| Agabazar // 3014.08.7320 2015.05.17 16:57 | |
|  | Ку тĕлте тем çырнăччĕ пуль тесе ан шутлăр, тархасшăн. Дубль кайнăччĕ те, çак япалана пусса хума тиврĕ. | 
| Миккуль // 4292.84.0894 2015.05.18 18:21 | |
| Ничаво,Agabazar тете, каҫаратпӑр. Темех туман иҫ, тусан та эпир каҫарма хӑнӑхнӑ. | |
| Agabazar // 1310.05.0209 2015.05.18 20:17 | |
|  | Тавтапуç каçарнăшăн, Миккуль мучи! Каçару ыйтмасăрах каçарнине шута илсен — виç-тват хут тавтапуç!  Ĕнтĕ ку сайта Админ сире сутса ячĕ-им?  | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2015.05.19 09:10 | |
| Вӑт,вӑт питӗ кӑмӑллӑ. Акасапар хӑтапа Миккуль шӑллӑм та сӑпайлӑ калаҫма пуҫларӗҫ. Турри  пулӑшсан, хамӑр тӑрӑшсан Акасапар хӑта манпа та килӗштерсе калаҫма пуҫлӗ.  | |
| Agabazar // 1100.57.6949 2015.05.19 17:02 | |
|  | Акапасар кунта никамран та каçару ыйтман. Каçару ыйтма сăлтавĕ те пулман. Апла пулин те ăна Миккуль текенскер "каçарма" ăс çитернĕ. Вăт, пурăнатпăр çавăн пек. | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2015.05.19 17:56 | |
| Вӑт,вӑт Акасапар хӑта, саншӑн уже каҫару ыйтасси те проблемӑ. Ҫӑмӑллӑн каҫару ыйтмалла. Эп,сӑмахран, каҫар мана,Акасапар хӑта, тесе ыйтатӑп. Тен, кӳрентертӗм пуль сана ҫак кӗске вӑхӑтра. Легко, ҫӑмӑллӑнах. | |
| Agabazar // 3543.03.4003 2015.05.19 21:07 | |
|  | Пĕриншĕн каçару ыйтасси проблема, теприншĕн ют çынна "эсир" теесси... А мана илес пулсан, маншăн Путин валли ыйту ăсталасси питĕ пысăк проблема! Ыйтăвне ниепле те шутласа кăлараймастăп. Хуть те çурăлса тух! | 
| Ют Ҫын // 4175.42.3625 2015.05.19 21:23 | |
| Ыйту парасси темле пит проблемах мар туйӑнат вӑл,Agabazar  юлташ. Тӗпрен илсен, ыйтӑвӗ чунран тухакан пултӑр. Кирлӗ ыйту лартмалла, пиар валли мар. | |
| Тимӗр // 4916-2612 2015.05.19 21:25 | |
| Турӑ каҫарать,Бор хӑта. | |
| Agabazar // 3543.03.4003 2015.05.19 21:35 | |
|  | Каллех Акапасара каçармалла-ши, Таймер юлташ?
 Мĕнпе айăпа е çылăха кĕнĕ-ши вăл сирĕн умра? Турра асăнатăр-ха та, анчах кунта чăн малтанах Путина асра тытмалла. Мĕншĕн тесен Турă аякра, Путин вара çывăхра. Çавăнпа та ытларах шутлаттарать. Ну мĕнле çынсем эсир, кашнийĕнчех тема патнелле хамăн сĕтĕрсе килме тивет! :-( | 
