Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вут сӑмаха пурте пӗлетпӗр. Шанка хӑй тӗллӗн пит ҫӳресех каймасть хальхи чӗлхере. Ҫапах та ун хӑй тӗллӗн пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур. Шанкӑ вӑл хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑкана пӗлтернӗ. Вӑрмана ҫӳрекенсем курнӑ ӗнтӗ: ҫӑпата валли сӳме кайсан, ҫамрӑк ҫӑка касаҫҫӗ, ӑна пушшиччи теҫҫӗ, хуппине сӳсе илеҫҫӗ, вара ҫӑка патакки шап-шурӑ выртса юлать.