.
Менелниксенче эпир пурне те ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнма сывлӑх сунатпӑр. Куславкка районӗнчи Мушар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Александровна Милютина тус-тӑванӗн шанӑҫне ку тӗлӗшпе те тӳрре кӑларма тӑрӑшатчӗ (ара, каланине мӗн пӗчӗкрен итлеме хӑнӑхнӑ-ҫке-ха!). Шел, ҫӗр ҫула 5 уйӑх пурӑнса ҫитереймерӗ вӑл…
2014 ҫулта Елена Александровна хӑйӗн 95 ҫулне тӑван ялта ывӑлӗ-кинӗпе, мӑнукӗсемпе, мӑнукӗн ачисемпе, пӗтӗм ял-йышпа паллӑ тунӑччӗ.