«Хыпар» издательство Ҫурчӗ «Капкӑн» журнала хупма шутлани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче темиҫе хутчен те ҫырчӗҫ. Ҫыравҫӑсем чӑвашсен «кулӑш кушелне» ҫӳп-ҫап вырӑнне хурса кӑларса ывӑтассине хирӗҫ хӑйсен пухӑвӗнче пӗр сасӑллӑ пулса сасӑларӗҫ, Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине ҫыру та ҫырса пӑхрӗҫ. Вӗсен сӑмахне хӑлхана чикмесӗр хӑвармарӗҫ, ҫак кунсенче асӑннӑ ҫырӑва алӑ пуснисенчен хӑшне-пӗрне «ҫӳллӗ» ҫурта пуҫтарчӗҫ.
Ларӑва А.
Шухӑшласа пӑхар-ха...
Кулӑш кустӑрмине кустаракансем нихҫан та ҫухалмаҫҫӗ. Кулӑш кустӑрмине хура халӑх та, ҫӳлти пусӑмри аристократи те яланах кустарнӑ. Кустарать те... Иртнӗ саманари чи йывӑр вӑхӑтсенче те пичет урлӑ шухӑшсӑр пулӑмсенчен тӑрӑхласа куласси ҫухалман. Ҫак ӗҫе ҫав тери пултаруллӑ, ҫивӗч ӑслӑ Иван Мучи пуҫласа янӑ чи малтан. Ҫынсен ҫӑткӑнлӑхне, ухмахлӑхне ҫав тери вичкӗн чӗлхепе тӑрӑхласа ҫыракансен ушкӑнӗ пӗчӗк пулман. Епле манса кайӑпӑр чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫырса хӑварнӑ «Хыткукарсем», «Тамаша» ятлӑ сӑвӑлласа ҫырнӑ шӳтлӗ калавӗсене?
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев кӑҫал ЧР Патшалӑх Канашне ҫырупа тухнӑ май ҫапла каланӑччӗ: «Влаҫ — полномочисем кӑна мар, чи малтанах — халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх». Пысӑк тав чӑваш елтеперне сумлӑ калаҫӑва ҫак сӑмахсенчен пуҫланӑшӑн. Эпир те, унран пулӑшу ыйтса ҫак ҫырӑва ҫыракансем, сӑмахӑмӑра ҫӳлте асӑннӑ шухӑшранах пуҫласшӑн.
«Капкӑн» тухма пуҫланӑранпа кӑҫал 92 ҫул ҫитрӗ. Халӑхӑн юратнӑ журналӗ яланах халӑхпа пӗрле пулнӑ! Ҫавӑнпа та пӗр иккӗленмесӗрех ҫапла каламалла: аслӑ ӳсӗмри вулакансем пурте тенӗ пек «Капкӑн» журнала вуласа ҫитӗннӗ, халӗ те кулӑш журналӗ хӑйӗн витӗмлӗхне ҫухатман.
«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.
1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.
Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.
Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ «Видеотавлашу» йӗркелерӗ. Унта та, кайран та, «Капкӑн» тавра сас-хура тухма пуҫларӗ — имӗш вӑл питӗ тӑкаклӑ, ӑна кӑларма укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗр, ҫавна пула журнала кварталта пӗрре кӑларма пуҫлас шухӑшлӑ. Кунашкал сас-хура тавра чӑваш халӑхӗн пӑшӑрханмасӑр иртме май ҫук, ҫавна май ҫӗнӗ редактор ларнине кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн эпир ятарлӑ статья хатӗрлес терӗмӗр.
«Капкӑн» журналӗн кун-ҫулне илес пулсан, вӑл 1925 ҫулта пуҫланнӑ. Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.