Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +7.3 °C
Любви не утаишь...
(А.С. Пушкин)
 

Статьи

Охатер Томеев — чӑваш чӗлхине хӳтӗлекенӗ

  16.11.2020 18:49 | 7485 просмотров

(Охатер Томеев ҫуралнӑранпа 320 ҫул ҫитнине асӑнса) 

Халӑха нихӑҫан та вӑйпа хистемелле мар, ӑна вӑл е ку ҫӗнӗлӗхе йышӑнма, малалла талпӑнма хӑнӑхтармалла, ӳкӗте кӗртме пӗлмелле. 18 ӗмӗрте те чӑваша хистекенсене хирӗҫлекенсем, халӑхӑмӑра чунран-чӗререн юратакансем, тӑван чӗлхемӗре хӳтӗлекенсем, унпа усӑ курса ӳкӗтлекенсем тупӑннӑ. Ун йышшисенчен чи малтанхи Охатер Томеев (вӑл 1700 ҫул тӗлнелле хальхи Чӑваш Республикин Шупашкар районне кӗрекен Питтукасси ялӗнче ҫуралнӑ) пулнӑ.

Далее...

 

Кӑкшӑм шкулӗнчен вӗренсе тухнине аса илсе

  31.07.2017 16:03 | Изменить | Удалить | 6836 просмотров

Ҫу кунӗсенче шкулсенчен тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем шкул ҫулӗсене аса илме, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсемпе тӗл пулса калаҫма пухӑнаҫҫӗ. Кашни шкулӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ. Калӑпӑр, эпӗ ӗҫленӗ Штанашри вӑтам шкулта ҫулленех ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче туссем пуҫтарӑнаҫҫӗ, шкул пӗтернӗренпе 5, 10, 15, 20, 25... 50 ҫула палӑртма.

Кӑҫал та 50 ҫулхисем пухӑнма калаҫса татӑлнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри 8 ҫул вӗренмелли шкултан 1972-мӗш ҫулта вӗренсе тухнисем ҫак кунсенче шкул пӗтернӗренпе 45 ҫул иртнине палӑртма пухӑнчӗҫ.

Далее...

 
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)