Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +33.0 °C
Человек в самом себе носит самого страшного из своих врагов.
(Ж.Ламетри)
 

Дневник пользователя Yuyakovlev


Чунне уҫса калаҫрӗ Анат Явӑш сар каччи

  10.02.2020 12:09 | 1394 просмотров

(Г.Н. Архипова асӑнса)\

 

Хурамаран пӗкӗ эп автартӑм

Хура лаша валли, ай, пӗветсе.

Уй хапхинчен тухса юр юрларӑм

Аякри тӑванӑм илттӗр тесе.

Чӑрӑш тӑрри ҫине пӑхса ил,

Аякри тӑванна, ай, аса ил.

Ман апи (анне) ҫак юрӑпа ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Юлашки вӑхӑтра мана Г.Н. Архипов час-часах аса килчӗ. Кӑрлач ҫил-тӑманӗсем хускатрӗҫ пулмалла чунри тата ӑс-тӑнри астӑвӑм хӗлӗхӗсене.

Далее...

 

Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем

  05.02.2020 13:27 | 1558 просмотров

Литература тӗпчевҫи, критик, тавра пӗлӳҫӗ, вӗрентекен, Вӗрентекен, наци пурнӑҫне/юхӑмне ушкӑна йркелекен… Виталий Петрович Станьял ӳнере тарӑнран тарӑн курса хаклаканӗ те. Ҫакна юлташӑмӑрӑн куравне уҫнӑ чух (2003, ака, 29) хаклав кӗнекине ҫырнӑ тӗрленчӗк ӗнентерет.Владимир Енилин куравӗ халӗ «Чӑваш енри Халӑхсен туслӑх Ҫуртӗнче» (Хусанкай ур., 20) уҫӑлчӗ.. Эсир ӑна Станьял куҫӗпе/чунӗпе те курма пултаратӑр…

Юрий Яковлев

 

Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем

(Владимир Енилин художник ӑсталӑхӗ пирки)

Тимӗр Енилин – Владимир Пантелеймонович Енилин – Тутарстанри паллӑ чӑваш ялӗ Рункӑ ҫуратса ӳстернӗ талантлӑ та хӑйне евӗрлӗ ӳнерҫӗ.

Далее...

 

Чӑваш Турри ыйтнине тивӗҫтерекен Фарида юрри

  28.01.2020 17:21 | 1629 просмотров

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен)

1946 ҫулта Мартин Хайдеггер «Поэтсем мӗн тума кирлӗ?» («Wozu Dichter?”) ятлӑ хайлав ҫырать. «Ку тӗнче самани ӑнсӑртран ҫӗмрӗлсе кӗнӗ ҫӗнӗ турра пула ҫаврӑнмасть. Курӑнми, хӑй пирки сас пами пулнӑ турӑ таврӑнни те тӗнче саманине ҫавӑрмасть. Ҫынсем ӑна валли вырӑн хатӗрлемесен, ӑҫта ун таврӑнас? Унӑн ҫутти мӗн пур таврана малтанах витмесен турӑн вырӑнӗ ӑна епле шӑнӑҫтарӗ? «Малтан пулнӑ» турӑсем ҫынсем вӗсем валли тивӗҫлӗ тата тӗрӗс уйӑрнӑ вырӑнсем хатӗрлесе хурсан таврӑнӗҫ».

Далее...

 

Г.Н. Волковӑн юлашки ӗҫӗ Л.Н. Толстой килӗнчен тухса тарнипе танлашать

  24.01.2020 17:42 | 1407 просмотров

Вӗреннӗ чӑваш (ӑна, пӗтӗмӗшле илсен, интеллигенци теме май килмест) хӑйне епле тытнине 30 ҫул ытла сӑнанӑ май пуҫра (маншӑн, чӑвашшӑн, хӑрушла) шухӑш йӑва ҫавӑра пуҫланӑччӗ: тискер (ыттисенчен катӑкран катӑк) халӑх мар-ши эпир?.. Тӗнчере этеме этем тӑвакан ӑнлавсем ҫирӗпленнӗ теме пулать. Ҫынлӑх (гуманизм), чӑнлӑх, тӗрӗслӗх, тӳрӗ кӑмӑллӑх… тавра йӗркеленеҫҫӗ вӗсем. Ҫак ыйтусем чӑваша хускатаҫҫӗ-и, канӑҫ памаҫҫӗ-и?.. Хуравне шыраса пӑхмалли мелсем ансат. Тытӑр та уҫса пӑхӑр пирӗн хаҫат-журналсене, итлӗр радио-телевидение, ҫӳрӗр пуху-митингсене… Тупатӑр-и эсир унта чӑнлӑхпа, тӗрӗслӗхпе, тӳрӗ кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ шухӑш-кӑмӑл?

Далее...

 

Чунӗ хытман ҫыншӑн тӑван чӗлхе пӗтни хӗвел ӗмӗрлӗхе аннипе танлашмалла

  21.01.2020 11:02 | 1824 просмотров

Иосиф Александрович Дмитриевпа эпир пӗр-пӗрне пуҫран шӑлса, пӗр-пӗрне юрас тесе, алай-алай тесе калаҫман. Унпа хутшӑннӑ чух эп, М.М. Бахтин калашле, достоевскилле ҫавра ҫил кӑларма юрататтӑм, ҫуралтӑр-ха чӑн сӑмах тесе. Юлашки вун ҫулхи калаҫусене вӑл темле салхуллӑ (халь ӑнланатӑп — ыратулла, трагедилле салхуллӑ) шухӑш-кӑмӑлпа вӗҫлетчӗ: «Яваплӑх ӑҫта, яваплӑх…». Аслӑ юлташӑн («Сан хыҫҫӑн йӗм пӗҫҫи тавӑрса чупаймастӑп ӗнтӗ эп», — тетчӗ вӑл.) сӑмахӗсем маншӑн халь халал пек янӑраҫҫӗ… Чӑвашлӑх пирӗн пурнӑҫран хӑрушла кайса пынине чылай чухне яваплӑх ҫуккипе ӑнлантарма пулать.

Далее...

 

Наш антиофициоз

  06.01.2020 19:02 | 1723 просмотров

(К 70-летию Михаила Воробьева)

В историю чувашского нонконформизма Михаил Воробьев вписал яркие страницы. Перестройка в СССР, принесшая в нашу жизнь свободу слова, давшая толчок к развитию инициативы, творческой мысли, позволила ему проявить свой бунтарский дух, который, скорее всего, восходит к воспетому Геннадий Никандровичем Волковым красночетайскому духу (родители Воробьева из деревни Тралькасы Красночетайского района).

Михаил Николаевич попал в поле моего зрения в 1989 году.

Далее...

 

Владимир Енилин – это Андрей Тарковский чувашской живописи

  23.12.2019 10:55 | 1766 просмотров

(Из книги «Метафизика художника Владимира Енилина»)

 

Начну издалека. В 1987 году после зимней сессии я гостил у друга в Ленинграде. Леша Михайлов, аспирант Ленинградского государственного университета им. А.А. Жданова, утолил сполна мою жажду познания немассового, трудного, сложного искусства (комплекс неполноценности студента провинциального университета). Недельная программа моего пребывания в Северной столице была насыщена более, чем до предела.

Далее...

 

Арҫури тупсӑмӗ-тӗллевне маннӑ арҫурисем

  15.09.2019 14:22 | 2487 просмотров

(«Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?» кӗнекерен)

 

«Литература халӑха туйма, шухӑшлама, критикӑллӑ ӑс-тӑна туптама вӗрентет. Хӑйӗн сӑнне те вӑл литературӑра тупать. Ҫак сӑна вӑл ялан улӑштарма, лайӑхлатма тӑрӑшать.

Литература вӑл – Пӳлӗх парни мар. Ӑна ҫынсем тӑваҫҫӗ. Вӗсем литературӑна тата хӑйсене суйлаҫҫӗ. Литература пропаганда е канмалли мел кӑна пулас пулсассӑн халӑх чӗрчун-выльӑх пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫлӗччӗ.

Паллах, ку пит пӗлтерӗшлӗ те мар.

Далее...

 

Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ

  19.02.2019 09:55 | 3907 просмотров

Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ, е Чӑвашӑн сарӑ кун тӗнчинче те хӗрӳ ӗҫ пырать

 

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

Ҫаврака Ҫавал ҫаврӑнса юхать,

Кӑмӑла ҫӗклен сӑмахсем калать.

Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,

Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.

 

Ватӑях вӑрман каш та каш кашлать,

Ҫунатти ҫинче сар хӗвел ташлать.

Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,

Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.

Далее...

 

Фарида ҫине чӑваш хӑй чунӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхать…

  25.01.2019 11:24 | 4676 просмотров

Ман арӑм амӑшне телефонпа Фарида юррин сӑмахӗсене вуласа ҫыртарнине курсан — тӗлӗнтӗм. (Ялта ватӑсен интернет ҫук.). Хуняҫапа хуняма, Вениамин Ефимовичпа Римма Ивановна, — вӗреннӗ ҫынсем, интеллигентсем темелле. Пурнӑҫ курнӑ. Пули-пулми япалапа вӗсене астараймӑн. Шалтипе тулаш мӗнне вӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Тиркевлӗ куҫпа пӑхаҫҫӗ вӗсем чӑваш культури ҫине. Фарида вӗсен кӑмӑлне кайни мана юрӑҫ вӑрттӑнӗ пирки шухӑшлаттарчӗ.

Юрланипе мар – юрӑра хӑйне епле тытнипе илӗртет, ман шутпа, Фарида.

Далее...

 
Страницăсем: [1], 2, 3, 4
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)

Мы на Facebook 1370+
 
 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org