Паян ман пата Мирон Толи ярса панӑ открытка ҫитрӗ. «Раҫҫей Почтинче» ӗҫлекен шовинистсене пӗлме — ҫак конверт Швецинчен ман тӑван Лапсара чӑвашла ҫырнӑ адреспа чиперех ҫитнӗ! Никама та нимӗнле йывӑрлӑх та кӑтартман. Пӗр почтальонкӑн кӑна ӗнтӗ конверта ман пата ҫитерес тесе ҫак сивӗре ял тӑрӑх ҫӳреме тивнӗ. :) Анчах ку — унӑн ӗҫӗ, ӑна уншӑн укҫа тӳлеҫҫӗ (сахал-и, нумай-и — тепӗр ыйту).
Чӑн та, чи малтан, кӑштах иккеленӳ пурччӗ. Чӑвашла ҫырсан ҫитейӗ-ши? Пӗри Америкӑран кунта, Чӑваша, чӑвашла адреспа ҫырусем янине илтнӗ-ха эпӗ.