Таврапӗлӳҫӗ кӗтесӗ
«Раҫҫей патшалӑхне пӗр ҫирӗм ҫул лӑпкӑн аталанма май туса парсан ӑна эсир паллаймӑр та…» Ҫапла хӑюллӑн ҫирӗплетсе каланӑ Раҫҫей империйӗн правительствине ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ертсе пынӑ П.А. Столыпин хӑй пуҫласа янӑ реформӑсем пурнӑҫа кӗрессе ҫирӗп шанса. 1906 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ саккунпа килӗшӳллӗн ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакансене хӑйсем усӑ куракан ана-ҫарана харпӑрлӑха куҫарма ирӗк панӑ. Анчах пысӑк улшӑнусем «ҫӳлтен» килнӗ пулин те хура халӑх ӗмӗртен килекен йӗркесене пӑрахӑҫа кӑларма васкаман.
Архангельск облаҫӗнчи пурӑнакан Н.П. Тимофеев биолог хаҫат-журналсенче тата Интернет уҫлӑхӗнче хӑйӗн тӗпчевӗсене тӑтӑшах пичетлесе кӑларать. Ӑсчах темиҫе наука чиккинче ӗҫлет. Экологсене, медицина ӗҫченӗсемпе спортсменсене уйрӑмах кӑсӑклантараҫҫӗ вӗсем. Вӑл эмел курӑкӗсене тӗпчесе этеме ватӑлма паман, унӑн тӳсӗмлӗхӗпе пиҫӗлӗхне ӳстерекен, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерме пулӑшакан имлев курӑкӗсем шыраса тупнӑ, вӗсем пурте пӗлекен жень-шеньрен те ирттереҫҫӗ.