Кашни халӑхӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Теприсемшӗн вӑл, тен, тӗлӗнмелле, пуҫа вырнаҫмалла мар пек туйӑнать.
1. Индонезири Балире шӑла хӑйраҫҫӗ. Яш пӗве кӗнӗ тапхӑрта тӑваҫҫӗ ҫакна. Хӗр е каччӑ ҫемье ҫавӑриччен шӑлне хӑйраттарать. Е ку йӑлана туйра пурнӑҫлаҫҫӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, асав шӑлла хӑйраҫҫӗ. Ҫапла ҫын усал вӑйсенчен хӑтӑлать.
2. Индонезире тидонг халӑхӗн туй йӑли ҫапларах: каччӑ юрату ҫинчен темиҫе юрӑ юрламасӑр хӗр питне кураймасть. Чи тӗлӗнмелли: туй хыҫҫӑн арӑмӗпе упӑшкин виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ҫӑвӑнма юрамасть.