Хаҫат — «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи...
Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп. Ҫак утӑм — йӑнӑш, вӑл пысӑк ҫухатупа — райхаҫатсем вуҫех хупӑнассипе вӗҫленме пултарӗ. Нумай редакци ура ҫинче ҫирӗп тӑрать паян, вӗсенче хӑйсен профессине чунтан парӑннисем вуншарӑн тимлеҫҫӗ. «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче те ҫаплах. Хальхи вӑхӑтра район хаҫатне кашни 4-мӗш ҫын вулать.
Районсенчи редакцисен статусне пӗтерсе филиал тусан хаҫатсен ҫухату пуххинче мӗн курӑпӑр-ха?
Ҫак таранччен Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑл культури сахал мар ҫухату тӳсрӗ. Унӑн хроникине район хаҫачӗсене пӗтерсе пуянлатас марччӗ...
Николай Малышкин,
«Елчӗк ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ,
ЧНКан Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ.
Кестентин Пети // 3852.77.8195
2021.11.20 14:52 | |
Ан та калар енте Трак ен хасаче лайахрах тухма пусларе тесе : хасатан " шале " сук , пуслахсене критиклеме харать . шавах мухтав юрри шарантарать . "Хыпар" хушмасть-и ана е чан-чан журналистсем юлмарес Красноармейски районен хасачен тираже те---республикара чан печекки . Ыттисене те унан шапи кетесрен пашарханса сырать те енте Елчек район хасачен теп редакторе . | |
Agabazar // 1254.34.7700
2021.11.20 20:08 | |
![]() |
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман |
Евразиец // 3753.90.6577
2021.11.20 20:19 | |
Газеты районные содержать не могут, а треп разводят о проблемах детских садов с чувашским языком... Районные газеты уже читать некому... Трепачи с разводом на красивых и пустых фраз в языке и в речах... | |
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2021.11.20 22:09 | |
![]() |
Район хаҫачӗсем пирки Красноярскран пит аван курӑнать пулас, аха-и? Лишь бы чӑваш культури пирки япӑххине ҫырас.
Эп вара район хаҫатӗнче нумай пулмасть пултӑм. Вӑрнарсем патӗнче. Тунтикун ирхине вӗсем патне пӗлтерӳ пама халӑх пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗрсе тухрӗ. Район хаҫачӗсем пасар саманинче те ӗҫлеме хӑнӑхса ҫитнӗ. Вулаканӗ те пур. Пӗрлештернӗ май пирӗннисем, эп ӑнланнӑ тӑрӑх, тутарсен опычӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ пулас. Анчах темшӗн чӑвашлисене ҫеҫ пӗрлештереҫҫӗ. Тутарта Татмедине тутарлисем те, вырӑслисем те, чӑвашлисем те кӗреҫҫӗ. Пирӗннисем вара нихҫан та Гранине, Советская Чувашине, Республикӑна пӗрлештересси пирки сӑмах хускатман, чӑвашлисене ҫеҫ. |
Agabazar // 1254.34.7700
2021.11.21 00:00 | |
![]() |
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман |
Agabazar // 1254.34.7700
2021.11.21 00:07 | |
![]() |
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман |
Евразиец // 3753.90.6577
2021.11.21 11:33 | |
Аçтахар, критически пишу, чтобы исправились, встали на путь исправления, а не просто сами себя впустую восхваляли . | |
ялтан // 1751.39.8118
2021.11.21 16:22 | |
Тӗп сӑлтав - министерствоку хӑмӑта хывсапӑрахса Вашуркинӑна тӑхӑнтса ярасшӑн, вӑл чи пысӑк специалист-ҫке чӑваш чӗлхипе, хӑйсен вара чӑвашла пӗлекен пӗр специалист та ҫук мӗнпур Министерствипе. | |
Agabazar // 4246.60.1146
2021.11.21 19:47 | |
![]() |
Ытарайми Кестентин Пети,
эп санпа çак çтатьяна питĕ-питĕ сÿтсе явасшан, анчах никнеймне тĕрĕс вулама пĕлместĕп. Пулăш, тархасшăн! Турă пул! Ĕмĕр манмăп! |
Agabazar // 4246.60.1146
2021.11.21 19:55 | |
![]() |
Этот комментарий удален. Причина: Дубль: хам хуратнă |