* Юрий Гагарин космоса хӑпаричченех Совет Союзӗн телеграф агентстви валли виҫӗ тӗрлӗ информаци хатӗрлесе хунӑ пулнӑ: савӑнӑҫлӑ (вӗҫев лайӑх вӗҫленсен), SOS пӗлтерӳ (пулӑшма ыйтса ҫырни), хуйхӑллӑ хыпар (Гагарин вилсен). Телее, малтанхи вӗҫев ырӑпа вӗҫленнӗ.
* Тӗнче уҫлӑхӗнчен ӑнӑҫлӑ таврӑннӑ хыҫҫӑн Гагарина унӑн ятне тата вӑл хӑҫан вӗҫнине палӑртакан номерлӗ «Волга» машинӑпа наградӑланӑ.
1. Этем кӗлетки тӗрлӗ хими элементӗнчен тӑрать. Эпир хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗнче кӑларакан хлор ултӑ пысӑк бассейнри инфекцие пӗтерме ҫитет. Фосфор вара 200 ытла курупка шӑрпӑк кӑлармалӑх пухӑнать.
2. 60 ҫултан 20-шне этем ҫывӑрса ирттерет.
3. Ача ҫурланӑ чух чӗркуҫҫинчен унӑн чашӑк ҫук. Вӑл 2–5 ҫул вӑхӑтнелле йӗркеленет.
4. Пирӗн кӗлеткери чи хирӗп пай – ҫӳҫ. Археологсем пирӗн эрӑччен пиншер ҫур каялла пытарнӑ мумие тупнӑ.