1.
Деканат алăкĕ уçăлчĕ те унтан савăк пит-куçлă хĕр вирхĕнсе тухрĕ.
– ăçта ячĕç, Анисимова. Хăш района? – тапăнчĕç алăк умĕнче кĕпĕрленнисем.
– Турра шĕкĕр, хуланах хăварчĕç.
– Везет вĕт çынсене…
– Телейĕ урапа çинчех çав…
– Хула кулачĕ çинипех телейлĕ пулаймĕç-ха! – ку Петров пулчĕ. Вăл хăйсен тăван районĕнчи пĕр-пĕр шкула кайма пĕрремĕш курсранах ĕмĕтленетчĕ. – Саша, эсĕ те хула пăсари пуласшăнччĕ пулас?
Лешĕ чĕнмерĕ. Куçлăхне лайăхрах вырнаçтаранçи тата куланçи çеç турĕ. Вăл хытах пăлханать пулмалла. Ара, пурнăç юхăмне хăш çулпа чуптарасси ытларах çак алăк хыçĕнчи комисси членĕсен сăмахĕнчен килет-çке. Тата пĕлмен-туман пĕр тĕттĕм яла камăнах каяс килтĕр-ши? Мĕн, Юра Петров яла каясшăн хыпса çунать тетĕр-и? Темле çав. Хăйсен районĕнче ăна пĕр-пĕр ăшă вырăн параççех ĕнтĕ. Ку паллă. Анисимова вара… Ку хĕр-студенткăна Саша Григорьев питĕ лайăх пĕлет. Унăн идеалĕ – «хула пурнăçĕ»: танци, пляж, театр Унăн идеалĕ – «хула пурнăçĕ»: танци, пляж, театр тата пӳлĕмри çурта çутинчи хĕрӳллĕ те вĕри пăшăлтатусем… Паллах, хула пурнăçĕ Анисимова курăмĕнчен çĕршер хут пуянрах та илемлĕрех. Кунта наукăпа культура учрежденийĕсем те чылай. Енчен те Сашăна тĕпчев институтне ярсассăн хирĕçлемĕччĕ ĕнтĕ вăл. Тата кăштах тарăнлатăччĕ, аслăлатăччĕ те диплом ĕçĕнчи шухăшсене – кандидат диссертацийĕ хатĕр те. Яла кай-ха, мĕн пĕлнине те манса кайăн.
Асамлăн курăнан алăк каллех уçăлчĕ. Ик куç тулли куççульпе тухрĕ унтан ĕнерхи студентка. Тухрĕ те, никам çине çаврăнса пăхмасăр, нăшăклатса, коридор вĕçнелле чупрĕ.
– Лида, – хĕре Григорьев хуса çитрĕ. – Ямарĕç-и? Йĕрекенни хăйĕн умĕнче каччă тăнине аса илчĕ пулмалла, чĕрине хытарчĕ-ши е вăхăтлăх тӳсрĕ – Саша енне çаврăнчĕ те: «Ямарĕç. Сан валли хăварчĕç вăл вырăна» – тесе сиввĕн йĕплесе хучĕ.
Лидăпа Саша иккĕмĕш курсранах юлташлă. Хĕрпе каччă юлташлă пулнине пурте ĕненсех каймастчĕç ĕнтĕ, пĕр-пĕрне юратаççĕ пулĕ тесе шутлатчĕç. Анчах та юлташлăх аплах тарăна кĕменччĕ вĕсен, тен, юлташ тени савнинчен те хаклăрах мар-ши? Çакăн çинчен Саша пĕрре çеç мар шутланă, тепĕр чухне хĕр-юлташĕнчен пăрăнма та шут тытнăччĕ – каллех ун енне туртăннă.
Каччă хĕр-юлташĕн сăмахĕсене йывăра илчĕ. Кӳренмелле ĕнтĕ. Иккĕшĕ те хулана юлма ĕмĕтленнĕччĕ. Халĕ, ак, уяр аçа çапнă пек улшăну – Лидăна яла янă. Анчах та уншăн Саша айăплă мар-çке, пушă вĕçĕ вара ăна пырса тиврĕ. Пĕр шутласан, каччă яла кайма та хирĕç мар. Тепĕр тесен, мĕнрен япăх-ха ял пурнăçĕ, хăй те унтах çуралса çитĕннĕ-çке! Хăйĕн савнийĕпе çеç пĕрле пултăр. Ытах та виçĕ çула чăтма пулатех ĕнтĕ.
Саша пуçĕнче çĕнĕ плансем çуралчĕç. Яла тăк яла пултăр, пурте кандидат пулаймĕç. Ялти интеллигенци те кирлĕ çынах. Чи хакли çывăх юлташ çумра пулать. Ытти вара ерипен майлашĕ.
Каччă хăйне чĕннипе тăна кĕчĕ. Распределение кĕме унăн черечĕ çитнĕ иккен.
– Лида, сана хăш района ячĕç, часрах кала, – хыпаланса ӳкрĕ йĕкĕт. Вăл коридорăн шавлă вĕçĕнчен лешĕн хуравне илтнĕ-илтмен вăркăнчĕ, деканат алăкĕ умĕнче вара сасартăках чарăнса тăчĕ.
– Мĕн тумалла-ши, – вĕлтлетрĕ шухăш хыççăн шухăш. – Тĕпчев институтне юлма сĕнсен? Ялах каймалла пуль, Лидăпа пĕр шкула. Наука, кандидат диссертацийĕ епле?
– Григорьев, кĕрĕр!
Ыранхи учитель-и е наука сотрудникĕ - çак самантра паллă мар, анчах та паянлăха ăна деканат алăкĕ умĕнче яланах чĕтрекен студент тейĕпĕр, куçлăхне лайăхрах вырнаçтарчĕ те хăюсăррăн, сассăр-мĕнсĕр распределение кĕрсе çухалчĕ.
Коридортисем кĕтсе ывăнчĕç, Григорьев çаплах тухмарĕ-ха. Ытларах пăлханаканĕсем уткаланçи тăваççĕ, теприсем – вĕсем çĕнĕ хыпарсене яланах чи малтан пĕлекенччĕ, чылай чухне вара улăм пĕрчирен капан тума юрататчĕç – çивчĕ хăлхисене алăк çумнерех тытнă, çăра шăтăкĕнчен харăсах темиçен пăхма хăтланаççĕ.
Лида та кунтах. Вăл йĕме чарăннă ĕнтĕ. Сашăшăн çеç пăшăрханать. Паллах, каччăна аплах кӳрентерме кирлĕ марччĕ. Темех мар-çке тата. Тепĕр тесен, хĕрсен хăйсене кăштах çӳлерех тытни пăсăк япалах мар-çке. ăçта ярĕç-ши Сашăна? ăна профессорсем те ытларах кăмăллатчĕç пулмалла. Енчен те ăна тĕпчев институтне кайма сĕнсен? Паллах, килĕшмелле çеç. Лидă-и? Унăн халех качча тухмалла. Анчах та кама? Сашăна-и? Вĕсем юлташсем-çке. Тепĕр тесен юлташлăх юратупа ылмашма пултараймĕ-ши? Çук пуль çав. Саша Лидăшăн чура-юлташ çеç. Вĕреннĕ чухне пулăшакан кирлех-çке. Халĕ вара… Лидăн тепĕр каччă та пур-çке, хула йĕкĕчех. Анчах та… аслă пĕлӳсĕр упăшка илĕртмест ăна. Тĕрĕсех ĕнтĕ, тĕнче курăмĕсем те пĕрешкел мар, кăсăкланăвĕсем те… Тен, Сашăпах пĕрлешме май килет? Вăл тĕпчев институтне юлĕ. Халех хут куçарттарĕç те ĕçĕ те пĕтнĕ. Мĕнле калаççĕ-ха, йĕппи ăçта – çиппи çавăнта, теççĕ-и? Пурăнма малтанлăха Лида ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăнĕç. Пĕртен пĕр хĕр, Саша килĕшсессĕн, унта яланлăха юлма та пулĕ. Çакна мĕншĕн маларах шутласа илеймерĕ-ши вăл? Каччи чухлайĕ-ши тата? Таçта патриот пулса ан кайтăр. Вара пĕтрĕ, пĕтĕмпех. Хула хĕрĕсенчен ял пурнăçне кăмăллаканнисем, хăйсен ирĕкĕпех пĕр-пĕр «упа шăтăкне» кайма килĕшекенĕсем пур-ши? Пулсассăн та Лида вĕсен шутне кĕрес çук.
Çапла шухăшсем пăтранчĕç хĕр пуçĕнче. Вăл йĕкĕт-юлташĕ тухасса чăтăмсăррăн кĕтрĕ.
– Эпĕ Лида Ижендеевăпа пĕр района каятăп, – таçтан хăюлăх çитерчĕ Григорьев комисси членĕсен умĕнче. Вăл яланах çаплаччĕ. Экзамена кĕриччен пăлханатчĕ, кулянатчĕ, алăкран кĕрсе билет туртсассăнах лăпланатчĕ вара.
Хăйне халĕ те çирĕп тытрĕ вăл.
– Сана эпир тĕпчев институтне хăварасшăнччĕ, хăвăн та кăмăлу пурччĕ мар-и çак? – профессор – вăл Сашăн чи юратнă вĕрентекенĕ – тĕлĕннипе куçлăхне хыврĕ те ĕнерхи студент çине тимлесех тĕсерĕ.
– Тĕрĕсех тăвать, – ку декан сасси пулчĕ. – пурнăçне пусман аялти картĕнчен пуçламалла, ун чухне çӳлелле çирĕппĕн улăхăн.
– Çапла. Пуçра пулсан тĕпчев институтне кирек хăш вăхăтра та илĕç. Хĕрнĕ хурçă шăварса пиçĕхтермесен ачаш пулать.
– Тăхтăр-ха, юлташсем, – профессор, хăйĕн чи лайăх вĕренекенне наука çулĕ çине тăратма ĕмĕтленнĕскер, тĕлĕннинчен ытла пăлханса кайрĕ, – хĕрнĕ чухне шăвармаллине пĕлсе çине тăратăп та эпĕ. Наука лаççинчен хăпсассăн шăварăнмасăрах сивĕнсе ларĕ вăл. Тепĕр тесен, Григорьев пекки… – профессор темĕнле вăйлă танлаштару шырарĕ курăнать, анчах та хăйĕн юратнă студенчĕ çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те сасартăк аллине сулса кулса ячĕ: – Çапла пуласса пĕлсех тăнă эпĕ, Саша, – юлашкинчен вăл хăйĕн вĕренекенне алă пачĕ:
– Ну, чипер çул пултăр. Наукăран ан пис. Санăн тур пани пур. Ан ман çакна. Хăвăншăн мар, тăван халăхшăн ан ман.
Григорьев ялти шкула каять тени группăна тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Пуринчен ытла Лидăшăн кĕтмен-çĕртен пулчĕ ку. Унăн хăмăр куçĕ каллех шывланчĕ, хура çӳç пайăрки питне хупларĕ. Вăл эрленсех макăрчĕ, умĕнчи каччăна хыттăн тĕксе ячĕ те урамалла тухса чупрĕ. Саша ăна хуса çитеймесĕрех куçран вĕçертрĕ, нимĕн ăнланмасăр тăрса юлчĕ.
2.
Студентсен общежитийĕ. Чи чухăн та чи ыйăхлă общежити. Акă, коридорпа икĕ каччă пыраççĕ. Вĕсем çамрăк-ха, пĕрремĕш курсра кăна вĕренеççĕ. ăçтан пĕлетĕр тетĕр-и? Ара, аслă курссенчи студентсем ирхине ирех вулав залне кайнине хăçан куртăр? Кусем вара вырсарни кун «ăслăлăх пӳлĕмне» утаççĕ. Апла – кĕçĕн курссем. «Ватăраххисене» шырас пулсассăн пӳлĕмсене кĕрсе утиял айне пăхмалла – тин тупма пултаратăр.
Студентсен общежитийĕ. Чи чухăн та хаваслă общежити. Наука çирĕплетнĕ тăрăх, чĕр чун мĕн чухлĕ выçăрах, çавăн чухлĕ урса тарăхпа тулса пырать. Студентсем ку саккуна пăхăнмаççĕ вара. Вĕсем типнĕ çăкăра шывпа пуçса çисессĕн те савăнăçлă. Тепĕр чухне çапла та пулать. Пĕр-пĕр студент хĕр патĕнчен çур çĕр тĕлне çеç таврăнчĕ пулсассăн пĕтĕм общежитие пăлхатса тухать. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, унăн хырăмĕ выçать-çке, пĕр пӳлĕме кĕрет – нимĕн те çук, теприне кĕрет – пĕр-ик пуç сухан е ыхра тупăнать. Те хăнăхнăран пулĕ-ши – студентсем укçа пулсассăн та мăнтăр пурнăçпа пурăнма юратмаççĕ. Мĕн пытармалли, ашшĕ-амăшĕн юнне ĕмекенĕсем те чылай-ха студентсен хушшинче. Лешĕсем хăйсен пур-çук укçине ярсах тăраççĕ, ачисем вара ресторана та гастронома чупах тăраççĕ. Пăсаççĕ пепкисене ашшĕ-амăшĕсем, ай пăсаççĕ!
Студентсен общежитийĕ. Чи хаваслă общежити. Ытларах сесси вăхăчĕсенче. Лекцине-мĕне хыпаланмалли çук, хăвăнпа хăв хуçа: çывăрас килсен çывăр, вулас килсен утиял айĕнчен тухмасăрах вуласа вырт. Çур кунне пулсассăн вара пĕр-ик кĕнекӳне ил те (пуç айне хурса çывăрма ун чухлĕ те çитет) хĕртĕнме вĕçтер. Пĕр паллă поэт халĕ те пĕр студента асăнать-ха. Лешĕ кĕнекисене пуç айне хурса тĕлĕк куратчĕ, тет. Çав тĕлĕксене каласах пиллĕк паллă илме пултарнинчен тĕлĕнетчĕ паллă сăвăç.
Шӳт-шӳт те, çапах та ĕмĕрте чи аса юлакан вăхăт вăл студент пурнăçех çав. Çакна Саша Григорьев юлашки кунсенче, уйрăлас тенĕ чух тин туйса илчĕ. Тупнă кулянмалли. Умра чăн-чăн пурнăç авăрĕ кĕтет, çакăншăн вара савăнмалла çеç. Çапах та хăрушă, çапла-и, Саша? – «Хăрушшинчен ытла хăнăхнă пурнăçран уйрăлма, хăпма йывăрри пур». Пилĕк çул çумра пулнă юлташсенчен уйрăлма йывăр мар-и? «Мĕн тăвăн, диалектика. Анчах та çывăх юлташпа пĕрле пулатпăр-çке. Эпир йĕппе çиппи пек пулăпăр».
Çиппи тĕвĕленсе, çыхланса ларсан? – Çапах малалла кайăпăр. О-хо-хох, татăлса юлмĕ-ши сан çиппӳ, Сашук, Александр?
– О, наука кандидачĕ ырă тĕлĕк ытамĕнче! – пӳлĕме Юра Петров кĕрсе тăчĕ. – Саламлатăп Саша, манăн ентеш пулнă ятпа.
– Хула пăсари пуласран хăрарăм, – вăл хăйне шухăш вĕренĕ явма чăрмантарнăшăн кӳренчĕ пулмалла, анчах та çакна палăртмарĕ. – Пĕр районта ĕçлĕпĕр эппин.
Мĕн пĕлет-ха Саша çак Петров çинчен? Вăл унпа туслашсах çӳремен. Лешĕ малтанхи курссенче хваттерте пурăнкаларĕ, кайран, общежитие куçсан, урăх хутри пӳлĕме вырнаçрĕ. Лекцисенче те çуммăн ларса курман. Мĕнле çын вăл, Петров? Вăтам пӳллĕ, çаврака та çутă пит-куçлă, тути хупăнма пĕлмен хăюллă каччă. Вăл Сашăна, Саша вара ăна усал туса курман. Çӳренĕ çапла, тĕл пулнă – сывлăх суннă, уйрăлнă – ырă çул.
– Итле-ха, ырă ентешĕм, ман пата пирĕн районсем килнĕ, сана курасшăн.
– Мана-и, – выртакан каччă тĕлĕнсе çĕкленчĕ. – Мана унта кам пĕлет?
– Сан çинчен деканатра ыйтса пĕлнĕ, Лидăпа та курса калаçасшăн, – Петров хыпалантарчĕ. – Васка часрах. Хăвна кĕттерни аван мар.
Сашăна курасшăн пулнă хăна сăпайлăскер иккен. Вăл хăй малтан алне тăсрĕ.
– Паллашар эппин. Эдуард.
– Саша…
– Пирĕн районти комсомол райкомĕн секретарĕ, – хушса хучĕ Петров.
Григорьевăн чĕлхи çыхланчĕ. ăçтан калатăр-ха вăл хăй те хуларах юлма ĕмĕтлĕ пулнине, яла вара хăйĕн хĕр-юлташĕ хыççăн çеç кайма килĕшнине? Çук, куна шарлама кирлĕ мар. Ял пурнăçĕ ютă мар уншăн, хăнăхнă-ха.
– Сире тĕпчев институтне хăварасшăн пулнине те пĕлетĕп, – хăна шахвăртарах калаçма пуçларĕ. – Эсир комсомолăн факультетри бюро членĕ те пулнă иккен. Аван. Общество ĕçне хăнăхни милĕке мунча умĕн пĕçерниех, часах çаралмĕ çулçăран.
Кĕçех калаçу юхăма май кайрĕ. Райком секретарĕ Юра Петровсен тăванех иккен, пушă вĕçнерех тивет пулсан та тăванах. Малтан ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ, агрономра ĕçленĕ. Халĕ вара тăваттăмĕш çул комсомол лавне туртса пырать, паллах, сăрталла ĕнтĕ.
– Ижендеевăпа та калаçса пăхăр-ха, ытла хăрасах ан ӳктĕр вăл, – сыв пуллашнă май ыйтрĕ секретарь. – Çамрăк специалистсем хĕл варринчи хĕвел пек пирĕншĕн. Сивĕрен вара хăрама кирлĕ мар, çур кунне çитетех…
Вăл Сашăпа Лида юлташлăхĕ çинчен те пĕлет пулмалла. Петров ĕçĕ ĕнтĕ ку…
– Чипер юлăр.
– Август уйăхĕччен эппин. Кĕтетпĕр. Саша çутă пӳлĕмрен ансăр коридора тухрĕ. Унăн ăшĕнче темĕн хускалчĕ пулмалла. Мĕн-ши вăл? тен, ăнсăртран килсе тухнă паллашу пăлхатрĕ-ши?
3.
Лидăсен хваттерĕнче ашшĕ çеç пулчĕ. Сергей Иванович, ырă та кăмăллă арçын, хулара пысăк вырăнта ĕçлет. Яштака та вăрăм пӳллĕ, ал хурсийĕ пуслăх пек. Сасси вара çемçен илтĕнет, баритон пулма кирлĕ.
– Салам, Саша, салам, – шӳтлерех пуплерĕ кил хуçи, хăна аллине ыратмаллах чăмăртаса. – Шел, Лида иртенпех таврăнмарĕ-ха.
– Каçарăр чăрмантарнăшăн, – каччă пӳлĕмрен тухма шутланăччĕ çеç, ăна çирĕп алă çатăрласа та тытрĕ.
– Э, çук, хăнасене капла яма хăнăхман эпир.
Атя, иртсе лар. Чей ĕçĕпĕр.
Йĕкĕт хăйне хăюсăррăн тытни хуçана татах та астарса ячĕ.
– Мĕнле-ха капла, ман хĕре хăв аллунтан вĕçертрĕн? Мĕн, вăл качча каяймасăр Донна Роза пек ват хĕре юлтăр тетĕн-и?
Каччă кил хуçи шӳтне ăнкарчĕ пулмалла, тинех сывлăш çавăрса илчĕ.
– Малтан ялти шкула кайса миллионерша пултăр-ха, вара калаçма та юрать.
– Наука кандидачĕн арăмĕ ялта пулни килĕшетех-ши?
– Кандидачĕ хăй те яла каять.
Иккĕшĕ те харăсах кулса ячĕç. Çакă шӳт вĕçленнине пĕлтерчĕ. Сергей Иванович сĕтел çине эрех кăларса лартрĕ, çыртмаллисем хурса тултарчĕ. Саша малтан турткаланма та пăхасшăнччĕ, анчах та шарламарĕ. Кил хуçин ăшĕ çунать пулас, тем каласшăн пек курăнать. Паллах, калаçăвĕ Лида çинчен ĕнтĕ.
– Пĕлетĕн-и, Александр, – кил хуçи ку таранччен каччăна Саша тесе çеç чĕннĕччĕ, халĕ вара урăхларах каларĕ, – манăн хĕр пӳртри çеçке пек çитĕнчĕ, амăшĕ вара – хăвăртрах ӳстĕр тесе-ши – пылакпа шăварчĕ.
Сергей Иванович тултарнă черккине ӳпĕнтерчĕ те пĕр кана хускалмасăр-чĕнмесĕр тăчĕ, унтан: а-ах, тесе, хăяр татăкĕ çыртрĕ.
– Пĕлетĕн-и, Александр, – калаçăва çĕнĕрен пуçларĕ вăл. – Пӳртре ӳснĕ çеçке сивĕрен те, çилтен те хăрать-çке. Шăрăх çанталăкра та типсе ларасси инçе мар.
– Хăнăхтарма кая юлман-çке-ха, – Саша умĕнчи арçын мĕн каласшăн пулнине кăштах ăнкарчĕ пулмалла.
– Тоттă кая юлман. Çавăнпа пуçларăм та çак сăмаха. Пулăш эс ăна, пĕтĕм шанчăк сан çинче.
– Сергей Иванч, эсир пĕлетĕр-çке… – каччă: «Эпир ĕмĕрхи юлташсем» тесшĕнччĕ, анчах та хăю çитереймерĕ. Кил хуçисемшĕн вăл хĕрĕн пĕрле вĕренекенĕ мар, савнийĕ пулнине аса илчĕ (епле-ха çак таранччен суйса пурăннă вĕсем ватă çынсене, пĕтĕмпех Лидăна пула?). Саша пырĕнчи чăмакне аран çăтса ячĕ, хуллен, çав хушăрах ирĕксĕртен тенĕ пек каласа хучĕ: – манăн ăна пулăшмаллах.
Кил хуçи хăйĕн черккине тултарчĕ. Ку хутĕнче хăна та тĕппипех ĕçрĕ.
– Хĕрĕме те хулара хăварма май пурччĕ. Хам шăнкăравласа калаçрăм комисси председателĕпе, епле пулсан та ялах ярăр, терĕм.
Акă камăн уяр аçи çапрĕ иккен Лидăпа Сашăна! Нивушлĕ ашшĕ хăйĕн хĕрне япăх тума пултарать? Тен, чăнах та пӳлĕм чирĕнчен сыватасшăн пулнă-ши? Мĕншĕн чире кайнă хыççăн тин хыпăнса ӳкнĕ-ха вăл? Чир-чĕртен малтанах сыхланса юлма пулать-çке?
Лида ашшĕ каччă шухăшĕн йĕрне тупрĕ пулмалла.
– Амăшĕ çапларах вĕрентрĕ. Пĕртен пĕр ача-çке. Мĕн айăпа кĕрет – ун хӳттине. Ачашласан кушак та хӳрине тăратать теççĕ. Халь ашшĕ айăплă – унăн педагог ăсталăхĕ çук имĕш!
Сергей Иванович пăлханса кайрĕ, эрехĕ те пуçа кайрĕ пулмалла.
– Амăшĕн хĕвĕнче выртма çуратрăмăр-ши вара Лидăна, – кăштахран кил хуçи Сашăна çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ. – Сана вара хам ывăла юратнă пекех хисеплетĕп. Тен, Лида сана тивĕç хĕр те мар пулĕ...
– Сергей Иванович…
– Ан пăркалан. – Саша тĕрĕсне, Лидăпа вĕсем çывăх юлташсем çеç пулнине каласшăнччĕ – хăю çитереймерĕ.
– Кала-ха, мĕн юратмалли пур çав ачаш хĕр çумĕнче? Ху та туйма тивĕç çакна.
– ???
– Тоттă çав, – ку сăмаха кил хуçи килĕштерет пулас, ăна туллин те пусса каларĕ вăл. – Мĕншĕн юратнине пĕлместĕн. Тен, юрату тени çук та вăл, э? Хэ-хэ-хэ. Эсĕ лăплан, лăплан. ăнлантар-ха мана, мĕн вăл юрату?
– Икĕ чĕре пĕр-пĕрин енне туртăнни…
– Мĕне пула, мĕне кура туртăнаççĕ, э?
– Ман шутпа, чун-чĕрене, ăс-тăна пула. Енчен те çак икĕ критерийĕн сумми хĕрĕн те, каччин те пĕр пулсассăн – юрату çуралать.
– Тоттă çав. Сан халь Лидăна юратас пулсан ăс-тăн енчен катăкрах, чун-чĕререн чухăнрах пулмалла, ăнлантăн-и?
Сергей Иванович, тавлашура çиеле тухнишĕн пĕр савăнса та пĕр хурланса илчĕ. Ара хăйĕн хĕрне кам телейлĕ тăвасшăн мар-ха! Мĕн тăвăн, Саша хăйĕн хĕрĕнчен чылай ăслăрахне те, ырă кăмăллăрахне те курать вăл, вĕсен хушшинче хăçан та пулсан тарăн вар варăнасса та туйсах тăрать. Пĕле тăркачах шала кĕртсе яма кирлех-ши ĕçе? Анчах та епле-ха пӳлĕмри чечекпе, вăл сивĕ те çиллĕ тăрăха кайсан кам хӳтĕлет ăна? Мĕншĕн хăйĕн хĕрне ялах ярасшăн пулчĕ-ха? Çынсем пачах та урăхла хăтланаççĕ, хӳтĕлеççĕ пепкисене. Лайăхах пурăнаççĕ пек, хулара та. Мар, пурнăç тутине ялта, тăван килтен инçетре лайăхрах тутанĕç. Хăйĕншĕн, пуласлăхшĕн кирлĕ пулĕ ку.
Çапла шухăшсем тĕтĕрчĕç кил хуçин пуç мимине. Çав вăхăтра Саша та ăс-тăн хĕлĕхĕсене карăнтарчĕ. Мĕнле-ха капла, Сергей Иванович хăйĕн хĕрне хăй хурлать-çке? Еплерех пуçланса кайнăччĕ-ши вĕсен туслăхĕ? Пĕррехинче, ун чухне иккĕмĕш курсраччĕ пулас, Сашăна группа пухăвĕнче питĕ хытă пăскăртнăччĕ, уявра ыйтмасăрах килне кайнăшĕнччĕ-ши – халĕ лайăх астумасть те ĕнтĕ. Ун чухне айăплă каччă хутне Лида Ижендеева çеç кĕчĕ. Çакăн хыççăн пуçланчĕ те ĕнтĕ вĕсен юлташлăхĕ. Кинона кайрĕç, унтан Лида килне çитсе курчĕç – кайрĕ вара хăйĕн йĕрĕпе туслăх кустăрми. Пухусенче-мĕнсенче Лида хăюллăччĕ, экзаменсем çитсен – Саша. Çапла пĕр-пĕрне хӳтĕлесе те пулăшса пынă ĕнтĕ.
– Эй, ытла кулянсан чĕресенче çу юлмĕ. Тыт черккӳне, дипломна çуса тасатар, – Сергей Иванович каллех хавасланчĕ, хăнана тулли черкке тыттарчĕ.
– Сирĕн сывлăхăршăн, Сергей Иванч!
Кĕçех Лида çитрĕ. Вăл хăйĕн пӳлĕмне питĕрĕнсе ларчĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Саша, кăмăлсăрланса, общежитинелле уттарчĕ.
4.
Çăкаяль илемлĕ ял. Чăваш ялĕ лаштра йăмраллă пулаканччĕ. Кунта вара – те вăрман хĕррине вырнаçнăран-ши, те ял вăтăрмĕш çулсенче çеç пуçланса кайнăран – ытларах вăрман йывăçĕсем: хурăн, хурама. Чи нумаййи вара – çăка. Çак йывăç ял сăнне çепĕçрех те ырă кăмăллăрах тунăн туйăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ çавра çулçăллă çăка ĕмĕрех чăваш хĕрарăмĕн, хĕрĕн символĕ пулнă.
Çăкаяль пысăк ял. Кунта хăй вăхăтĕнче вăрман завочĕ пулнă иккен. Çавă пухнă та ĕнтĕ тĕрлĕ енчи чăвашсене пĕр вырăна. Каярах, вăрман иксĕле пуçласан, кӳршĕ ялпа пĕр хуçалăх, «Пĕрлешӳ» ятлă колхоз туса хунă. Халĕ Çăкаялĕ те çав колхозăн тĕп усадьби. Вăтам шкул, культура çурчĕпе библиотека, уйрăмах столовăй та пур. Кĕскен каласан – паянхи чăн-чăн чăваш ялĕ.
Çăкаяль лапам вырăнта ларать. Виçĕ енчен вăрман хӳтти, кăнтăралла вара хир уçăлса выртать. Çак тăрăха çурçĕр çилĕ те, шăрăх кунсем те хăратаймаççĕ. Аслă вăрман Çăкаяль хăйĕн хӳтлĕхĕпе çеç мар, кĕрекипе те савăнтарать. Ку енче харпăр хăйĕн утарне тытасси йăлана кĕнĕ. Çăкаяль нӳхреп-кĕлечĕ хĕл каçа кăмпапа та пылпа, пахча çимĕçпе те мăйăрпа йăтăнать. Картасенче пăлан пек ĕнесем кавлесе тăраççĕ.
Çуллахи Çăкаяль татах та илемлĕрех. Уйрăмах çăка çеçке ларнă вăхăтра. Çăка чечек ывăтсан вăрман витĕр курăнать, сăмсана пыл шăрши кăтăклать, вăрман сулхăнĕ чуна уçăлтарать. Кĕрсе пашлататăн çапла, çӳллĕ курăк хушшине, тӳпенелле пăхса киленетĕн. Тавралла кайăк-кĕшĕк юрри пин-пин шăнкăравăн чĕнкĕлтетет, хăлху патĕнчех шăрчăк чĕриклетет, тӳпере вара… тӳпе кăн-кăвак, çӳлте-çӳлте шурă та кăтра пĕлĕтсем ярăнаççĕ, акăшран вĕçсе юлнă тĕкĕн курăнаççĕ. Куçна хупатăн та инçетре, уйăх кукринчен çакса янă йĕс шăнкăрав сассине илтетĕн. Санăн ĕмĕтӳнти пирĕшти кунталла килет иккен. Ярăнса утса пынă чух ярăм шăрçанăн курăнать, ыткăнса чупса пынă чух ылтăн шăрçанăн курăнать. Пичĕ-куçĕ тухья çинчи кĕмĕл тенкĕ пек, пĕр пичĕ уйăх та теприйĕ – хĕвел. Кĕлеткийĕ – тăпăл-тăпăл тул кĕлти пек, ытам тулли, куç тулли. Пĕкĕ евĕр куç харшийĕсем тӳпе сăнне çапнă куçсене харшаласа, авăнса тăраççĕ. Уçă сасă – пĕкĕ çинчи шăнкăрав. Юмах тĕтрине сиретĕн те асамлă пирĕшти вырăнне Çăкаяль хĕрне куратăн. Мĕн туса çӳрет-ши пĕр-пĕччен, мĕн çинчен юрлать-ши çак пике?
Аслă вăрман хĕрри – улăхлăх,
Çил тивмесĕр ӳснĕ вăл.
Çыр хĕрринчи çырлалăх,
Хĕвел тивмесĕр ӳснĕ вăл.
Атте-аннен кĕçĕн ачи эп,
Куçăхмасăр ӳснĕ эп.
Аттемĕн савнă ачи эп,
Арчи тĕпĕнчи мулĕ эп.
Аннемĕн ачаш чунĕ эп,
Çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп,
Аслă пӳртĕн çурри эп,
Кĕçĕн пӳртĕн тулли эп…
Çумранах юрласа иртет сарă хĕр. Курăка хускатмасăр выртатăн, хăратăн пике куç умĕнчен ĕмĕрлĕхех иртесрен, çухаласран шикленетĕн.
Эй, Çăкаяль! Эсĕ илемлĕ те тулăх. Анчах санăн кинӳсем татах та чипертерех иккен!
* * *
Алина, аслă улăхра çӳресе ĕшеннĕскер, ялалла пăрăнчĕ. Савăнăçлă, киленӳллĕ ĕшенӳ. Паянхи кун хĕршĕн ĕмĕр асăнмалăх юлĕ – çут çанталăк илемĕпе куçа куçăн курнăçса калаçнăшăн мар, çанталăк лăпкăлăхĕшĕн мар, пачах та урăххи – паян Алина хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле… Эх, сывлăш çавăрса илмесĕр калама та çук-çке. Паян Алина хăйĕн аллине аттестат илчĕ, вунă çул вĕренсе пĕтерни çинчен, ачалăх сукмакĕнчен пурнăçăн анлă çулĕпе утма ирĕк панă документ!
Сывă юлăр, ачалăх кунĕсем, эсĕ те, ачалăх шухăлăхĕ, ална пар!
Сывă юлăр, çап-çутă классенчи парттăсем, эсĕ те, шкул сукмакĕ, сывă юл!
Сывă-и, пурнăç хумĕ, юхăмна санне çĕнме вăй çитейĕ-ши?
Сывă-и, пĕрремĕш юрату, иксĕмĕрĕн шăпамăрсем хĕресленĕç-ши?
Сывă-и, телейĕм!
Хĕр кăкăрне шăнăçайми савăнăçа ывăçăн-ывăçăн сапса пычĕ. Çав савăнăç хĕвел çутипе ылтăн-кĕмĕл тенкĕн йăлтăртатрĕ, уйсем-хирсем çине, вăрман çине çумăрăн çурĕ, савăнăç çумăрĕ...
* * *
– Ăçта сулланса çӳретĕн ку таранччен, – ку сăмахсем Алинăна тиврĕç. Унăн пиччĕшĕ йăмăкне тарăхмаллипех тарăхнă пулмалла. – Ман паян ĕçе çитмелле, калаçмалли пур санпа.
– Тем ыр сăмахах калайăн пуль, – йăмăкĕ пиччĕшĕн кӳрентерӳллĕ калаçăвне хăнăхса çитнĕ пулмалла, шикленсе ӳкни палăрмарĕ. – Патриархат тăмани.
Алина пиччĕшĕн çумне ялта Арис-Патриарх хушма ят çыпăçнă. Пĕррехинче, ун чухне пиччĕшĕ те шкулта вĕреннĕ-ха, клубра юрату темипе лекци пулнă тет. Унта, хайхи, çемьере хăшĕн – хĕрарăмăн-и е арçынăн – пуç пулмалли çинчен сăмах пынă. Çавăн чухне Арис пĕтĕм зал илтмелле янраттарса ячĕ тет, «сывă пултăр патриарх», терĕ тет. Вăл ун чухне патриархпа патриархат сăмахсен пĕлтерĕшĕсем пĕр тенĕ ĕнтĕ. Çур зал ахăрса, çур зал алă çупса ячĕ тет çав сăмахсене илтсен.
Пиччĕшĕ çак хушма ята хăнăхса çитнĕ. Кӳренме мар, ахăртнех, тепĕр чухне мăнаçланать те. Ара, Арис арçын-çке, хăйĕн «ирĕклĕхне» хӳтĕлет!
– Алюн, эпĕ сан пиччӳ-и, пиччӳ мар-и, – Арис яланах хĕрӳленсе калаçма юратать, ахальтен мар ăна сăвăсем те çырать теççĕ. Анчах та йăмăкне вулаттарсах каймасть çав вăл, ахальтен мар патриарх ĕнтĕ! – Мĕншĕн манпа канашласа пăхмастăн, ăçталла вĕçтерес шут пур?
– Сан патна, редакцие вырнаçас мар-и, – çаплах йĕкĕлтетрĕ йăмăкĕ, – корректора лартмасан та техничкăна лартаççех пуль, э?
– Техничка пулма пилĕкӳ тӳрĕрех, – лăпланса пычĕ пиччĕшĕ. – Итле-ха, вăрăм чĕлхе, вĕренес пирки шутлатăн-и эсĕ?
– Ху мĕншĕн вĕренместĕн?
– Мана пулăшакан пулман, аннене вара хăйне те йывăр. Пиччӳ пур, пулăшĕ. Кай вĕренме, Алюн, йăмăкăм.
– ĕçлеме каятăп эпĕ, сана пулăшса тăрăп. Кайсам вĕренме, патриарх пиччеçĕм, – каллех йĕкĕлтерĕ йăмăкĕ.
Вĕсем яланах çапла, ют çын курсассăн: кусем хирĕçеççĕ, туслă çемье мар темелле. Анчах та Алина пиччĕшне юратать, тен, çав юратнине çиеле кăларас, çынна кăтартас мар тени çапларах хăтлантарать-ши вĕсене? Амăшĕ умĕнче пĕр-пĕрне ытлах чĕнмеççĕ вĕсем, анчах та май килнĕ чух йĕплесе илеççĕ-илеççех.
– Хулана кайма ан та шутла, луччĕ килте кутна сарса лар, – тарăхса кайрĕ Патриарх. – Милке пуçпа Атăл хĕрринче черетлĕ каччă шыраса çӳремелле çав унта. Пĕлетĕп.
– Ах, пиччеçĕм, ярсамччĕ ĕнтĕ, ман Атăл хĕрринче çӳрес килет, – чарăнмарĕ йăмăкĕ.
Пӳрте амăшĕ пырса кĕчĕ. Вăл, фермăра ĕçлекенскер, кăнтăр апатне килчĕ пулмалла.
– Каллех çуйхашатăр-и эсир, йытăпа кушак?
– Пиччĕш сăмахне хăлхана чикесшĕн мар…
– ăслине мĕншĕн чикес мар, анчах пурне те мар.
– Алина, – хальхинче пиччĕшĕ йĕркеллĕ калаçрĕ, – çитес эрнере хулана каятăп, енчен те вĕренме шухăшу пур пулсан, хатĕрле документусене, кĕртсе парăп çула май.
– Хĕрĕм, шутла лайăхрах, – амăшĕ хĕрĕн пулас шăпишĕн пăшăрханать пулмалла. – Вĕренни пăсмаçех ĕнтĕ. Пиччӳ те пулăшĕ, хам та кăштах ĕçлекелетĕп.
– Анне, ялтан каяс килмест ман…
– Тĕрĕс, – Арис йăмăкне каласа пĕтерме те памарĕ. Вĕренме вара заочно кĕрĕн. Нечăвă, çынсен ачисем хыççăн тĕнче касса çӳреме.
– ĕçĕ вăл хамăр колхозрах пур-ха, ал май пулĕ-ши сана?
– Доярка, свинарка, телятница, птичница, повар, воспитательница, почтальон, библиотекарь…
– Корректор… – йĕплесе илчĕ хĕр пиччĕшне. – Ялта ĕçлеместĕн тĕк, ан лăпăртатса тăр.
– Хĕрĕм, хăвăнне ху пĕл, анчах та лайăхрах шутла, кайран ӳпкелемелле ан пултăр.
– Шутлатăп, анне.
Çапла вара, çемьери калаçу вăхăтлăха вĕçленчĕ. Каярах Арис-Патриарх район центрне, амăшĕпе хĕрĕ фермăналла тухса утрĕç.
5.
Çăкаяль вăтам шкулĕ. Каччăсемпе хĕрсем ушкăнăн-ушкăнăн кĕпĕрленсе тăраççĕ, савăнăçлăн шакăлтатаççĕ.
– Алина, астăватăн-и, пĕррехинче, ун чухне иккĕмĕш класраччĕ пулас, эсĕ пĕр ачаран шоколад туртса илнĕччĕ, – ку Ленăн, Алина юлташ хĕрĕн сасси пулчĕ.
– Астумасăр. Çавăн хыççăн ĕнтĕ манран Алина-Шоколадик тесе тăрăхлама пуçларĕç.
– Тăхта-ха, Лена. Ара хăвăнтан «мăн шă» тесе кулмастчĕç-и-ха?
– Ан пакăлтат. Ун чухне эпĕ пӳрнескерен те пĕчĕк пулнă.
Ленăна çыпăçаканни каччă пулчĕ. Вăл, шкулти яланхи йăлапа, тăрăхлама çаплах пăрахман-ха: – Ара, Каçук пичче калатчĕ. Эсĕ ун чухне шкултан килеттĕнччĕ тет. Сумкку хăвăнтан та пысăкчĕ тет. Лена, паян мĕнле саспалли вĕрентĕр-ха, тесе ыйтсан: «мăн шă» тесе хуравларăн тет.
Пурте ахăлтатса ячĕç. Лена, çиллине шăнараймасăр, каччăна хăвалама пуçларĕ.
– Тыт, тыт, Лена!
– Вĕлтĕренпе çаптар!
– Ачасем, пуçлăхсем килеççĕ, шăпланăр!
Шкул еннелле ял совет председателĕ, колхозри партком секретарĕ Дмитриева Нина Дмитриевна тата ялта пĕртен пĕр тĕлĕнмелле ятлă Альфред – е ялтилле Редик, хушамачĕпе Сареев – çывхарчĕç. Ял совет председателĕ сарăлса, анлă пусăмсемпе пырать. Партком секретарĕ те унран юлмасть. Лешĕ вара, Альфречĕ, урине ыттисемпе тек пĕр пусăмлă тăвасшăн тăрмашать, анчах та, лутакаскерĕн, кĕске урисем ниепле те майлашăнмаççĕ.
Кĕçех уйрăлу каçĕн пĕрремĕш пайĕ пуçланчĕ. Президиума шкул директорĕ тата тин çеç çитнĕ хăнасем вырнаçрĕç.
Шкул директорĕн сăмахĕ кĕске пулчĕ. Вăл паян аттестат панă чухне чылай калаçнă пулмалла. Хăйĕн хыççăн вара «Пĕрлешӳ» хуçалăхри партком секретарьне сăмах пачĕ.
Юлташсем, – лăпкăн пуçларĕ Дмитриева, – эсир пурте пĕлетĕр ĕнтĕ, партипе правительство çамрăк ăрушăн тем тĕрлĕ ырлăхсем те туса пачĕ. Вĕрен те ĕçле. Анчах та сирĕн çумра яланах пахалăх палли пултăр. Пирĕн колхоз çулсерен ураланать. Çĕнĕ пуçарулăх – пахалăхпа эффективлăх самани. Пысăк ĕçсене тума вара чылай вăй кирлĕ. Çамрăксем, юлăр тăван колхоза, пурне те ĕç тупса парăпăр. Колхоз шучĕпех вĕрентсе кăларăпăр, ăста специалистсем тăвăпăр.
Хĕрӳллĕн калаçрĕ хĕрарăм-парторг. Вăл пĕтĕм чун-чĕринчен каларĕ, ялтах юлма илĕртсе те, тилмĕрсе те пăхрĕ.
– Акă, кунта вĕренсе тухакан çамрăксен списокĕ. Çирĕм сакăр ачаран ялта юлма виççĕшĕ çеç килĕшнĕ. Вун улттăшĕ вара хăйсем ăçта каясса та пĕлмеççĕ, анчах та ялта çав-çавах юлмастпăр, теççĕ. Мĕнре сăлтавĕ, туссем?
Ачасем пуçĕсене усса çеç ларчĕç. Чĕнмерĕç. Альфред сăмах илсен тин хускалкаласа илчĕç вĕсем, хыçалта йăхлатса кулни те илтĕнчĕ. Сареев колхозри комсомол комитечĕн секретарĕ иккен, вăтăра çывхаракан хусах-секретарь.
– Юлташ каччăсемпе хĕрсем, – умĕнчи хулăн папка çине тăрăнчĕ Сареев.
Залрисен пичĕ-куçĕ каллех çуталчĕ. Вĕсем Радик-секретарь çине тăрăхларах пăхса ларчĕç.
– Юлташсем, – кирлĕ хут листине тупнă хыççăн ӳсĕркелесе илчĕ калаçакан. Ку ĕнтĕ: хатĕрленĕр, пысăк калаçу пулать, тенине пĕлтерчĕ. – Колхозра çирĕм ытла комсомолец шутланса тăрать.
– Шутланманни миçе, – залран йĕплесе илчĕ тахăшĕ.
Сареев илтмĕш пулчĕ.
– Вопшĕм, çамрăксем çителĕклех. Комсомол комитечĕ вĕсене коммунизмла воспитани парас енĕпе чылай вăй хурать темелле.
Сареев малалла та çапларах пакăлтатрĕ. Юлашкинчен çеç кирлĕреххине персе ячĕ:
– Вопшĕм, сире пурне те колхоза юлма сĕнетĕп.
Ял совет председателĕн сăмахĕ чылай çыпăçуллăрах та витĕмлĕрех пулчĕ.
– Малашне ялпа хула хушшинчи уйрăмлăхсем пĕтсех пырĕç, – сăмахне вĕçленĕ май калаçрĕ вырăнти Советсен представителĕ. – Акă, хамăр колхозах илер-ха, мĕнле-мĕнле специалист-ăста кирлĕ мар-ши унта: паянхи куна çеç ялти библиотекăна заведующи, фельдшерсен пунтне медсестра, вăтам шкула аслă пионервожатăй, учительсем, фермăра ĕçлекенсем кирлĕ. Хĕрсемпе каччăсем, хăвăрăн пуласлăха тăван енпе, тăван ялпа çыхăнтарнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Кăмăл пуррисене ял хуçалăх, педагогика институчĕсене те, тĕрлĕрен техникумсемпе училищĕсене те вĕренме ярăпăр. Хамăр пата çеç таврăнăр кайран.
Çамрăксем хĕрсе кайрĕç пулмалла, пĕр-пĕрне пӳлсех калаçма пуçларĕç.
– Сăмахпа кермен лартса параççĕ, кайран çаврăнса та пăхмаççĕ.
– Вăтам ĕç укçи мĕн чухле ларать?
– Сареев çамрăксенчен тарса çӳрет теççĕ, тĕрĕс-и, Редька?
– Сенкĕ йăтса тислĕк тăкма ярасшăн-и пире?
Сыв пуллашу каçĕн хаваслă пайĕ çамрăксен шухăш-кăмăлне ниепле те улăштараймарĕ. Яла юлакансенчен Алина Павлова, Лена Ионова тата тепĕр арçын ача çеç пулчĕç. Алина библиотекăра, Лена фермăра, виççĕмĕшĕ механизаторта ĕçлес кăмăл турĕ.
Каçăн иккĕмĕш пайĕнче çамрăксем юрларĕç, ташларĕç, вĕри чей ĕçрĕç. Хăшĕ-пĕри, хапăлраххи, эрех те сыпкаларĕ пулмалла.
Сисмесĕрех тул çути килчĕ. Çамрăксем, карталанса, вăрман хĕрринчи кӳлĕ еннелле утрĕç. Çавăнтах вĕсем çĕнĕ кун хĕвелне кĕтсе илчĕç.
6.
Çу кунĕсем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç, таврана кĕр сивви сăрхăнчĕ. Пулать вĕт çапла – тӳпере хĕвел те пур, çилĕ те типĕ, çапах та темле сивĕлĕх хуçаланать, сивĕ шăрăх. Уй-хир пушансах пырать, сарă пусă çухалнăçемĕн улăм куписем йышланаççĕ. Куккук сасси те илтĕнмест вăрманта, шапасем те юрлама пăрахрĕç, шыва тимĕр туя ячĕ - шăрăх кунсенче те сип-сивĕ. Кĕçех сентябрь çитет.
Саша, тепĕр çур уйăхран вара Александр Алексеевич пулмаллискер, район центрне каçалапа çеç çитрĕ. Ку вăхăтра роно та, комсомол райкомĕ те ĕçлемест ĕнтĕ – ара, çамрăксен ĕçсĕр пуçне çемье те пур-çке, килтисем çинчен те манма юрамасть. Çапах та роно ăçтарах вырнаçнине пĕлесшĕнех пулчĕ вăл. Пĕр ватă кăтартнă çулпа кайсан чиперех тупрĕ хăй шыранă çурта. Райĕçтăвком çурчĕ поселокĕ майлах кивĕскер, лапсăркка тирексем хыçне пытанса ларнă, ахăртнех, пĕр вăтăрмĕш çулсенче туса ларнăскерех ĕнтĕ. Çавăнпа та пулĕ – куçа ытлашши тăрăнса ларманранах-ши – тавралăхпа килĕшӳллĕн курăнать.
– Çĕнĕ учитлĕсем килнĕ-ши тетĕр-и? – калаçрĕ урай çăвакан хĕрарăм. – Вĕсене пионерсен çуртне вырнаçтарчĕç пулмалла. Эс те учитлĕ мар пуль?
– Çавă-ха. Çулне кăтартмăр-ши?
– Кăтартас, ма кăтартас мар, – хĕрарăм алри çĕтĕкĕпех урама тухрĕ, – çавăнта çитсен сулахаялла, унтан кăшт кайсан сылтăмалла, вара каллех темиçе кăшт кайсан сылтăмалла, вара каллех хут унталла та кунталла утмаллине ăнлантарчĕ.
– ăнлантăм, тавтапуç – кăтартнă еннелле кайнă май сыв пуллашрĕ Григорьев, хăй çав вăхăтрах хĕрарăм каланине лайăхрах аса илсе юлма тăрăшрĕ.
Пионерсен çуртне тупма йывăрах та мар иккен, урай çăвакан инке ахалех хăратрĕ çамрăка.
– Кĕрĕр, – темиçе сас харăс илтĕнчĕ шалтан – алăка шаккаса пĕтеричченех хуравларĕç.
Пӳлĕмре тĕттĕмрех. Варринче сĕтел ларать, ун çинче çурри ытла пушатнă хĕрлĕ эрех, черккесем, апат-çимĕç. Анчах та сĕтел хушшинче пĕри те çук: е диван çине ларнă, е чӳрече янахĕ çине сĕвеннĕ – кам ăçта пĕлет унта вырнаçнă. Пĕрин аллинче гитара, тепри – черккине анчах пушатнăскер пулмалла – хĕрлĕ помидор çыртать. Пӳлĕмре студент сывлăшĕ кĕрет (Саша çакна пилĕк çул хушшинче хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ).
– Çĕнĕ жертва килсе çитрĕ.
– Просветитель, кам йăхĕнчен эсĕ, – çутанка сăнлă хĕр хăйĕн уринчи хулăн кĕлĕллĕ пушмакне хыврĕ те ыттисемпе паллаштарма пуçăнчĕ: Ак çак, лапсăркка çӳçли, – Ландау, лешĕ, диван çинчен лараканни – Менделеев, гитара тытни – Эйзенштейн, черккелли – Пушкин…
– Эпĕ Константин Иванов-ха, Çилпирен çитрĕм.
Саша куçĕ Лидăна шырарĕ. ăçта-ши вăл, нивушлĕ килмерĕ? Тен ыран ир çитмĕ-ши? Мĕнле-ха капла, паянах килме калаçса татăлнăччĕ-çке вĕсем, пĕр шкулах кайма шутланăччĕ. Ронора та хирĕç пулас çукчĕ. Хăрарĕ-ши? Çук, паянах телеграмма çаптарас, килĕнче инкек-синкек пулмарĕ-ши?
– Чăваш классикĕ, хăлхасăр-им эсĕ, тыт черкке, – çыпçăнчĕ хулăн кĕлĕллĕ пушмакĕпе суллашакан хĕр. – Виçĕ çул тертленсе пурăнма хатĕр тесе тупа ту.
– Эсир Ижендеева хушаматлăскере курмарăр-и, вăл та çамрăк учительница. Паян килмеллеччĕ.
– О-хо, юратăву хăвăнпа пĕрлех килсен упа шăтăкĕ те кермен пек пулĕ!
– Çитет сире, çутăран хăранă прометейсем, – ку сăмахсене чӳрече патĕнче тăраканĕ каларĕ. – Ижендеева… Тăхтăр-ха, списокра хушамачĕ пурччĕ унăн. «Килмен» – тесе паллă тунăччĕ пулас.
– Тавтапуç.
«Студент пурнăçĕнчен хăпса çитмен-ха», – пӳлĕмрен тухнă май шутларĕ Саша. Вăл почта çурчĕ еннелле (ăна вăл автобус çинчен ансанах курнăччĕ) утрĕ.
– Çĕнĕ учитель-и, – илтĕнчĕ хыçра арçын сасси. Вăл, тăсланкăскер, Сашăна хăвăртах хуса çитрĕ: – Ан тĕлĕнĕр, поселокри кашни çынна сăнран тĕшмĕртетĕп. Чăматанпа килнĕскер, пĕр-ик кунлăх мар, пурăнсах каятăр пуль тетĕп-ха. Инçетрен-и?
– Шупашкартан.
– Шĕкĕр хуларан эппин. Ну мĕн, паллашар. Анне Арис тесе чĕнет, ялта Патриарх теççĕ Тĕлĕнмелле-и? Хăнăхрăм ĕнтĕ. Сире мĕнле ятпа тĕне кĕртнĕ-ха?
– Саша…
– Лĕксантăр эппин. Мĕнех, чипер ят. Математик-и?
– Мĕнрен курăнать?
– Ара, çамкăр сарлака та.
– Сирĕн маннинчен те çутăрах мар-ши?
Çамрăксем кулса ячĕç. Саша вăрăм кĕлеткеллĕ йĕкĕте тĕсерех пăхрĕ. Мĕн калăн, савăнăçлăскер, чĕлхерен те юлмасть. Темскер килĕшекен ен пур çав каччăра – те ачанни пек шуранка сăн-пичĕ, те сайра çӳç пайăрки хупласа хунă пысăк çамки, те çыпăçусăр костюмĕ (вăл ун кĕлетки çинче çăтăрах пек) – калама хĕн. Ячĕ тата мĕне тăрать – Патриарх.
– Апла эсир филолог, – шĕвĕр пӳрнине тĕллесе каларĕ Патриарх.
– Филологсен те çамки пысăк-и?
– Вĕсене çамкаран мар, калаçнинчен уйăрса илеççĕ. Ытла та литературăлла калаçатăр.
– Вунă очко сире, тĕл пенĕшĕн. Эсир, ман шутпа, хаçат çынни.
– Пардон, сирĕн те вунă очко пулчĕ. Мĕн, типографи сăрĕ çыпăçман пулĕ те?
– Мар, чăвашла таса калаçма тăрăшатăр. Ав, ман ята та чăвашла каласа хутăр.
Вĕсем почта умне çитсе тăчĕç. Патриарх хăнаран уйрăлма шутламарĕ-ха, вăл ун хыççăн почтăна кĕчĕ.
– ăçта вырнаçрăр, Лĕксантăр?
Хăнасен çуртне каятăп пулĕ.
– Тăхта, – Патриарх Сашăна аллинчен ярса тытрĕ. – Ниçта та каймастăн. Эс – ман хăна, апла пирĕн патра çывăрăпăр.
– Шутласа пăхмалла.
– Паллах, ваннă таврашне кĕртеймĕп. Анчах та студентсен общежитийĕнче çук ырлăха курăн – пирĕн хăнкăла ĕмĕрне те пулман.
Çамрăксен пичĕсем каллех çуталчĕç, кăлтăртатса кулă кустарса илчĕç.
Саша çĕнĕ юлташĕн сĕнĕвĕпе килĕшрĕ. Вăл Лидăна хăвăртрах тухса килме телеграмма çаптарчĕ те Патриарх хыççăн редакцинелле çул тытрĕ.
– Савни-им, – типпĕн, калаçмасăр пынăран тенĕ пек ыйтрĕ Патриарх.
– Пĕрле вĕреннĕ юлташ-ха.
– Хĕр-и?
– Çапла, хĕр-юлташ.
Патриарх хăна çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ.
Редакцире çаплах ĕç пĕтмен-ха. Типографи енчен пичетлемелли машина шалтлатса ларни илтĕнет. Кĕçех унтан хаçат листи йăтнă вăтам çулсене çывхарнă арçын тухрĕ.
– Аристарх, юлашки корректура вуламалла, ăçта çĕтсе çӳретĕн, – кăшкăрчĕ крыльца çинче тăраканни. Вăл хытах тарăхнă пулмалла. – Саншăн кунта хуть ирччен лар, автобусран хăварасшăн-им мана?
– Ан хăра, инкесем тупса парăп, – куларах каларĕ Патриарх.
Кунта ăна хисеплеççĕ пулмалла. Çапларах туйăнчĕ Сашăна. «Аристарх» тени ун хут çине çырнă ячĕ ĕнтĕ – шутласа илчĕ Григорьев. – Кам пулчĕ ку? – вăл кĕрсе кайнă çын енне пуçне сĕлтрĕ.
– Çырма пĕлмен журналист. Тĕш-тырă та çу-çăмарта ытларах тума вĕрентекенскер.
– Ял хуçалăх пайĕнчен-и?
– Çавăнтан. Ялта пурăнать, мещенленсе кайнăскер, ĕçе те саплăк йĕмпе çӳрет.
– Аплах мар пуль, – Патриарх мĕн калани мар, еплерех калани кăсăклантарчĕ Сашăна. – «Хĕрсе калаçаканскер» – шутларĕ вăл лешин çинчен.
– Мĕн аплах марĕ пултăр, хам пулсан çур редакцине хăваласа ямалла, лараççĕ йĕм çĕтсе, вĕрентме пăхаççĕ тата. Хăйсем пĕр ферма ĕçченĕн тĕшне те тăмаççĕ.
– Пурте саплăкпа çӳреççĕ-им? – шӳтлерех ыйтрĕ çĕнĕ çын.
– Саплăкĕ тарам-ха. Акă, пĕри уйăх каялла эрех ĕçекенсене питлесе питĕ вăйлă фельетон çырчĕ. Çавскер виçĕм кун ӳсĕрпе урамра выртнă, çурран машшинне çухатнă. Мĕн ку? Мĕне кирлĕ ун дипломĕ, пичет пуснă хут мар, таса чунне кăтарттăр вăл халăха, çавăн хыççăн тин вĕрентсе çырма ирĕк илтĕр.
– Арис, кам пулса ĕçлетĕн эсĕ кунта? – ыйтма юрать-ши, юрамасть-ши тенĕн, ерипен сăмах хушрĕ çĕнĕ учитель. Вăл Патриарх хĕрӳллĕ çын пулнине тепĕр хут ĕненчĕ, çак ене килĕштерме те ĕлкĕрчĕ.
– Картлашкан чи аялти карчĕ – корректор эпĕ, – кулса илчĕ хĕрӳлленни. Çавăнтах вăл темĕн шутласа илчĕ пулмалла, çийĕнчех хушса хучĕ: – эс, Лĕксантăр, кĕвĕçсе-ăмсанса калаçать тесе ан шутла. Чĕре ыратать…
Вĕсем хаçат редакцинчи корректор пӳлĕмне (типографи юнашартан çав пӳлĕм унта вырнаçнă иккен) кĕчĕç. Сĕтел çинче оттиск илнĕ ыранхи хаçат страницисем выртаççĕ. Хăна Аристарх ерçмен хушăра çавсене пăхкаласа ларчĕ. Интереслĕ иккен журналист ĕçĕ: çынсем ыран тытса вуламалли хаçата малтанхи кунах вуласа тухатăн, кашни сас паллийĕ хăйĕн вырăнĕнче ларнине тĕрĕслетĕн. Ку çеç-и – кашни яла çитсе куратăн, ĕç паттăрĕсемпе паллашма ĕлкĕретĕн. Чимĕр-ха. Анчах та çав паттăрсен чунĕ чи малтан ăçта туптанать-ха? Шкулта. Апла педагог кирлĕрех çын мар-и-ха? Пĕри туптать, тепри мухтать.
Паллах, пĕр ĕçе çĕклессишĕн теприне хурлани килĕшӳсĕр ĕнтĕ. Анчах та Саша педагог ĕçне юратарах парать. «Çынни класа кĕрсе учитель ята тивĕçмен, юратни çинчен калаçать. ĕçе юратни унăн тивĕçлĕхĕнче курăнать-çке?» – «ĕçе пуçăничченех юратма пĕлмелле». – «Пуçăнсан йывăрлăхсенчен хăраса ӳкмĕн-ши?» – «Çĕнтерме хăнăхмалла».
Саша куçĕ хаçатăн иккĕмĕш оттискĕ çинче чарăнчĕ. Унта çамрăксен страницине кăларнă иккен. «Пирĕн района кăçал вăтăр ытла çамрăк учитель килчĕ. Паян вĕсен слечĕ пулчĕ. Çамрăк специалистсем пĕр-пĕринпе тата район пурнăçĕпе паллашрĕç» – вуларĕ Григорьев куллине пытараймасăр.
– Пурнăçра ыттисенчен пĕр кун маларах пурăнатăр-çке эсир, журналистсем, – шӳтлерĕ Саша хăйĕн çĕнĕ юлташĕпе, унăн хваттернелле кайнă май.
Лешĕ те ăнлансах, те ăнланмасăрах хашлатса илчĕ те куляннăн хуравларĕ: – Яланах мар çав.
7.
Çамрăк учительсен слечĕ ирхине тăхăр сехетре пуçланчĕ. Унта Григорьевпа пĕрле Патриарх та пычĕ, район пуçлăхĕсемпе ӳркенмесĕр паллаштарчĕ.
– Ав çавă, хытканраххи, – кăтартрĕ вăл сцена çинчи сĕтел хушшинче ларакан çын çине, – райĕçтăвком председателĕн заместителĕ, ун çумĕнчи – КПСС райкомĕн представителĕ, тепри, куçлăхли, – Трофимов…
– ВЛКСМ райкомĕн секретарĕ-и? – Григорьева халĕ тĕллесе кăтартнă çын Петров паллаштарнă хăна пулчĕ иккен.
– Пулнăскер темелле, – Патриарх юлташне хăлхинчен пăшăлтатса пĕлтерчĕ: – Хальлĕхе вăрттăнлăх ку. Вăл партин аслă шкулне вĕренме каять, çак уйăхрах. Çĕнĕ секретаре сирĕн хушăра тупасшăн.
Григорьев комсомол райкомĕн секретарĕ çине пăхрĕ. Иккĕшин те куçĕсем тĕл пулчĕç, сцена çинчи пуçне сĕлтсе ăшшăн кулчĕ, вăл Сашăна çапла сывлăх сунчĕ ĕнтĕ.
– Лайăх ача, – пăшăлтатрĕ Патриарх, роно заведующийĕ калаçнине тимлĕн итленĕн хăтланса ларнă хушăрах. – Çемçе кăмăлĕ сиен те кӳрет ăна, – дисциплинине тăваймарĕ.
Саша залрисене ларнă çĕртенех пăхса çаврăнчĕ. Йышлă çар килнĕ иккен района. Авă, пĕр кĕтесре ĕнерхи хулăн тĕплĕ пушмак тăхăннă хĕрпе ыттисем лараççĕ. Анчах ăçта-ши Лида? Мĕншĕн килмерĕ-ши вăл? Илчĕ-ши унăн телеграммине?
Тăк! тĕкрĕ пĕри Сашăна çурăмĕнчен. Ку вăл Петров пулчĕ иккен.
– Салам, вĕренӳтешĕм, – умĕнче лараканнин хул пуççине чăмăртарĕ вăл. – ăçта ячĕç?
– Паллă мар-ха. Хăвна ăçта?
– Кӳршĕ ялах. Директор турĕç, саламла.
– Шĕлепке илтĕн-и? – Саша шӳтленçи турĕ, хăй çав хушăра Лида çинчен шутлама пăрахмарĕ. – Итле-ха, Ижендеевăна курмарăн-и?
– Курмарăм. Тем, пулса çитейĕ-ши унран… – каласа пĕтермерĕ Петров, юлташĕ çине ыйтуллăн пăхса.
Вунă минутлăх тăхтав пĕлтерчĕç те калаçу вĕçленеймерĕ.
– Салам, салам, Саша, – Трофимов пурне те алă тытса тухрĕ. – О-о, эсир Патриархпа та паллашма ĕлкĕрнĕ иккен. Ижендеева килеймерĕ-и-ха?
– Хальлĕхе килмен.
– Саша, пыр-ха заведующи пӳлĕмне, сăмах пур, – Трофимов Патриарха çĕнĕ учительсемпе тĕплĕнрех паллашма хушрĕ те Григорьева роно заведующин пӳлĕмне алăк уçсах кĕртрĕ.
– Александр Алексеевич, – сире маларах килессе кĕтнĕччĕ, – заведующи сĕтел хушшинчен çĕкленсе алă пачĕ. – Вырнаçăр, юлташсем.
Пӳлĕм шăпланчĕ. Пурте Григорьев çине тинкерчĕç. Мĕне пĕлтерет ку? Нивушлĕ пĕр-пĕр вăрман варринчи яла яма ӳкĕтлеме пуçăнĕç-ши? Çук, кирлĕ мар апла ӳкĕтлев. Яла тăк – ялах пултăр. Столовăй, культура çурчĕ пур-и тесе ыйтса мĕскĕнленмĕ Григорьев.
– Александр Алексеевич, эпир сире хальлĕхе нихăш шкула яма та палăртмарăмăр, комсомол райкомĕ ыйтнипе, – заведующи пуçне Трофимов енне сĕлтрĕ.
– Кĕскен каласан, – Трофимов витĕмлĕрех сăмах шырарĕ пулмалла, чарăнса тăчĕ, – ВЛКСМ райкомĕн секретарьне суйлама сĕнесшĕн сана.
Акă ăçта иккен Трофимов общежитине ятарласа пырса кайнин тĕп сăлтавĕ! Ун чухне Григорьев общество ĕçне еплерех хутшăннипе те кăсăкланчĕ вăл, тем шахвăртарах калаçрĕ. Юра Петров çакна пĕлнех ĕнтĕ, каламан вĕт, мур ачи, паян кунччен тытса усранă.
– Парти райкомĕ те килĕшрĕ сан кандидатурупа, йывăрлăхран ан хăра, пулăшĕç, – Трофимов Григорьев çине татăклă сăмах ыйтнăн пăхрĕ. – Ну, чĕре вучахне чĕртме килĕшетĕн-и?
«Хĕрнĕ хурçа шăварса пиçĕхтермелле» – аса илчĕ Саша деканатри калаçăва. – Вăй çитейĕ-ши? Наука кандидачĕ пулма ĕмĕтленнине пӳспе чĕркесе хумах лекĕ-ши? Комсомол вожакĕ, çамрăксен çарне ертсе пыраканĕ – ытла та илĕртӳллĕ. Илĕртни ытла хăратать».
– Саша, сана шутламалăх пĕр сехет паратпăр, слет хыççăн татăклăн пĕлтерĕн. Трофимов ура çине тăчĕ. – Ну, юлташсем, вырнаçар пуль, вăхăт çитрĕ.
Григорьев хăлхине слетра мĕн калаçни пĕри те кĕмерĕ. Ун пуçĕнче шухăш авăрĕ çаврăнчĕ. Епле-ха капла, кĕтмен-туман çĕртен? Мĕн пĕлет-ха вăл ял çамрăкĕн пурнăçĕ çинчен? Район ĕçĕ-хĕлне ăнланать-ши? Унсăрăн çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пултарĕ-ши? Кам вăл комсомол работникĕ – оратор-и, артист-и, пуçаруçă-и е пурне те пĕр кăшăлпа кăшăлланă, ларма-тăма пĕлмен çын? Мĕншĕн çав вырăна урăххине мар, шăп та шай Григорьевăн лармалла-ха? Ку вăл çара уран вĕри кĕл çине тăни пулмĕ-ши уншăн? Çук, йывăрлăхран хăрама çуралман эпир. Еплерех каланăччĕ-ха Сергей Иванович? – «Амăшĕн хĕвĕнче выртма çуратрăмăр-ши хĕрĕмĕре тенĕччĕ-ши?» – анне хĕвĕнчен тухма хăраса тăмастăп-ши эпĕ? Лида еплерех йышăнать-ши çĕнĕ хыпара, телеграммăна илчĕ-ши? Мĕншĕн сивĕнчĕ-ха вăл юлташĕнчен? Яла кайнăшăн-ши? Тен, вĕсен туслăхĕ вĕреннĕ хушăра çеç пулнă? Пĕрне вĕренӳре пулăшакан кирлĕ, теприне – коллективра. Вĕренӳ вĕçленчĕ те çын кирлĕлĕхе те пĕтрĕ. Вара юлташлăх та арканать. Çапла мар-ши?
Мĕн чухлĕ ыйту сан умăнта, хăçан хуравласа пĕтерĕн-ши вĕсене, Сашук, Александр? – «Халех, пĕр сăмахпа». – Умрине çитмесĕрех тытаймăн-çке? – «Умри хăйĕн енне туртăнма пулăшĕ, çутă тĕллев пулĕ». – Апла пурнăçра ытлашши çĕклем йăтма килĕшетĕн-и? – «Килĕшетĕп».
– Эсĕ çапла тăвасса шаннă эпĕ, – алă тытрĕ Трофимов пулас секретаре. – Халĕ парти райкомĕнче калаçса илĕпĕр те ыранах обкома вĕçтерĕпĕр.
– Шел, вĕрентекенсем ахаль те çитмеççĕ, каллех çаратрăр пире, – çурма шӳтле каларĕ роно заведующийĕ. – ăнăçу сунатăп. Картса хурăр, ӳлĕмрен комсомола пĕр çын та памастăп. Эсир ахаль те кивçене кĕрсе кайрăр. Картса хурăр!
Çĕнĕ хыпара Патриархпа Петров та шăршласа пĕлчĕç, Сашăна саламлама пуçăнчĕç.
– Ну, Лĕксантăр, сакку сарлака та, саваласа ларма ан ман, – тем шахвăртрĕ редакци çынни. – Чи япăххине курасса малтанах кĕтсе тăр.
8.
Григорьев газик кабининче чылайччен ларчĕ, никам та тухмарĕ-ха. Трофимов парти райкомĕ хушнипе яла тухса кайнă терĕç, обкома ун вырăнне иккĕмĕш секретарь пырать тесе пĕлтерчĕç. Лешĕ чылаях кĕттерчĕ. Тепрер сехетрен кабина алăкне пĕр вăтăрсене çывхарнă, тулли те илемлĕ пит-куçлă çын уçса ячĕ.
– Эсир-и Григорьев, – пăшатан куçĕпе пăхса илчĕ вăл хыçалта лараканне. Алă тытмарĕ-тумарĕ те, хăйĕнпе харăсах кĕнĕ шофера тапранма хушрĕ.
Иккĕмĕш секретарь Григорьева килĕшмерĕ. «Хăйне мăн кăмăллăн тытать», – асăрхарĕ вăл çĕнĕ çын çитменлĕхне. – Тен, тивĕçлипех пулĕ? Ара, Григорьев, унпа танлаштарсан, кам-ха? Аслă пĕлӳпе мухтанаймăн, лешĕн вара, çулланма ĕлкĕрнĕскерĕн, пурнăç çăлĕнчи шыва унран пĕр ирĕм те пулсан ытларах ĕçсе курнă ĕнтĕ.
– Района пĕлетĕр-и, – умĕнче лараканни хыçалалла çаврăнчĕ.
Мĕн калăн, турă кӳрентермен ку çынна. Кĕлетки те пăланăнни пек – пуçа каялла ывăтса çулсăр-мĕнсĕр çĕмĕрттерсе пымаллискер. Куçĕ вара кĕрхи хăмла пек – симĕсси те пур та – ытла хаяр та чашкăрса тăрать. Вĕри çын пекех туйăнмасть, анчах та сĕмсĕрлĕхĕ çителĕклех пулма кирлĕ.
Саша пуçне сĕлтрĕ. Ку хутĕнче вăл калаçăва хăй хутшăнмарĕ. Кăмăлĕ пăсăлчĕ унăн. Тепĕр тесен, çынна çийĕнчех пĕлме çук-ха. Тен, малтанласа çеç çапларах-ши? Пурнăçра яланах çапла-çке: хăвна сиввĕнрех пăхнине сиссессĕн ху та çавăнпах хуравлатăн, айван пулса юлас килменшĕнех. Акă, виçĕм кун та çаплах пулнăччĕ. Саша ун чухне район центрне çитме тесе автостанцие кĕчĕ. Халăх çăвăр янăн сĕрлет. Тăчĕ черете – тарăхса-йӳçсе хăпарчĕ. Çамрăк арсем касса умне черетсĕрех сĕкĕнеççĕ, тĕртеççĕ, черетрисене хăратма пăхаççĕ.
– Фраер, мĕн кирлĕ сана? – вăкăрăн пăхса илчĕ пĕри, черетсĕр кĕрекенсене каялла туртакан Григорьева, анчах та хытă шавламарĕ.
– Совĕçе йăлтах çухатнă. Ак вĕсем хальхи çамрăксем! – çунтарса илме хăтланчĕ черетри пĕр хĕрарăм.
Григорьев касса умне талпăнакана хулĕнчен хытах туртрĕ.
– Кăларса яр ăна, намăссăра!
– Сысна пек хирĕнет тата!
Лешĕ хăлхана та чикмерĕ, билетне илсе тухрĕ-тухрех. Тухрĕ те Григорьева пĕсехинчен ярса илчĕ:
– Пошли выйдем. Дело еç!
– Ах, намăссăр! Алне çĕклеме пăхать!
Тарăхпа авăрланă сăмахсем пырса тиврĕç-ши е шик куклентерчĕ – çăвăр автан пек сикни вăрăм çӳçне лапсăр! силлерĕ те хăпса утрĕ.
Шухăш сукмакĕ каялла таврăнчĕ. Авдеев (иккĕмĕш секретарĕн хушаматне Саша паян райкомра илтрĕ) хăйĕнпе пĕрле ĕçлекене хăй суйлама пултарайманран тарăхнă ĕнтĕ. Паллах, Трофимовпа Авдеевăн тути-маси пĕр пулас çук. акă халь те Авдеев секретарь пулас çынпа çавна пулах сиввĕн калаçрĕ. Ку вăл: «Кам эсĕ, манпа юнашар ĕçлеме килнĕскер, кам чĕннĕ сана» – тенине пĕлтерчĕ. Мĕнех, кам пулнине кăтартех Григорьев. Сăмаха пушăлла çапса мар, ĕçпе çирĕплетекенччĕ. «Сакки сарлака та, саваласа ларма ан ман» – çаврăнчĕç шуйттан ункинчи пек сăмахсем, вĕсене ĕнер Патриарх каланăччĕ. «Хирĕçӳсĕр вĕçне-хĕрне тухайăпăр-ши?» – Авдеевăн яка ĕнсине сăнанă майăн шутларĕ çĕнĕ çын.
Çăмăл машина аслă çул çине тухрĕ те качака пек сиккелеме пăрахрĕ. Шофер радиоприемник чĕртрĕ, лешĕнчен çепĕç нотăсем юхса тухрĕç, лараканĕсене сăпкалама пикенчĕç. Кĕçех Авдеев пуçĕ ланклатма пуçларĕ, шăнăр çулне татса янăн силленсе пычĕ. Малтан Григорьев та тĕлĕрме шутланăччĕ, анчах та пуçри шухăшсем çунат айне ниепле те ларасшăн пулмарĕç, амăшне çухатнăн вĕçсĕр шимплетрĕç.
Авдеев комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулать, Григорьев – иккĕмĕшĕ. Обком çирĕплетсен, пленум хирĕçех пулмĕ. Парти райкомĕпе те килĕшрĕç темелле. Виççĕмĕш секретарĕ кăштах лăпланчĕ-ха, анчах пĕрремĕшĕн сăмахĕ татăклă пулни ĕçе татса пачĕ. «Çамрăк пулни çитменлĕх мар вăл, иксĕлми вăй пурри çинчен çеç калать», – терĕ те, алă тытсах уйрăлчĕ.
Комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ. Ай-хай йывăр çăк. Тĕрĕссипе каласан, пĕрремĕш секретарĕ вăхăтне тĕрлĕ канашлусемпе бюросене кайсах ирттерет ĕнтĕ, турти вара иккĕмĕш секретарĕн хăмăтĕнчен кӳлĕнет. Мĕнле калаççĕ-ха, пысăк ĕçри пуçлăха пулăшаканĕ пуличчен пĕчĕк ĕçри пуçлăх пул тетчĕç-ши? Григорьев çан-çурăмĕ сăрласа кайрĕ. Хăрани-шикленни пулчĕ-ши ку е урăххи? Хăнăхман ĕç унăн ытамне кĕрейменнĕн туйăнать.
Обкомри калаçу-паллашу чылая пымарĕ. Пропаганда пайĕнче çеç тытăнса тăма лекрĕ. Пай пуçлăхĕ çĕнĕ секретаре хальхаççăн тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, чи малтан çамрăксен хаçатне çырăнтарассинчен пуçăнмалла иккен. Тата çав вăхăтрах комсомолăн политвĕренӳ кружокĕсемпе теори семинарĕсене йĕркелесе чăмăртама та манмалла мар.
– Хăнăхатăн, чи кирли – хĕрӳлĕх. Çав ан сивĕнтĕр, – ăсатнă май лăплантарчĕ пай заведующийĕ, Григорьева çурăмĕнчен лăпкăн çупăрласа.
Тĕп хула хыçа юлчĕ. Киле май Авдеев та савăнăçлăрах иккен. Вăл хăнана кĕрсе тухма ĕлкĕрнĕ курăнать. Хĕвел пĕлĕтсем хыçне пытанни те унăн питне сулхăнлатмарĕ, вăл савăнăçлă кĕвĕ ĕнĕрлеме пуçăнчĕ.
Паçăр тӳпере кăтра пĕлĕтсем çуталатчĕç, куç кĕски умĕнчи пек тирпейленетчĕç. Çухалчĕç. Вĕсен вырăнне лутра пĕлĕтсем шуса тухрĕç, çĕр çуммипех ярăнса килчĕç. Çумăр чашлаттарса ячĕ. Çăмăл машинăн умĕнчи кантăкне «шăлаканĕсем» çулăкĕсене ун-кун авăсма пуçăнчĕç.
Тĕп хула хыçа юлчĕ. Григорьевăн иртни, терчĕ-савăнăçĕ – пурте хыçа, çав хулана юлчĕ. Вăл унта темле тăван япалана пăрахса хăварчĕ. Анчах умра татах та çĕнни, çывăхланмалли-хăнăхмалли кĕтет, çавă шанчăк – тĕтреллĕ пулсан та, çав-çавах шанчăк – çуратать. «Лидăсем патне те кĕрсе тухаймарăм – шутласа илчĕ çĕнĕ секретарь. Тĕрĕссипе каласан, вăхăчĕ те пулмарĕ. Обкомран тухнă çĕре Авдеев килсе ларма та ĕлкĕрнĕ, тăхтăр-ха теме аванах мар пек туйăнчĕ. Телеграмма илчĕ-ши Лида? Тен, хальччен района та çитнĕ пулĕ? Çĕнĕ хыпар пĕлсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет ĕнтĕ. Григорьев – комсомол райкомĕн секретарĕ. О-хо-хой!»
Çумăр чĕресрен тăкрĕ. Газик малаллах васкарĕ. Умри çул питех те çумăрлă …
9.
Григорьев çак кунсене райкомрах ирттерчĕ: Авдеевран папкăсемпе кирлĕ хутсем йышăнчĕ, райком аппаратĕнче ĕçлекенсемпе çывăхрах паллашрĕ. Çĕнĕ çын çĕнĕ вырăна ерипен хăнăхса пыра пуçларĕ те ĕнтĕ. Паллах, вырăна çеç-ха, ĕçне мар. Акă иккĕмĕш секретарь сĕтелĕ. Мĕн тĕрлĕ папкă-тавраш выртмасть пулĕ унта! Енчен те çав папкăсенче тума палăртнă ĕçсене пурне те йĕркеллĕ пурнăçласа пырас пулсассăн – ах турă – пыршă çурăлса каймалла. Чылайăшĕ отчет валли ячĕшĕн тунăскерсем иккен. Акă, планта палăртнă тăрăх, ĕнер сĕтел-пукан фабрикинче «Çамрăк рабочи» ятлă каç ирттермеллеччĕ, паян вара районти культура çуртĕнче «Ылтăн кĕр» ятлă тематикăлла каç ирттерме палăртнă. Пĕри те пурнăçланмарĕ. Кам айăпне пула-ши? Комсомол райкомĕ вырăнти организацисенчен ыйтать, лешĕсем тĕрлĕрен сăлтав шыраса тупаççĕ. Е вĕсен хатĕр сценари çук, е тата урăххи чăрмантарать – пĕр сăмахпа каласан, пĕр-пĕрин çине йăвантарма тăрăшаççĕ.
Григорьев хăй çĕнĕ ĕçе кӳлĕнме килĕшнишĕн ӳкĕнсе те илчĕ. Ытла та анлă ытам кирлĕ кунта, кут айне вут хунăн çӳремелле, унсăрăн, пӳлĕмре çеç ларнипе нимĕн те тухмĕ. Ку енчен шкултах лайăх. Уроксем вĕçленеççĕ те – эсĕ ирĕклĕ. Санăн ĕçӳ сехетпе шутланать. Кунта апла мар иккен. Каласа панă тăрăх, тепĕр чухне эрни-эрнипе ялсенче пурăнма лекет. Çакă та темех марччĕ-ха. Пĕччен туять хăйне çĕнĕ секретарь. Акă, ĕçлеме пуçлани виçĕ кун çитрĕ ĕнтĕ, анчах никампа та çывăхланаймарĕ-ха. Мĕнле çын вăл Авдеев? Кам вăл организацилле пай заведующийĕ Федоров? Мĕнле çынсем вĕсем? Саша халĕ Патриарха çеç вĕсенчен лайăхрах пĕлет. Пĕлнинчен ытла туять пулĕ. Лешĕ ытла та уçă, шухăшне ăшра хĕртсе тăмасть, ывăçласа куçран сапать.
Студент пурнăçĕпе танлаштарса пăхсан, чăнахах та тунсăхрах иккен кунта. Саша студент чухне яланах ушкăнраччĕ. Хуйхă, шӳт, савăнăç – яланах пĕрле тӳссе ирттернĕ. Кампа паллашас-ха, чун-чĕрине кама уçса парас-ха халĕ ĕнерхи студентăн? Ытти тусĕсем те çаплах туяççĕ-ши хăйсене çак самантра? Еплерех ĕçлет-ши Петров? Лида тата?
Лида района Саша обкома кайнă кунах килнĕ иккен. Ун çинчен каярах Петров шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Ун чухне калаçăвĕ çапларах пулса иртнĕччĕ:
– Салам вĕренӳтешĕм!
– Салам.
– Хыпар пур. Пĕлтернĕшĕн мĕн парăн?
– Лида..?
– О-хо, парапсихолог, пуçри шухăша вулама пултаратăн иккен! Ало! Секретарь, савăн, пăсара çĕнĕ йăвана куçрĕ, хура çăкăр тутанса пăхас тет!
– Хăçан килчĕ?
– Виçĕм кунах. Вырăс чĕлхи вĕрентме пуçлать. Сана хытах тарăхнă пулмалла, хура кушак çул татман пулĕ те?
– Халăх чухăна юлнăшăн пăшăрханать пулĕ, ара пĕр наука кандидачĕ катăлчĕ мар-и?
– Хăвăн ĕçӳ-пуçу çыпăçать-и тата?
– Умра пысăк стена пур-ха…
– Çĕрсе кайнăскер-и?
– Çапла та, юписем çирĕпрех пулас… Ничава, хунав сарăлсах пырать.
Çак калаçăва аса илсен Григорьев хăйне çăмăлрах туйрĕ. «Лидăпа курса калаçмаллах» – шутларĕ вăл, çав вăхăтра чӳречерен пăхрĕ. Çумăр çаплах лӳшкет-ха. Капла çанталăкра ниçтах та тухса кĕреймĕн. Хутсемпех çăрăлса ларма тивет. Авă, обком отчетсем ыйтма пуçларĕ те ĕнтĕ. Паян Григорьева çĕнĕ çыру килсе пачĕç. Унта райком вырма вăхăтĕнче ĕç çыннисене культура енчен еплерех тивĕçтернине ыйтса пĕлесшĕн иккен, отчет тăратма хушаççĕ. Çӳле, хутăн сулахай хĕррине çапла çырса хунă: «Григорьев юлташа, отчет çырса яр. Авдеев».
ĕçе пуçăнни виçĕ кун çеç – отчет çырмалла. Мĕн çинчен? Иртнĕ вырмара епле ĕçлени çинчен. Ара, ку ĕçе кĕни эрне те çук-çке, мĕн çырма пултарĕ-ха çĕнĕ секретарь? Суя йĕркесем-и? Мĕншĕн Авдеев хăй çырмасть-ха? Ара, ку ĕçе хăй малтан туса пынă-çке, иртнĕ уйăхри ĕçсемшĕн те вăлах явап тытма тивĕç мар-и?
Григорьев пĕрремĕш секретарь пӳлĕмне кĕчĕ. Авдеев пуçне çĕклесе пăхрĕ те каллех çырма пикенчĕ. Çакă çĕнĕ çыншăн «Санпа калаçма вăхăт çук-ха» – тенĕн туйăнчĕ.
– Михаил Васильч, ку отчета эпĕ çырма пултараймастăп.
Авдеев тинех пуçне çĕклерĕ:
– Мĕншĕн?
– Туман япала çинчен тунă тесе çырас-и?
– Эс ăçтан пĕлетĕн хăшне тунипе туманне? – пĕрремĕш секретарь пукан çинчен тăчĕ те Григорьев çине тинкеререх пăхрĕ, унтан каллех ларчĕ. Хальхинче унăн сасси лăпкăнраххăн тухрĕ: – эсĕ ку ĕçре виççĕмĕш кун кăна-ха, эпĕ вара виçĕ çул отчет çырса пурăннă. Пĕлетĕп апли-каплине. Шутласа пăх-ха, обкомран ярса панă кашни хут çинчинех пурнăçлас пулсассăн иксĕмĕрĕн ĕмĕр те çитес çук. акă каллех тепĕр хут килсе выртрĕ. – Авдеев сĕтел çинче выртакан çыру çине кăтартрĕ. – Унта, пĕлетĕн-и, мĕн ыйтаççĕ? Пирĕн вăрманта миçе кăткă тĕми пурри çинчен пĕлтерме хушаççĕ. Мĕн, тухса шутлар мар-и иксĕмĕр? Тен, виçĕ-тăватă çулта шутласа кăларăпăр та, э?
Григорьев чăтса тăраймарĕ, кулса ячĕ. Чăнах та, комсомол райкомĕ кăткă тĕми шутласа çӳреймест ĕнтĕ. Ку ытлашши, паллах.
– Шел, филолог эсĕ. Ман, математикăн санăн умăнта пĕр вăйлă ен пур – эпĕ вероятность теорине пĕлетĕп.
Авдев хут листи илчĕ те шутлама пуçларĕ. – Итле-ха, кашни клуб çумĕнче пĕрер агиткультбригада тейĕпĕр. Çав агиткультбригада вырма вăхăтĕнче икĕ программа хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Апла пулсан, виçĕ яллă колхозра вăл вăтамран вунă концерт лартма пултарнă. Районта миçе клуб, миçе ял – акă мĕн пĕлмелле санăн чи малтан. Ытти хăех пулать. ăнлантăн-и?
– ăнланмалла пек…
– Апла пулсассăн, халех лар та ыран валли отчет хатĕр пултăр.
– Кăткă тĕмисем çинчен те çаплах çырмалла-и? – тĕлĕнчĕ Григорьев.
– ăна эс мар, шкул пайĕнчисем çырĕç.
Григорьев ыйтнă отчета кĕçех çырса пĕтерчĕ, çапах та Авдеев вĕрентнипех çырлахмарĕ вăл, районти культура пайĕнчен ыйта-ыйта пĕлчĕ, отчетра уйрăм коллективсене те палăртрĕ, хушаматсем асăнчĕ.
Çĕнĕ ĕçри пĕрремĕш отчет. Суя хут. Григорьев хăйне темшĕн айăплăн туйрĕ. Мĕншĕн çырчĕ-ши вăл çав суя отчета? Нивушлĕ малашне те çакăн пекех пулĕ, секретарь ĕçĕ суя хутсем çырса ларнипех йĕркеллĕ пырĕ? Çук, апла пуласса кĕтмен те, кĕтмест те Григорьев. Анчах та мĕншĕн пĕрремĕш отчетах çапла çырчĕ-ха вăл?
Кунсем ерипен шусах пычĕç. Комсомол райкомĕн черетлĕ пленумĕ те пулса иртрĕ. Унта Авдеева пĕрремĕш секретаре, Григорьева иккĕмĕшне суйларĕç. Ытлашши шавлă иртмерĕ темелле: кĕрхи çăрăлчăка пула чылайăшĕ район центрне тухаймарĕ, анчах та кворум тени пулмалăх пухăнчĕçех. Çавăн пекех çĕнĕ бюро та суйларĕç. Бюро членĕсенчен çĕннисем Григорьев тата йывăç япаласем тăвакан комбинатри комсомол организацийĕн секретарĕ Волкова пулчĕç.
Пĕрремĕш бюрора комсомол организацийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсене еплерех ирттересси пирки сăмах пычĕ. Унта организацилле пай инструкторĕ Ильин тавлашу пуçарса ячĕ.
– Эпĕ инструктор çеç, мана чи йывăр организацисене панă – тарăхса калаçрĕ вăл. – Акă, Михаил Васильевичăннех илер. Унăн организацийĕсем пурте лайăх колхозсемпе предприятисенче.
– Эп айăплă-ши уншăн? – Авдеев сасне хăпартрĕ. – ĕçлес пулать, организаци еплерех пуласси пĕтĕпех пирĕнтен килет.
– Çеç-ши… – мăкăртатса илчĕ оргшанизацилле пай заведующийĕ. Вăл пуçне аялалла чикрĕ.
– Эп илместĕп ку организацисене, - хирĕçлерĕ Ильин. Илччĕр секретарьсем. Вĕсем авторитетлă. Ман мĕн…
– Çитет ! – хĕремесленсе кайрĕ пĕрремĕшĕ, вăл Григорьев çине пăхса илчĕ. Лешĕ шарламанне кура хăйне тытса чарчĕ, сасси лăпкăнрах илтĕнчĕ: – Сан «Пĕрлешӳ» колхозна Григорьева парăпăр, ыттисем çаплипех юлаççĕ. ĕçлес пулать!
«Мĕнле колхоз-ха вăл «Пĕрлешӳ»? Çав тери йывăр-ши унта ĕçлеме? Григорьевăн пултарулăхĕ çитейĕ-ши? Иккĕмĕш секретарь Ильин çине пăхса илчĕ. – Нивушлĕ унта секретарь авторитечĕ çеç кирлĕ? Мар пуль. Курăпăр-ха, тепĕр тесен».
– Бригадăри пухусене паян-ыранах ирттермелле. Отчетпа суйлав пухăвĕсем те кĕçех пуçланĕç. Чи кирли, - Авдеев ку сăмахсене пусса каларĕ, – чи кирли, юлташсем, партин комсомолри прослойки. Секретарьсене май килнĕ таран парти членĕсене суйламалла. Григорьевăн та партине хăвăртрах кĕмелле, должность ыйтать.
– Обкомран пĕçерккĕ те панăччĕ ку енĕпе… – каллех хуллен хушса хучĕ Федоров.
– ăнланмалла.
Бюро вĕçленчĕ. Авдеев хăйĕн организацийĕсене никама та памарĕ, чи йывăррисемпе сапаланчăккисем Ильинпа Григорьева лекрĕç.
Бюро ĕç кунĕ пĕтнĕ тĕле çеç вĕçленчĕ. Григорьев хăйне япăхрах туйрĕ. Патриарх патне шăнкăравларĕ – лешĕ тухса кайма ĕлкĕрнĕ те иккен. Тăван ялне кайнă ĕнтĕ. Сашăна вăл хăнана та чĕннĕччĕ-ха. Çав ялтах – «Пĕрлешӳ» хуçалăхăн тĕп ялĕнче – Лидăпа Юра ĕçлеççĕ.
«Вĕсем патне кайса килес мар-ши?» – студент чухнехи тусĕсене аса илчĕ вăл. Чăн та, ĕçлеме пуçлани уйăха яхăн ĕнтĕ, тусĕсемпе вара йĕркеллĕ курса та калаçман. Петрова пленум кунне курнăччĕ-ха, вăл хăйĕн директор ĕçĕсемпе ронона килнĕччĕ ун чухне. Лидăна вара курман. Калаçман та. Мĕн тăвăн, тарăхнă ĕнтĕ вăл, хытах. Тутине ытахальтен çапла мăкăртса пурăнать-и? Саша вĕсен шкулне темиçе хут та шăнкăравласа пăхрĕ, Лидăна чĕнтерчĕ, лешĕ кам шăнкăравланине пĕлсенех телефон кĕпçине шартлаттарса хучĕ пулмалла – шалта Лидăн çепĕç сасси вырăнне пиклетни çеç илтĕнчĕ. Çула май Патриарх патне те кĕрсе тухма пулать.
10.
– Вăйлă çумăр виçĕ кун пĕр чарăнмасăр лӳшкерĕ. ăçтан тухрĕ-ши çумăрĕ! Ытти чухне ку вăхăтра уяр тăраканччĕ, уй-хирсене комбайн сасси тăри юррипе ылмашаканччĕ. Шел, вырăнăн-вырăнăн юлнă тыр-пула пухса кĕртме памарĕ, улăмĕ вара салатса хурсан та эрнесĕр типес çук. Тĕрĕссипе каласан, пĕр кĕр енне сулăнсан, йĕпе-сапаран тĕлĕнмелли те çук-ха. Асăрханă-и эсир çурхи тӳпене? Çӳлте-çӳлте мамăк пек çăмăл пĕлĕтсем çакăнса тăраççĕ, хĕвелĕ вара сăпкари ачана амăшĕ сиктернĕ пек, пĕтĕм тĕнчене çупăрлать. Çуллахи чылай кунсем те çавăн евĕрлех. Çут çанталăка кĕр сăнĕ çаптăр çеç – кăтра та мамăк пĕлĕтсем вĕçсе каяççĕ, вĕсен вырăнне лутра пĕлĕтсем шуса тухаççĕ. Лутра пĕлĕт пулсан кĕтсех тăр: е çумăр, е юр чашлаттарать, тепĕр чухне пăр та çапса кайма пултарĕ.
Çав пĕлĕтсем – пурнăç пĕлĕчĕсем. Хăй вăхăтĕнче çумăрĕ те, юрĕ те кирлĕ. Вырăнсăр килсен вара телей мар, хуйхă тăкнăн туйăнать. Çумăрпа юра хăй вăхăтĕнче кĕтеççĕ, пăр çапасса вара никам та кĕтмест. Вăл хăй те вăрттăн шăвăнса килме юратать. Пĕлĕтсем лутраланни – этем савăнăçĕпе пĕрле хуйхи-суйхи çитнине те пĕлтерет пулĕ.
Пĕлĕтсем лутраланчĕç…