Чӗмпӗр облаҫӗ. Майна районӗ. Чӳреккел ялӗ.
Чӳреккел, вырӑсла Чирикеево, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Майна районӗнчи историлле чӑваш ялӗ. Ӑна Чӑваш республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ҫыннисем никӗсленӗ.
Асӑннӑ Майна районӗнче чӑвашсем ушкӑнланса пурнакан ялсем татах та пур. Анчах та вӗсем е чылай каярах никӗсленнӗ е унчченхи "таса" вырӑс е "таса" ирҫе ялӗсем демографи енчен улшӑннӑран сасартӑк чӑвашланнӑ темелле.