Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӑна-кӑна туянма тесе тухнӑскер яла телевидени, Республика пуҫлӑхӗн представителӗсем килнӗ тенине илтсен унталла ҫул тытрӑм. Халӑх умӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фомин В. В. 7 уйӑхлӑхра мӗнле ӗҫленӗ пирки савӑнса отчет ирттерет.
Пухӑва бюджетра ӗҫлекенсене кӑна чӗннӗ пулас. Миҫе ҫын Чӑваш енри Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче вӗсем? Вара ялти пенсионерсем, колхозниксем тата ытти сферӑра ӗҫлекенсем пуҫлӑхсемшӗн хура пӑнчӑ анчах пулсан мӗн тума утатпӑр-ши суйлава?