Манран хăпать-и тертлĕ кун усалĕ?
Манпах çӳрет-ха ĕненӳ айванĕ,
танмарлăх сиввипе сӳнет ăс-халăм,
асамлă ĕмĕт уççипе çеç манăн
çĕлен пек йăпшăнса йĕрлекене эп,
анчах терт-нушапа ăçта çухалăп
хам тĕнчерен? Ку чăнлăхăн кикенĕ
пăтратрĕ шухăш-кăмăла — тĕтрелĕх
куçа хупларĕ — пур пĕрех ĕненĕп
Тивлетлĕ ĕмĕте эп: чун хĕвелĕ
питре йăлкăшмасан мĕнле татулăх
пире сыпăнтарать? Тĕнче илемĕ
куçран çĕтсен çухалĕ ĕмĕр çулĕ,
мăч! сӳнĕ ларĕ ĕненӳ хĕлхемĕ —
хуралĕ чурасен çăви салхуллăн.
Ашра сăлтавсăр мар вăл мĕлкеленчĕ,
хура ĕçре курпун кăларнă тӳсĕм
ман сăн-питре мăнаçлăн никĕсленчĕ:
хăçан-ши ĕненӳ çĕкленĕ тӳсĕм
çул парĕ ăс-хала? Телей инçечĕ
хăçан-ши хĕсĕк пӳртсенче сас парĕ?
Хăçан ыр ĕмĕт хыпарçи ултавсăр
куçран пăрать? Тĕнче хурав тумарĕ.
Кил-çуртсăр чурасем хыт ĕмĕтленнĕ
хитре пӳртсем тĕлĕксенче çĕкленĕç,
уяртĕç кăмăла. Е пĕлĕтленĕç
куçсем салхулланса: "Суя ку пулнă!"
Куççуллĕ сăн-питсем каллех сӳсленчĕк,
ачи-пăчи те выçă, сĕтсĕр юлнă,
ăс-хал та пилсĕр, кăмăл çĕткеленчĕк,
нуша ураписем çеç шăвĕç вĕçĕм,
хăюсăр сас саланĕ шикленӳллĕн,
çапла çухалĕ ĕмĕр, çынлăх тĕсĕ,
квадригăпа мăнаçлăн, çĕнтерӳллĕн
чупса иртеймĕç мĕскĕнсем: çул - хĕсĕк!
Эпир каллех ав чухăн та куç-пуçсăр,
чуна каллех хуçать ултав та çуклăх,
пуш куçлă чин — мăн кăмăллă улшуçă —
çынра шыранă чух услам та сутлăх
вăл - Тамерлан. Вăлах таптавлă куçăм
ăшра хăварĕ кăшкăруллă путлăх,
çухалĕ чыс, сăн памĕ ăс илемĕ,
яш-кĕрĕм çӳрĕ ĕмĕтри çунатсăр,
сӳнсе çухалĕ юрату хĕлхемĕ,
хамлатĕç выçлăх йыттисем килпетсĕр.
Сăнсем шуралĕç, самана сакки те
урасăр юлĕ — ăшă кун урамĕ
чурасене хăçан сив сĕмлĕх витĕр
хĕвеллĕн чĕнĕ-ши? Телей турамĕ
хăçан тип кашăка лекет? Ан питĕр
пĕрех ыр шанчăк алăкне эс, сăвăç.
Тăванлăх çухалсан тĕнче пушанĕ,
çын мĕлкисем çеç сас-хуравсăр шăвĕç
çĕр сĕмлĕхне. Танмарлăх — мул куштанĕ —
чĕресене ав хытă хĕскĕчлесшĕн,
вăлах ав шăршлă сĕмлĕхре тытасшăн
каллех çĕн чурасем. Кашни кĕтесшĕн
туп лăплану сăмахĕсем, тархасшăн,
çак çут çанталăк панă тĕс-илемшĕн
çĕр пурнăçне чи тӳсĕмли çеç тăсĕ:
ан пăшăрхан, поэт, чунри çĕклемшĕн:
эс — унсăр кам? Пуш сăввусен сив пăсĕ!
Çакна мансан эс пулăн шукăльсемшĕн
Мăнаçланса çӳле çĕкленнĕ сăсăл!