Истори страницине уҫсан...
Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесӗнчи ялсенче шкулсем уҫас, вӗсене учительсемпе тивӗҫтерес ӗҫре И.Я.Яковлева халӑх училищисен инспекторӗ, каярахпа директорӗ пулнӑ И.Н.Ульянов пысӑк пулӑшу панӑ. Илья Николаевича ҫак ӗҫе шаниччен пуҫламӑш училищӗсенчи лару-тӑру питӗ кӑткӑс пулнӑ, ачасене ӑнсӑртран тупӑннӑ ҫынсем вӗренткеленӗ тӗслӗхсем те паллӑ. Вӗсен ятарлӑ педагогика пӗлӗвӗ те пулман.
И.Н.Ульянов, инспектор тӗрӗслевӗпе кӗпӗрнери ялсене тухса ҫӳренӗ чух, ҫак ҫитменлӗхсене тӳрех асӑрханнӑ.
Чӑваш халӑх сайтӗнче П.В.Дементьев ҫинчен ҫырнӑ статья пур. Унта Петра шкул ҫулне ҫитсен ашшӗ-амӑшӗ пурӑнакан Алешкин-Саплӑк ялӗнчен Упие вӗренме яни пирки сӑмах пырать. Ун авторӗ ҫапла ҫырать: «Однако Петр Васильевич с этим селом связан не только как с местом своего крещения. Когда наступило время, родители послали учиться в Убеевскую школу. Согласитесь, всё это несколько загадочно. Казалось бы, вот она школа, здесь, в Алёшкине-Саплыке!