| Тимер // 5574.4.5423 2011.11.10 21:01 | |
| Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем умĕнче пуç тайатăп. Анчах вĕрентнипе хÿтĕлени тата кашни утăмра кĕрешни хушшинче уйрăмлăх питĕ пысăк. Тата пур журналист Илле Иванов. | |
| Тимер // 5574.4.5423 2011.11.10 21:05 | |
| Хулара чăвашла вĕрентекенĕн килĕнче ачисем тăван чĕлхепе калаçаççĕ пулсан ыранах пырса ун умĕнче пуç тайăп.Тата хамран парне парăп. | |
| ВалерИк // 3999.38.3087 2011.11.11 15:17 | |
| Эсир,тăвансем,хăвăр хушăрта çапла ЧĂВАШЛĂХА УПРАС тени лайăх ĕнте.Анчах та çак калаçу 20-30 çул каяллах пулсаччĕ... | |
| Елена // 6353.1.4066 2011.11.11 19:43 | |
| Ку калаçу 20-30 çул каялла кăна мар, 50-60 çул каялла та пулса иртнĕ. Ун чухне те чĕлхене упраса хăварасси пирки калаçнă. ПУР ВĔТ-ХА ЧĔЛХЕ, ПУР! ЭПИР ПУРĂНТПĂР! Апла пулсан калаçнин усси те пулатех.  | |
| Акулина // 2229.59.0679 2011.11.11 19:46 | |
| Тимĕр! Эсĕ тата ялта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен ыйтса пăх-ха, ачисене атте-анне тесе калаттаракансем миçен-ши? | |
| Тимер // 5574.4.5423 2011.11.11 20:14 | |
| Эпĕ хам ухмах пуçпа шутланă:ялта чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ачисем хăть атте-анне теççĕ тесе.Апла мар-и мĕн? Хăрушла намăс.Тутарсем мĕн тесе шутаç ĕнтĕ пирĕн пирки.  | |
| Васса // 1744.47.7810 2011.11.12 21:10 | |
| Халь тутарсем хушшинче те папа-мама текенсем курăнкалаççĕ... | |
| Акулина // 3762.09.3185 2011.11.13 10:33 | |
| Эпир чăвашлăхшăн тăрăшатпăр текенсенчен нумайăшĕн   ачи-пăчи, мăнукĕсем чăваш пулса çитĕнмеççĕ.  Çавăнпа пирĕн чăваш халăхĕ вăйсăрланни ЮНЕСКО пĕлтермесĕрех паллă. Тимĕр, санăн вара?... | |
| Тимер // 5574.4.5423 2011.11.13 12:36 | |
| Акулина,мĕншĕн эсĕ мана пĕр май кÿрентересшĕн? Манăн пĕчĕк хĕрĕм,паллах,атте-анне тата кукаçей-кукамай,кукки-мăнакки тесе чĕнет. | |
| Тимер // 5574.4.5423 2011.11.13 12:40 | |
| Тутарсем хушшинче папа-мама çукпа пĕрех. Пулсан та ун пек тутар хисепре мар.Ун пек çын вĕсен трибуна çинчен мĕнле тутар чĕлхине упрас пирки палккама пултараймасть. | |
