«С Новым годом!» тата «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!» ҫырса хунисем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пулсан Шупашкар хулинче пӗрремӗшӗ пысӑк счётпа ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Паян ятарласа хула тӑрӑх ярӑнса тухрӑм — хайхи ӑҫта вырӑсла, миҫе вырӑнта чӑвашла саламланине шутларӑм. Савӑнӑҫлӑ мар пӗтӗмлетӳ пулчӗ — 22 вырӑсла, 1 чӑвашла. Чи малтанах эп чӑвашлисем пурах тесе тухрӑм-ха ҫула, анчах хула тӑрӑх ҫаврӑннӑ май куҫ умне урӑххи туха-туха пычӗ — чӑвашли пачах та ҫук.
Килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларма хушмаҫҫӗ те, ҫак каларӑша хӑш-пӗр пуҫлӑхсем питӗ те тӗпе хураҫҫӗ вара. Начаррине пытарма уйрӑмах ӑста вӗсем.
Акӑ, Шупашкарти ломбардра пулса иртнӗ тӗслӗх. Унта пӗр ҫамрӑк пырса кӗнӗ те заведующие хӑйне кӑсӑклантаракан япалана кӑтартма ыйтнӑ. Клиент ыйтӑвне тивӗҫтерме тухсан заведующине каччӑ ҫапса янӑ, унтан пистолет туртса кӑларса пуҫран ҫапнӑ, кайран ломбард ӗҫченне ҫыхса лартнӑ та пуянлӑха вӑрласа тухса тарнӑ. Заведующи пуҫне хытах суранлатни пирки республикӑн Ӗҫ инспекцине систерес темен пулин те ку тӗслӗх пирки вӗсем илтнӗ.
Эх! Мӗскӗн Шупашкар чӑвашӗсем,пӗри министр ,тепри ректор ЧГУ ,ҫавӑн пек тӑванӗсене йывӑр вӑхӑтра та чӑвашла ӑшӑ сӑмахсем тупса калаҫаймастӑр та эсир,сиртен мӗн кӗтмелли пур чӑваш чӗлхине ҫӗклес тесе ӗҫсем тӑвӗҫ тесе.
Хам унашкал лару-тӑрӑва ҫакланман та тӑван чӗлхене манма пултаракансене ӑнланма йывӑртарах мана. Темиҫе ҫул хушши таҫта аякра чӑвашла сӑмахламасӑр пурӑнсан чӑнах та чӗлхе манӑҫать-ши? Е кунашкал пулӑм тӑван халӑха хисеплеменнипе, унран вӑтаннипе ҫыхӑннӑ-ши? Пӗрисем салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑнах «вырӑсланса» таврӑнаҫҫӗ, теприсем ҫакна нумай ҫул хушши Мускавра (е ытти хулара) пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсене тӑван чӗлхе вырӑсла йӗркеллӗ пуплеме чӑрмантарать иккен. Хамӑра хамӑр хаклама пӗлмесен кӑна ҫавнашкал шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ пуль.