Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Душа человека - лампа, у которой наука - пламя, а знания - масло.
(Ибн Сина)
 

Алексей: Кашни куна зарядкӑран пуҫлар

Алексей05.10.2019 15:503163 просмотров

Ҫӗнӗ куна зарядкӑран пуҫлани ҫав усӑллӑ пулнине эпир мӗн пӗчӗкрен пӗлетпӗр. Зарядка вӑхӑтӗнче эпир пӗтӗмпех вӑранса ҫитетпӗр,мышцӑсене вӑрататпӑр, энергипе пуянланатпӑр.

Зарядкӑна кашни ирех туса пыни ачана йӗркене хӑнӑхтарать. Ҫакӑн пек туни шӑпӑрлансене хӑйсен кулленхи тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӑмӑлтарах. Паянхи кун ача шкулта ӗлкӗрсе пыни ҫине унӑн сывлӑх шайӗ чылай витӗм кӳрет. Хальхи вӗренӳ тытӑмне илес пулсан ачан чылай вӑхӑт уроксем ҫине тӑкаклама тивет. Куна пӗлсе йӗркелемесен организма йывӑр килет, ача кулленхи ӗҫсене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫлайми пулать. Ҫавӑнпа та кашни куна зарядкӑран пуҫламалла. Ҫакӑ нерв тытӑмне ҫирӗплетме те, чир-чӗртен сыхланма та пулӑшать. Уроксем пуҫланиччен гимнастика туни организм ҫине лайӑх витӗм кӳрет, кӗлеткене, пуҫ мимине вӑратма пулӑштарать.

Зарядка пирки калаҫнӑ май, паллӑ француз педагогӗн, общество деятелӗн Пьер де Кубертенӑн сӗнӗвне аса илтерес килет: "Хӑнӑхтару хӑй мар, ӑна мӗнле туни, мӗнле вӑй хуни тата мӗн валли ӑна туни пӗлтерӗшлӗ. Вӗренӳ вӑхӑтӗнче вара хӑнӑхтарусем тума лайӑхран та лайӑх сӑлтав пур: усӑ куни!". Паянхи кун та ҫак сӑмахсем хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатмаҫҫӗ. Зарядка сывлӑхлӑ пулма, кулленхи пурнӑҫра пур ӗҫре те ӗлкӗрсе пыма кирлӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики