Аслӑрах ҫулхисем ас тӑваҫҫӗ пулӗ-ха: иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенче Шӑмӑршӑ пасарӗ эрнекун редакци ҫумӗнчи лавкка патне пуҫтарӑнатчӗ. Пасар теме те ҫукчӗ пуль ӑна: хальхи пек таҫтан-таҫтан килнӗ сутуҫӑсем кӗпе-тумтир, атӑ-пушмак, ытти ӑпӑр-тапӑр сутман.
Пӗрре ҫапла редакцири ман пӳлӗме самаях ватӑ хӗрарӑм кӗчӗ.
— Качака туянасшӑн та, хӑшне суйласа илмеллине пӗлместӗп. Мана таса ӑратли кирлӗ, кунне 2-3 литр ҫеҫ параканни ан пултӑр. Редакцире ӑслӑ ачасем ӗҫлеҫҫӗ, пулӑшӑр-ха мана.
2022 ҫул — Чӑваш Республикинчи мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ
Республикӑра мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пынӑ май, шкулта вӗренекенсем те паллӑ ҫынсем ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ мӑнукӑм та акӑ «Нарспи» поэма авторӗн Константин Васильевич Ивановӑн кун-ҫулӗпе интересленме тытӑннӑ, ҫуллахи каникул кунӗсенче класӗпех чаплӑ поэт ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ялне кайса курма шутлаҫҫӗ.
— Пирӗн Шӑмӑршӑ ялӗнче те ҫӗр-шывӗпех палӑрнӑ Иванов ҫуралнӑ, — терӗм мӑнукӑма.
Истори страницине уҫсан...
Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесӗнчи ялсенче шкулсем уҫас, вӗсене учительсемпе тивӗҫтерес ӗҫре И.Я.Яковлева халӑх училищисен инспекторӗ, каярахпа директорӗ пулнӑ И.Н.Ульянов пысӑк пулӑшу панӑ. Илья Николаевича ҫак ӗҫе шаниччен пуҫламӑш училищӗсенчи лару-тӑру питӗ кӑткӑс пулнӑ, ачасене ӑнсӑртран тупӑннӑ ҫынсем вӗренткеленӗ тӗслӗхсем те паллӑ. Вӗсен ятарлӑ педагогика пӗлӗвӗ те пулман.
И.Н.Ульянов, инспектор тӗрӗслевӗпе кӗпӗрнери ялсене тухса ҫӳренӗ чух, ҫак ҫитменлӗхсене тӳрех асӑрханнӑ.