Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Из божьей искры в нем разгорелось адской пламя.
(М. Задорнов)
 

Аçтахар Плотников: Латиница

Аçтахар Плотников23.12.2006 22:473262 просмотров
Юлашки вӑхӑтра кӑмӑла пӗтӗмпех пӗтерсе пыраҫҫӗ. :( Ӗҫлес те килмест. Юрать-ха чӑвашсем... Тата тутарсем те чӑвашсене латинла ҫырма вӗрентме пуҫласшӑн! Пӗтӗм хамӑн сайтсене латиница ҫине куҫарсан хаш сывласа яраҫҫӗ ӗнтӗ. Чӑнах та ывӑнса ҫитрӗм эпӗ латиницӑна усӑ курни япӑххи пирки. Вӗсем нумай... ман вара ӗҫлес вырӑнне латиницӑн япӑх енӗсене уҫса памалла... ун ҫине вӑхӑт иртермелле.

Хӑвсамӑр ҫинчен анчах шутлатӑр пулсан — тӑвӑр мӗн тӑвас килет.
Ак Игрукӗ те тата — чӑвашла латиница ҫинче ҫырать те, вырӑсла кирилица ҫинче. Чӑвашӗсене пӗр енне, вырӑсӗсене тепӗр енне уйӑрасшӑн пулас. Мӗн тума? Ирӗк парсан вырӑссене хулан пӗр енне, чӑвашӗсене тепер енне уйӑратчӗ пулӗ. Вара ун шухӑшӗпе чӑваш чӗлхи сыхланса юлать... вырӑсланса пӗтмеҫҫӗ. Леш Берлин стени пек ӗнтӗ. Ҫынсене те вӑл хӑш халӑх шутне кӗнипе хаклать. Енчен те чӑвашӗ вырӑспа, е тутарпа мӑшӑрланать пулсан — Игрукшӑн ку питӗ пысӑк хуйхӑ... Ҫынни тӳрех ун куҫӗнче ӳкет.

Ыран ирхине чун лӑпланӗ те пулӗ... Халӗ вара кӑмӑл питӗ япӑх... «Повествование о чувашах» кӗнекин тепер пайне тума вӑй тупайӑп-ши, тупаймастӑп-ши... Пӗтӗмпех пӑрахас та урӑх нимӗн те тӑвас мар текен шухӑш питӗ пысӑк. Корпораци каҫӗнче хисеп хучӗпе преми пани те кӑмӑла хӑпармасть :( Ӗҫлӗр... мӗнле ӗслес килет. Анчах кайран пуҫӑрсене хыҫмалла ан пултӑр «Мен туса хутӑмӑр-ши» тесе. Вырӑссем калакан «Хотели как лучше, а получилось как всегда» текен каларӑшӗ пек ӗҫлес килет пулсан — ӗҫлӗр... Чӑвашсене латиница ҫине куҫарӑр. Чӗлхисене вата-вата ҫырччӑр, вулаччӑр. Сире нимех те мар вӗт-ха. Сире латиница ҫинче вулама-ҫырма мел. Сирӗн шухӑшпа вӗсене те мел...
ХК: Ак ӗнтӗ... 40 минут ӗҫлес вырӑнне ҫак ҫырӑва ҫыртӑм...
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики