Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +15.3 °C
Неудача всегда дает нам чувствовать силу наших стремлений.
(Бальзак)
 

Малалла утар!

В. Сергеев юррисем мана тыткӑнларӗҫ

  25.02.2008 12:36 | 5503 просмотров
Ҫӗнӗ 2008 ҫул мана В. Сергеев юрӑҫа уҫса пачӗ. Ун юррисем "Аксар" кӑларнӑ 25-мӗш mp3 пуххинче тупӑнчӗҫ. Эх, епле чуна канлӗх парать! Темле чаплӑ юрӑҫ мар пулин те (юрлама ятарлӑ вӗренмен пулас, хӑш-пӗр вырӑнта такӑнать те...) ҫапах чунтан юрлани ман чуна тыткӑнларӗ. Юррисене пӗр канмасӑр итлес килет, хӑш-пӗр юррисене итленӗ чух ташша та ярас килет — хӑш-пӗрисем темле консерватори те пӗтереҫҫӗ, ҫапах та апла чуна тыткӑнлама пултараймаҫҫӗ. Ак "Шӑнкрав курӑкӗ" янрать, Евруковӗ патӗнче те тӑмасть...
Пур ҫав Чӑвашра пултаруллӑ ҫынсем! Мухтав вӗсене!

Юррисене кунта тупма пулать:
http://music.

Далее...

 

Лебедев Оптимусӗ

  22.02.2008 16:40 | 4396 просмотров
http://lenta.ru/news/2008/02/22/optimus/

Лебедев хӑйӗн пускӑч хӑмине усӑ курмалли шая ҫитернӗ тет. Пускӑч хӑми чӑваш чӗлхишӗн питӗ меллӗ япала — унти пучкӑчсене уйрӑммӑн ят пама пулать, уйрӑм ӳкерчӗк лартма пулать. Ҫапла май чӑваш саспаллисене те ҫырма май пур.

Эх... Хакӗ ытла ҫыртать-ҫке...
 

Грустно как-то...

  13.02.2008 07:55 | 4783 просмотров
Вчера на своей машине разбился наш дизайнер. Конечно, Богу виднее кого и когда забирать, но как-то грусто теперь стало в дизайнерском отделе. И ведь, главное, не лихач, водитель с большим стажем... но как говорится от судьбы не уйдешь.
Он был очень хорошим человеком. И прямо не верится, что его с нами больше нет.

Грустно мне от того, что жизнь забирает вот таких вот хороших людей. Если бы было за что - по мне так поделом... Надеюсь, на том свете он окажется в лучшем месте.

//вчера по Сетям-НН показывали, что мол на Московской трассе разбилась машина.

Далее...

 

Владимир Слуцкер

  12.02.2008 16:01 | 4239 просмотров
Интертетелте «СМИ ҫинчен» саккуна улӑштарасси пирки хӗрӳ калаҫу пырать. Улшӑнусем кӗртме Владимир Слуцкер сӗнет иккен. Ку мӗнле те пулин ахаль чиновник кӑна пулӗ тесеччӗ, анчах та вуласа пӗлтӗм те... Федераци Канашӗнче вӑл Чӑваш ен представителӗ иккен... Хм...
 

Тӗнче ухмахӗсем

  12.02.2008 09:43 | 5274 просмотров
Ӑна ухмах тесе те калама май ҫук ӗнтӗ. Вырӑсла вӗсене варвар теҫҫӗ. Ҫавӑн пек ӗҫе тума мӗнле анра пулмалла ӗнтӗ? Сӑмахӗ ак мӗн пирки пырать: нарӑсӑн 10-мӗшӗнче пӗр тӑмсай Сеулти Намтӑмун (Намдэмун) хапхине ҫунтарса янӑ. 1398 ҫулта туса лартнӑ хапха паянхи кунччен упранса юлнӑ, анчах та ҫав анкӑ-минкӗне пула тӗнче ҫак чаплӑ палӑка ҫухатрӗ /ҫӗнӗрен туса лартасшӑн пулас.../.
http://lenta.ru/news/2008/02/12/arsonist/

//Сӑмах май, «ухмах» пӗлтерӗшлӗ сӑмах чӑвашӑн пӗр купа. Тен, «хитре» пӗлтерӗшлисенчен те нумайтарах: тӑнсӑр, тӑмсай, шӑмпай, анра, тӑрнай, анкӑ-минкӗ, калтенек, пӑшал (тӑм пӑшал — глупец), шӑнттарай, тӑмпай, ҫурмаккай.

Далее...

 

Количество снега в этом году

  10.02.2008 10:08 | 5311 просмотров
Природа видать решила отыграться за прошлогоднюю зиму :) Давненько я столько снега не видел в Нижнем! Ну про Чебоксары говорить не буду, там и в прошлом году снега было достаточно. Для Нижнего же это просто караул какой-то! Бедные коммунальщики :) Правда, я думал, что будет хуже, но все же они видать справляются — хоть местами и приходится месить снег по колено, но катастрофического ничего нет. Ну там на обочинах снега полно, ну там проезжая часть немного сузилась, но все же стараются, чистят.

Хорошо, что еще Путин не решил в Нижний приехать :) Помню его приезд в позапрошлую зиму.

Далее...

 

Харҫӑ

  07.02.2008 10:46 | 4351 просмотров
— Пулма пултараймасть! — килӗшмерӗ унпа Пачман. — Монголсемпе эпир ӗмӗр-ӗмӗр килӗштерсе, туслӑ пурӑнма калаҫса татӑлнӑ, ант тунӑ, уяв туса ирттернӗ.
— Акӑ, тимлӗрех пӑх! — монголсен ҫарӗ енне кӑтартрӗ Ылттӑнчеч. — Харҫа тухнӑ ҫар пулни тӳрех паллӑ!

http://chuvash.org/e/d0abd0bbd%3182 ... c495d0bfd0b5d%318029

Авалхи тӗрӗк тата авал вырӑс литературипе экзамен тытнӑ чух мана Игорь похочӗ пирки каласа пама тиврӗ.

Далее...

 

Аватарсем

  05.02.2008 21:46 | 6053 просмотров
http://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%90 ... D0%BD%D0%B5%D1%82%29
Аватар, аватара, юзерпик — небольшое статичное или анимированное изображение, отражает суть пользователя и помогает максимально правильно создать первое впечатление у собеседника.

Ҫапла, ҫынсен кӗлеткисем аватарсем кӑна пулӗ тесе шутлатӑп. Шалта вара... тӑнне пӑсан, пачах та урӑх ҫын пытанма пултарать. Ҫав пачах та урӑх ҫын еплерех курӑннине эрех ӗҫтерсе пӗлме пулать теҫҫӗ. Эпӗ тата ҫакна класшӑн — вӑл ҫынна тата интернетра та курма пулать.

Далее...

 

Ҫӑ-, -ҫӗ, -ҫ аффикс хушӑнса пулакан сӑмахсем.

  03.02.2008 14:08 | 11384 просмотров
«Тӑван Атӑлӑн» пӗлтӗрхи юлашки кӑларӑменче, раштавринче ӗнтӗ, «Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» пирки Борис Борлен ҫырнӑ хаклава вулама тӳр килчӗ.
http://chuvash.org/e/c387c495d0bdc4 ... 3180d%3187d%3187c495
Акӑ мӗн вӑл ҫырать:
...Ҫӗнӗ сӑмахсем хушшинче «ҫӑ», «ҫӗ» аффикспа пӗтекен сӑмахсем ытларах. Ҫав сӑмахсен «хуҫисем» те пӗр ҫынсемех. Пурте сӗм авалтан пӗлеҫҫӗ: тимӗрҫӗ тимӗртен мӗн те пулин тӑвать, усламҫӑ услам тӑвать. «Какайҫӑ» мӗн тӑвать тетӗр-и?

Далее...

 

Ya.Ru-ра ҫӗнӗ клуб :)

  01.02.2008 11:42 | 5442 просмотров
Ӗнер эпӗ чи пӗрремеш (ӗнер кӑна ҫӗнӗ клубсем уҫма май пачӗҫ) клубсем хушшинче Шупашкар хулин клубне уҫрӑм:
http://clubs.ya.ru/4611686018427387957/

Кам унта хутшӑнас тет — хапӑл тусах кӗтетпӗр :)))
 

Разница между пробками Чебоксар и Н. Новгорода

  29.01.2008 13:19 | 5792 просмотров
Погостив около 3 недель в Чебоксарах вот что заметил — пробок в Чебоксарах гораздо меньше. Хотя когда я заикнулся о том, что пробок совсем нет меня поправили, сказали, что тоже есть. Но вот сравнивать с Нижним Новгородом думаю не стоит, ибо добираться на работу в Нижнем — это такая проблема... Хорошо, что я на работу пешком хожу.
Машин в Чебоксарах гораздо меньше, но еще и такую особенность заметил: машина по обочинам не ставят. Запрещено что-ли... Здесь же в Нижнем: есть место свободное на обочине — сразу ставят. Дороги шириной в две машины сразу же превращается шириной в одну машину.
 

Карҫинкка хакӗ

  28.01.2008 16:59 | 4308 просмотров
http://www.finansmag.ru/88134 ҫак каҫӑна тӗпе хурсан куратпӑр:
* Мари Эл — 4880,85 (11,49 млрд.т.)
* Чӑваш Ен — 4980,56 (20,40 млрд.т.*)
* Удмурт республики — 5040,86 (24,93 млрд.т.)
* Тутарстан — 5105,12 (68,69 млрд.т.)
* Мӑкшӑ республики — 5111,59 (15,50 млрд.т.)
* Пушкӑртстан — 5199,96 (63,44 млрд.т.)
* Чӗмпӗр облаҫӗ — 5246,04 (16,16 млрд.т.)
* Киров облаҫӗ — 5486,82 (22,06 млрд.т.)
* Владимир облаҫӗ — 5683,05 (24,73 млрд.т.)
* Чулхула облаҫӗ — 5718,79 (69,16 млрд.т.)

* — 2007 ҫулхи бюджет тупӑшӗ
 

Чӑваш ячӗсем

  28.01.2008 14:17 | 5128 просмотров
2007 ҫул вӗҫленсен чылай периодикӑллӑ кӑларӑмсенче тата массӑллӑ информацинче иртнӗ ҫул миҫе ача-пӑча ҫуралнине, вӗсене мӗнле ят хуни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Пӑхкаларӑм-пӑхкаларӑм вӗсене... Сайра ятсем хушшинче те пулин пӗр чӑваш ятне курасшӑнччӗ. Ҫук. Джульетта, Алексина, Калерия пеккисене асӑнаҫҫӗ, чӑваш ячӗсем ҫинчен вара пачах та шарламаҫҫӗ. Питӗ шел. Чӑваш ячӗсене хураҫҫӗ, анчах та ун ҫинчен халӑха пӗлтересшӗн мар курӑнать.
 

Тӗнчери чӗлхесен шучӗ сахаланнӑ :(

  25.01.2008 00:06 | 4721 просмотров
http://lenta.ru/news/2008/01/24/eyak/ . Кӑрлачӑн 21-мешӗнче тӗнчере пӗр чӗлхе ҫухалчӗ :( — эяк чӗлхипе пӗр пӗччен калаҫма пӗлекен Мари Смит-Джонс вилнӗ. Ман шутпа хурлӑхлӑ хыпарсенчен пӗри.
 

«Хыпарта» пичетленнӗ интервью

  22.01.2008 21:46 | 4252 просмотров
«Хыпар» хаҫатра 2008 ҫулхи пӗрремӗш кӑларӑмӗнче манран илнӗ интервью пичетленсе тухрӗ:

ЭПИР ТӐРӐШМАСАН КАМ ПУЛӐШӖ?



“2005 ҫулччен чӑваш чӗлхи пуррипе ҫукки мана интереслентермен. Халӗ вара пӗтӗм ӗҫӗм чӑвашлӑха аталантарасси ҫинче никӗсленнӗ”, - терӗ Николай Плотников. Интернетра тӑван халӑх пирки материал ҫукпа пӗрех пулнӑран “вырӑсланма тытӑннӑ” Николай Алексеевич Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗ. “Chuvash. ovg” портал “ашшӗ” пирӗн вулакансене хӑйӗн ӗҫӗпе тата пурнӑҫӗпе паллаштарма килӗшрӗ.

Ӑс пур та диплом ҫук


Вӑл Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ.

Далее...

 

Володина патне кайса килтӗм

  22.01.2008 14:50 | 4533 просмотров
Ман вӗренӳ сессийӗ эрнекунах вӗҫленчӗ. Вырнаҫтармалли материал нумай пухӑннӑран канмалли кунсенчех Чулхулана таврӑнасшӑнччӗ, анчах та тунтикун (ӗнер ӗнтӗ) Володина йышӑннине пӗлтӗм те ун патне ҫырӑнтӑм. Дегтярёвпа пӗрле.
16 сехет ҫывхарса ҫитнӗрен институтран таксипех тухса вӗҫтертӗмӗр... Правительство ҫурчӗ патне ҫитермешкӗн 70 тенкӗ илчӗҫ шельмӑсем! Мӗн чухлӗ кӗтмеллине пулсан ҫуранах утмаллаччӗ :) Пӗр сехет хушшинче ҫав-ҫавах утса тухӑттӑмӑр :)
Володина юлташ хӑвӑрт ҫитмерӗ, пӗр 15 минут (вӑхӑтне пӑхмарӑм ҫав, вара тӗрӗсех калаттӑмччӗ) малтан кӗтсе тӑма тиврӗ.

Далее...

 

Сармат пишет...

  18.01.2008 13:38 | 4690 просмотров
В новости прислали текст, который думаю стоит разместить хотя бы в виде записи в дневнике:

«Я никогда в жизни не бывал в ЧУВАШСКОЙ среде, т.к. родился и вырос в казахстане, где чувашей было, я думаю, единицы. По-чувашски мы общались только в пределах семьи и до школьного возраста, а потом родители нам по чувашски, мы, дети, в ответ по русски . Сейчас мне не мало лет, по жизни встречал чувшей, которые скрывали свою национальную принадлежность, встречал тех, кто "записался" русским, и очень редко - чувашей, которые хотели бы вспомнить свой родной чувашский язык, но не знают как это сделать.

Далее...

 

Экзамен тытрӑм

  11.01.2008 18:06 | 4800 просмотров
Ҫапла, паян эпӗ вӗренме пуҫланӑранпа пӗрремӗш хут экзамен тытрӑм. Предмет ячӗ вара — Авалхи тӗрӗк тата вырӑс литератури. Вӗрентекенӗ — Абрамов Валентин Александрович.
Чи пӗрремӗш хуравларӑм, ҫырса та тӑмарӑм. Вӗреннӗ май «Слово о Полку Игорове» хайлавӑн чӑвашла куҫарӑвӗ пурри ҫинчен пӗлтӗм - ҫавна шураса тупса сайта кӗртмелле пулӗ.
 

2007 ҫула пӗтӗмлетсе

  27.12.2007 18:37 | 5936 просмотров
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта пӗлтӗрхи 2006 ҫула пӗтӗмлетни.

Чи малтан япӑххинчен пуҫлас пулӗ:
1. Сервер каллех хваттере куҫрӗ. Мастерхоста куҫса укҫа сахалтарах тӑкаклас тесеччӗ те... ӗҫӗ урӑхла пулса тухрӗ пирӗн. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн сервер халӗ те лайӑх хостинг ҫине куҫайман. Лайӑх хыпар ҫав-ҫавах пур — питани блокне илсе хурса. Ӑна вырнаҫтармашкӑн сервер корпусне шӑтармалла, касмалла... Ку ӗҫ 2008 ҫул ҫинех куҫса кайрӗ пулас...
2. Пӗлтӗртенпех тӑсӑлакан ӗҫсем :) — почта системине йӗркелесси, электронлӑ лавккана хута ярасси.

Далее...

 

FineReader вырӑсларах шухӑшлать пулас...

  27.12.2007 13:35 | 4733 просмотров
Йӑлӑхса ҫитрӗм «вал», «сине», «тарах» сӑмахсене тӳрлетме. Нихӑҫан та тӗрӗс палласа илмест. Эпӗ ӑна вырӑсла текст панӑ тесе шутлать-ши? Каланӑ-ҫке ӑна — ку чӑвашла текст тесе.
Хӑш-пӗр чухне «Проверьте язык распознавания» тесе те каласа пӑхать. :) Мӑнтарӑн, ӑна чӑвашла текст панине пӗрре те ӗненмест! :)
 
Страницăсем: 1, ... 26, 27, 28, 29, 30, [31], 32, 33, 34, 35, 36, ... 47
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)