Ĕçчен халăх алли тем тума та пултарать. Ахальтен каламан ваттисем: «Пĕччен сурать — типсе пырать, халăх сурать — кулĕ тăвать».
Акă илер-ха чугун çул хĕррипе татти-сыпписĕр тăсăлса пыракан илемлĕ вăрмана. Унти кашни йывăçа çын алли лартнă. Халĕ ăна кам тиркеме пултарĕ? Вăл хăйĕн илемĕпе пĕтĕм çынна илĕртет.
Пурте асăрханă ĕнтĕ, çынсем вакуна кĕрсенех, чӳрече умне вырнаçма тăрăшаççĕ. Пуйăс тапрансан вара кантăкран пăхса пыраççĕ. Унти вăрманта миçе тĕрлĕ илемлĕ йывăç! Хăшĕсем çулçипе, теприсем чечекĕпе, çырлипе çын чунне канлĕх пăраççĕ.
Çуркунне çĕмĕртсемпе вăрман улмуççийĕсем чечеке ларнă вăхăтра вара… Эй, мĕн каласси! Вĕсем, шăп та лăп туй хĕрĕ пек, шап-шурă тумпа пĕтĕм халăха савăнтараççĕ, пурăнас кăмăлне çĕклентереççĕ, пуçĕсене тая-таях иксĕлми телей суннăн ирте-ирте юрлаççĕ.
Çав йывăçсем чечекĕсене тăка пуçласанах çăка, пилеш, палан, акаци, шăлан йывăççисем хăйсен илемлĕ те тутлă шăршăллă чечекĕсене сапаççĕ, спирей тĕмисем, çĕклейми йышлă чечекĕсене çĕре çитиех усса, пуç тайсах саламлаççĕ.
Çав ансăр тăрăха йывăç лартиччен нумай асапланнă машинистсем вăрманçăсене яланах сигналпа тав туса хăвараççĕ. Вĕсем ăна чăннипех хаклама пĕлеççĕ.
Çак ансăр та илемлĕ вăрман мĕн чухлĕ усă панине каласа пĕтерес те çук. Вăл халăхшăн ӳсет, уншăн тăрăшать.
Пирĕн республика çырмасемпе пуян. Ку вăрман вĕсене сарăлса кайма памасть, шалкăм çумăр вăхăтĕнче, шпалсем айне сарнă хăйăрпа чулсене куçасран, аварисем пуласран тата çул тунă чухне, тăпра кăларнă вырăнти çĕре ишĕлесрен хытă сыхлать. Вăйлă çавраçиллĕ кунсенче (вĕсем пирĕн таврара сахал пулаççĕ) çил вăйне чакарса, пуйăс хăвăртлăхне ӳстерме те пулăшать, чугун çул çыхăнăвне хытă сыхлать.
Куçĕç-и-ха, хĕл кунĕсем çывхарсан, çулçисене тăкса çаралнă вăрманăн ĕçĕ тинех пуçланать. Вăл тӳперен, уй-хир енчен вăйлă çил-тăман илсе килекен юра чугун çул çине хĕвесрен хӳтĕлеме тытăнать.
Уй енчен лутра йывăç тĕмĕсем хĕл каçиччен 2 — 3 метр çӳллĕш юр тытса, ăна хăйсем çине купаласа мĕн чухлĕ асапланаççĕ.
Хăш чухне, юрлă-тăманлă çулсенче, пĕр метр чугун çулĕн вăрманĕнче 170-180 кубометр таран юр пухăнать. Юр хĕвесси йывăр 1 категориллĕ вырăнсенче 310-320 кубла метра çитет.
Паллах, çавăн чухлĕ пухăннă юра алăпа тасатас пулсан…
Калама та хăрушă. Çак ĕçе чугун çул хĕрринчи йывăçсем хăйсем çине илеççĕ.
Ку вăрман хăйне лартса тăкакланнă укçана виççĕмĕш çулах халăха тавăрса пама тытăнать. Кăкран (хăйне ӳсме пулăшакан, хăвăрт ӳсекен йывăçсене касса сутма пуçласан) тупăш та парать. Унта аслă вăрманти пекех уттипе вутти çителĕклех пухăнать.
Чугун çулсемпе шоссе çулĕсен икĕ енĕпе лартнă вăрмансем çинчен уççăнах калас килет. Вĕсем мĕн тери усă кăтартаççĕ халăха! Ытти вăрмансем пекех пур ырлăхне халăха парнелеççĕ, унсăр пуçне, хĕллехи кунсенче вĕсен «ĕçĕ» татах йывăрланать. Вĕсем пуйăссемпе машинăсем чупакан çулсем çине тухас юра хăйсем çине купаласа питĕ асапланаççĕ. Пирĕн нумай уй-хирти культурăсем çилпе çеç мар, вăрманти тĕрлĕрен усăллă шăна-пăвансемпе шăркалансан пĕтĕçленеççĕ. Çакă та, нӳрĕк тытни те тыр-пул тухăçне кашни гектартан 7-8 центнер таран хăпартма пулăшать. Ку çеç-и-ха. Вĕсем çырмасем сарăласран эрозипе мĕн тери кĕрешеççĕ. Ялти тимлĕ çынсем сăнанах ĕнтĕ, çуркунне юр кайса пĕтнĕ вăхăтра е кĕркунне çумăрĕ эрни-эрнипех лӳшкесе çунă кунсенче, çырма хĕрринчи çĕрсем мĕнле катăла-катăла ишĕлсе сарăлнине! Çав вăхăтра уйри çĕрсен чи усăллă сийĕ те вăйлă шывпа юхнине сахал курнă-и? Енчен çырма хĕррипе вăрман тăрăхĕ пулсан, шывăн вăйĕ чакса вăрман айнех сăрхăнса кĕрет, пысăк пулăшу парать. Унти йывăçсем, асар-писер вăйлă çил тулласан, çĕре çитиех авăна-авăнах йынăшса чĕриклетсен те çĕрне хуçса-ишĕлме памаççĕ.
Çак вăрманăн уссине чугун çул çывăхĕнче вырнаçнă ял çыннисем тивĕçлипех хаклаççĕ, юратса та тăрăшсах ĕçлеççĕ, тимлесе тунă ĕç яланах илемлĕ, тĕплĕ, лайăх пулать, Ку вăрмана лартиччен, хĕллехи куç курми çил-тăманлă та шартлама сивĕре, çав çынсем нихăçан ăшă пӳртре канлĕн ларса курайман. Çавнашкал кунсенче вĕсене пурне те чугун çул çинче юр хырма тата ун хĕррипе лартнă 2x2 метрлă, хăмаран çапса тунă хӳтлĕхсене юр айĕнчен кăларса, тепĕр хут лартма хăваланă. Хăш çулсенче çак ĕçре вăйпитти çынсене çеç мар, шкулта аслă классенче вĕренекенсене те кăларнă. Нумай юрлă çулсенче, хĕл каçа çав шитсене 5 — 6 хут кăларса лартма тивнĕ.
Аслă вăрçă вăхăтĕнче çын çитменнипе унта çап-çамрăк хĕрачасене ĕçлеттернĕ. Арçын ачасем ФЗОра вĕренетчĕç. Пире те нумай илсе тухнă. Эй, мĕн тери асапланатчĕç çул çитмен хĕрачасем! Вĕсен терчĕ паян та куç умĕнчех. Йăвана-йăвана кайсах тапаçланатчĕç, апăршасем. Аллисем йĕпе юрпа шăнса кӳтсен щитсене сĕтĕрме мар, сапаланнă тумтирсене хытарса çыхайми пулатчĕç. Çăвар умĕнчи вĕри сывлăшпа йĕпенсе шăнса хытнă тумтирсем, лаша хăмăчĕ пек, мăй тавра явăнатчĕç. Эпир вĕсене, бригадирсенчен вăрттăн, мĕн чухлĕ килелле чуптарман-ши!? Кайран вĕсен пайне хамăра тасаттаратчĕç. Çав нушана тӳссе ирттернĕ çынсем, унта вăрман лартма тытăнсан, пĕр кун сиктермесĕр ĕçе çӳретчĕç. Нумайăшĕ кайран çавăнта ĕçлесех пенсие тухрĕç. Тĕслĕхрен; Улгашова Агафия, Ермакова Юлия, Яковлева Елена, Артемьева Таисия, Исаакова Римма (Вăрмар районĕнчен), Шмелева Лидия, Христофорова Галина (Куславкка районĕнчен) т. ыт. те.
1949 çулта раштавăн 30-мĕш кунĕнче СССР Министрсен Совечĕ, 6001 номерлĕ постановленипе, чугун çул министерствине 1950-1965 çулсем хушшинче пĕтĕм чугун çулсем тăрăх вăрман лартма хушу панă.
Çак ĕçе пĕтĕм халăх йышлăн хутшăннă. Çĕнĕ 1958 çул валли 267600 гектар вăрман лартнă.
Çĕнĕ 1965-мĕш çул пуçламăшĕ тĕлне 339000 гектар лартнă. Юр хӳсе лартакан тăрăха йăлтах вăрманпа хӳтĕлеме тытăннă. Кайран вăйлă çил-тăвăлтан сыхлакан тепĕр рет лартнă.
Çак ĕçре 20-25 çул ĕçлекенсем вара кашни йывăçпа, хăйсен ачипе сăмахланă пек, сасăпах калаçса ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче 72 çултан иртнĕ Куçма пичче (Никитин Кузьма, Чашлама ялĕнчен) нихăçан асран тухмасть. Вăл, аманнă йывăçа вуллинчен тытсан, çӳлелле пăхса:
— Мĕнле касам-ши ĕнтĕ санăн чи пысăк та ĕçчен туратна? Мĕн чухлĕ кĕрешнĕ вăл çил-тăвăлпа! Халĕ ĕнтĕ хăрах алăпа таврăннă салтак пек юлатăн вĕ-ĕт. Туратна касмах лекет, вăл хуçăлнă çеç те мар, сан ӳте палăрмаллах чĕрсе аннă. Эй, апăрша-а! Мĕнле йывăр пулчĕ пулĕ сана?
Чăрăш калчи тĕл пулсан вара ăна чарма çукчĕ. Вăл çав самантрах, çуркуннепе кĕркуннене пăхмасăр, çурăм хыçĕнчен пĕчĕк кĕреçипе çĕре чӳлмек пек асăрханса касса кăларатчĕ те, ĕç хыççăн çав калчана Пăрмас масарĕ тавра кайса лартма васкатчĕ. Ăна чипер лартса шăварсан çеç ялне таврăнать, тетчĕç. Мĕн чухлĕ чăрăш çитĕнет пулĕ çав масар тавра. Йăлтах Куçма пичче алли лартнă вĕсене. Куçма пичче ялĕнчи ватăсем те унтах çывăраççĕ. Çавăнпа масара илем кӳресшĕн чунтанах тăрăшатчĕ вăл. Унăн пĕчĕк кĕреçи талисман пек ялан çурăмĕ хыçĕнче çакăнса çӳретчĕ. Ĕçе вăл яланах чи малтан çитсе ларатчĕ. Пĕррехинче çук та çук, пурте ăна ыйтаççĕ. Ĕçе тытăнтăмăр — çук, сехет ĕçлерĕмĕр — çаплах курăнмасть, икĕ сехет иртсен, йĕп-йĕпе тарланăскер, пире саламласа сывлăх сунсанах, каçару ыйтса, сăлтавне калама тытăнчĕ:
— Эй, Турăçăм! Ват пуçа хуйхă, кĕлеткене асап. Ара, каларăм-çке сире иртнĕ эрнере карчăкпа килĕштерейменни çинчен. Çавăнпа ĕнерхи преми укçине, пурне те ăна тыттарас мар-ха тесе, пер хĕрлине — вуннăлăххине — темиçе хут хуçлатса шăрпăк коробки ăшне пытартăм, ăна карчăк нихăçан пăхас çук, кĕсьесене тĕрĕслекелет-ха килте укçа пĕтсен. Ĕнер, çула майлă Юпсар ялне кĕмеллипе, киле çурранах утрăм. Кĕсьере икĕ коробкăччĕ, пĕри пушăччĕ. Çавăнта укçа хунине шалтах манса кайнă вĕт ват супнă, такăш тĕлте-çке кăларса çул çине вăркăнтарса хăварнă. Çĕрĕпех çывăраймарăм. Çавăнпа паян хĕвелпе пĕрлех тăрса çула тухрăм. Çав 12 çухрăмлă çул çинче миçе çĕр хут авăнса коробкăсене уçса тĕрĕслемерĕм-ши! Çук, тупăнмарĕ. Эй, Тур, Ту-ур! Турри хушмарĕ пулĕ çав пĕрле ĕмĕрлесе ирттернĕ юлташа суйма. Пĕрремĕш те юлашки пултăр кунашкал ĕç, — терĕ мучи, шурă пиртен çĕленĕ карттусне хывса тарне шăлнă самантра.
Чугун çулне вăйлă çил-тăвăлтан сыхлакан вăрмансенче те, чи кирлĕ йывăçсене суйласа, çул профильне, çĕрне, вырăнне шута илсе лартни питĕ кирлĕ.
Пирĕн таврара çулçăллă йывăçсенчен чи çирĕппи юман, кăнтăрта — самшит. Анчах юлашки 15-20 çул хушшинче юман час-часах хăракан, чирлесе типекен пулчĕ. Ĕлĕк ваттисем çамрăксене туйра пилленĕ самантра: «Юман пек çирĕп, вăрман пек пуян пулăр», — тенĕ. Юман хăйĕн тивĕçне пурпĕрех çухатас çук тесе калас килет манан. Чугун çул вăрманĕнче вĕсем каврăçпа питĕ килĕштерсе ӳсеççĕ. Унта йĕкелсем пулсан, юман калчи те пулатех. Ăна посадкăран кăларма кирлĕ мар, аслă вăрманта та юман сывалатех. Пирĕн чăваш çĕр-шывĕнчи юмансем хăйсен яштака илемлĕ çӳллĕшĕпе, хулăмăшĕпе — чи хаклă йывăç.
Юмансăр вăрман ашшĕсĕр çемье пекех. Çавăнпа юмана тăрăшсах сыватмалла. Ăна пурнăçлама пĕтĕм ĕçе юратса тимлĕн тăвакан çынсем кирлĕ, тăрăшса ĕçлесен вăл сывалатех. Чăваш вăрман хуçалăхĕнче ăста специалистсем сахал-и пирĕн?
Малаллахи çулсенче самолетпа имçам сапнă чухне вăрманта Куçма пичче пек юратса, питĕ тимлĕн ĕçлекен çынсене анчах хутшăнтарасчĕ. Пĕр килограмм ытлашши имçам мĕн тери сиен кӳме пултарать! Юманăн йывăççи çирĕп пулсан та, унăн кăтра илемлĕ çулçисем, ытти йывăçсенчен каярах сарăлнипе, питĕ çемçе, çамрăк, таврари çитменлĕхрен хытă хăраççĕ.
Ватă вăрман хуралçисем лайăх астăваççĕ ĕнтĕ, пĕррехинче çĕртме уйăхĕн 16-мĕш каçхине, сивĕ тăватă (-4) градуса çитнине. Ун хыççăн юман çулçисем, пушар чухнехи пек, хуп-хура хуралса тăкăнчĕç, ытти йывăçсем çакна сисмерĕç те. Иккĕмĕш хут çулçăсем сарсан, мĕн чухлĕ сиенлĕ хурт-кăпшанкăсем тапăнса асаплантарчĕç ăна.
Юман вăл йĕкелренех хăйпе питĕ тимлĕн ĕçленине юратать.
Çул айккинчи вăрмансенче лутрарах тĕмсем хушшинче çĕмĕрт — чи чăтăмли. Вăл темле авăнсан та часах хуçăлмасть, çӳллĕ йывăçсен сулхăнне те чăтма пултарать. Уй енчи ретсенчен лох (кăвак çӳçе) йывăçне те тиркеме кирлĕ мар. Лохпа шăлан речĕсем выльăх кĕтĕвĕсене чугун çул çине тухасран лайăх сыхлаççĕ. Лăсăллă йывăçсенчен чи çирĕппи — лиственница. Унăн калчи питомниксенче сахал пулнипех-ши, ăна çак ансăр вăрманта лартайман. Хăвăрт ӳснипе, çурхи илемĕпе вăл вăрмансене нумай пулăшу пама пултарать.
Малашнехи çулсенче чугун çул вăрманĕсем тата илемлĕрех те усăллăрах пулĕç.