Инҫетри, анчах тӑванлӑ Турцирен хурлӑхлӑ хыпар килчӗ – 2020 ҫулхи чӳкӗн пӗрремӗш кунӗнче, 71 ҫула кайса, чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Турцири Кайсери хулинчи Эржиес университечӗн профессорӗ, ӑслӑлӑх докторӗ Харун Гӳнгёр (Harun Güngör) ҫак пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, ӑна тепӗр кун, кӑнтӑрла иртсен, Сарывӑл (Sarıoğlan) тарӑхӗнчи хӑй ҫуралса ӳснӗ Ӳҫерлӗх (Üzerlik) ялӗн масарне пытарнӑ. Ҫак ҫухату пирӗншӗн те пысӑк хуйхӑ, унӑн мӑшӑрӗпе Нуран (Nuran) ханумпа, ывӑлӗсемпе Афшинпа тата Санчарпа (Afşin, Sancar), кинӗпе Чананпа (Canan), мӑнукӗпе Тӳркер Харунпа (Türker Harun), тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе пӗрле чунтан хурланни ҫинчен пӗлтеретпӗр, вӗсене тата вӗсемпе пӗрлех пӗтӗм Тӗрӗк тӗнчине пуҫ сывлӑхӗ сунатпӑр.