Ирхине, заводсем кăшкăртнă вăхăтра, Шупашкар урамĕсенче пин-пин çын утать. Паллаканнисем те калаçса тăмаççĕ, пĕр-пĕрне сывлăх сунса, саламласа иртеççĕ те, вăхăтра ĕçе çитме васкаççĕ.
Эпĕ кашни кунах ирхине хулан аслă урамĕнче Исакова тĕл пулатăп. Вăл тирпейлĕ çӳрет, çи-пуçĕ таса, яка; сухал хырмасăр нихçан та урама тухмасть пулĕ. Хура çӳçне хыçалалла тикĕссĕн тураса хурать.
Акă вăл, ирхине ялхуçалăх министерстви тĕлне çитрĕ те, пирусне сӳнтерсе çурт çумĕнчи урнăна пăрахрĕ.
— Степа! — чĕнчĕ ăна çав вăхăтра темле хĕрарăм.
— Ах, эсĕ-çке ку! — терĕ Исаков йăл кулса, министерство хапхи умне хăйĕнчен малтан çитсе тăнă илемлĕ сенкер платье тăхăннă, кăтра çӳçлĕ сарă хĕре курсан. — Салам, Зоя!
— Эсĕ пĕрмай кая юлса килетĕн-çке… Ма нумай çывăртăн? Каçхине нумай çӳретĕн пулас? — терĕ Зоя, Исакова ал парса.
— Юрать санăн аннӳ пур та… вăл сана ыйхăран та вăратать, чей те ĕçтерсе ярать. Манăн нянькăсем çук вĕт. Хамăнах тăмалла, чей те хамăнах вĕретсе ĕçмелле.
— Авланас пулать эппин. Ахаль те ватă хусаха юлтăн ĕнтĕ… — кулса илчĕ хĕр.
— Каларĕ! Кам качча пытăр мана? Хальхи хĕрсем питĕ тиркеççĕ вĕт, — шӳтлерĕ Исаков та.
Çав вăхăтра шалта шăнкăрав сасси илтĕнчĕ.
— Тăххăр çитрĕ — терĕ Исаков, ал тунинчи сехечĕ çине пăхса. Вĕсем иккĕш те министерство çуртне кĕрсе кайрĕç.
…Исаков ватă каччă мар, анчах ăна ытла çамрăк теме те çук — час вăтăра çитет ĕнтĕ. Вăл вăрçăра та пулса курнă; унта вăл хăй ирĕкĕпе, çамрăклах кайнă. Фронтра ăна икĕ хут амантнă, çапах та мĕн çĕнтерӳ кунĕ çитичченех çапăçуран тухман, килне сывах таврăннă. Çу каçа Исаков килте пурăннă, кĕркунне ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Тăватă çултан вăл унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă та, ăна министерствăрах ĕçлеме хăварнă.
— Эпир иксĕмĕр çеç телейлĕ пултăмăр-çке, Степа, — терĕ ун чухне хăйпе пĕрле вĕренсе тухнă Зоя.
— Мĕн тетĕн? Ăнланаймарăм эп сана, — тĕлĕнчĕ Исаков.
— Ара, эпир иксĕмĕр çеç хулара юлтăмăр вĕт… Мана атте ыйтнипе хăварчĕç те хуть… Çавах мар-им? Пурпĕрех, эсĕ те, эпĕ те хулара… Ыттисене ав, пурне те ялсене ярса пĕтерчĕç.
— Телейне питех курсах каймастăп-ха эпĕ, — ассăн сывласа пуçне пăркаларĕ Исаков.
— Айван эсĕ, Степа! Ăçта лайăххине, телей ăçта иккенне халиччен те пĕлместĕн.
— Ман шутпа телей вăл — ху юратнă ĕçре. Ну, паллах, тата юратнă туспа пĕрле пулсан…
— Сăмаху тĕрĕс вара, Степа, — савăнăçлăн кулса илчĕ Зоя.
Зоя калаçни-кулни Исакова питĕ килĕшет. Шап-шурă тикĕс шăлĕсене кăтартса çемçен те йăвашшăн кулать вăл. Сăнĕ-пĕвĕпе те темле ачаш чечек пек туйăнать. Тумланасса Зоя яланах ăста та хитре тумланать, хăйне килĕшекен платьесем нумай, «модельнăй» туфлисем темиçе мăшăр унăн. Çавăнпа та, тирпейсĕртерех е чухăнтарах тумланнă хĕрарăмсене курсан, вăл яланах тиркеме пăхать.
Пĕррехинче, çулла, канмалли кун, Исаковпа Зоя Атăл леш енне каçрĕç. Питĕ аван унта çулла! Хĕвел вут пек хĕртет. Ун йăлтăркки ылтăнăн-кĕмĕлĕн ялкăшса Атăл çинче выляса илет. Çавна пăхса тăнă чух чун савăнать. Вĕри хăйăр çинчен сиксе тăрса хумсем ăшне чăматăн, ишетĕн…
Акă, лăпкă Атăла хумхатса, анатран шурă пăрахут хăпарать. Вăл инçе çула тухнă, васкать. Ун çине пăхса, Исаков шухăша кайса юлать. Текех вĕри хăйăр çинче выртас килмест унăн, таçталла каяс килет, хастарланса, пĕтĕм вăйне хурса, темĕнле пысăк ĕç тума ĕмĕтленет вăл.
Тĕрĕссипе каласан, Исакова кабинетри ĕç тахçанах йăлăхтарса çитернĕ ĕнтĕ. Тек телефон умĕнче сводка йышăнса лар… Унтан, кашни кун тенĕ пек, циркулярсем çыр. Нумай пулмасть вĕренсе тухнă вăйпитти çамрăк çыншăн ĕç мар ĕнтĕ ку. Кун пек пурăннипе вĕренни те сая кайнăн туйăнать. Исаков малалла та вĕренесшĕн-ха, вĕреннĕ май ĕçлесшĕн те. Халь практикăра пулни пысăк усă панă пулĕччĕ. Çавăнпа унăн министерствăра мар, колхозра, хирте ĕçлес килет.
Хăй шухăшне вăл Зойăна пĕлтерсе хаваслантарас терĕ. Чăн-чăн юлташ мĕн тесен те унăн пархатарлă ĕмĕчĕшĕн савăнмалла кăна. Исаков хăйăр çинчен сиксе тăчĕ те Зоя çывăхнерех пырса ларчĕ.
— Зоя, эпĕ сана хам шухăша пĕлтересшĕн…
— Мĕн-ши тата? Кала ара, итлетĕп! — терĕ Зоя, Исаков çине кăмăллăн пăхса.
Исаков хăй мĕнле шухăшланине пĕр пытармасăр каласа пачĕ. Каланă май вăл хĕрсе пычĕ. Уншăн пулсан пĕтĕм колхоз хирĕ лайăх тырă ӳстермелли сăнавлă участок пек пулмалла. Унта чи çĕнĕ меслетсемпе, наукăн чи чаплă çитĕнĕвĕсемпе усă курса ĕçлемелле… Вара тырпул та вăйлă пулĕ, улăх-çарансенче ăратлă выльăхсен кĕтĕвĕсем кĕрлесе çӳрĕç, шыв-шурсенче кайăк-кăвакалсем кĕшĕлех ишĕç…
— Çапла, чунăм… Ĕмĕтĕм пысăк, çак ĕмĕт нумайранпа канăç памасть мана, часрах чăн-чăн ĕçе тытăнасчĕ. Тек канцеляринче ларма пултараймастăп эпĕ. Анчах… колхоза манăн пĕччен мар, санпа пĕрле каяс килет. Эпир вара яланах пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлĕттĕмĕр, вĕренеттĕмĕр, телейлĕ пурăнăттăмăр, — терĕ Исаков, Зоя аллине хуллен ачашласа илсе.
Зоя, темле тĕлĕнмелле япала курнă пек сасартăк куçĕсене чарса, Исаков çине тинкерсе пăхрĕ, пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ. Унтан тарăн сывласа илчĕ те, пуçне вăраххăн пăркаласа:
— Çук, Степа, ун пек пулма пултараймасть… — терĕ хуллен. Зойăн ахаль те хĕвелпе пиçсе хĕрелнĕ пичĕ тата ытларах хĕреле пуçларĕ.
Исаков ун çине тӳррĕн пăхрĕ.
— Мĕншĕн, Зоя? Мĕншĕн пулма пултараймасть? Ăнланмастăп сана…
— Эх, Степа! Мĕншĕн, тетĕн… Хăш чухне эс чăн та пĕчĕк ача пек калаçатăн. Йĕркеллĕ çынсем епле пулсан та хулана куçасшăн çунаççĕ, а эсĕ — яла тетĕн. Çамрăк пуçпа, пурнăçри пĕтĕм ырлăхпа усă курас чух… Пысăкрах хулана каясси çинчен ĕмĕтленес вырăнне, эсĕ хăвăн пуçна пĕр-пĕр Лапракассине кайса чикесшĕн. Эсĕ мана ăнланмастăп тетĕн, а эпĕ сана ăнланмастăп…
Исаков сăнĕ кĕтмен çĕртен тĕксĕмленме тытăнчĕ; хăй сисмесĕрех, вăл хăйăр çинче выртакан чĕрĕ хулла тытса хуçкалама тапратрĕ. Ку ĕнтĕ вăл хытă пăлханнине палăртрĕ. Зоя ăна сисмерĕ, вĕри хăйăра пĕр аллинчен теприн çине юхтарса, малалла каларĕ.
— Шутла-ха хăвах, ну, мĕн пур ялта? Вилесле кичем, таса мар, юлташлăх çын та тупаймастăн… Театр çук, кино та уйăхра пĕрре куратăн-и, курмастăн-и. Апат-çимĕç енчен те — хулара мĕн илес тенĕ — çавă пур. Ялта мĕн? Кунта пире пĕлтĕр кăна епле лайăх хваттер пачĕç, виçĕ пӳлĕм, ваннăй… Ялти мĕнле ырлăхпа улăштармалла манăн çаксене? Паллах, тепĕр çынна кун çинчен каламан пулăттăм эпĕ, сана, çывăх юлташа, çеç калатăп.
Зоя сăмахĕсенчен тĕлĕннипе Исаков нимĕн калама аптрарĕ. Ун чĕринех пырса тиврĕç вĕсем… Кĕтменччĕ вăл çакăн пек калаçасса! Халь çеç институтран вĕренсе тухнă хĕр, комсомолка çапла шухăшлать вĕт-ха!.. Хăш вăхăтра çакăн пекех мещенленсе кайма ĕлкĕрнĕ вăл? Акă сана «çывăх юлташ»… Ав епле иккен унăн чăн-чăн ăшчикки! Ĕненес те килмест…
— Зоя… — терĕ Исаков чылайран тин, хăй пăлханса кайнине пусарма тăрăшса. — Эсĕ… Эсĕ чăнласах çапла шутлатăн-и?
— Ма ун пек ыйтатăн? Юри калатăп, тетĕн-им? — тӳррĕнех ыйтрĕ унран Зоя, малтанхи пекех хăйăрпа выляса.
— Хăçантанпа çакăн пек шухăшсемпе пурăнатăн вара эсĕ? Намăс та мар-и сана? Мĕншĕн вĕрентнĕ-ха пире, Зоя?
Зоя ура çине тăчĕ те хăй çумне çыпăçнă хăйăра тасаткаласа илчĕ.
— Политграмота вĕрентме ан тытăн, Степан, хамах лайăх пĕлетĕп. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăç планĕ пур!
Çапла каларĕ те шыва кĕме чупса кайрĕ.
«Ав епле иккен эсĕ!.. — шухăшларĕ Исаков, хĕрĕн хитре кĕлетки çине пăхса. — Тул енчен пăхма илемлĕ, шалта — çĕрĕк…»
…Çакăн хыççăн Зойăпа Исаков пĕр-пĕринпе чылай хушă калаçмасăр пурăнчĕç, куçа-куçăн курнăçасран та пытанарах çӳрерĕç. Анчах пĕр канмалли кун, стадионра ăнсăртран тĕл пулсан, каллех килĕштернĕ пек пулчĕç.
— Степа, эсĕ халĕ те хуларах тем? — ыйтрĕ Зоя, кулкаласа.
— Сансăр каяс теместĕп-ха, — терĕ Исаков та, шӳтлесе. Стадионри вăйă пĕтсен, вĕсем Атăл хĕрринелле пĕрле кайса çӳрерĕç, анчах пĕркунхи калаçăва хускатмарĕç.
…Çутçанталăка кĕр сăнĕ çапма пуçларĕ. Кунсем кĕскелчĕç, çĕрсем сулхăнрах пула пуçларĕç. Йывăç çулçисем те тĕллĕн-тĕллĕн сарăхкаларĕç.
Пĕрре, ирхине, ĕçе кайма вăхăт çитеспе, Исаков радиопа çĕнĕ хыпар илтрĕ:
— «Колхозсене малалла аталантарса пырасси çинчен…» — пĕлтерчĕ диктор.
— Çĕнĕ постановлени, — шухăшларĕ Исаков, репродуктор патнерех куçса ларса.
— Акă яла тухса кайма вăхăт хăçан çитрĕ! — терĕ вăл хăйне хăй! — Текех мана никам та тытса чарма пултараймасть. Тен, халĕ Зоя та хирĕç пулмĕ. Парти, халăх чĕнет… Пĕрле, пĕр МТС-а кайсан пит аван пулĕччĕ.
Министерствăра ĕçлекен специалистсем çав кун çĕнĕ постановлени çинчен, ăна пурнăçланипе ялхуçалăхĕнче мĕн тери пысăк çитĕнӳсем пуласси çинчен кунĕпех калаçрĕç.
Исаков кун пирки Зоя мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕ. Тепĕр куннех, ĕçрен тухнă чух, Исаков Зойăна ăнсăртран пек хулĕнчен тытрĕ те:
— Эпĕ сана ăсатам-ха паян, юрать-и? — терĕ.
— Ăсат, — терĕ Зоя, — кăмăлу пур пулсан…
Аслă урам тăрăх вĕсем васкамасăр утса хăпарчĕç те Зоя пурăнакан çурт умне çитсен, чарăнса тăчĕç. Исаков Зойăна куçран пăхрĕ:
— Манăн сана каламалли пурччĕ… те юрать?
— Мĕн эс пĕчĕк ача пек калаçатăн? Юрамасăр! — терĕ Зоя, тĕлĕннĕ пек пулса.
— Эпĕ… акă мĕн çинчен, — хĕре аллинчен тытрĕ Исаков. — Çынсем халĕ ялсене каяççĕ. Эпир те санпа ялхуçалăх специалисчĕсем вĕт-ха. Е эсĕ халь те пĕркунхи пекех шутлатăн-и?
Зоя тăруках ответ памарĕ. Исаков ун çинчен куç илмесĕр пăхса тăчĕ. Тӳрех сисĕнчĕ — кăмăла каймасть Зойăна ку калаçу… Унтан вăл тарăн сывласа илчĕ те:
— Ку специальноçа эпĕ хам кăмăлпа суйласа илмен, Степа, атте-аннерен уйрăлса тухса каяс килменнипе çеç çавăнта пырса пуçа чикрĕм — терĕ.
— Пĕлменччĕ эп куна, — пуçне пăркаласа вăраххăн каларĕ Исаков. — Апла эппин…
— Çапла, Степа.
Исаков тарăн сывласа илчĕ, нумайччен сăмах чĕнмесĕр тăнă хыççăн каллех Зоя çине пăхрĕ.
— Апла пулсан, çулăмăрсем уйрăлчĕç пирĕн, Зоя. Эсĕ хăвăн шухăшна улăштарас çук, ăна ĕнтĕ курсах тăратăп, эпĕ те хам суйласа илнĕ çултан пăрăнмастăп, — татса каласа хучĕ Исаков.
— Хăвăн ирĕкӳ, Степа. Анчах, эсĕ мана чăнахах юратнă пулсан, хуларан пăрахса каймăттăнччĕ… — терĕ Зоя, аяккалла пăхса.
— Эсĕ те, мана юратнă пулсан, пĕрле пырăттăн…
— Хĕр вăл каччă хыççăн çӳремест.
— Каччăн мĕн тумалла вара?
— Каччăн хĕр сăмахне итлемелле, хĕр кăмăлне хуçмалла мар пек, ман шутпа.
— Айăп ан ту мана, Зоя, анчах пĕр хамăн интересшĕн кăна пурăнма пултараймастăп эпĕ, халăхран уйрăлас килмест манăн…
— Каларăн тата! Хулара халăх ялтинчен темиçе хут нумай. Эс çапла калаçатăн. Юрĕ. Кашни çыннăн — хăйĕн ирĕкĕ.
— Эх, Зоя, Зоя… — Исаков тĕлĕнсе хĕре куçран пăхрĕ, — расна çынсем иккен эпир! Ну, мĕн тăвас-ха ĕнтĕ. Эпир пĕчĕк ачасем мар…
Йывăр пулчĕ ăна çакăн пек уйрăлма, анчах мĕн тăвăн? Зоя пурпĕрех хăйĕн кăмăлне улăштарас çук. Урăхла çын иккен вăл, уншăн хăйĕн интересĕсем — чăн малта.
…Тепĕр каçхине Исаков Атăл хĕррине тухрĕ те Зоя темле çутă-кĕрен реглан тăхăннă, эстрада артисчĕ евĕрлĕрех яштака арçынпа кинона кĕнине курчĕ. Исаковăн чĕри çав тери ыратса илчĕ. Вăл çапах та хăйне йăпатма пăхрĕ.
— Мĕн тăвăн ĕнтĕ? Мĕн тăвăн? Пăхман хĕвеле ирĕксĕрлесе пăхтараймăн — терĕ те хăй ăшĕнче, килнелле салхуллăн пĕр-пĕчченех утрĕ.
* * *
Урам варрипе картлă кĕвентепе икĕ витре çĕкленĕ яш-така пӳ-силлĕ хĕр утса хăпарать. Унăн пуçĕнчи шап-шурă тутри те, шурă кĕпин арки те утнă май варкăша-варкăша илеççĕ.
Хăй вăл хура пиншакпа, кăкăрĕ çинче комсомол значокĕ йăлтăртатать.
Килне çитеспе вăл темле палламан çамрăк çынна тĕл пулчĕ. Çынни вăтам пӳллĕ, тĕксĕм кăвак пальто тăхăннă, хăрах аллипе пысăках мар сарă чемодан йăтнă.
— Шыв ĕçтермĕн-ши мана, чипер пике? — ыйтрĕ вăл, хĕрпе танлашсан. — Ăш пиçрĕ паян…
— Ĕçессе ĕçĕр те, шывĕ ытла сивĕ мар-ши? — терĕ хĕр, чарăнса тăрса.
— Эпĕ сивĕ шыв ĕçме хăнăхнă çын.
— Чимĕр эппин, халех курка илсе тухам…
Çамрăк çын чемоданне çерем çине лартрĕ, хĕр вăшт кăна килне чупса кĕрсе çутă курка илсе тухса пачĕ.
— Тавтапуç! Шывĕ тутлă иккен сирĕн кунта, — терĕ ют çын, ĕçнĕ хыççăн тутине сенкер тутăрпа шăлса илсе.
— Ăçтан килетĕр эсир капла? — хăйса ыйтрĕ хĕр.
— Шупашкартан…
Вĕсем çавăнтах пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхса илчĕç те уйрăлса кайма тăчĕç.
— МТС-а кунтан миçе километр пулать? — ыйтрĕ каччă, тепĕр хут чарăнса тăрса.
— Кунтан пĕр тăваттă пулать пулĕ. Униче хапхинчен уя тухсан сылтăмалла пăрăнмалла та сукмакпа тӳрех каймалла. Район центрĕпе юнашар, пĕчĕк вăрман пуçĕнче вăл, унăн çурчĕсем аякранах курăнса лараççĕ… Командировкăна килетĕр пуль-ха?
— Çук, ĕçлеме килетĕп.
Хĕрпе каччăн куçĕсем каллех тĕл пулчĕç. Кăмăллăн пăхса илчĕç те пĕр-пĕрин çине, вара харпăр хăй çулĕпе утрĕç.
Хĕр хăйсен хапхи умне çитсен те Исаков çине тата тепĕр хут пăхса илчĕ. Сарлака хулпуççиллĕ кервен каччă пысăк утăмсемпе утса каять… Акă вăл та, униче хапхи патне çитсен, каялла çаврăнса пăхрĕ. Те ял çине, те хĕр çине пăхрĕ вара — çавна тӳррĕн пĕлме пулмарĕ.
— Агнис! — илтĕнчĕ килхушшинчен.
Анчах хĕр хăйне амăшĕ чĕннине илтмерĕ, тейĕн. Вăл халь çеç курнă çын çинчен шухăшласа тăчĕ. Кам-ши вăл? Мĕнле çын?
Пĕтĕмпех астуса илчĕ Агнис: каччăн кăмăллă сăнне те, унăн хулăнрах сассине те… Агнисăн çав çынна хăçан та пулин тата тепре курас килнĕн туйăнчĕ. Хăй вăл ытла çамрăках та мар пуль. Тен, çемьелĕскер те-и? Анчах пурпĕрех мар-и тата? Агнис унăн çывăх çынни пулма ĕмĕтленмест-çке, ун пек шухăшлас та çук вăл, мĕншĕн тесен Агнис вĕреннĕ çын мар… Вăл Агнис çинчен хăй те шухăшлас çук.
— Агнис! — илтрĕ вăл татах амăшĕ сассине. — Мĕн çывăрса çӳретĕн? Хăçантанпа кĕтетĕп, хуранай та çунса пĕтет ĕнтĕ.
— Вăхăт нумай иртрĕ-им? — терĕ Агнис.
Амăшĕ урăх чĕнмерĕ.
Агнис тулли шыв витрисене лаç умĕнчи нар çине лартрĕ те пӳрте кĕрсе çӳлĕк çинчен кĕнеке илсе вулама тытăнчĕ. Анчах вулани темшĕн пуçне кĕмест. Паян унăн пӳртре те ларас килмест, чун текех тулалла, урамалла туртать. Вăл кĕнекине хупрĕ, унтан тĕкĕр çине пăхса çӳçне тӳрлеткелерĕ те урамалла тухрĕ.
Кĕрхи çанталăк самаях сулхăн. Хутран-ситрен кăна пĕлĕт хушшипе хĕвел йăл кулса илет.
Агнис пахча хĕррипе иртрĕ. Садри çамрăк улмуççисене курсан, унăн куçĕсем савăнăçлăн çуталса йăлкăшма тытăнчĕç. Вăл таçта васканă пек тăвалла утса кайрĕ.
…Агнис çичĕ çул çеç вĕреннĕ. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ пирки малалла вĕренме май килмерĕ унăн. Ватă аслашшĕпе амăшĕ ăна вĕрентесшĕнех çунман, килте çын кирлĕ, тенĕ вĕсем.
Пĕлтĕр Агнис çăвĕпех прицепщицăра ĕçлерĕ. Ку ĕç пĕр ĕмĕтленмен çĕртен ун тĕлне килчĕ.
Агнис ун чух ялти хĕрсемпе пĕрле çул юсанă çĕрте ĕçлетчĕ: вĕсенчен инçе те мар трактор суха тума хатĕрленнĕччĕ.
— Ну, хĕрсем, камăн прицепщик пулас килет? — терĕ Кузьмин тракторист, вĕсем патнелле пырса.
Вăл кун ялан прицепщикра ĕçлекен Ваня чирлесе ӳкнĕ-мĕн.
— Эпĕ пулас тетĕп, эпĕ… — шӳтлесех юлташĕсем хушшинчен чупса тухрĕ Агнис. — Анчах пултарăп-ши?
— Мĕн пултарманни пур? Вĕренетпĕр! — терĕ Кузьмин.
Çул юсанă çĕрте ĕçлекен бригадир хĕр ĕмĕтне татасшăн пулмарĕ.
Çав кунтан пуçласа Агнис прицепщикра ĕçлеме тытăнчĕ. Ку ĕç ăна килĕшрĕ. Çу каçа вăл тракторист ĕçне те самай хăнăхрĕ. Килес çул хăй тĕллĕнех ĕçлес ĕмĕт пур-ха унăн…
Агнис Улькасен тĕлне çитрĕ. Улька — Агнисăн чи çывăх юлташĕ, вĕсем шкулта пĕр партта хушшинче ларнă. Халĕ Улька почтальонра ĕçлет.
Агнис кĕнĕ чух Улька пăлтăр урайне çуса пĕтеретчĕ.
— Улька, сана эп пĕр сăмах калас тетĕп…
— Мĕн-ши тата? — тĕлĕнерех ыйтрĕ лешĕ, аллисене çуса.
— Эпĕ трактористкăна вĕренме каяс тетĕп, — акă мĕн.
— Ан калаç… Хăçан?
— Халех, тен, ыранах…
— Хăçан ун пек шухăш тытрăн тата?
— Паян.
— Мĕн вара… Аван ку, — терĕ Улька.
— Трактор ĕçне кăшт пĕлетĕп вĕт-ха эпĕ. Ялхуçалăх специалисчĕсем халь питĕ нумай кирлĕ. Хуласенчен те специалистсем колхозсемпе МТС-сене йышлăн килеççĕ. Акă, паян та пĕри килчĕ…
Агнис паçăр кăна каччăпа тĕл пулни çинчен хăй тĕшмĕртнĕ таран ик-виç сăмахăн тенĕ пек каласа пачĕ.
— Çавăн пек вĕреннĕ çынсене курсан манăн пĕтĕм чун хавхаланса каять. Неушлĕ пултараймăп? Çынсем ĕçлеççĕ-çке! Трактористкăна вĕренсе тухас мар-тăк — çĕр çинче пурăнас та мар! — çирĕппĕн каласа хучĕ Агнис.
Улька темшĕн вăрăммăн сывласа илчĕ.
— Кала-ха, Агнис, сана трактористкăна вĕренме кайма Кузьмин ӳкĕтленĕ вĕт?
— Çук, Улька, Кузьмин мар… Ун пирки ан пăшăрхан, ан хăра, туртса илме шутламастăп, — йăвашшăн кулса илчĕ Агнис.
Кузьмин Улькана тахçанах юратнине Агнис лайăх пĕлет. Çавăнпа та вăл, хăй Кузьминпа пĕрле ĕçленĕ пулин те, ун пирки нихçан та каччă çинчен шухăшланă пек шухăшламан. Вăл яланах Улькапа Кузьмина хăйсене çеç хăварма тăрăшнă, хăй çав вăхăтра аяккалла пăрăннă.
— Эсĕ мана усал тăвас çуккине шанатăп-ха… Шуту пур пулсан — кай ара, вĕрен, Агнис! Эпĕ хам та ăçта та пулин вĕренме кĕме ĕмĕтленетĕп-ха.
— Тавтапуç, Улька, ырă сăмахушăн. Колхозран рекомендаци илетĕп, комсомол организацийĕ те пама тивĕç… Эсĕ те çаплах ту. Çамрăк чух вĕренмесен — хăçан вĕренен?
— Тĕрĕс, Агнис…
* * *
— Кĕме юрать-и?
— Кĕрĕр…
Исаков «МТС директорĕ» тесе çырса çапнă алăка туртса уçрĕ те шала кĕрсе тăчĕ.
— Сывлăх сунатăп — терĕ вăл, симĕс пустав сарнă сĕтел хушшинче ларакан лутра та самăртарах çынна пуç тайса. Кабинетра директор пĕччен мар иккен, ун патĕнче тата виç-тăват çын лараççĕ-мĕн.
«Кусем ман пеккисем пулмалла» — шухăшларĕ Исаков, вĕсене хăвăрт кăна пăхса çаврăнса. Пĕри аллине темле хутсем тытнă — документсем пулас; тепри чĕркуççи çине фанертан тунă пысăках мар баул хунă, виççĕмĕшĕ хăй ларнă пукан çумне çиелтен кантрапа хĕреслесе çыхнă чемодан тăратнă… Директор сĕтел урлă кармашса Исакова алă пачĕ.
— Акă тата тепĕр çĕнĕ специалист пирĕн, паллашăр, — терĕ вăл унтан, — Степан Михайлович Исаков, министерствăри çемçе пукана пăрахсах пирĕн пата килчĕ. Килни виçĕ кун çеç-ха, «Çĕнтерӳ» колхоза яратпăр…
Исаков пурне те сывлăх сунса алă пама тытăнчĕ те, алăк патĕнче хăйне виçĕ кун каялла пĕр ялта шыв ĕçтернĕ хĕре курса палласа илчĕ. Ăна та алă пачĕ вара.
— Салам…
Агнис аллине питĕ хăюсăр тăсса, хĕрлĕ пĕрлĕхен пек хĕрелсе кайрĕ.
— Эпĕ хăçан каясси пирки пĕлме килтĕм, Василий Петрович, — терĕ Исаков, пушă пукан çине ларса.
— Ыран ăсататпăр ĕнтĕ, калаçса татăлнă, — терĕ ăна хирĕç директор.
— Пирĕн пирки мĕнле пулать тата? — ыйтрĕ çĕннисенчен пĕри.
— Сире те тытса тăмастпăр. Ыран пурте вырăнта пулатăр. Васкас пулать, ĕç кĕтсе тăмасть. Халĕ кайса канма пултаратăр. Гостиници чаплах мар та пирĕн, аптрамăр, тетĕп…
Пурте тухса кайма хускалчĕç. Исаков та пукан çинчен тăчĕ те, ăнсăртран, каллех Агнис çине пăхса илчĕ.
«Ку мĕн тума килнĕ-ши тата?» — шухăшларĕ хăй ăшĕнче. Çав вăхăтра директор Агниса сăмах хушрĕ:
— Эсĕ те пĕрер çур сехет çӳреме пултаратăн, унччен эпĕ сан пирки телефонпа калаçса илетĕп…
— Юрать, — терĕ Агнис, пукан çинчен тăрса.
Исаков ун çине татах пăхрĕ. Питĕ кăмăла каймалласкер-мĕн вăл. Питçăмартисем çаврака, таса та илемлĕ. Сăмси çӳхерех те тӳрĕ, куçĕсем кăвак, янах вĕçĕнче хитре путăк пур. Хура çӳçне шăпах варринчен уçса якатнă, вăрăм çӳç тунисене кĕрен лентăпа çыхнă.
Директор патĕнчен вĕсем пĕрле тухрĕç. Крыльца умĕнче Исаков ăнсăртран пек чарăнса тăчĕ те:
— Мĕн çăмăлпа çӳретпĕр, хитре пике? — тесе ыйтрĕ.
— Тупăнать пурнăçра… — терĕ ăна хирĕç Агнис. Унтан вăрт кăна çаврăнчĕ те сылтăмалла пăрăнса кайрĕ.
— Çивĕч… — шухăшларĕ Исаков кăмăллăн.
Вăл ку хĕре МТС-ра, директор ка,инетĕнче тĕл пулнинчен тĕлĕнчĕ те, савăнчĕ те.
— Ахальтен мар ку, — шухăшларĕ вăл.
…Тепĕр кунне МТС директорĕ Исакова колхоза çитиччен кайма машина пачĕ. Тăватă километр хушши инçе мар, Исаков çуранах утасшăнччĕ, анчах директор килĕшмерĕ.
«Çĕнтерӳ» колхоза çитсен Исаков тата ытларах савăнчĕ. Чи малтан çак ялта тĕл пулнăччĕ вăл шыв ăсма тухнă хĕре. Тем тесен те, кунта вăл ăна каллех тĕл пулать ĕнтĕ…
Исаков колхоз правленине пыриччен унта тин çеç пуху пулса иртнĕ. Çынсем чылайăшĕ килĕсене кайма ĕлкĕреймен-ха. Чи малтанах Исаков вĕсене сывлăх сунчĕ, председатель пурри-çуккине ыйтса пĕлчĕ. Председатель хăй ка,инетĕнчех иккен.
Çынсем пĕр-пĕринпе сăмахлама тытăнчĕç, районтан çак çын мĕн ĕçпе килнине пĕлесшĕн пулчĕç, анчах никам та тĕрĕссипе пĕлекен пулмарĕ.
Акă кăшт тăхтасан Исаковпа председатель ка,инетран хăйсемех тухрĕç.
— Ну, юлташсем, ырă сунса йышăнăр хаклă хăнана, — пирĕн пата агроном килчĕ, — пĕлтерчĕ председатель.
Пурте вĕсене сырса илчĕç: Данилов парторг, ферма пуçлăхĕ Кириллова, Кураков бригадир, правлени членĕсем, колхозниксем…
Чи малтанах Макар мучи сăмах хускатса ячĕ.
— Чĕртсе ярар пуль, — терĕ вăл, кĕсйинчен табак енчĕкне кăларса.
— Чĕртер-ха эппин, — терĕç ăна хирĕç хăшпĕрисем. Çавăнтах тахăшĕ Исакова та туртма сĕнчĕ.
— Вăл пирĕн пек «сарайхыçтрест» табакне туртмасть пуль-ха, — терĕ Макар мучи. — Хулара пирус çеç юратаççĕ вĕт…
— Тутанса пăхам-ха, тен, ытларах та килĕшĕ, — терĕ Исаков, старик аллинчи енчĕке илсе.
— Ăçтисем пулатăн эс, ывăлăм? — ыйтрĕ Макар мучи, чĕлĕмне ĕмсе.
— Эпĕ Тутар республикинче çуралса ӳснĕ чăваш.
— Инçетрен эппин? Ну, мĕнле, кунта килĕшет-и сана?
— Питĕ килĕшет. Сирĕн кунта вăрманĕ те, шывĕ те пур, илемлĕ… Çĕрĕ те начар мар, теççĕ…
Макар мучи, унпа килĕшсе, пуçĕпе сулса илчĕ.
— Тата илемлĕрех тăвас тетпĕр-ха, йĕри-тавра садсем ĕрчетмелле тесе йышăнтăмăр кăçал. Ак ĕнтĕ, эсĕ те пире пулăшма çитрĕн.
— Çавăнпа килтĕм çав, — терĕ Исаков, старик çумнерех çывхарса.
Ватă старик пуринпе те интересленни ун кăмăлне кайрĕ.
— Эсĕ пирĕн пата пурăнмаллипех килтĕн-и е вăхăтлăха çеç-и?
— Пурăнмаллипех пулчĕ пуль ĕнтĕ.
— Ку аван! Ахалĕн, ытти чух, командировочнăйсем килеççĕ те, ну, чи малтанах пуху пухаççĕ. Унта сăмах тухса калаççĕ. Калаççĕ, калаççĕ, тепĕр чух ăнланма та çук, пуçа нимĕн те кĕрсе юлмасть. Кайран, хучĕсене пуçтарса хулхушшине чикеççĕ те каялла тухса вĕçтереççĕ. Ах, хăямат, ĕçлесчĕ санăн та пирĕнпе пĕрле уя тухса! Мĕнле вăйлă тырпул тумаллине хăвăн кăтартса парасчĕ санăн, тӳрпилĕк, тесе юлатпăр вара…
Пĕрле ларакансем ахăлтатса кулса ячĕç.
— Ну, çак Макар мучи ытла тӳрĕ çаптарать-çке — терĕ пĕри.
— Çук, малашне ун пек пулмĕ. Партипе правительство йышăннă постановленисене пĕлетĕр ĕнтĕ. Халĕ кашнин ял-хуçалăхне çĕклеме тăрăшмалла, — терĕ Исаков.
— Тăрăшасчĕ-ха, тăрăшасчĕ, — терĕ Макар мучи. — Тăрăшмасан нимĕн те пулмасть…
Исакова çав кунах хваттер тупса пачĕç. Хваттерĕ ăна тăван кил пекех килĕшрĕ. Унта карчăкпа старик çеç пурăнаççĕ. Пĕр ывăлĕ Мускавра вĕренет, тепри салтакра иккен. Хĕрĕсем качча тухса пĕтнĕ. Пӳрчĕ хăйсен пысăк та çĕнĕ.
— Вăт сире, мучи-кинемей, тепĕр ывăл илсе килтĕм, пĕр кун калаçрăмăр-çке-ха… — терĕ председатель, вĕсен килне кĕрсенех.
— Юрать ара, юрать. Хамăрăннисем килте çук пулин те, пӳрт пушă янăраса ан лартăр, — терĕ старик.
— Пӳрчĕ пурин валли те çитетчĕ те… Тунă чухнех каларăм, ытлашши пысăк пулать, терĕм. Пӳртне туса лартрăмăр та, хăйсем карр саланса кайрĕç, — терĕ карчăкĕ, сĕтел çине шăлса типĕтнĕ май.
— Карчăк, эсĕ ытлашши ан палка-ха. Акă ывăл вырăнне ывăл килчĕ, çапла мар-им?
…Исаков малтанах кантăк витĕр урамалла нумай вăхăт пăхса тăчĕ. Акă куç умĕнче пĕтĕм ял лăпкăн сывласа ларать. Çаралса юлнă çӳлĕ йăмра тăрри хуллен хумханать. Униче карти хыçĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир тăсăлать. Сарăхнă кĕрхи хĕвел ун çине вырăнĕ-вырăнĕпе çутатса пăхса илет. Çавăнта вĕçĕ-хĕррисĕр ĕç, вĕренӳ, пуянлăх сарăлса выртнăн туйăнать Исакова.
…Хĕллехи сивĕ каç. Пӳрт пĕренисем шартлата-шартлата çурăлаççĕ. Пӳртре ăшă та канлĕ. Исаков лампа умĕнче ыранхи куна хатĕрленет. Ыран каллех агрокружок занятине ирттермелле.
— Макар мучи çаплах ыйтусем парса аптратĕ-ха, — шухăшларĕ вăл хулăн кĕнеке листисене уçнă май. — Виçмине парти вĕрентĕвĕ, ун валли те кĕнекесене тепĕр хут пăхса тухас пулать.
Вăхăт иртни сисĕнмест. Автансем паçăрах авăтрĕç. Исаков «Уçнă çерем» романа тытрĕ те, пуç вĕçне лампа лартса, вырăн çине выртрĕ. Ку романа вăл тахçанах вуланăччĕ, унтанпа манса та кайнă ĕнтĕ. Çук, темшĕн кĕнеке те вуланмарĕ, пуçа шухăш çине шухăш кĕрет…
— Ăçта-ши халь çав чипер хĕр? Тĕл пулăп-ши эп ăна татах? Çак ялтанах пулнă пулсан халиччен тĕл пулмаллахчĕ ĕнтĕ… Ниçта та курăнмасть… Ахальтен мар вăл МТС директорĕн кабинетĕнче ларатчĕ. Урăх колхоза ĕçлеме кайман-ши?!. Тен, качча та тухнă пуль? Кăлăхах ун чухне васкарăм иккен… — тарăннăн сывласа илчĕ вăл.
…Суйлав кампани вăхăтĕнче Исаков агитаторта ĕçлерĕ. Пĕррехинче вăл, суйлавçăсемпе паллашас шутпа, килтен киле кĕрсе çӳрерĕ. Пĕр пӳрт умне çитсен, пирусне туртса пĕтерес тесе, калинкке умĕнче тытăнса тăчĕ.
— Çын пур-çке кунта? Кĕрсем, ма урамра шăнса тăратăн? — терĕ ăна çарамасах тухнă кăвак çӳçлĕ старик.
— Сывă-и, Макар мучи?.. Ак ăçта пурăнатăр иккен эсир, — терĕ Исаков, старике палласа илсе.
— Çакăнта-ха, çакăнта. Кĕр атя, кĕр!
Вĕсен пӳртĕнче таса та ăшă. Урай варринчи тимĕр кăмакине хутса янă та, вăл пăравус пек кĕрлеттерсе çунать. Пĕчĕк пӳлĕмре шурă пĕркенчĕкпе витнĕ таса та çӳлĕ вырăн. Вырăнпа юнашар тăракан çӳлĕксем çинче йĕркерен тăратнă кĕнекесем, тетрадьсем, хутсем… Вырăнтан çӳлте, стена çумĕнче, сăн ӳкерчĕкĕсем çакăнса тăраççĕ. Вĕсем çине Исаков алăкран кĕрсенех пăхса илчĕ.
— Ирт малалла, иртех, — терĕ аллă çулсенчен иртнĕ кăмăллă хĕрарăм, тĕпел кукринче тем ĕçлекенскер.
— Кунтарах кил, пальтуна хывса çак, ăшăн, — терĕ Макар мучи, тимĕр кăмака çывăхне типĕтме хунă кăçачĕсене илсе.
Ытти килсенче Исаков тумтир хывсах ларманччĕ-ха. Кунта унăн хăйĕн те салтăнсах ларас килчĕ.
— Эсир иксĕр кăна пурăнатăр-и вара?
— Иксĕмĕрех-ха, — терĕ старик. — Ку акă ман кин пулать. Ывăлăм, унăн мăшăрĕ, вăрçăра пуçне хучĕ. Ывăлĕн хĕре халь Етĕрнене тракториста вĕренме кайрĕ. Питĕ каясшăн пулчĕ те, чармарăмăр, вĕрентĕрех ĕнтĕ. Çуркунне килет пулĕ те-ха, унсăр çуртра та кичем пек, ялан темĕн çитмен пек.
— Ара, çамрăк çынсем пире, ват çынсене, куçран пăхса лараймĕç ĕнтĕ. Вĕсен вĕренес те пулать, ĕçлес те пулать, — терĕ Макар мучин кинĕ, тумтир тăхăнса. — Эпĕ выльăхсене апат парса кĕрем-ха.
— Çапла пуль çав, çапла пуль — тăсса каларĕ мучи кăмакари вутта пăтратнă май. — Эсĕ, кин, сăра ăсса кĕр-ха, Çтапан Мирончă пирĕн пата пирвайхи хут килчĕ-çке.
— Тавтапуç, ан чăрманăр! Мана Степан Михайлович теççĕ, — тӳрлетрĕ ăна Исаков.
Вăл, малалла иртсе, çӳлĕк çинчи кĕнекесене пăхма тытăнчĕ. Кунта Ленин произведенийĕсем пур, «Агротехника», «Трактор ХТЗ», иккĕмĕш çӳлĕк çинче тата урăх кĕнекесем. Аялти çӳлĕкне вара пĕтĕмпех илемлĕ литературăпа тултарнă.
— Ку кĕнекесем камăн вара, кам вулать сирĕн вĕсене? — ыйтрĕ Исаков.
— Э-э! Агнисăн вĕсем, — терĕ старик, Исаков еннелле пăхса илсе.
— Çав тракториста вĕренекеннийĕн-и?
— Ара çав. Çавăн. Темĕнле хĕрача пулчĕ-çке! Ытти хĕрсем пек, хăй валли лентăсем, шăрçасем илес вырăнне — ялан кĕнеке илет… Кăшт ерçнĕ вăхăт пулсанах кĕнеке вулать. Амăшĕ те ятлаçать тепĕр чух.
— Маттур хĕрача апла вăл сирĕн, ăслă…
— Мĕн маттурĕ!.. Пурăнать çавăн пек хăйĕн ăсĕпе. Акă, халĕ те, вĕренме тухрĕ те кайрĕ. Тракторист ĕçĕ — лапра ĕç, тетпĕр эпир, анчах вăл хăлхана чикет тетĕн-и?
— Чикмест эппин? — кулса илчĕ Исаков.
— Хăнк та тумасть! — аллипе сулчĕ мучи.
Унтан Исаков стена çумĕнчи сăн ӳкерчĕксене пăхма тытăнчĕ. Агнис сăн ӳкерчĕкне курсан, куçĕсене чарсах пăрахрĕ. Тӳрех палларĕ вăл ăна…
— Çавах, — терĕ хăй ăшĕнче. Унтан Макар мучи еннелле çаврăнчĕ те: — Çакă-и сирĕн хĕрĕр? — тесе ыйтрĕ.
— Аха, çавă, — терĕ старик.
Исаков сăн ӳкерчĕк çине тепĕр хут пăхрĕ. Сăн ӳкерчĕкĕ мар, чипер пике хăй кулнă пек туйăнса кайрĕ ăна. «Чиперккеçĕм! Тинех тупрăм иккен сана, ятна та пĕлтĕм, Агнис! — терĕ вăл шăппăн хăй ăшĕнче, сăн ӳкерчĕкĕ çинчен куç илмесĕр. — Ав мĕнлескер эсĕ…»
— Эй, мĕн пăхмалли пур ара унта, кил-ха сĕтел хушшине, пĕрер курка сăра ĕçер. Паян вырсарни вĕт, — терĕ старик.
— Вăл çапла та-ха… Апла пулин те… — терĕ Исаков, — агитатор эпĕ, сирĕнпе кăштах калаçмалли пурччĕ.
— Пурпĕрех, паян та, ыран та эпир сирĕнпе калаçса ларма яланах хавас. Калаçса ларма халь те лайăх, хăмлаллă сăра чĕлхене уçать, — терĕ старик.
Кинĕ те килсе кĕчĕ. Вĕсем виççĕшĕ, çывăх тăвансем пек, нумайччен калаçса ларчĕç.
— Эпĕ сирĕн пата ыран каллех кĕрĕп-ха, — терĕ Исаков тухса каяс умĕн.
Исаков вĕсем патĕнчен çав тери хавасланса тухрĕ. Хăйне ăна тата ытларах вăй хутшăннăн туйăнчĕ. Вăл лаборатори еннелле çăмăллăн утрĕ.
Çав кунтан вара Исаков трактористкăна вĕренекен хĕр çинчен тек-текех шухăшла пуçларĕ. Вăхăт шурĕ…
* * *
…Хĕвелтухăçĕ ылтăн пек çап-çутă. Хĕвелĕн çӳлти хĕрри часах курăна пуçларĕ те, йывăç тăррисемпе çуртсем çине ăшă çутă ӳкрĕ. Çурхи ир пуçланчĕ. Ку вăхăтра садсенче, вăрмансенче шăпчăксем юрлаççĕ. Таçта, инçетри уйра, трактор кĕрлени илтĕнет.
Исаков, юлашки виçĕ кун хушши килте пулманнипе пулас, паян автансемпе танах ура çине тăчĕ. Вĕсем, садоводпа пĕрле, сад ыйтăвĕпе хулара та, çула май «Ялав» колхозĕнче те пулчĕç.
— Тракторист килчĕ. Ыран ирех Туçи уйне сухалама тытăнаççĕ, — терĕ председатель вĕсем таврăннă кунах, каçхине.
— Эпĕ унта ирех тухса пăхатăп, — терĕ Исаков.
Акă вăл уй урлă васкаса утать. Унăн пуçĕнче темĕнле юрă кĕвви янăрать, ăна вăл халь тесен халь юрласа ярас пек пырать. Анчах сасăпах юрламасть вăл, шăхăркаласа çеç илет.
Сухаласа тăкнă кăпăшка хура уйра вăл тракторист ĕçне тĕрĕслет, мĕн тарăнăш сухаланине виçсе пăхать. Анчах тиркемелли нимĕн те тупаймасть. Вара татах малалла утать, шăйрăксем шырать. Çук, хура пустав витнĕ пекех курăнать пĕр тикĕс сухаланă аслă хир.
— Аван, маттур тракторист, — шухăшлать Исаков.
Пĕртен-пĕр япала çеç ун кăмăлне каймарĕ. Уйăн пĕр хĕррипе улăм турттармалли çул улăхранах хăпарать. Çав çула сухаламасăр хăварнă.
— Кун пирки асăрхаттарас пулать, халех сухаласа тухтăр, — шухăшлать вăл трактор патнелле тӳррĕн утса.
Исаков трактор çитессе кĕтсе, уйри çул çинче тăхтарĕ.
Тракторист, вăл тăнине курса пулас, ун тĕлне çитсен, тӳрех чарăнчĕ. Вăл куçлăхне çамки çине хăпартрĕ те трактор çинчен сиксе анчĕ. Çийĕнчи комбинезонне турткаласа юсарĕ, унтан хăйне хирĕç утса пыракан çын патнелле çаврăнчĕ.
— Агнис, эсĕ-çке ку? — терĕ Исаков, ăна кĕтмен çĕртен курнипе пăлханса кайса.
Агнисăн çаврака питçăмартисем хĕреле пуçларĕç.
— Ай, ăçтан ман ята пĕлетĕр эсир?
Исаковăн чĕри хăвăрттăн тапма тытăнчĕ.
— Тахçантанпах пĕлетĕп эпĕ сан ятна, Агнис…
— Эпĕ хам та сирĕн ятăра пĕлетĕп, Степан Михайлович, — терĕ вара Агнис, именнипе тата ытларах хĕрелсе.
Çав вăхăтра вĕсем патнелле колхоз почтальонĕ Наçтук утса пычĕ.
— Эсир те кунтах-çке, Степан Михайлович, ку маншăн лайăх-ха! — терĕ вăл, васкасах сăран сумкинчен хаçатсемпе çырусем кăларса.
Исаковпа Агниса вăл пĕрер çыру пачĕ.
— Вулăр, савăнăр! Ташлаттармаллаччĕ те сире пĕрре… — кулкаласа илчĕ хăй.
— Тавтапуç, Наçтук! — терĕ Агнис, çырăва тӳрех вулама тытăнса.
Исаков конвертне пăхрĕ те, вуламасăрах кĕсйине чикрĕ. Унтан хăйне панă çĕнĕ хаçатсене уçкаласа пăхрĕ.
— Сывă пулăр, Агнис, эпĕ каятăп-ха — терĕ вăл сасартăк ял еннелле утса.
— Чипер кайăр…
Улăха ансан, Исаков çерем çине ларчĕ те çырăва вулама тытăнчĕ.
«Юратнă Степа, тусăм! Эпĕ сана пĕтĕмпех каçаратăп. Эсĕ унта кайма килĕшни начар пулмарĕ-ха. Акă халĕ çынсем ĕмĕр сухаламан çĕрсем çинче тырă акса тума ăçта çити каяççĕ. Кунти колхоза кайни инçете кайни мар вĕт-ха? Хулана та час-час çӳреме пулать. Тепĕр тесен, ялта — пĕр майлă, уçă сывлăш, канăç… А хулара — тепĕр майлă, культура, илемлĕх, вĕреннĕ çынсем, театрсем…
Эсĕ мана юратма пăрахман пулсан, эпĕ сан пата паян тесен паян пыма хатĕр. Хытă чуптăватăп. Сана ĕмĕрлĕх юратакан Зоя».
Исаков ассăн сывласа илчĕ те, аллинчи çырăва вĕттĕн-вĕттĕн çурса тăкрĕ. Шурă хут татăкĕсем çерем çийĕн çилпе вĕлтĕртетсе вĕçсе çухалчĕç.
— Мĕншĕн вĕрентеççĕ-ши çавăн пек çынсене? Юрать-ха, пĕрлешмен эп унпа, — шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче.
Унăн хăлхине каллех трактор кĕрленĕ сасă пырса кĕчĕ.
— Акă вăл!.. Ай, эпĕ çул пирки калама та маннă-çке… — каялла таврăнмалли сăлтав тупăннăшăн хĕпĕртесех ӳкрĕ Исаков.
Трактора чарма хушса, вăл катаранах аллипе сулчĕ.
— Агнис, чим-ха, эпĕ почтальона пула ĕç пирки калама та маннă. Çав çула сухаласа хăвармаллах пулать, — терĕ вăл, аллипе сулса.
— Юрĕ, ăна эпĕ хам та çаплах шухăшланăччĕ-ха… Лайăх çыру илтĕр-и, Степан Михайлович? — именсе ыйтрĕ Агнис.
— Çук, Агнис, тарăхтаракан çыру çеç, нимĕне пĕлтерменскер… Эсĕ тата?
— Манăн çав тери лайăх çыру килчĕ! Улькапа Кузьмин мана Алтайран çырса янă. Хăйсем патне пыма чĕнеççĕ.
— Эсĕ унта каясшăн-и вара?
— Кăçал пулмарĕ ĕнтĕ, килес çул, тен, май килсен…
— Эпĕ те сирĕнпе пĕрле пырăп вара… — Агнис каласа пĕтеричченех пӳлсе хучĕ Исаков.
— Тен, кунта ĕçлесен те çавах пуль? Кунта та тырпул тумалла вĕт? — терĕ Агнис, Исаков çине ăшшăн пăхса.
— Апла та тĕрес, — терĕ Исаков.
…Трактор каллех вырăнтан хускалчĕ. Унăн хăватлă сасси уй-хир тăрăх таçта çитиех кĕрлесе кайрĕ.