| bor1959 // 1039.8.4424 2014.01.29 09:59 | |
| Нумай çырап,каçарăр мана,тархасшăн!Çырма чарăнап çавăн чухне,хăçан Акасапар хăйĕн Хастар ĕçĕсемпе паллаштарать.Вара Акасапар-хастар сывлăхĕшĕн,вăл нумай çул пурнассишĕн кĕл тăвап та çырма чарăнап,яланлăхах яла кайса пытанап. | |
| Agabazar // 1022.26.6608 2014.01.29 13:39 | |
|  | Timer:"По делам надо судить,а не по словам"
 Тархасшăн, кам та пулсан пулăшăр-ха Тимере çак сăмахсене вырăсларан чăвашла куçарма. Хăй вăл вырăсла шухăшласа çурма хрантсусла, çурма Чулхулалла çеç сăмахлама пултарать пулмалла. | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.01.29 14:01 | |
| Чи малтан Акасапар-хăта сăмахпа мар ĔÇÿсемпе палăрт-ха хастарлăхна, тархасшăн турă пул.Эс ху та Акасапар вырăсла тата француцла перкелесе яратăн.Украин чĕлхи çинчен каламас та, вăл санăн аму чĕлхи пекех.  | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.01.29 14:25 | |
| Чĕлхе çинчен калас пулсан, Акасапар-хăта, пирĕн тăрăхра чĕлхесен пĕртанлăх саккунĕ пур вĕт. | |
| Agabazar // 2355.85.7661 2014.01.29 15:06 | |
|  | Ну сăмахлăр эппин çурма вырăсла та çурма "чăвашла" тĕнчене тĕлĕнтерсе: Ни вырăс эп, ни чăваш —хама хам неснайски....
 Сайтçăсене аса илтеретĕп: "Борпа" унăн "шайккине" эп хама "эс" теме ирĕк паман. | 
| Атнер // 3913.58.4645 2014.01.29 15:37 | |
| Акапасар,пустуй ан кутăшлан ĕнтĕ.Платон е Аристотель каланă сăмахсене чăвашла куçармасан та юрать пуль.Тимĕр çĕр çын таран сурхурине пухма пултарнă пулсан ку тĕлĕнмелле капашсăр пысăк ĕç.Пулăшăр ĕçлекенсене. | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.01.29 19:53 | |
| Акасапар хăта "шайккине" темесĕр сăмах тупимарăн-и? Санăн сăмахсен пуххи( словарный запас) пуян пулмалла пек. Эпĕ сана хисеплесе "Акасапар каманди" тесе çырап вĕт. | |
| РЕЙ // 3231.25.3302 2014.01.30 19:30 | |
| Кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ. Кам туса лартма ăста , кам тĕрĕс ишсе антарма ăста. Ăстасем пур çĕрте те кирлĕ.Тума пĕлекен ишме те пĕлет, ишме пĕлменни тума та пĕлместь. | |
| Тимӗр // 2159.72.9502 2014.01.30 22:42 | |
| Тавах Акапасар."По делам надо судить,а не по словам "-тени сана пырса лекнине пĕр эсĕ çеç систертĕн.Мĕнех,тен тĕрĕсех те пулчĕ пуль.Таки пĕр пĕчик хăв тунă ĕç пирки пире каласа хавхалантараймарăн. | |
| Agabazar // 3926.72.5424 2014.01.30 23:35 | |
|  | "По делам надо судить,а не по словам " Кам та пулсан çак сăмахсене чăвашла куçарма Тимĕре пулăшсамăр, тархасшăн!!! | 
