| Якур // 1039.8.4424 2012.11.17 13:21 | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.11.17 16:00 | |
|  | «Админа: канта вара майлăн шăлса кушак пек мăр-мăр тесе çеç лармалла-им?»
 Кунта тема мĕнле? Юрă пирки. Эсир вара таçти уçлăха тухса кайнă. Йĕрки пулмалла. Эп çавăн пирки. Ытти чăвашсен ĕçне сӳтсе явма уйрăм теме уçăр та — унта сӳтсе явăр. Тепĕр тесен ыттисен ĕçне те хаклама пĕлес пулать. | 
| Тимер // 5574.4.5423 2012.11.17 19:28 | |
| 20 çул ĕнтĕ наци юхăмĕече.Ман юлташсем:Хусангай,Тургай,Праски Витти,Мадуров Чĕмпĕрти Мустаев,Хусанти Яковлев,Екатеринбургри Николаев тата ытти халăхшăн чунпа ĕçлекен чăн чăвашсем.Питĕ туслă та йĕркеллĕ пурăнатпăр чăваш тĕнчинче.Ята яман. | |
| Якур // 1039.8.4424 2012.11.18 09:23 | |
| Админа: эсир никамран уйрăмах мар "юрăç" çинчен çеç ятарласа калаçу хускатасшăн пулсан,мĕн тума кирлĕ ку тема? Е эпир ЧНК шайĕ пек ташă-юрă енне кăна куçса каятпăр. Ытти регионсенчен килнĕ тăвансемпе( Архиповăн делегачĕсемпе мар)калаçăр та, пĕтĕмпех вырăна ларĕ. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.11.18 13:06 | |
|  | //аттук леш анегдотри пек, сахăра «тăвар» тесе çырнă кофе банкинче шырама сĕннĕ пек. Светлана Ивановăн юррине вырнаçтарнă — чăн калаçу вара темшĕн чăвашлăх пирки. Сирĕн шухăшăрсене ăçта шырамалла тет? Светлана Иванова юррин теминче?
 Те ăнлантарма пĕлместĕп, те сире ăнланма йывăр :( | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.11.18 13:07 | |
|  | «Админа: эсир никамран уйрăмах мар "юрăç" çинчен çеç ятарласа калаçу хускатасшăн пулсан,мĕн тума кирлĕ ку тема?»
 Тема ятне пăхăр. Килĕшӳсĕр-çке урах тема пирки калаçма. Урах тема валли тепер теме уçăр та — ун пирки калаçăр. | 
| Игорь Сайман // 4708.35 2012.11.18 17:07 | |
| Видеоролика Ультиар(Олег Цыпленков) ÿкернĕ. Çавăнпа "çумтема" сиксе тухрĕ. | |
| Якур // 3173.66.1153 2012.11.18 23:47 | |
| Админа: Юрату çинчен( кунти сăмахсенчен вĕриреххисемпе юрлаççĕ) çур Республика юрлать. Хусканăвĕсем тата пÿ-сийĕ те нумайăшĕн вырăнлăрах. Мĕн каласшăн пултăн ку клиппа: Мĕн тери илемлĕ вырăн тесе лармалла-и? Евроюристăн ĕмĕчĕ çитсе пырать! | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.11.19 02:18 | |
|  | Мĕн калăн ĕнтĕ, сирĕнтен те витĕртерех тиркекенсем пур темелле-ши?
 Хăвсамăр ӳкерсе, юрласа, калăпласа, сăвă çырса курнă ĕнтĕ — çавăнпа, тен, пĕлсех тиркетĕр. | 
| Якур // 4183.54.3788 2012.11.19 10:16 | |
| Админа: кунта ĕç калăпласа курни çинче тăмасть вĕт, эпĕ ыйтатăп-мĕн каласшăн ку ÿкерчĕкпе. Тепĕр вунă çын ÿкерчĕк тăратĕç, вара мĕн( пирĕн хурав çырма кирлĕ мар пулсан, çырмасан та пултаратпăр? Киленсе ларăр вăрăм хĕле кĕскетме çырнă ÿкрчĕкĕсемпе. | |

Админа: канта вара майлăн шăлса кушак пек мăр-мăр тесе çеç лармалла-им? Любой митингра е пикетра "асăннă хăватлă" чăвашсем çук( Мочалов хăй пикетне кăна кăмăллать), е вĕсем чăваш тĕнчине çутта кăларма "Пысăк" проект хатĕрлеççĕ?