Çуркунне çанталăк ултавлă тесе ахальтен каламан çав: хĕвелĕ çӳлтен хĕртсе пăхать пек те — нӳрĕк сывлăш, уçă çил этем сывлăхĕпе хăйне май хуçаланаççĕ. Аня та, ялти пек каласан — Анук, пуç ыратнипе те ӳслĕк ернипе виççĕмĕш эрне аран-аран уткаласа çӳрет. Çурхи кун чирлемелле-и-ха ĕнтĕ ун. Ĕçĕ те нумай. Хăйĕн пăрушкисене те тахçанах курман. «Эх, мĕнле пурăнаççĕ-ши ĕнтĕ вĕсем мансăр? Лена вăхăтра çитерсе-тасатса тăрать-ши?» — çак шухăш канăç памасть Анука. Амăшĕпе ашшĕ аварие лексе вилнĕ хыççăн вырнаçрĕ вăл фермăна ĕçлеме. Вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти ялхуçалăх академине вĕренме кĕнĕччĕ. Агроном специальноçне алла илсе тăван яла ĕçлеме таврăнас ĕмĕтлĕччĕ. Анчах кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкек ун пĕтĕм ĕмĕчĕсене татрĕ. Марина та виççĕмĕш класа çеç çӳрет-ха. Сап-сарă çӳçлĕ те хура куçлă йăмăкĕ — унăн пĕртен-пĕр савăнăçĕ. Паян та акă аппăшĕ тавра явăнать çеç. Килкартине, панулми йывăççи айне, уçăлса ларма пукан та илсе тухнă ун валли. Аппăшĕн вăрăм çӳçне тураса çивĕт тума юратать вăл.
— Аппаçăм, Анечка, ма чирлерĕн-ха эс? — чĕвĕлтетет Марина. — Эпир санпа вăрмана кăмпана кайнă пулăттăмăр. Ĕнер Гришăпа амăшĕ пĕр мăн чашăк ака кăмпи татса килнĕ. Мана та тутантарса пăхтарчĕç. Эх, тутлă та кăмпи! Чăх ашĕ пек Каникул та пĕтет кĕçех.
Йăмăкĕн хуйхи аппăшĕн чĕрине те ыраттарать. Анчах чир парăнма шутламасть-ха. Хытă ӳсĕрнипе кăкăр тĕлĕнчен хĕссе ыратать. Кӳршĕри Марук аппа, Гриша амăшĕ, ĕнер пыл та илсе килсе пачĕ ăна. Çывăрас умĕн унпа чей те ĕçрĕ Аня, анчах ӳслĕкĕ пурпĕрех çывăрма памарĕ. Кăнтăрла кăшт самайланнă пек, каçхине каллех çĕрĕпех кĕрĕслеттерчĕ хĕр. Ун пекех хавшакан марччĕ-ха вăл. Лара-тăра пĕлместчĕ. Ирхине тăваттăра тăрса килти выльăх-чĕрлĕхне тăрантарать те фермăна тухса чупать. Йăрăс та яштака пӳллĕскер утасне хăвăрт та кĕскен пусать. «Эх, Анук, аннӳпе аçу мĕнле савăнмалла сана курсан. Тăрирен те ир вăранатăн пуль эс?» — тĕлĕнетчĕç унран ялта. Аня вĕсем çине пăхса йăл кулатчĕ те вăтаннипе хĕрелсе пуçне чиксе малалла утатчĕ. Çирĕм пăру пăхать пулин те ывăннине туймастчĕ. Кашнинех тытса ачашлать, ачапа калаçнă пек калаçать. Вĕсене тăрантарнă хыççăн килне кайса йăмăкне шкула ăсатать те аллине кĕнеке тытса ларать. Çăмăл мар ăна академире хăй тĕллĕн вĕренме. Тĕрĕслев ĕçĕсене те вăхăтра çырса ярса памалла. Шкулта вĕреннĕ чухне япăх паллă илсе курманскер, академире те тăрăшса вĕренет Аня.
Мĕнрен пуçланчĕ-ха Аня çапла хавшасси? Сасартăк чирлесе ӳкрĕ вăл. Сăлтавне те аванах пĕлет-ха. Çав куна аса илсенех çӳхе тутисене чăпăрт çыртать вăл. Салхуллă кăвак куçĕсенчен юхакан куççулĕ тумламĕсене ирĕке ярать.
... Вăл кун Аня яланхи пекех пăрусене апат çитерсе вите тасатнă хыççăн килне кайма хатĕрленчĕ.
— Аня, — витене пĕрле вĕреннĕ хĕр-тусĕ Лена пырса кĕчĕ, — эс паян киле таврăнма ан васка-ха. Фермăра пуху пулать. Çĕнĕ зоотехник ярса панă пире.
Аня çапах та килне хăвăрт чупса кайса йăмăкне вăратрĕ те ферма пӳртне васкавлăн пырса кĕчĕ. Пурте пуçтарăнса çитейменччĕ-ха. Хĕр кая юласран хăранăччĕ. Лена та курăнмасть. Аня пукан çине вырнаçса ларсанах пӳрте яштака пӳллĕ, сарлака хул-çурăмлă арçынпа Лена килсе кĕчĕç. Хĕр чĕри мăнаçлăн ярса пусакан арçын куçĕпе тĕл пулсан яштах чиксе илчĕ. Аня шартах сикрĕ. Арçын та ун çине çĕмĕрт çырли евĕр хура куçĕсемпе тинкерсе пăхать. Хĕр вăл пăхнине тӳсеймесĕр куçĕсене аяккалла тартрĕ, пуçне чикрĕ. Чĕри йăшкама чарăнмарĕ. Пухура каланă сăмахсем те хăлхана кĕмерĕç. «Зоотехник... Виктор Иванович... ялхуçалăх академине пĕтернĕ...» — текен сăмахсем çеç асра юлчĕç. Тĕлĕкри пек таврăнчĕ вăл килне. Эппин, ун малашне çак ашшĕ пек çын çине витĕр курасла пăхакан арçынпа пĕрле ĕçлеме тивет. Сасси тата хăйне кура мар çепĕç. Чăваш сăмахĕсене кукăртарах калаçнăран Аня ăна вырăс пулĕ тенĕччĕ, анчах вăл чăвашах иккен. Ашшĕ вилсен амăшĕ вĕсене Свердловскри пĕр совхоза тăванĕсем патне илсе кайнă. Аякра ӳссе çитĕннĕ пулин те чăвашла калаçма пĕлнинчен тĕлĕннĕччĕ Аня.
Тепĕр кунне ĕçре ăна тĕл пуласран хăраса çӳрерĕ Аня. Çапах таçта, шалта, ăна тĕл пулас ĕмĕт пысăкрах пулчĕ. Аякран курсан та чĕри хыттăн пăчăртанса ыратрĕ. «Мĕншĕн?» — тĕлĕнчĕ хĕр. Канăç пĕтрĕ уншăн. Халиччен йăмăкĕшĕн çеç хыпса çунакан чĕри çулăмпах ялкăшма пуçларĕ. Аня ăнланчĕ: Виктор Иванович Павлов ун чĕрине çилĕм пекех кĕрсе вырнаçрĕ. Ун çинчен шухăшлас мар тесе вăхăтне ытларах ĕçлесе ирттерме тăрăшсан та куç умĕнчен ун сăнарĕ каймарĕ. Çапла пуçланчĕ ун асаплă юратăвĕ. Ку вăл пуçламăшĕ çеç пулнине пĕлнĕ пулсан ниме пăхмасăр фермăран тухса кайнă пулĕччĕ Анук. Ӳркенмесен таçта та ĕçлеме пулать. Ялта хулари мар. Ĕç шыраса хăшкăлас хуйăх çук: уй-хирте те тулли ĕç. Пĕлнĕ пулсан...
Пĕрле ĕçлекенпе кун каçипе курнăçмасăр пурăнаймастăн. Виктор Иванович кунне темиçе хутчен те кĕрсе тухать Аня ĕçлекен витене. Пăрусен сывлăхĕпе, мĕнле çитернипе интересленет, ӳт хушаслăхне тĕрĕслет. Хăвăрт ӳт хушчăр тесен мĕнле çитермеллине ăнлантарать. Тимлесех итлет ăна Аня. Вăл каланисене хăй курман чухне тетрачĕ çине çырса хурать. Ахальтен-им вăл пăру самăртакансем хушшинче чи малти. Çĕнĕ зоотехник та туять вăл тăрăшса ĕçленине. Ăна ырă сăмахсемпе хавхалантарать. Ашшĕ хĕрне лăпканă пек çурăмран лăпкаса илет. Çавăн пек самантсенче хĕр пичĕ пиçнĕ палан тĕслех пулса кайнине курсан пĕрле ĕçлекенсем тăрăхласа та илнĕччĕ унран. Аня ун пек чухне аяккалла пăрăнса утать. Чĕри вара пĕр чарăнми ыратрĕ. «Мĕн-ши, юрату-ши çак? — хăйĕнчен хăй ыйтать Аня. — Анчах юратнă çынна курсан çавăн пек ыратмалла-шим чĕрен? Юратсан чĕре савăккăн тапать тесе çыраççĕ-çке поэтсем. Эпĕ вара унран хăраса тарса çӳретĕп. Курсассăнах чĕре кăкăртан сиксе тухас пек тапать».
— Аня, мĕн пулнă сана? Эс пĕрмаях шухăша кайса çӳретĕн, — ыйтрĕ унран пĕррехинче Лена.
Пĕр парта хушшинче вунă çул ларнă вĕсем Ленăпа. Илемлĕ пит-куçлă, тăпкам хĕрачана класра пурте килĕштеретчĕç. Тĕрлĕ мероприятисене ертсе пыракан яланах вăл пулнă. Аня пур вăрттăнлăха та унпа сӳтсе явнă. Анчах чĕрери çулăма вăл хальхинче унпа сӳнтерме шутламарĕ. Халлĕхе хăйпе мĕн пулса иртнине вăл хăй те ăнланса пĕтереймерĕ. Тем çитмен пек туйăнать ялан. Чĕре теме кĕтет.
— Ма чĕнместĕн? Юратса пăрахмарăн пулĕ те?
— Çук, мĕн эсĕ? — ăшри туйăмĕсене тусĕ сисесрен аяккалла пăрăнчĕ Аня. — Пăрусен ӳт хушаслăхне мĕнле ӳстересси пирки шухăшлатăп-ха.
— Ун çинчен эпĕ те пĕр вĕçĕмсĕр шутлатăп. Çĕрле те вăрана-вăрана каятăп. Кĕнеке вуласа ухмаха тухатăп ĕнтĕ. Виктор Иванович иксĕмĕре те ырлать-ха пире. Анчах та манăн тата та лайăхрах ĕçлес килет.
— Эс ахаль те аптрамастăн-ха. Кĕçех институт пĕтерĕн те пĕр-пĕр пуçлăх пулса тăрăн. Манăн вара тепĕр виçĕ çул вĕренмелле.
— Виçĕ çул сисмесĕрех иртсе каять вăл. Эх, Аня, пĕлетĕн-и манăн мĕн тăвас килет? Эп институтран вĕренсе тухсан хамăр ялах юлăп. Хама вĕрентнĕ учительсемпе пĕрле ĕçлĕп. Хамăр ял ачисене вулама-çырма вĕрентĕп. Пушă вăхăта вара сирĕнпе пĕрле ирттерĕп. Пĕлетĕн-и тата мĕнле ĕмĕт пур ман? Драма кружокне çĕнĕрен йĕркелесе ярасшăн эп. Питĕ тунсăх ялта.
— Чăнах та, тĕрĕс шухăш ку. Астăватăн-и, шкулта чухне ялсем тăрăх спектакльсем лартса çӳреттĕмĕрччĕ. Имшер пулнăран ялан арçын ача рольне выляттаратчĕç мана. Эх, шкулта вĕреннĕ чухнех лайăхчĕ çав. Атте-анне хӳттинче пурăннă ун чухне.
— Хамăра хамăрăн савăнтармалла пирĕн. Аякран килсе кам мĕн туса парĕ? Анчах халĕ вăхăт çук-ха ман. Кăçал алла диплом илмелле.
Лена тухса кайнă хыççăн аса илӳсен ытамĕнче чылайччен киленчĕ Аня. Савăнăçлă самантсем ун чĕрине ыррăн варкăштарчĕç. Амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкрен пĕрле фермăна пăрусем пăхма илсе çӳретчĕ. Мĕн пĕлнине вăл йăлт амăшĕнчен вĕреннĕ. Таисия Семеновна çынпа нихăçан та усал калаçман, ачисене те çавнах вĕрентнĕ.
— Аня, паян эпĕ те санпа фермăна пыратăп, ырана валли уроксене хатĕрлентĕм, — шухăшне татрĕ унăнне йăмăкĕ.
Тĕттĕм пулсан çеç таврăнчĕç вĕсем килне. Каçхи апат çисенех çывăрма выртрĕç. Ачашшăн мăшлатса тĕлĕрекен Маринене чылайччен пуçĕнчен ачашласа выртрĕ Аня. «Эсĕ манăн чи çывăх çын çак çĕр çинче. Яланах иксĕмĕрĕн пĕрле пуласчĕ. Вара пире никам та çĕнтереймĕ. Анчах халлĕхе пĕчĕк-ха эсĕ. Хамăн ăшри вут-çулăма санпа сирме иртерех-ха. Çитĕнсе çитсен ялан пĕрле пулăпăр. Нихăçан та уйрăлмăпăр», — йăмăкне çупăрла-çупăрла шухăшларĕ аппăшĕ.
Ирхине Аня тăнă-тăман фермăна тухса утрĕ. Марук аппа унран та иртерех çитнĕ иккен: ферма картишĕнче каллĕ-маллĕ кускаласа çӳрет. Хыпăнса утакан Аньăна курсан вăл ун еннелле çаврăнчĕ те аллипе сулса хăй патне чĕнчĕ. Хĕр чĕри теме сиссе чиксе илчĕ. «Мĕн пулнă-ши?» — вĕлтлетрĕ шухăш.
— Ах, хĕрĕм, мĕнле асăрхаймарăн? Ăçта çав тери хыпалантăн? — Ăньăна хăтăрчĕ вăл çитнĕ-çитмен.
— Мĕн пулнă, Марук аппа?
— Ара, пăрăвусем йăлт вĕçерĕнсе кайнă вĕт! Витесене тустарса çӳренĕ. Рита Виктор Иванович патне чупрĕ. Мĕн курса ларăн-ха ĕнтĕ?
— М... мĕнле вĕçерĕннĕ? — тĕлĕнчĕ Аня та. — Эп витене лайăхах питĕртĕм, яланхи пекех.
Аня Марук аппа мĕн каласса кĕтмесĕрех вите еннелле чупрĕ. Пăрусене хупса усранă алăксем, чăнах та, йăлт уçă иккен. Пĕр витинче çеç темиçе пăру ĕнĕрлесе тăрать. Хуçине палласан вĕсем хавассăн сиккелеме пуçларĕç. Аня вĕсене пуçĕсенчен ачашласа илчĕ те ирĕкелле чупрĕ.
— Ыттисем ăçта?! — ыйтрĕ вăл урамра калаçса тăракансенчен.
Вĕсен сăнĕсене курсан Аня калаçу хăй çинчен пынине тӳрех ăнланчĕ.
— Ыттисем ăçта тетĕп?!
— Виççĕшне эп тытса хупрăм. Ман витене пырса йăлт вараласа, çĕмĕрсе пĕтернĕ, — хаяррăн тавăрчĕ ăна хирĕç Рита. — Эпĕ тасатмастăп вĕсен каяшне! Виктор Иванович кĕç килет акă. Ун чухне йăлт паллă пулать.
Аня Рита калаçса пĕтерессе кĕтсе тăмарĕ: вăрт çаврăнчĕ те анаталла чупрĕ. Ăшĕ пиçнипе йĕп-йĕпе тара ӳкрĕ вăл. Хĕл сиввине пăхмасăрах пальтоне йӳле ячĕ. Вĕçерĕннĕ тутăрне те çыхса тăмарĕ. Марук аппа пулăшнипе пăрушсене каялла витене хупсан та чунĕ лăпланмарĕ-ха ун. Улайккапа Марта ниçта та тупăнмарĕç. Ĕнесем усракан витере те пулчĕç вĕсем, ферма тавралла та çаврăнчĕç — пăрусем çук.
— Уялла тухнă пулсан йĕр пулмалла-çке. Ялпа тарнă-ши? — пăшăрханчĕ хĕр.
— Ялта пулсан çухалмĕç-ха. Кам та пулин тытса хупсан та сăмах тухĕ, — лăплантарчĕ ăна Марук аппăшĕ.
Хаяр калаçу иртрĕ зоотехник пӳлĕмĕнче. Пăрусем çухалнăшăн асапланакан Аньăна никам та хĕрхенмерĕ.
— Кашни пухурах Аня Лапташкина аван ĕçлет тесе мухтатăр. Районта та малтисен ретĕнче имĕш. Хăй вара каçхине пăрусене çитерме те килмен, — кĕрлерĕ пухура Рита.
— Выçăпа тухса тарнă ун пăрăвĕсем, выçăпа, — Лисук инкĕшĕ те хĕрхенмерĕ хĕре. — Наказать тумалла Лапташкинăна.
Марук аппăшĕпе Ленăсăр пуçне никам та ăшă сăмах каламарĕ Аня пирки. Халиччен хăйне ятланине тӳссе курманскер, куççулĕ юхнăран хăйне хӳтĕлесе пĕр сăмах та калаймарĕ Аня.
— Çитернĕ эп вĕсене, айĕсене те тасатнă. Пĕлместĕп, мĕнле тухса тарнă вĕсем витерен.
Виктор Иванович та халичченхи çитĕнӳсем çинчен мансах Аньăна ятларĕ. Ĕç çинчен мансах киле тухса чупнă... Килти выльăх колхозăннинчен хаклăрах имĕш уншăн.
— Пăрусене шыраса тупма икĕ кун паратпăр. Тупаймасан — ĕç укçинчен шыраса илĕç, — янăрарĕç зоотехникăн сивĕ сăмахĕсем.
Калаçнăçем Аня çине пăхса илсе хĕр чĕрине пушшех те ыраттарчĕ вăл. Унпа халиччен çапла сиввĕн никам та калаçманччĕ. Вăрттăн юратса пурăнакан çын сăмахĕсем хĕре шиклентерчĕç. Хăй куççулĕнчен вăтанса вăл урамалла чупса тухрĕ. Шăлне çыртсан та чĕринчи асапне, вăрттăнлăхне «сутакан» куççулĕ пĕр чарăнми юхрĕ. Урама тухсан шăлма та пăрахрĕ куçĕсене Аня. Хăвăртрах йăмăкĕ патне васкарĕ.
Икĕ кун мар, икĕ эрне шырарĕç вĕсем Маринăпа пăрусене. Ялта кĕмен кил хăвармарĕç. Лешсене вара çĕр çăтнă тейĕн: ниçта та тупăнмарĕç. Милиционера та чĕнсе илчĕç районтан — кăлăхах.
— Ăçта кайса кĕме пултарнă-ха вĕсем? — çак шухăш канăç памарĕ хĕре. Пăрусемшĕн шыраса илнĕ укçишĕн те кулянма пĕлмерĕ вăл. Ун чĕрине урăххи кĕшĕклерĕ. Епле-ха апла: ку таранччен колхозра яланах малти ретре пулнă. Районтан тĕрĕслеме килсен те ялан ун витине кĕртсе кăтартатчĕç. Ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăнса пынă. Ăна вара пĕрле ĕçлекенсем ун пăрушĕсем нихăçан та выçă пулманнине, каяш ăшĕнче выртманнине пĕле тăркачах пухура хура шывпа сапрĕç. Ку таранччен яланах ăшшăн калаçнă вĕсем Аньăпа, ăçта та пулин каяс пулсан ăна хăваратчĕç. Вăл нихăçан та хирĕçместчĕ. Эппин, мĕншĕн-ха çапла сасартăк улшăнчĕç вĕсем?
Виктор Иванович куçне курăнасран тарса çӳрерĕ Аня. Ăна курмассерен чĕри чиксе илет. Çĕр тĕпне анса кайма хатĕр. Урисем итлеми пулаççĕ. Хăйне айăплă çын пек туйса пытанать хĕр. Ялтан тухса тарас килет. Анчах шкулта вĕренекен йăмăкĕ пур. Кам пăхса ӳстерĕ ăна? Хӳтĕлекен те пулмĕ. Тата ăçта, кам кĕтсе тăрать-ши вĕсене?
Хуйхăрни, асапланни ахаль иртмерĕ Аньăшăн. Чĕре ыратăвĕ çумне тĕрлĕ чир-чĕр çыпçăнма пуçларĕ. Малтанах пуçĕ ыратнă пекчĕ. «Нумай шухăшланипе пулĕ-ха», — тесе эмел хыпатчĕ те ĕçе пуçăнатчĕ. Пĕр каçхине вара вăл йăмăкĕ силленипе вăранса кайрĕ.
— Аня, Аня тетĕп. Мĕн кăшкăратăн эсĕ? Анечка, тăр-ха часрах.
Çирĕмрен иртнĕ хĕр ялт сиксе тăрса ларчĕ.
— Хам кăшкăрнине хам та илтетĕп. Анчах ниепле те тăраймастăп. Темскер пуснă пек туйăнать.
— Анне вупăр пусать тетчĕ, çавă пуль. Ун пек чухне кăварпа сапмалла тетчĕ. Астăватăн-и?
— Питĕ хăрушă тĕлĕк курнă эпĕ. Фермăра пăрусен витинче каяш тасататăп пек. Анчах тасатнăçемĕн каяшĕ хушăнсах пырать. Ниепле те тасатса пĕтерме çук. Унтан киле килтĕм те пирĕн килкартинчен панулми йывăççи шап-шурă çеçкере. Кĕçех иксĕмĕр панулми пуçтарма пуçларăмăр.
Çиетпĕр-çиетпĕр — çисе тăранаймастпăр. Витесем патĕнче анне тăрать пек. Шап-шурă тумпа. Аллине тăсрĕ те пире темĕн каласшăн — сасси тухмасть. Унтан эсĕ мана силлеме пуçларăн.
— Эх, анне пурăннă пулсан пирĕнтен телейлĕ çын та пулмалла мар. Атте вилмен пулсан пире çапла никам та кӳрентереймен пулĕччĕ, — аппăшĕ çумне ачашшăн тĕршĕнчĕ Марина.
— Çапах та аптрамăпăр, Маринушка. Пирĕн малалла пурăнмалла. Иртнипе пурăнаканăн малашлăх çук теççĕ. Пирĕн вара иксĕмĕрĕн те ĕмĕтсем пысăк. Манăн ялхуçалăх академине пĕтерсе сана çын тăвасчĕ. Вĕрентсе кăларасчĕ, йăмăкăм. Пирĕн ялан пĕрле пурăнмалла, пĕрне-пĕри хӳтĕлемелле. Вара пире никам та çĕнеймĕ, çапса хуçаймĕ.
Йăмăкне каланă сăмахсем те сиреймерĕç чĕре ыратăвне. Ытла та кӳренмелле пулса тухрĕ. Çунатсене хуçрĕç, ĕмĕтсене татрĕç. Хăйне тĕрĕс мар кӳрентерчĕç тесе шутларĕ Аня. Анчах кăна вĕсем йăмăкĕпе иккĕшĕ çеç пĕлеççĕ. Тепĕр тесен вĕсене те ăнланмалла пек. Пăрусем çухалнă — çухалнă, Ритăн витине кĕрсе тустарнă — тустарнă. Вĕсен шучĕпе Аня пăру витисене япăх хупнăран килнĕ çак инкек. Анчах вăл яланхи пекех питĕрчĕ вĕсене. Киле каяс умĕн тепĕр хутчен тĕрĕслерĕ. Пурте йĕркеллехчĕ. Эппин, кам пырса уçнă-ха вите алăкĕсене. Ăçта çухалнă пăрусем?
Ахальтен каламан пулĕ çав пĕтĕм чир-чĕр нервăсенчен пуçланать тесе. Аня та куляннипех чирлесе кайрĕ. Ӳпкенех илнĕ терĕç тухтăрсем. Больницăна выртма килĕшмерĕ хĕр. Выльăх-чĕрлĕхне те, йăмăкне те асăрхакан кирлĕ. Ялти фельдшерица уколне кунне икĕ хутчен те килсе тăвать. Марук аппа та темĕн тĕрлĕ курăк килсе пачĕ — анчах чирĕ иртмерĕ. Пăрусене шыранă чухне ăшша пиçсен çанталăк ăшă тесе пальтоне йӳле яни те шăмшакне хавшатрĕ пулас.
Шухăша путнă Анук Марина урама тухса чупнине те сисмен. Ураран автан пырса таккасан çеç вăл паянхи куна таврăнчĕ. Юлашки вăйне пухса ура çине тăчĕ те выльăхĕсене апат пама пикенчĕ. Пуçĕ çаврăннăран карта çумĕпе утма тăрăшрĕ.
Ленăн та канăç çук чĕринче. Аня çапла çăмăл ăслă хăтланасса ĕненмерĕ вăл. Тантăшĕ кирек мĕнле ĕç тунă чухне те васкамасть. Типтерлĕ ĕçлет.
— Ĕненместĕп Аня çапла хăтланнине. Пуссан та ĕненместĕп, — пикенсех хӳтĕлерĕ вăл тантăшне пухура.
Анчах пăрусем тупăнманни тантăшне тӳрре кăларма памарĕ.
— Хĕрĕ аван-ха вăл, пустуй сăмах вакламасть. Ашшĕпе амăшĕ те типтерлĕ çынсемччĕ, — Рита амăшĕ хĕр хутне кĕчĕ. — Анчах пăрушĕсем çук-çке. Кун пек кашни икшер пăру çухатма пуçласан çулталăк хушшинче фермăна салататпăр. Хуралçине те айăпран пăрас мар. Вăл та ответлетĕр.
— Эп, как сказать, хам вырăнтах пулнă, — сухалне шăлкаларĕ Кирук мучи. — Ман вырăнтан пăрахса аяккалла çӳреме юрамасть.
Урăлса çитменскер, аран-аран калаçать Кирук мучи. Пенсире пулсан та ферма хураллать-ха вăл. Çын çукран тытса усрать ăна колхоз председателĕ. Ĕçе килнĕ-килмен «хуп турттарма» пуçланине те пĕлеççĕ Кирук мучие. Хăй те паян тесен паян ĕç пăрахма хатĕр.
Пĕчченех тӳлерĕ Аня пăрусемшĕн. Çак инкек хĕр чĕринче ĕмĕрлĕхех суран хăварассине те пĕлет Лена. Айăпсăр айăпланинчен хăрушши пур-ши çĕр çинче? Çын айăпĕшĕн хур тӳсме тиврĕ-çке Аньăн.
Фермăри ĕçсене пуçтарсан Аня патне тухса утрĕ. Ашшĕпе амăшне хăй часах таврăнмасси пирки кăнтăрлах систернĕччĕ вăл. Амăшĕ, Нина Петровна, тăлăхсем валли кукăль те пĕçерсе парса ячĕ. Лена пырса кĕнĕ çĕре Аня шăпах ĕнипе пăрушне улăма çăнăхпа пăтратса паратчĕ.
— Мĕн хăтланатăн эсĕ?! Мĕншĕн хăвна пачах та шеллеместĕн, — хăрах аллипе юпаран тытса ĕçлекен тантăшне курсан Лена хăраса ӳкрĕ. — Кун пек хăçан сывалатăн эсĕ?
— Нимех те мар. Хĕвел хĕртсе пăха пуçларĕ ав. Кĕçех çулла çитĕ. Ун чухне йăлт иртсе кайĕ.
— Нимех те мар тесе тăрать-ха тата вăл. Çулла çитсен пахчари ĕçӳсене кам тăвать? Ун чухне хăрах аллупа кĕреçе, тепринпе патак тытаймăн. Маринине мĕн урамра йытă хăвалаттаратăн? Ĕнене апат памаллăх пулнă.
Лена калаçа-калаçа выльăхсене апат пачĕ, урамран Маринăна чĕнсе кĕчĕ.
— Выляма та юрамасть-им ман? — урамран вăхăтсăр илсе кĕнĕшĕн кăмăлсăрланчĕ Марина.
— Выля, кам чарать? Анчах ĕç пур чухне ĕçлемелле. Аньăна больницăна хурсан мĕнле пурăнас тетĕн? Вăл часрах сывалтăр тесе тăрăшмалла сан, эсĕ пур... Урайне те тахçанах сĕрмен пулас. Эс пĕчĕк ача мар тек, вунă çула çитен кĕçех. Халех сĕр урай! — хăтăрчĕ Лена хĕрачана.
— Ху сĕр!
— Лена, ан тив ăна. Ача-ха вăл. Шеллетĕп эп ăна. Пĕчĕклех çапла хуйхă тӳсме тиврĕ ун. Урайне пĕшкĕнсен пуç ыратнăран сĕреймерĕм-ха.
— Ытла ачаш ан ӳстер эс ăна, Аня. Ачаш ывăл амăшне вĕлернĕ, ачаш хĕр ача тунă теççĕ. Пĕчĕклех пурнăç тути-масине туйтăр. Пире анне пĕчĕклех ĕçе вĕрентнĕ. Эс хăв тата. Сана хĕрхеннĕ-и? Атте-анне ĕçре чухне килти ĕçсене йăлт хамăр тунă.
— Эпир аслисем пулнă-çке. Ан тив, вылятăр. Хуйхи-асапне тӳсме ĕлкĕрĕ-ха.
— Ну, хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр эппин. Урайне пĕрреллĕхе хам та сĕрсе парăп. Анчах асту, Марина, тепре килнĕ çĕре, урай хура пулсан шеллемĕп, хам тытса кӳпкĕп. Ирпе каç выльăххисем патне хам çӳрĕп ĕçлеме.
Пӳрте тирпейленĕ хыççăн чылайччен калаçса ларчĕç икĕ тантăш. Кăмакари вутă та çунса пĕтсе кăварланчĕ ĕнтĕ; сăмах çăмхи вара сӳтĕлет те сӳтĕлет. Ачалăха, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене аса илчĕç. Пĕр вăхăт иккĕшĕ те пĕр каччăна юратнăччĕ вĕсем. Анчах икĕ хĕр хушшине хура кушак кĕмерĕ. Каччин хăйĕн те кӳршĕ ялта савнийĕ пурччĕ çав.
Панулмисем чăмăртанма пуçланă тĕлелле Аня ĕçе тухрĕ. Иртенпех чĕри йăшкарĕ ун. Еçе каяс килмерĕ. Анчах каймаллах. Мĕнле те пулин чĕре ыратăвне лăплантарса ĕçе пуçăнмалла. «Виктор Ивановича курас марччĕ çеç», — пăшăлтатрĕ хĕр тути. Ферма патне çывхарнăçемĕн чĕри татах та хыттăн тапма пуçларĕ. Урисем итлеми пулчĕç. Юлашки вăйне пухса малалла утрĕ вăл. Тути пĕр вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕ: «Виктор Ивановича курас марччĕ çеç. Часрах çитсе витене пытанасчĕ. Пăрушкасене çупăрласчĕ». Хăйне пысăк айăпа кĕнĕ çын пек тытса утрĕ Аня.
Вăл çитнĕ çĕре ферма хапхисем ярах уçăччĕ. Ĕнесене уя илсе тухма хатĕрленетчĕç. Çын куç умне курăнас мар тесе тăрăшса утрĕ пулин те Аня усси пулмарĕ: дояркăсем ирхи сăвăм хыççăн канăçа пĕлмесĕр кускалаççĕ. Кĕçех Аньăн куçĕсем хирĕç утса килекен мăнаçлă арçьшна асăрхарĕç. Виктор Иванович! Çав вăхăтра умра шăтăк пулсан Аня унта сикĕччĕ.
— Сывлăхсем мĕнле, Анна Ильинична? — çепĕççĕн ыйтрĕ ума çитсе тăнă арçын.
— Чиперех, — хуллен сас пачĕ хĕр.
— Апла аван, малалла та тăрăшса ĕçле.
Виктор Иванович курăнми пуличченех вырăнтан тапранаймарĕ хĕр. Ун куç умне курăнасран хăраса çĕрĕпех çывăраймарĕ вăл. Зоотехник вара ăна çепĕççĕн сывлăх сунчĕ.
Аньăн чĕри савăнăçпа тулчĕ. «Эппин, вăл усал çынах мар, усал мар», — пăшăлтатрĕ вăл.
Кун каçипе юрла-юрла ĕçлерĕ хĕр. Пĕрле ĕçлекенсем те кӳренмен иккен ун çине. Ритăсăр пуçне пурте ĕçе тухнă ятпа саламларĕç. Пуç ыратни те иртрĕ Аньăн, ӳслĕкне те пĕтерчĕ савăнăç. Ырă та ăшă сăмах çынна çунат хушать, пурăнас ĕмĕт çуратать. Килте чирлесе ларнă чухне хăй ĕçе çӳрейменшĕн мĕн чухлĕ кулянман-ши вăл, чĕри чарăна пĕлмесĕр йăшкарĕ. Халĕ вара йăлтах иртрĕç вĕсем. Ĕç уншăн чун уççи пулчĕ.
Килĕнче те ывăннине пĕлмесĕр ĕçлерĕç йăмăкĕпе иккĕшĕ. Хăйне çăмăллăн туйрĕ. Чир вăхăтĕнче юхăнтарнă пӳрте тирпейлерĕç. Ĕç вĕçленсен Аня тусан витнĕ кĕнекисене тытса сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
* * *
Çав вăхăтра пĕр чун çеç канăçа пĕлмесĕр урам тăрăх утрĕ. Кама кăна вăрçмарĕ-ши вăл? Мĕнле кăна киревсĕр сăмахсем каламарĕ. Йăлт шухăшласа тунăччĕ вĕт-ха. Анчах шухăшланин çурри кăна пурнăçланчĕ. Ытти вара ĕмĕтленнĕ пек пулмарĕ. Ăçта йăнăшрĕ-ха вăл? Мĕне шута илмерĕ? Çав вăхăтрах хăй çынсен шухăш-кăмăлне пĕлейменнине ăнланмарĕ. Пурне те хăй пек тесе шутларĕ пулас. Мĕн тăвăн, пурнăçĕ çапла: хăвăнта çуккине аякран илеймĕн çав.
— Мĕн утатăн каллĕ-маллĕ? Кĕр пӳрте, канашлăпăр, — амăшĕн сасси тăна кĕртрĕ ăна.
— Кĕрес килмест, анне. Ыйхă килмест. Чун тарăхать.
— Мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ халь? Эпир шухăшланă пек пулса тухмарĕ. Тен, вăл чăнах та пирĕшти? Ăна пурте хисеплеççĕ. Тен, ун чунĕ пирĕннинчен тасарах?
— Чуна ан тарăхтар-ха, анне! Мĕншĕн пĕрин пурте пур, теприн — нимĕн те!
— Ун пирки те пурте пур тесе калама çук. Тăлăх ӳсрĕ.
— Виктор Иванович та килнĕ-килмен ăна асăрхарĕ, ун тавра çеç кускалать. Ыттисем çук та тейĕн. Районта та ун ячĕ çӳлте. Вĕренет. Капла кĕçех орден та парĕç.
— Парĕç те.
— Эс мана юри тарăхтаратăн-и, анне? Хĕрӳ хутне кĕрес вырăнне ун майлă çаптарса тăратăн-и?!
— Ун хутне кĕрсе мар-ха. Эс çапах та ман хĕр-çке. Хăвна шеллетĕп. Тарăху-кулянупа чĕрӳне амантатăн çеç.
— Аманнă вăл, анне, аманнă. Мана унсăр пуçне никам та кирлĕ мар. Юрататăп эп ăна, анне, юрататăп. Анчах вăл ман çине çаврăнса та пăхмасть. Вăл чирленĕ чухне те Ленăран яланах ун сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлетчĕ.
— Мĕн тăвăн-ха шăпи çапла пулсан.
— Шăпа панине кĕтсе ларсан! Пурпĕрех эп вĕсене пĕрле пулма памастăп. Памастăп, анне, памастăп!
Амăшĕн чĕри те хĕрĕшĕн ыратрĕ. Кам-ха хăйĕн чĕппине шеллемĕ. Ула курак та ула пулсан та хамăнах тесе калать теççĕ. Ашшĕсĕр ӳстерчĕ вăл хĕрне. Çавăнпа ытларах та шеллерĕ пулас. Мĕн ыйтнине йăлт пурнăçларĕ. Урама тухсан та ют ачасен аллинче курнă теттесене туртса илетчĕ. Пурнăçра пĕрремĕш хут вăл ĕмĕтленнĕ япала ун пулмарĕ. Хĕрне лăплантарма çуккине туйрĕ амăшĕ. Анчах пысăк йăнăш тăвасран мĕнле упрамаллине пĕлмерĕ.
— Атя, хĕрĕм, кĕрсе çывăрар, — лăпкăн çупăрларĕ хĕрне Вера аппа. — Пурнăç хăех кăтартĕ мĕн тумаллине.
Аня малтанхи пекех ĕçе вĕçнĕ пек çӳрерĕ; икĕ хулĕ айне çунат шăтнă тейĕн. «Ăçтан вăй-хăватне тупать-ши пур çĕре те ĕлкĕрме?» — тĕлĕнчĕç унран. Хĕрĕн пăрушĕсем каллех чи нумай ӳт хушаканнисем пулчĕç. Вăл каллех малтисен ретĕнче. Юратса пăхнăран хуçине пулăшаççĕ тейĕн. Виктор Иванович та кашни кунах кĕрсе тухать ун витине. Пăрушсене тĕрĕслет. Ăна курсан малтанхи пек хĕссе ыратмасть халь хĕр чĕри — савăккăн тапать.
— Анна Ильинична, Сире юратаççĕ вĕсем. Эсир çук чухне апат çитерсен те макăратчĕç. Халĕ вара шăпăртах. Курăр-ха, Сирĕн çине епле ăшшăн пăхаççĕ вĕсем, — хĕре куçран пăхса калаçать зоотехник.
— Мĕн Эсир, пăрусем те юратма пĕлеççĕ-и? — Аньăн вăтаннипе пит çăмартисем хĕрелчĕç.
— Пăрусем çеç мар, ӳсентăрансем те пĕр-пĕрне килĕштереççĕ.
— Ун пекки те пулать-и?
— Эсир пулас агроном, çавна та пĕлместĕр-и? Хăшпĕр ӳсентăрансене юнашар акма юраманнине те пĕлместĕр-и?
— Ăна илтнĕ-ха.
— Пĕр-пĕрне килĕштерни мар-им вара вăл?
— Пулĕ те.
Калаçу ытла çывăхланса пынăран вăтанса Аня витре йăтса пăрусем патнелле утрĕ. Виктор Иванович тухса кайсан хĕр шухăша путрĕ. Мĕншĕн çапла калаçрĕ-ха вăл унпа? Тен... Çук, çук, пулма пултараймасть. Пĕлменнинчен çеç кулчĕ вăл унран. Тăрăхларĕ. Ну мĕнех, култăрах. Вĕренсе тухсан курĕ-ха вăл мĕнле агроном пулнине. «Сан выльăхусене ӳстерме тутлă та сĕткен курăк çеç ӳстерĕп», — тесе Аня ĕçе пуçăнчĕ.
Килне таврăнсан та лăпланаймарĕ хĕр. Лена патне кайса ăшне пусарĕччĕ, анчах тантăшĕ экзаменсем тытма кайнă. Эрнерен çеç таврăнать. Кĕçех диплом алла илет ĕнтĕ вăл. Шкулта ачасене вĕрентме пуçлать. Яланах савăк çӳрекенскере вĕренекенсем те юратмалла. Аньăн вара тепĕр икĕ çул вĕренмелле. Унăн та кĕçех экзаменсем. Çавна аса илсе шухăш ытамĕнчен хăтăлас терĕ, кĕнекисене илсе сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, анчах пуçа нимĕн те кĕмерĕ. Умра ун ăшă кулли, çепĕç сăмахĕсем. Мĕнле пурăнĕ-ха вăл пĕр уйăх ăна курмасăр?
— Анечка, мĕншĕн эсĕ халĕ те çывăрмастăн? Вырт-ха пĕрле, эп ниепле те çывăрса каяймастăп, — ыйхăллă куçĕсене йăваласа аппăшне пырса ыталарĕ йăмăкĕ.
— Кăштах та пулин вулам-ха, Марина. Ман кĕç экзаменсем, эп вара нимĕн те вуламан.
— Эп сансăр çывăраймастăп, атя пĕрле, — кутăнланчĕ Марина.
— Атя эппин.
Юлашки вăхăтра Марина улшăннине сисрĕ-ха Аня. Анчах ытлашшиех пăшăрханмарĕ. Кам та пулин кӳрентернĕ пулĕ тесе лăпланчĕ. Йăмăкĕн çилли часах иртекенччĕ. Ĕнер вара тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.
— Аня, эс мана пăрахса кайсан эп çакăнса вилетĕп, — ĕне суса кĕрекенскере пырса ыталарĕ Марина.
— Ăçта пăрахса каяс-ха ман сана?
— Çынсем сан каччă пур, вăл сана хулана илсе каять, мана ялах хăварать теççĕ.
— Эх, айванăм эсĕ ман. Çук манăн нимĕнле каччă та. Манăн халĕ пĕр тĕллев: вĕренсе тухса алла диплом илесси. Унтан сана вĕрентсе кăларасси. Ман специальноçпа хулара мĕн тăвăн? Тата каччи пулсан та сана ăçта пăрахса хăварас-ха ман? Эпир иксĕмĕр ялан пĕрле пулăпăр, Маринушка, — йăмăкне хăй çумне хыттăн çупăрларĕ аппăшĕ.
— Эппин, вĕсем суяççĕ.
— Камсем вĕсем?
— Çынсем.
— Çынсен ячĕсем пур.
Хуравне кĕтсе илеймерĕ Аня. Урамра кунĕпе чупса ывăннă йăмăкĕ мăйран ыталаса илчĕ те лăпкăн мăшлатса çывăрса кайрĕ. Темскер пулса иртет йăмăкĕн чĕринче. Халĕ те акă юратмастăн тесе ӳпкелешет. Йĕрсе те кăтартать. Ыранах ыйтса пĕлмелле мĕн пулнине. Ăçтан тухнă-ши тата ку сăмах? Аньăн савăк кăмăлĕ пăсăлчĕ. Чĕри каллех пăчăртанса ыратрĕ.
— Марина, — ирхине ыйхăран вăрансан йăмăкне сăмах хушрĕ вăл, — сана кам каларĕ эп хулана каясси пирки?
— Каламастăп.
— Мĕншĕн?
— Калама хушман.
— Ун пек юрамасть. Эпир пĕртăвансем. Пирĕн пĕрле пулмалла. Çынсем хирĕçтерме юратаççĕ. Эпир хирĕçнине курсан савăнаççĕ. Пĕр-пĕрне кӳрентермесен çынсем те пире хур кӳмĕç.
— Мана ăна Верук аппасен Рити каларĕ.
— Мĕн терĕ вăл сана?
— Сан аппу япăх çын, пăрусене сутса ячĕ, ĕçре те юлхав. Каччăсемпе çеç якăлтатма пĕлет терĕ. Çĕнĕ зоотехник сана хулана качча илсе каять терĕ.
Йăмăкĕн сăмахĕсем Аньăна пĕр вăхăт чĕлхесĕр турĕç. Ытла та пысăк киревсĕрлĕх. Маринăн пĕчĕклех илтме тивет çав сăмахсене. Епле намăс. Халиччен ялта вĕсем çинчен усал калаçакан пулманччĕ. Юлашки вăхăтра ытла та пысăк çĕклем тиенчĕ ун çине. Пăрусене пула сывлăхĕ хавшарĕ. Айăп çукран намăс курчĕ. Халĕ тата ку. Мĕншĕн кураймасть-ха ăна Рита? Шкулта вĕреннĕ чухне туслăччĕ вĕсем. Фермăра та малтанхи вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшатчĕç. Ĕçе хăнăхса ӳсменскер, Рита час-часах пăру айĕсене тасатмастчĕ, апатне те сахал хатĕрлетчĕ. Вăрçатчĕ унпа çакăншăн Аня. Çавăнпа кӳреннĕ-ши? Çук. Кунта сăлтавĕ урăххи пулас. Юлашки вăхăтра тӳрккес калаçма пуçларĕ унпа Рита. Сывлăх сунма та пăрахрĕ. Рита хăй вăй хурса ĕçлеме юратмасть пулин те çын ăнăçăвĕсене ăмсанать, кĕвĕçет, ĕçре ура хума тăрăшать. Çапах та халиччен çав тери киревсĕр сăмахсем каланине илтменччĕ. Мĕнре-ши сăлтавĕ?
Кункаçипе пуçран тухмарĕç Марине сăмахĕсем. Виктор Иванович темиçе хугчен те кĕрсе тухрĕ ун патне. Аня кăмăлĕ çав-çавах уçăлмарĕ.
— Мĕн пулнă Сире паян, Анна Ильинична? — хĕре куçран пăхса ыйтрĕ çамрăк арçын.
— Нимех те, — зоотехникăн ăшă куçĕсенчен вăтанса пуçне чикрĕ Аня.
— Çук, çук, Сире тем пăшăрхантарать. Ăшра ан тытăр хуйхăра, ирĕке кăларăр. Пăрусем пирки аван мар пулса тухрĕ, паллах. Анчах эп тĕрĕсех турăм тесе шутлатăп. Колхоз пурлăхĕшĕн эпир пурте ответлă.
— Виктор Иванович, нивушлĕ Эсир те... — Аня сăмахне каласа пĕтермесĕр йĕрсе ячĕ.
— Мĕн эсĕ, Анечка, — хăй сăмахĕнчен хăй хăраса ӳкрĕ арçын.
Анчах ăшра капланса тулнă туйăмĕсем ăна итлемерĕç: вăл хĕре хăй çумне ачашшăн çупăрларĕ, кăтра та вăрăм çӳçне пӳрнисемпе тăрмаларĕ.
— Мĕн Эсир, Виктор Иванович? Мĕн хăтланатăр? — арçынна аяккалла сирчĕ хĕр.
Аньăн чĕри ют çын илтмелле тапрĕ. Ăшра ăшă-ăшă хумсем чупрĕç. Куçĕсемпе ачашшăн пăхрĕ вăл арçын çине.
— Анечка, ан тĕксе яр мана. Сисетĕп: эсĕ те мана килĕштеретĕн. Пăрусемшĕн каçар. Ухмахла пулса тухрĕ.
— Ав вĕсем кунта мĕн тăваççĕ! — кĕтмен сасă вĕсене шартах сиктерчĕ. — Ĕç вăхăтĕнче юратулла выляççĕ. Лере ав Ленăн Чернушки чирлесе ӳкнĕ, çăварĕнчен кăпăк кăларать. Вĕсем кунта айкашаççĕ.
Ритăн сăмахĕсем пăрлă шывпа сапнă пекех туйăнчĕç. Мĕн тери намăс! Лена экзаменсем вăхăтĕнче пăрушĕсене Аньăна шанса парса хăварнăччĕ. Мĕн туса хучĕ вăл!?
Аня Виктор Ивановича хăй умĕнчен хăвăрт сирчĕ те пăру витисем еннелле чупрĕ. Чернушка, чăнах та, кăпăк кăларса выртать. Темĕнле укол та туса пăхрĕ ăна Виктор Иванович — Чернушка чĕрĕлмерĕ. Касса пăхнă хыççăн вăл йĕкехӳресене панă эмеле ĕçсе вилни паллă пулчĕ. Йĕре-йĕре Аньăн куçĕсем те хĕрелсе ларчĕç. Йĕке хӳрисем юлашки вăхăтра ытла та хăюлланса çитрĕç çав; пăрусемпе пĕрлех апат çиме тухаççĕ. Район центрне кайсах эмел илсе килчĕ Аня вĕсене вĕлерме. Тулă кĕрпинчен пĕçернĕ пăтăпа пăтратса вите урайĕ айне хурса тухрĕ. Юлнă эмелне Вера аппана панăччĕ. Ун витинче те йĕке хӳресем алхасаççĕ иккен. Мĕнле пăхмалла халь Лена куçĕнчен?
Чернушкăшăн та Ленăн ĕç укçинчен тытса юлчĕç. Йĕке хӳресем валли хунă наркăмăша пăру епле тупса çиме пултарнине ниепле те ăнланмарĕ хĕр. Хăй айăпне туйса Виктор Иванович куçĕ умне курăнма именсе çӳрерĕ вăл. Куляннипе çĕр çывăрайми пулчĕ. Аня шухăшне сиснĕ пекех пĕр ирхине зоотехник хăй витене кĕрсе тăчĕ.
— Сывах-и, Анна Ильинична? — хĕре алă тытрĕ вăл. — Хăçан юлашки хут курнине те астумастăп Сире.
Хĕр чĕнменнине кура Виктор Иванович ун патнелле утрĕ.
— Манран тарса çӳренĕ пекех туйăнать. Хамăн та пуç çаврăнать шухăшланипе. Чернушка ниепле те хăма айĕнчи наркăмăша çиме пултарайман. Кунта темскер урăххи пур пек туйăнать. Эс айăпсăррине ĕненетĕп, Аня... Анчах урăхла тума май çук. Çынсем мĕн калĕç мана.
Ăньăн ăна сасартăк ăшра мĕн пуррине йăлт каласа парас килчĕ. Кĕçех йăмăкне шкула ямалла — ун вара пĕр пус укçа та çук. Анчах шарламарĕ вăл кун çинчен. Мĕскĕнленес темерĕ. Пасара панулми сутма тухма тивет ĕнтĕ каллех Маринен. Тен, çĕрулми пуçтаракансем вĕсен ялне килĕç. Ун чухне кăшт укçа тума пулатчĕ-ха.
— Нимех те мар, Виктор Иванович. Кун пеккине мар тӳснĕ, малалла та тӳсĕпĕр-ха, — Аня хăй киле кайма пуçтарăннине систерсе халатне хывса пăта çине çакрĕ. Тап-таса çуса тасатнă витрисене сĕтел çине ӳпĕнтерчĕ те аллине çăраççи ярса тытрĕ.
— Ан васка, Аня. Ман санпа калаçмалли пур, — хĕре аллинчен тытрĕ арçын.
— Калăр, эп Сире кун пек те илтеп, — ун аллине сирчĕ Аня.
— Çук, кунта мар. Каçхине Çавал хĕрринче пĕччен ларакан хурăн патне тухаймăн-и?
— П... пĕлместĕп, — Аня, чĕри хăвăрт тапма пуçланине Виктор Иванович сисесрен хăранă пек, кăкăрне икĕ аллипе хупларĕ.
— Эп сана кĕтетĕп, Аня. Ĕçсем пуçтарсан пырсам шыв хĕрне.
Аня киле таврăннă çĕре Марине каллех килте çукчĕ. Юлашки вăхăтра ир пуçласа каçченех урамра чупать йăмăкĕ. Кил тĕрĕшĕнче те аппăшне пулăшма пăрахрĕ. Хапха умĕнче вара ăна Лена кĕтсе илчĕ.
— Салам, тантăшăм, — тусне пырса ыталарĕ вăл. — Курманни... калаçмалли... мăй таран, — аллипе мăйне сĕрсе кăтартрĕ Лена.
— С... салам, — тантăшĕн ытамĕнчен хăтăлма васкарĕ Аня, — эс нимĕн те пĕлместĕн пулĕ-ха?
— Йăлтах пĕлетĕп. Анне каласа пачĕ. Сана пачах та айăпламастăп эп. Кунта урăххи.
— Виктор Иванович та çапла калать.
— Чернушкăна шел, паллах. Чи юратниччĕ. Анне каласа парсан йĕрсе те илтĕм. Эп пурпĕрех урăх фермăра ĕçлес çук тесе лăплантартăм хама.
— Диплом илтĕн эппин?
— Илтĕм, Анечка, илтĕм. Ахаллине мар, хĕрлине. Аспирантурăна кайма та, институтра юлма та сĕнчĕç мана. Анчах эп тăван ялах таврăнтăм. Уйрăлас килмест ман сирĕнтен.
Ничкасси ялĕ, чăннипех те, илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Тăвайкки çинче ларнăран тавралăх ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Вăрманĕ те çывăхрах. Яла тăватă пĕве хупăрласа илнĕ. Юнашарах Çавал шывĕ.
— Боря мĕнле-ха вара? Вăл таврăнма килĕшĕ-ши яла? — пĕр вăхăт ял çине пăхса тăнă хыççăн ыйтрĕ Аня.
— Ăçта кайса кĕтĕр-ха вăл? Мана юратать-çке. Вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн туй тăватпăр. Сидор Васильевичпа калаçрăм эп, инженер кирлĕ терĕ. Боря вара чăн-чăн инженер. Сăнĕ те ун завод умĕнчи Хисеп Хăми çинче.
— Саламлатăп сана, Лена, — тусĕшĕн чунтанах савăнчĕ Аня. — Санăн та пулин пурнăçу ăнтăрччĕ.
— Ан пăшăрхан, сан инкекӳсен вĕçне-хĕрне шыраса тупатпăрах. Виктор Ивановичпа курса калаçасшăн-ха эп.
Каçхи ĕçсене пуçтарнă тĕле те Марина киле таврăнмарĕ. Аня ăна Арслан пĕви хĕрринче шыраса тупрĕ.
— Эс çеç мана çӳреме чаран! — киле илсе килнĕшĕн кăмăлсăр пулчĕ йăмăкĕ. Ыттисем ав тĕттĕмчченех çӳреççĕ. Эс маншăн никам та мар! Итлеместĕп сана!
— Мĕн калаçан эс, Марина? Эп сан аппу. Мансăр пуçне урăх никам та çук сан. Ман та сансăр пуçне никам та çук. Эпир пĕр çемье.
— Ман юлташсем нумай.
— Леш касри Ольăпа Нина-и? Вĕсем Вера аппан йăмăкĕн ачисем. Вĕсем çинчен каланăччĕ-çке эп сана. Тата вĕсем санран аслă вĕт?
— Эс веçех суян! Вĕсем лайăх хĕрачасем! Мана паян пĕремĕк çитерчĕç. Эс вара канфет илме те укçа памастăн! Вĕсем сана вăрă тесе витлеççĕ. Эс колхоза çарататăн иккен.
Çак сăмахсем хыççăн Аньăн йăмăкне çупса ярас килчĕ. Анчах çапнипе Маринăна хăйĕнчен пушшех сивĕтессине ăнланса тивмерĕ.
— Лайăх юлташ нихăçан та усал сунмасть. Ольăпа Нина шкулта та япăх вĕренеççĕ. Пĕр класра икĕ çул ларчĕç. Мĕнле юлташсем вĕсем саншăн? Аппуна айăпсăртан вăрă тесе витленине шăп итлесе тăтăн пулсан мĕнле йăмăк эс маншăн? Пирĕн пĕр-пĕрне хӳтĕлемелле тесе миçе хутчен каламалла сана?
Марина çывăрса кайсан та чĕри ыратма чарăнмарĕ Аньăн. Ытла та çине-çинех капланса пычĕç инкекĕсем. Çирĕм улттăрах чĕре эмелĕ ĕçме пуçларĕ Аня. Çавал хĕрринчи пĕччен хурăн патĕнче Виктор Ивановича тул çутăличчен кĕтни те кăлăхах пулчĕ — лешĕ пымарĕ. Улталарĕ. Çак çĕр çинче хăйне пĕччен юлнăн туйрĕ Аня. Сăвă йĕркисем те хăйсем тĕллĕнех çуралчĕç.
Этем пуличчен, шыври пулă пулса
Таçти тарăнлăхра ишесчĕ.
Суя элекрен, инкекрен ман тарса
Хăмăшлăха кĕрсе пытанасчĕ.
Ирхине фермăра хăйне лăпкăн тытма тăрăшрĕ Аня. Пăрушкисене уя илсе тухнăран уçă сывлăшра ĕçлеме те кăмăллă. Виктор Ивановича тĕл пуласран хăраса çӳрерĕ хĕр, анчах лешĕ, телее, улăха анмарĕ. Каçхине Лена та пымарĕ тантăшĕ патне. Аньăна ку пăшăрхантарчĕ, паллах. Анчах йăмăкĕ пирки хурланни пур хуйха та путарчĕ. Кирлĕ-кирлĕ маршăн чĕрре кĕрет Марина. Аппăшĕ калани çине часах хирĕç хурав тупать. Çав каç вĕренме пăрахма шут тытрĕ Аня. Экзаменсем вăхăтĕнче ирĕке юлнăран пăсăлать тесе шутларĕ аппăшĕ йăмăкĕ пирки. Вăл ялхуçалăх академийĕнче вĕренме пăрахасси пирки çыру çырса каçа пăхмасăрах клуб умĕнчи почта ешĕкне кайса ячĕ. Хăй пысăк йăнăш тунине хĕр чĕри ун чухне ăнланмарĕ-ха.
* * *
Çул хыççăн çул иртрĕ. Марина та тăххăрмĕш класран вĕренсе тухрĕ. Малалла вĕренес темерĕ вăл: аппăшĕ каланине итлемесĕрех Ольăпа Нина вĕренекен кулинари училищине вĕренме кĕчĕ. Аттестатри паллисем начаррине кура Аня та ăна чарса тăрас темерĕ. Вера аппан йăмăкĕн ачисемпе кайни çеç ăна хумхантарчĕ. Лешсен хулари тăванĕ ĕçлет иккен вăл училищĕре. Вырнаçтараканĕ те вăлах. Çынран кивçен укçа илсех ăсатрĕ ăна Аня.
Лена та, ĕмĕтленнĕ пек, ялта юлмарĕ. Лайăх инженера заводран ярасшăн пулман иккен: тухса каяссине пĕлсенех икĕ пӳлĕмлĕ хваттер панă. Туй хыççăнах вăл Ленăна та хăйпе пĕрле илсе кайрĕ. Малтанах çыру çыратчĕ-ха тантăшĕ. Кайран вĕсем сайра килкелерĕç, унтан пачах килми пулчĕç. Икĕ хĕр çуратрĕ Лена.
Виктор Иванович вара çаплипех «Ишек» колхозра зоотехник пулса ĕçлет. Яланхи пекех вăл Аньăна алă тытса сывлăх сунать, ĕçĕсемпе интересленет. Унтан куçĕсене хĕр куçĕнчен тартса витенелле утать. Ултă çул иртрĕ вĕсем юнашар тăрса калаçнăранпа. Ытла та çепĕççĕн калаçнăччĕ унпа ун чухне Виктор Иванович. Иккĕшĕ Çавал хĕрринче тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Вăл вара... пымарĕ. Сăлтавне те тĕпчемерĕ Аня. Мĕскĕнленес темерĕ. Тен, ун чухне чуна уçса калаçнă пулсан пурнăçĕ те урăх йĕрпе кайнă пулĕччĕ. Анчах ӳкессе пĕлсен тӳшек сарма хушнă. Виктор Иванович та хăй мĕншĕн пыманни пирки шарламарĕ. Хĕрĕхрен иртнĕ арçыннăн тăнлавĕсем те кăвакарчĕç ĕнтĕ. Аня хăй те çӳç пĕрчисем хушшинче кăваккисене асăрхарĕ.
Çапла майĕпен шурĕ Ничкассинчи пурнăç. Ваттисем вилсе пычĕç, çамрăккисем ӳссе çитĕнсе хуланалла тухса кайрĕç. Яла юлакансем те пур. Витерен илтĕнекен çамрăк хĕрсен куллине Аня тепĕр чухне ăмсанса итлесе тăрать. Вĕсен çулĕнче уншăн та пурнăç çапла яланах аван пулассăн туйăнатчĕ. Анчах такăр пулмарĕ вăл. Калăн: хĕр çĕр çине инкек тӳсме çеç çуралнă. Тумхах хыççăн тумхах такăнтарчĕ ăна. Пĕрремĕш юратăвĕ те телей кӳмерĕ. Çулсем иртнĕçемĕн ăна пĕр ыйту канăç памарĕ: Виктор Иванович хăй Аньăна килĕштернине куçкĕретех систерчĕ пулин те Ритăна качча илчĕ. Мĕн пулса иртнĕ çав каç? Аня кун çинчен никампа та калаçмарĕ — вăрттăн хуйхине чĕри тĕпнех пытарчĕ. Юлашки вăхăтра вара Виктор Ивановичран час-часах эрех шăрши кĕнине сисрĕ.
— Аня, атя киле, мĕн шута кайса ларатăн? — Марук аппа сасси шартах сиктерчĕ ăна. — Тахçанах курса калаçман санпа. Кӳршĕре пурăнатпăр вĕт. Мĕнле пурăнан-ха эс?
— Мĕн пурăнни ĕнтĕ Марук аппа. Пĕртен-пĕр тăванăма та йĕркеллĕ ӳстереймерĕм. Мĕнле пурăнать-ши Марина хулара? Йăнăш çулпа кайман-ши? Çыру та çырмасть вĕт.
— Ытла ачаш ӳстертĕн çав эс ăна. Пĕчĕк чух ман Гришăпа туслă чухне аван хĕрачаччĕ. Çав Ольăпа Нинах пăсрĕç хĕрачана. Нинукне ав аттестат та паман теççĕ. Сысна фермине ĕçлеме вырнаçнă халь. Оли те аран-аран вĕренкелет тет.
— Шкулĕнчен пирĕн те аран-аран вĕренсе тухрĕ. Итлемерĕ эп каланине. Ют çын сăмаххи хаклăрах пулчĕ уншăн.
— Хăвăн та пурнăçу ăнмарĕ ав. Вăхăтна ытларах ĕçре ирттеретĕн. Каплах пулсан ватта та юлăн.
Марук аппа хăйне ват хĕрсен шутне кĕртнине аванах сисрĕ пулин те Аня шарламарĕ. Шахвăртса каланă сăмах тĕрĕсех.
— Пурнăçĕ арканса пырать. Çамрăккисем çеç мар, ваттисем те ăсран тайăла пуçларĕç. Йăлт ĕçкĕпе иртĕхеççĕ. Виктор Иванович та ĕçме пуçларĕ. Витесене кĕрсе курми пулчĕ.
— Сисрĕм-ха, — юратнă çынни çинчен калаçу хускалсан Аня чĕри хыттăн тапма пуçларĕ. — Вера аппан сăмакунĕ сутмалăх та пур та килте ĕçтерет кăна пулĕ.
— Верук аппа тетĕн тата эс ăна, — сиввĕн пӳлчĕ ăна кӳрши. — Хăв çинчен темĕн те пĕр калаçать, эс ним пулман пек çӳретĕн.
— Çын сăмаххине тахçанах итлеме пăрахнă эп, Марук аппа. Темĕнле лайăхра та хурине шыраса тупаççĕ. Пурин умĕнче те тӳрре тухаймăн.
— Виктор Ивановича та алăран вĕçертрĕн. Мĕнле арçынччĕ. Пĕтет вĕт Ритăпа. Пĕрре авланса уйрăлнăшăн тиркерĕн-ши?
— Мĕнле пĕрре авланса уйрăлнă?! Эп кун çинчен нимĕн те пĕлместĕп.
— Чăнах-и? Эпир сана çавна пĕлсе сивĕннĕ тесе.
— Çук-çук, эп кун çинчен пĕрремĕш хут илтетĕп.
Мĕнле-ха капла? Эппин, Виктор Иванович пĕрре авланса уйрăлнă. Мĕншĕн-ха вăл кун çинчен Аньăна пĕрре те каламан? Тепĕр тесен, савнисем те пулман вĕт-ха вĕсем. Пĕрле ĕçлеççĕ çеç. Ритăпа мĕншĕн çапла хăвăрт пĕрлешрĕç-ши? Шухăш вĕçне çитеймесĕрех ыйха путрĕ Аня.
Çав вăхăтра Верук аппа килĕнче юрă янăрарĕ. Ирхине вырăн çинчен аран-аран тăчĕ Виктор Иванович. Çур çĕрчченех ĕçсе ларчĕç вĕсем ĕнер. Пуçĕ чăтма çук ыратнăран ăна икĕ аллипе ярса тытрĕ. Вырăнне те сармасăрах çывăрнă. Тепĕр тесен, сарнипе сарманни те пĕрех. Хăй хăçан таса вырăн çинче çывăрнине те астумасть вăл. Юнашарах арăмĕ ахлатса выртать. Çамки çине йĕпетсе хунă алшăллийĕ куçĕ çине шуса аннă. Çăварĕнчен юхакан сĕлекине курсан арçын урайне лачлаттарса сурчĕ.
— А-а, кĕрӳ тăнă-çке. Пуçу ыратать пулĕ-ха. Часах мухмăр чĕртĕпĕр, — ĕне суса кĕнĕ хунямăшĕ пĕр чарăнми калаçрĕ кĕрӳшĕпе. — Тăварласах парам-ха.
— Ах, пар-ха часрах, пуç çурăлать. Чĕре чикет.
— Анне, мана та пар-ха. Ман та пуç ыратать. Эрех ĕçсен çывăрайми пултăм юлашки вăхăтра, — куçĕсене сăтăрса Рита та вырăн çинчен анчĕ.
— Ĕçе кайса килесчĕ, çынран аван мар кун пек, — мухмăрне чĕртнĕ хыççăн тумланма пуçларĕ Виктор.
— Сансăр та ĕçлĕç-ха пĕр кун. Эс Анука курма каясшăн пулĕ-ха унта. Çав чупкăна...
— Чарăн! — арăмне çутăлтарса ячĕ упăшки. — Ан хăй ăна варалама! Сана пула уйрăлчĕç пирĕн çулсем!
— Мана пула?! Эпĕ-им вара вăл инвалид ачана пăрахаканни? Эпĕ-им вуникĕ çул хушши алимент тӳлекенни?!
— Эс аван пĕлетĕн эп вăл чупкăна мĕншĕн пăрахнине, ачана интерната панине. Ан аса ил урăх ун çинчен. Ман чĕрене ан тапрат! Унсăрăн... — арăмне çапма хатĕрленчĕ Виктор.
— Эс мана хĕнеме-и?! Эп сана тĕрмене те хуптарма пултаратăп вĕт!
— Эс мана... тĕрмене?! Мĕншĕн?
— Астăватăн-и темиçе çул каялла пăрусем çухалнине? Эпир аннепе турăмăр ăна. Сан пек алă пусса тутарсене парса ятăмăр. Чернушкăна та эпирех тĕп турăмăр! Тĕкĕнме хăйнă пул мана! Эп сана тĕрмере çĕртĕп!
— Эсĕ... эсĕ... — чĕлхи çыхланнипе шухăшне уçса параймарĕ Виктор.
— Хĕрĕм! Мĕн туса хутăн эс?! — ĕçме пуçланă эрех черкки аллинчен ӳкрĕ амăшĕн.
— Ан тив, пĕлтĕр! Халь тин вăл ниçта та каяймасть пирĕн патран! Аня кун хыççăн унпа калаçмĕ те! Пăрусене зоотехник хăй сутнине пĕлсен вăл çакăнса вилĕ. Эс тĕрĕсех калатăн, Аня таса хĕр. Вăл пурне те хăй пек тесе шутласа йăнăшать. Ашшĕ пур çинче хĕрĕ интернатра ӳснине пĕлсен санпа сывлăх сунма мар, ĕçрен пăрахса каять.
— Чарăн! — сурчăк сирпĕтсе ятлаçакан арăмне çупса ячĕ упăшки.
— Ай-уй, кĕрӳ, вĕлерен вĕт! Ĕнер анчах юрла-юрла ĕçрĕмĕр-çке. Ман çуралнă куна уявларăмăр. Паян ирех çĕмĕрлетĕр. Атьăр-ха пĕрех хутчен шаккаса ĕçер, — кĕрӳшĕпе хĕрне çураçтарма тăрăшрĕ Вера аппа.
— Ярса пар-ха пĕр мăн стакан... хуняма, — шăл витĕр калаçрĕ Виктор. — Ĕçер! Çынна тĕп тунине паллă тăвар! Эх, ирсĕрсем! Çын чунне ăнланма пĕлместĕр эсир! Яланах кама та пулин усал тума тăрăшатăр! Вçо! Тек ура та ярса пусмастăп сирĕн пата!
Кĕрӳ тата упăшка алăка шанлаттарса хупса тухса кайнă хыççăн амăшĕпе хĕрĕ пĕр хушă çăвар карса пăхса тăчĕç, унтан иккĕшĕ те харăсах аллисене эрех кĕленчи еннелле тăсрĕç.
— Ан кулян, анне. Нимĕн те тăваймасть вăл. Килти выльăх килех килет. Атя, шаккаса ĕçер лучшă.
Эрех мар, арăмĕн сăмахĕсем ӳсĕртсе ячĕç Виктор Ивановича. Мĕнле сисмен-ха вăл çав киревсĕр ĕçе Ритăпа амăшĕ тунине? Рита Аня çинчен яланах япăх калаçнине пĕле тăркачах ăна качча илчĕ. Йăлт эрехе пула пулчĕ çак инкек. Шăп Аньăпа тĕл пулма калаçса татăлнă кун Ритăпа амăшĕ ăна ĕçтерсе ӳсĕртрĕç. Хăй вырăн çине мĕнле лекнине те астумасть Виктор Иванович. Кайран ача пулать тесе хăратрĕç. Пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă ачине те интерната пама тивнĕрен урăх ачисене тăлăххăн ӳстерес темерĕ арçын — авланчĕ. Рита вара пилĕк çул иртрĕ пулин те ача амăшĕ пулаймарĕ. Фермăра йывăр ĕçлесе ӳкрĕ терĕ вăл упăшки ача пирки ыйтсан. Качча тухсан ĕçлеме пăрахрĕ пулин те Сидоровсен килĕнче ача сасси илтĕнмерĕ. «Аньăн çемçе чунне вараларĕç ирсĕрсем! Эх, унпа пĕрлешнĕ пулсан... Йăлт каласа парасшăнччĕ-çке эп ăна вăл каç. Пулмарĕ. Шăпа мар, эппин», — шухăшларĕ арçын.
Виктор Иванович паян хăйне урăхларах тытнине ăна курсанах туйрĕ Аня. Вăл кашни витене кĕрсе ĕçсем мĕнле пынипе интересленчĕ, тасамарлăхшăн ятларĕ, пăрусене виçсе пăхрĕ. Аньăн пăрушĕсем каллех чи нумай ӳт хушаканнисем пулчĕç. Хăйне малтанхи пек мухтасса, ăшă сăмах каласса кĕтрĕ хĕр, анчах Виктор Иванович Аня çине хура куç харшисем айĕн пăхса илчĕ те... нимĕн те шарламарĕ. Сиввĕнреххĕн пăхнă пек туйăнчĕ Аньăна. «Тата мĕн турăм-ши?» — вĕлтлетрĕ шухăш хĕр пуçĕнче. Вăл сылтăм аякĕ чиксе ыратнине туйрĕ, кĕсьинчен чĕре эмелне кăларса çăварне хыпрĕ. Зоотехник та пăру пăхакансем патĕнче тытăнса тăмарĕ — ĕне вити еннелле сулмаклă утăмсемпе утса кайрĕ. Аня ун хыçĕнчен тунсăхлăн пăхса тăрса юлчĕ.
— Манаймастăн пулас эс ăна, çапла-и? — çак сăмахсем кĕтмен çĕртен пулнăран шартах сикрĕ хĕр. — Эс хăçан ун хыççăн чупма пăрахатăн?
Ритăран эрех шăрши кĕнине тӳрех сисрĕ Аня. Пичĕ-куçĕ те тăртаннă çамрăк арăмăн.
— Эс йăнăшатăн. Вăл сан упăшку пулнине пĕлсе тăрсах ун хыççăн чупас çук эп. Тепĕр тесен, вырăссем калашле, икĕ атă пĕр мăшăр вĕт эсир.
— Пирĕн хушша ан кĕр! Ват хĕр пулса юлтăн та çемьеллĕ çынсене ăмсанатăн! Виктор сана валли мар! Вăл романтичнăй хĕрарăмсене юратать. Эс вара çул хĕрринчи пиçен курăкĕ пек — тытма çук чикетĕн. Скучно санпа.
Аня тек хирĕç чĕнмерĕ ăна. Тислĕке тапратсан таврана пушшех шăршă сарăлĕ.
— Эс ма чĕнместĕн?! Хăвна çав тери ăслă тесе шутлатăн-и? Институтна та пĕтереймерĕн! Йăмăкунтан та путлĕ çын пулас çук, уроксене те çӳремест тет.
— Мĕн терĕн эс? — Ритăн сăмахĕсем хĕре сисчĕвлентерчĕç. — Кам каларĕ сана кун çинчен?
— Оля. Каччăсемпе явăçса кайнă терĕ. Ăна кĕçех училищĕрен кăларса яраççĕ тет.
Аня Ритăна хăй умĕнчен сирчĕ те килĕ еннелле хыпаланса утрĕ. Хирĕç пулнă Марук аппана та сăмах хушса тăмарĕ вăл. Килне кĕрсе арчинчен пур-çук укçине илчĕ те урама тухма хатĕрленчĕ. «Чим-ха, — терĕ ăна çав вăхăтра ăшри сасă, — кам сăмахне итлетĕн эс? Вăл сана кураймасăр та калама пултарнă çав сăмахсене. Марина ун пек хăтланма пултараймасть». — «Çук, сан ăна кайса курмаллах. Тĕрĕссине пĕлмелле, — хуравларĕ ăна хирĕç тепĕр сас. — Чăнах та, Марина юлашки вăхăтра яла та килми пулчĕ, çыру та çырмасть. Сан унпа курса калаçмаллах».
Вăл правленине чупса çитнĕ чух Сидор Васильевич вырăнтахчĕ-ха.
— А-а, Анна Ильинична, иртсе лар. Мĕн çăмăлпаччĕ? — председатель сĕтел хушшинчен тухса хирĕç пырса алă тытрĕ Аньăна.
— Сидор Васильевич, ман хулана кайса килмелле. Икĕ кунлăх отгул парăр-ха мана.
— Мĕн пулнă сире паян пурне те? Анчах Виктор Иванович кĕрсе тухса кайрĕ. Вăл та хулана каясшăн. Петюксен Мишши паян шăпах Шупашкара каять, кайса килĕр ара. Мĕн пулчĕ тата ун пек сасартăк?
— Йăмăка, Маринене, кайса курас тетĕп. Ырă мар хыпар илтрĕм.
— Ăна эп те илтнĕччĕ-ха. Санпа курса калаçас тенĕччĕ. Аçу çапах та ман юлташчĕ. Çын сăмаххи тепĕр чухне, хăвах пĕлен, кастарать. Пустуй калаçаççĕ пулĕ терĕм. Ун пек-кун пек пулсан тӳрех яла илсе кил. Ĕç тупса паратпăр.
Виктор Ивановичпа икĕ сехет хушши пĕр машина çине ларса каясси савăнтармарĕ хĕре. Унпа калаçса чĕре суранне тапратас килмерĕ. Çапах та урăх машина çуккине кура килĕшмеллех пулчĕ. Çул тăршшипех чӳречерен аяккалла пăхса пычĕ вăл. Хушăран Петюк Мишшипе калаçкаласа илчĕ. Ытларах лешĕ калаçрĕ, паллах. Арăмĕ, колхозра дояркăра ĕçлекен Зоя, тин çеç ывăл çуратса панипе савăннăран чарăна пĕлмесĕр пакăлтатрĕ Мишша. Йăмăкĕ пирки шухăша путнăран ун сăмахĕсем хĕр хăлхине кĕмерĕç те.
Марина пурăнакан общежитине часах шыраса тупрĕ Аня. Уроксем пĕтнĕ пулин те пӳлĕмне таврăнмарĕ йăмăкĕ. Тĕттĕм пуличченех кĕтрĕ ăна аппăшĕ. Килне васкакан Петюк Мишши каллĕ-маллĕ утса ывăннă хыççăн Аньăна кĕтсе илеймесĕрех яла таврăнчĕ. Виктор Иванович та пĕччен хăварас темерĕ ăна хулара; тĕттĕм пуличченех шырарĕç вĕсем Маринăна. Анчах лешĕ ниçта та курăнмарĕ. Зоотехник хĕре тăванĕсем патне çĕр выртма илсе кайрĕ. Малтанах килĕшесшĕн марччĕ Аня, анчах кĕсьери укçине шутласа пăхрĕ те гостиницăра çĕр каçма сахаллине ăнланса килĕшрĕ.
Пуян пурăнаççĕ иккен Викторăн пиччĕшĕсем. Икĕ ывăллă çемье тăватă пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнать. Сăнĕпе каснă-лартнă Виктор пек пиччĕшĕ. Мăшăрĕ, вырăс хĕрарăмĕ, питĕ тарават кĕтсе илчĕ вĕсене. Сăнӳкерчĕксем пăхакан Аня тăвансем мĕн пупленине те аванах илтрĕ, анчах калаçу мĕнле Лиза пирки пынине тавçăраймарĕ хĕр. Çакна аван ăнланчĕ: Виктор Иванович ăна питĕ хытă юратать, кунĕн-çĕрĕн ун çинчен шухăшлать. «Эппин, мана çеç мар, Ритăна та улталать вăл. Епле киревсĕр çын иккен пирĕн зоотехник», — шухăшларĕ хĕр.
Тепĕр кунне те шыраса тупаймарĕ Аня йăмăкне. Училишĕне те пыман Марина. Такам систернĕ пулас аппăшĕ килнине. Оля та Аньăна курсан тарçа пытанчĕ. Айван чĕрине пушшех те амантса таврăнчĕ хĕр. Йăмăкĕ çапла хăтланнишĕн вăтанса çул çинче зоотехникпа та сăмах хушмарĕ. Маринăна ăçта шырамаллине Виктор Иванович та пĕлмерĕ. Милици уйрăмне пĕлтерес тенĕччĕ — зоотехник кăштах тăхтама ыйтрĕ.
— Аня, — яла кĕрес умĕн хĕре аллинчен тытрĕ арçын, — пĕрле шыраса тупатпăр Маринăна, ытлашши ан хурлан çеç. Эп пиччене адресне, хушаматне парса хăвартăм, вăл шыраса тупатех. Ман çинчен ялта темĕн те калаçма пултарĕç, ан ĕнен. Çынсем йĕпрен лум тума юратаççĕ. Пулманнине пулнă тăваççĕ. Ан ĕнен. Вăхăт çитсен хамах йăлт каласа парăп. Халь мар. Сан хăвăн та хуйху пысăк. Кирлĕ чухне кала мана, эп саншăн тем тума та хатĕр.
Ун сăмахĕсем çине нимĕн те хуравламарĕ хĕр. Паянхи кун тĕрлĕ шухăшпа пуçĕ пăтранчĕ ун. Тĕрĕс шухăш патне тухаймарĕ çапах та. Виктор Иванович та хыпалансах ферма еннелле утрĕ. Аня та пăрăвĕсене кĕрсе пăхасшăнччĕ, анчах фермăна умлă-хыçлă пырса кĕрсен çын тем калаçасран шикленсе каймарĕ. Ахаль те хулара пĕрле çĕр каçнине пĕлсен çимеллипех çийĕç. Виктор Ивановичăн ăшă сăмахĕсем ăна хурлантарчĕç. Хăй çак вăхăтра çĕр çинче пĕччен маррине туйрĕ Аня. Анчах чĕре çывăхĕнчи арçын пурнăçра унран ытла аякра: ун арăмĕ пур. Хĕр куççулĕ витĕр усал шухăшсене сирес тесе хуллен юрă ĕнĕрлесе килĕ еннелле утрĕ. Анчах юрлама-и кун пек чухне. Тăварлă куççулĕ пĕр чарăнми юхрĕ. Çул ик енĕпе ӳсекен ыраш ун кăмăлне çемçетрĕ. Ун ăшĕнче темĕнле кайăк савăнсах юрлать. Йăмăкĕпе ача чухне ыраш хушшипе утма юрататчĕç вĕсем. Марина ахăлтата-ахăлтата аппăшĕнчен таратчĕ. Йăмăкĕ утмăлтурат чечекĕсене килĕштеретчĕ. Час-часах аппăшĕ валли пуç кăшăлĕ çыхатчĕ. Сап-сарă çӳçлĕскер пирĕшти пекех туйăнатчĕ тырă ăшĕнче. «Мĕншĕн-ха эп ун çинчен иртнĕ вăхăтпа аса илетĕп? Тупăнать Марина. Эпир унпа пурăнăпăр-ха. Такам та йăнăшма пултарать. Ăçта-ши эс халь, Марина?» — сасăпах калаçса утрĕ хĕр. Мĕн çавăрчĕ-ши çамрăк хĕр пуçне? Кам пăрчĕ-ши ăна тĕрĕс çулран? Çак ыйтусем канăç памарĕç Аньăна.
Килкартине кĕрсенех Аня хăйĕн выльăхĕсене такам апат парса хупнине асăрхарĕ. Урайне те çуса тухнă иккен. Аня йăмăкĕ киле таврăннă пулĕ тесе хыпаланса пӳрте чупса кĕчĕ. Сĕтел çинче вĕри яшка пăсланса ларать. Ирхине васканипе пуçтарман вырăнсем те типтерлĕ.
— Марина! — савăккăн чĕнчĕ аппăшĕ йăмăкне. — Марина, ăçта эс?!
— Эпĕ-ха ку, Аня. Çăраççи ăçта хунине пĕлсе кĕтĕм.
Тĕпел кукринчен тухакан хĕр-тантăшне, Ленăна, курсан Аньăн куçĕсем хуралса килчĕç. Чӳречесем, мачча чалăшнă пек туйăнчĕ ăна. Вăл тăнне çухатрĕ. Икĕ кун апат çименскерĕн урисем лĕнчĕрех кайрĕç.
Вунă кун выртрĕ Аня больницăра. Юн пусăмĕ пысăк пулнăран врачсем уçăлса çӳреме те ирĕк памарĕç ăна. Хĕрĕн те никампа калаçас килмерĕ. Врачсене вăл хăй патне никама та кĕртме хушмарĕ. «Хура куçлă вăрăм арçын» камне те ăнланчĕ Аня. Ун патне те тухмарĕ. Пĕччен пулас килчĕ ун. Килне те никама систермесĕр, вăрттăн, темĕнле киревсĕр ĕç тунă пек вăтанса таврăнчĕ. Марук аппăшĕ умĕнче çеç ăшра капланса тулнине ирĕке кăларчĕ.
— Ăçта йăнăшрăм-ши, Марук аппа? Ăна çын тăвас тесе хам вĕренме пăрахрăм. Аннене вилес умĕн панă сăмаха пурнăçлас терĕм. Вăл мана Маринăран вĕреннĕ çын тума хушса хăварчĕ. Эп ăна ĕçлеттермерĕм, вĕрентĕр терĕм. Вăл вара...
— Пĕрле ĕçлеттернĕ пулсан, тен, çапла пулса тухман пулĕччĕ. Пĕчĕклех ирĕке вĕренчĕ çав Марина. Ман Гриша та ашшĕсĕр ӳсрĕ. Мĕн ачаран хампа пĕрле ĕçлерĕ. Института та вĕренме кĕчĕ. Халь салтакран кашни эрнере çыру ярса тăрать. Этем ĕçре туптанать, ачам. Йывăрлăх курса ӳсмен çын çăмăлттай пулать, ан ман çавна.
— Халь тин иртнине тавăрайман. Маринăна тупасчĕ çеç. Эп ăна вăйпа яла илсе килетĕп. Хампа пĕрле фермăна илсе каятăп. Тупасчĕ çеç.
Анчах эрнерен те, уйăхран та Марина сас-хура памарĕ. Вера аппа йăмăкĕн, Зойăн, хĕрĕсемпе те темиçе курса калаçрĕ Аня. Анчах вĕсем Аньăна курсан самантрах тарса çухалчĕç. Училищине те çыру çырса пăхрĕ — унта вĕренме пăрахнă иккен Марина. Паян та Аня хуларан хыпарсăрах таврăнчĕ. Выльăхсене апат панă хыççăн вăл çывăрма выртма хатĕрленчĕ.
— Аня, эс килте-и? — кĕçех чӳречерен шакканă сас илтĕнчĕ.
— Кам унта?
— Эпĕ-ха ку, Верук аппу.
Хăй çинчен киревсĕр сăмахсем саракан çынпа калаçасшăн та марччĕ хĕр. Анчах вăл Маринăпа туслă пулнă Ольăпа Нинăн аккăшĕ пулнине аса илчĕ те алăка уçрĕ.
— Эс çывăрма хатĕрленнĕ пулĕ-ха та. Эп нумай тăмастăп. Аня, ан çилленсе пурăн ман çине. Мана та çăмăл мар. Эп те тĕрĕс мар турăм. Хĕрĕм хыççăн кайрăм. Ман ача-çке вăл, шеллерĕм.
— Халь тин ăна аса ан ил, Верук аппа. Мĕн çăмăлпаччĕ эс? — хăйĕн çывăрас килнине систерсе анасларĕ хĕр.
— Нинукпа Оля калаçнине вăрттăн итлесе тăтăм. Çавна пĕлтерес тесе килтĕм сан пата. Марина пирки, ара.
— Ăçта Марине?! Мĕн пулнă?! — йăмăкĕн ятне илтсен çывăрас килнине те манса кайрĕ Аня.
— Те калас ĕнтĕ, те калас мар?
— Кала, Верук аппа, кала! Йывăр пулсан та кала! Мĕн пулнă Маринăпа?!
— Каччăсемпе çыхланса кайнă тет сирĕн Марина. Ача çуратма хатĕрленет, ашшĕ камне те пĕлмест, ӳсĕр пулнă тет.
— Çук, пулма пултараймасть! Марине эрех мар, нихăçан сăра ĕçсе курман. Пирĕн ратра та эрех ĕçекен, çапла ята яракан пулман! Суя ку!
— Хам хăлхапа хам илтрĕм ара. Хоспоти тăвап, — Верук аппа Турăш умĕнче хĕремесленсех сăхха ячĕ. — Тупата туршăн çапла терĕç йăмăкăн ачисем. Училищĕрен кăларса янă тет ăна. Кăвак куçпа час-часах çӳрет тет ара.
— Суятăн эс! — ватă çынна пĕсехерен ярса тытрĕ Аня. — Марина ун пек тума пултарайман!
— Тунă çав — хĕр аллисене хаяррăн сирчĕ Верук аппа. — Хальхи çамрăксем вĕсем иртĕхсе кайнă! Эрехне те пирĕнтен нумай ĕçеç.
— Çук-çук, пулма пултараймасть. Марина... мĕнле-ха çапла... намăс.
— Эс ытлашши ан хуçăл-ха, — йĕрекен хĕре лăплантарасшăн пулчĕ Рита амăшĕ. — Лăплан. Хăвна хăв ан асаплантар. Ак, ĕç-ха çакна, пулăшаканччĕ.
— Мĕн ку? Эрех?!
Верук аппа хĕвĕнчен эрех кĕленчине кăларса сĕтел çине лартрĕ. Икĕ черкке тултарса пĕрне Аня еннелле тăсрĕ.
— Илсе чик каялла. Эп халиччен те эрех тутанса курман. Ĕçес те марччĕ.
— Ну хăвăнне хăв пĕл. Эп хăвна çăмăл пултăр тесе çеç. Эрех çывăрса кайма пулăшать. Ак, кунта ярса хăварап, тен, кайран ĕçен.
— Çук-çук, илсех кай, кирлĕ мар.
Верук аппăшне ăсатса янă хыççăн чылайччен çывăрса каяймарĕ хĕр. Чӳречерен кĕрекен тулли уйăх çути пӳрт ăш-чикне çутатрĕ. Ытла та хăрушă пулчĕ Вера аппа хыпарĕ уншăн. Мĕншĕн-ха çапла пулса тухрĕ? Ашшĕ-амăшĕ те ялта хисеплĕ çынсем пулнă. Аня çинчен пĕр вăхăт пăрусем çухалнăшăн калаçкаланăччĕ ялта, паллах. Ытти енчен вăл хăйне яланах йĕркеллĕ тытнă. Кама хыврĕ-ха, эппин, Марина? Мĕн пĕчĕкрен ăса вĕрентрĕ вăл ăна. Аня хăй те тĕрĕс çултан пăрăнас марччĕ тесе пурăннă. Çын сăмаххинчен хăраса мар, хăнăхнă йăлипе çапла пурăннă. Пĕчĕк йăнăшшăнах хăйне хытă айăпланă вăл, малашне вĕсенчен пăрăнма тăрăшнă. Кашни утăма шухăшласа тунă. Хăйне усал сунакансене те ырăпа тавăрнă. Чылай çын йывăр вăхăтра пулăшу ыйтма килнĕ ун патне. Аня вăхăтне шеллемесĕр вĕсене пулăшнă. Нихăçан никама сив сăмахпа тавăрман. Эппин, ăçтан киревсĕрлĕхе вĕренчĕ-ши Марина? Шухăшсен вĕçне-хĕрне тухаймасăр пӳрт тăрăх кускаларĕ Аня. Канăçа çухатнă чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратрĕ. Минтере çавăра-çавăра ывăнсан та ыйхă килмерĕ. Çав вăхăтра Верук аппаран эрех илсе юлманшăн ӳкĕнчĕ вăл. «Кăшт ĕçнĕшĕн мĕн пулатчĕ-ши ĕнтĕ? Тек çамрăк çын та мар», — шухăшларĕ вăл. «Çук, чăтас пулать. Эрех пиркиех Марина асап тӳсрĕ. Вăл вăхăтлăх кăна ирттерĕ хуйхуна. Хăвăнтан хăв ниçта та тарса пытанаймăн», — хуравларĕ ăна хирĕç ăшри тепĕр сас. Çĕрĕпе çывăраймасăр выртнăран Аня шыçнă куçĕсемпех ирхине ĕçе тухса утрĕ.
Арăмĕ патне таврăнас теменччĕ Виктор Иванович, анчах Рита ĕçре кунĕпех ун хыççăн çӳрерĕ. Ирхине ирех фермăна килет. Витесем тăрăх та пĕрлех çӳрет. Çынсенчен аванмарланать зоотехник. Рита ниепле те хăпма пĕлмерĕ унран. Йăпăлтатса та пăхрĕ унпа зоотехник — усси пулмарĕ. Таврăнмасан Аньăна пăрусем пирки каласа парассипе хăратрĕ.
— Эс алă пусса пăрусене тутарсене сутнине пĕлсен сан çине çаврăнса та пăхмĕ вăл. Таврăн киле, Виктор. Эп сансăр тунсăхласа çитрĕм.
Аньăна тĕл пулса йăлт тĕрĕссине каласа парасшăнччĕ Виктор Иванович. Рита хăйĕнчен хăпманни тарăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ ăна. Аня та сивĕнчĕ унран: тĕл пулсан сывлăх сунать те пуçне чиксе иртсе каять. Йăмăкĕ пирки ялта ырă мар калаçнине илтнĕ-ха вăл. Пĕччен пурăнаканскере çине-çине килсе çапнă хуйхăсене тӳсме çăмăл маррине те ăнланать. Курса калаçас, ăна лăплантарас килет арçынăн. Анчах çынсем тĕрĕс мар ăнланса хĕр çинчен усал сăмах сарасран шикленет. Çапах та пĕччен хăварма юрамасть инкекре Аньăна.
— Нина Петровна, — чĕнчĕ вăл пĕррехинче Лена амăшне каçхи ĕçсем вĕçленсен, — сирĕн Лена хăнана килнĕ терĕç, çапла-и?
— Ĕнер каç килчĕ ачисемпе. Кĕрӳн ĕçлемелле тет те, вăл килмен.
— Ман унпа курса калаçмаллаччĕ те.
— Юрĕ, фермăна анма калăп.
Ленăна сывлăх сунсанах Виктор Иванович Аня çинчен сăмах хускатрĕ.
— Эс унпа мĕн ачаран туслă Лена. Ăна аван пĕлен. Пулăш Аньăна. Вăл питĕ улшăнчĕ юлашки вăхăтра, ялан чĕмсĕр çӳрет.
— Пĕлместĕп, тем каласа йăпатмалла ăна. Сăмах пулăшаймĕ ун пек чухне. Йăмăкне шыраса тупсанах иртет-ха вăл хурланни. Ун пĕр сăмах — Марина. Сан хуняму тухма пĕлмест тет ун патĕнчен. Аня ĕçрен таврăннине сыхласах тăрать тет.
— Сивĕт ăна Аньăран. Вăл ырăпа çӳрес çук. Эрех ĕçме ан вĕренттĕр Аньăна. Хĕрĕпе иккĕшĕ урăлмасăр ĕçеççĕ. Аран хăтăлтăм вĕсен серепинчен. Çитес эрнинче уйрăлма заявлени кайса паратăп.
— Манран çеç килмест вĕсене Аньăран сивĕтесси. Юлашки вăхăтра Марук аппапа та сиввĕн калаçать тет. Юрĕ, анне ун патне кайнăшăн вăрçать-ха та, паян тепре кайса пăхăп.
Фермăри ĕçсене хыпаланса туса пĕтерчĕ Аня. Пăру айĕсене тасатмасăрах киле тухса утрĕ. «Пĕр кун тасатманшăн нимех те пулмĕ-ха. Çынсем эрнере пĕрре çеç тасатаççĕ ав. Çапах спаççипине калас çук», — шухăшларĕ хĕр. Анчах ăшри тепĕр сас ăна хирĕçлерĕ: «Пĕр кун хăвна йӳле ярсан кайран сисеймĕн те хăв лачаканалла путса пынине. Эсĕ ĕнтĕ унталла утăм тунă. Аня, чарăн. Алла ил хăвна». Çук, чараймарĕ ăшри сас хĕре. Аня, Верук аппа килнĕ çĕре ăшă пӳрт тăвас тесе, килнелле чупсах кайрĕ. Сахал мар пулăшрĕ вăл хĕре. Çĕрулми те пĕрле кăларчĕç. Унпа калаçса çеç ăшне пусарать хĕр. Картпа юмăç пăхса Аня хуйхине пусарать. Марина чĕрех иккен. Кĕçех хыпар ямалла. Юратăвĕ те çумрах. Анчах унпа пĕрлешсен пурнăçĕ тамăкри пек пулать тесе ĕнентерет. Лена пынă чухне Верук аппа шăпах карчĕсене сарса хунăччĕ. Ăна курсан вăл карчĕсене пуçтарса кĕсьене чикрĕ. Хĕр хăйне килĕштерменнине пĕлет вăл, кайран килĕп тесе килнелле тухса шăвăнчĕ.
— Эсĕ те тăн пама килтĕн-и мана? — сиввĕн калаçрĕ унпа хĕр-тантăшĕ. — Ывăнтăм итлесе. Сирĕн манпа ĕç çук! Хăвăр пурнăçпа пурăнăр, мана ан тĕкĕнĕр! Эп никама та чăрмантармас!
— Мĕн пулнă сана, Аня? Ун пек марччĕ-çке эс? Тăшман йăва çавăрнă сан килӳнте. Мантăн-им вĕсем сана мĕнле хур тунине?
— Эс те мана шкулта вĕреннĕ чухне сахал мар кӳрентернĕ. Ăна та ĕмĕр аса илсе пурăнмалла-и ман? Верук аппа мана йăпатма пĕлет. Унта пĕтĕмпех Рита айăплă. Вăл хăй те хĕрне кураймасть. Рита амăш пуçне те, Виктор Иванович пуçне те çавăрнă?
— Кама ĕненетĕн эс? Вера аппа хăçан тĕрĕс сăмах каланине илтнĕ эс?
— Эс хăв ачусене вĕрент, мана мар! Ман çыврас килет. Ан чăрмантар! Киле кай!
— Хăвăнне хăв пĕл эппин, — тесе алă сулчĕ те Лена килне кайрĕ.
Ирхине, яланхи пек, пӳлĕмне кĕриччен витесене тĕрĕслесе тухрĕ зоотехник. Аня каллех пăру айсене тасатманнине асăрхасан ăшра хаярлăх капланчĕ. Япăх ĕçлеме пуçларĕ хĕр юлашки вăхăтра. Пăрусем çинчен пачах манчĕ. Килти ĕнине те сутнă терĕç. Яланах килне васкать. Çынсенчен тарса çӳрет. Паян чĕнсе калаçмаллах унпа.
— Мария Ивановна, Аньăна ĕç пуçтарсан ман пата пыма калăр-ха, — хĕрĕн кӳршине хушрĕ вăл.
Аня зоотехник пӳлĕмне именсе кĕрсе тăчĕ. Хĕрелнĕ куçĕсене аяккалла тартрĕ. Пĕр самант тимлесе сăнарĕ хĕре арçын. Ăçта кайса кĕнĕ ун илемĕ? Пуçĕнче тĕсне çухатнă тутăр. Ăна хыттăн туртса каялла çыхнă. Халачĕ те тахçанах шыв курман пулас: умĕ сăранланса хытса ларнă. Уринче кивелнĕ атă. Ун умĕнче вăтăралла çывхарса пыракан хĕр мар, аллăран иртнĕ хĕрарăм тăрать тейĕн.
— Ĕçсем мĕнле, Анна Ильинична?
— Чиперех.
— Чипер мар çав, Анна Ильинична, чипер мар. Йăмăкна шырама кайрăн-и?
— Вера аппа вăл кĕçех хыпар ямалла, килтех лар терĕ.
— Вăл тата ăçтан пĕлет сан йăмăку кĕçех хыпар ярассине?
— Марина вĕсен тăванĕсем патĕнче пурăнать тет. Вера аппа калать...
— Вера аппа... Вера аппа... Эс унсăр сăмах хушма пултаратăн-и?! Санпа тантăш çын мар вăл. Мĕн юлташĕ вăл саншăн? Пĕрле ĕçлекенсем, Лена тантăшу çинчен манса кайрăн.
— Анне пекех вăл маншăн. Вăл çеç мана ăнланать, — шăппăн сăмах хушрĕ Аня. — Эсир пурте ятлатăр çеç. Вăл мана нихăçан та сивĕ сăмах каламасть.
— Юлташ хурласа ыр тăвать, тăшман мухтаса хур тăвать тенĕ, ан ман çавна. Эс пĕчĕк ача мар, ăнланмалла пулнă.
— Пурте ан вĕрентĕр! Калăр ĕç пирки чĕннĕ эсир мана е мораль вулама? — сиввĕн пăхрĕ Виктор Иванович çине Аня.
— Анна Ильинична... Аня... мĕн пулнă сана? Ферма хуралçи Кирилл Кириллович сан пирки лайăх мар сăмах каларĕ. Те ĕненмелле ăна, те...
— Ман пурнăçа ан тĕкĕнĕр! Эп пĕчĕк ача мар, хамăнне хам пĕлеп.
Аня алăка шанлаттарса хупса тухса кайнă хыççăн чылайччен шухăша кайса ларчĕ зоотехник. Вăл уншăн яланах ырă кăмăллă, таса чунлă хĕр пулнă. Мĕн амакĕ тытнă ăна? Нивушлĕ йăмăкĕшĕн кулянса çапла улшăнчĕ? Ĕçре те яланах малтиччĕ. Тумланма та ялан типтерлĕ тумланатчĕ. Пĕрле ĕçлекенсемпе те нихăçан та сиввĕн калаçман. Тепĕр тесен, çын ăшне кĕрсе тухаймăн. Хăш чухне ют çын чунне мар, хамăра та ăнланса пĕтерейместпĕр. Виктор Иванович та: «Юрĕ, хăйĕнне хăй пĕлтĕр эппин, анчах ĕçри йĕркесĕрлĕ-хе пĕтермелле», — тесе пӳлĕмне питĕрчĕ, Сидоровсен килĕ еннелле утрĕ.
Вăл пынă чухне Ритăпа амăшĕ тĕпел кукринче хĕрсех темĕн сӳтсе яватчĕç. Вера аппа кула-кула хĕрне темĕн каласа парать.
— А-а, кĕрӳ килнĕ-çке. Эпир сисмен те, — Виктор Иванович еннелле çаврăнчĕ Вера аппа. — Рита, кĕрӳ ĕшеннĕ те пуль, яшка антарса çитер-ха. Тен, çутти те пăсмĕ. Эп кӳрше каçса килем-ха.
Сăмахсăрах каçхи апата ларчĕç. Ритăпа амăшĕ хăйне çапла улталаса авлантарни ниепле те Виктор асĕнчен каймасть. Хĕрӳленнĕ вăхăтра пăрусем пирки каланă сăмахсем халĕ те хăлхара янăраççĕ. Милици уйрăмне пĕлтерес тенĕччĕ вăл кун çинчен, анчах Рита хут çине ун пекех алă пусса кăтартнă хыççăн тӳрре тухас шанчăкĕ сĕвĕрĕлчĕ. Аньăна чăнне калас — ĕненмĕ, ăнах айăплĕ. Иккĕленчĕк шухăшсем ирĕн-каçăн канăç памарĕç ăна.
— Хăçанччен çапла калаçмасăр пурăнасшăн эс? — кашăк-чашăка çуса пуçтарса хурсан сăмах хушрĕ арăмĕ. Хаçат вулакан упăшкине пуçĕнчен ачашларĕ. — Арçынсăр тунсăхласа çитрĕм ĕнтĕ эп.
— Эс пĕлетĕн эпир санпа халлĕхе мĕншĕн пĕрле пурăннине. Эп сан квартиранту çеç, упăшку мар, — Ритăна хăй çумĕнчен сирчĕ Виктор. — Зарплата илсен килсе тӳлеп. Кала, мĕн чухлĕ тӳлемеллине.
— Эпир санпа хутпа уйрăлман, Виктор.
— Хутпа уйăрма заявлени çырса панă эп. Судпа мар, ача çук пирки ЗАГСра уйрăлатпăр. Ыран шăпах район центрне каймалла, кĕрсе пĕлеп хăçан пымаллине.
— А-а, эс каллех çав пирĕшти текенни хыççăн чупатăн пулĕ-ха! Мĕн пирĕштийĕ пултăр вăл?! Ха-ха-ха, — хаяррăн ахăрчĕ Рита. — Аннепе иккĕшĕ урăлмасăр ĕçеççĕ вĕт!
Çак сăмахсене илтсен Виктор ура çине сиксе тăчĕ. Эппин, çынсем тĕрĕсех калаççĕ: Аня хуйхине эрехпе пусарма шут тытнă. Йывăр вăхăтра ниçта та, никампа та канăç тупайманран пуçне эрехпе минретме шут тытнă иккен вăл. Çăлмалла ăна. Верăпа Рита серепине çакланма памалла мар.
— Çын хуйхишĕн нихăçан та ан савăн! Ме сана! — Виктор сиввĕн ахăракан арăмне çупса ячĕ. — Эсир хăвăрăн хура чунăрсемпе таптатăр ун чунне! Пăрусене вăрласа ăна варалани çитмен, эрех ĕçме вĕрентсе тĕп тума шутланă, ирсĕрсем! Ун çемçе чунне амантатăр, хура юнсем!
— Ăçта каятăн, ун патне-и?! Ямастăп! — упăшки тумланнине курсан умне пырса тăчĕ Рита. — Ан пăрах мана, Виктор! Тархасласа ыйтатăп!
— Ун патне мар, вăл мана ĕненес те çук. Çак килте çĕр каçиччен ферма пӳртне каятăп! Тек ура ярса пусмастăп сан пата! Пăрăн ман çул çинчен!
— Ан кай, Виктор! Тархаслатăп сана.
— Çук, тек нимĕн те ан кала! Мăй таранах тăрантартăн. Кай ман умран!
— Ну, юрĕ, кай эппин! Анчах пурпĕрех унпа пулаймăн! Пурăнма памастăп сире пурпĕрех!
Йывăр çĕклеме илсе пенĕнех туйăнчĕ Виктора урама тухсан. Уçă сывлăшра кăмăлĕ те уçăлчĕ. Çапах та пуçри йывăр шухăшсем чĕрене ыраттарчĕç. Мĕншĕн-ха пурнăçра çавăн чухлĕ тĕрĕсмарлăх. Пĕрисем ĕмĕр тăршшĕпех çынна усал туса пурăнаççĕ пулин те хăйсене нихăçан та айăплă тесе шутламаççĕ. Ку вăл пурнăç саккунĕ вĕсемшĕн. Пурнăç йĕрки. Эсĕ вара пĕчĕк йăнăшшăнах хăвна çиетĕн. Чĕрӳне ыраттаратăн. Хăвна хăв ятлатăн. Хăвна хăв каçармастăн. Хăвна хăв курайми пулатăн. Ăшра айăпа туйса канăçна çухататăн. Совесть тени-ши вăл? Час-часах çав çыннăн е камăн та пулин совесть çук тенине илтме пулать. Анчах вăл пур чухне те пурăнма çăмăл мар-çке. Çын калаçать те иртсе каять, манать. Санăн ăшунти ырату вара санран ниçта та хăпмасть. Мĕншĕн пĕрисен çеç ĕмĕр тăршшĕпех умри йывăрлăхсемпе кĕрешмелле? Пĕрин хыççăн тепри тупăнсах пырать. Çĕр çине асап курма çеç çуратса янă тейĕн. Мĕн тумалла кун пек чухне? Камран пулăшу ыйтмалла? Кам та пулин пулăшайĕ-ши сана? Алă сулса шыва май ишмелле е юлашки вăй юлмиччен кĕрешмелле? Кам тĕрĕс хурав парĕ çак ыйтусем çине? Пурнăç, акă кам. Умри шăпаран тарса хăтăлаймăн. Тепĕр чухне хăвна вăл ăçталла туртса кĕрсе кайнине те сиссе юлаймăн.
Аньăн шăпи пирки шухăшласа пынă май Виктор хăй ферма патне çитсе тăнине те сисмен. Унтан вăл пĕр вăхăт çăлтăрсем çине пăхса киленсе тăчĕ. Пин-пин çăлтăр ялкăшать тӳпере. Эппин, ыран уяр çанталăк пулмалла. Виктор ăшра темĕнле çĕнĕ хум вăркăшма тытăннине туйрĕ. Ку вăл çирĕплĕх, хастарлăх хумĕ пулчĕ. «Тепĕр тесен кам йăнăшмасть? Çавăнпа вăл пурнăç та. Ялан шурă пулаймĕ. Вăл ула. Çĕнĕрен пурăнма пуçлама нихăçан та кая юлман. Хаяр чĕлхе пистолетран та хăрушă тенĕ. Çук, йывăрлăхсене парăнма юрамасть. Эп арçын! Капла çемçешкеленсе кайсан часах çын ĕретĕнчен те тухма пулать», — шухăшларĕ вăл. Унтан, çĕрлене пăхмасăрах, çуранах район центрнелле утрĕ.
* * *
Нина Петровна Юлмасовăн паян иртенпех канăç çук: хĕрĕпе кĕрӳшĕ, икĕ мăнукĕпе пĕрле, яла канма килчĕç. Вĕсем килнĕ çĕре апат хатĕрленĕ хыççăн мунча хутса ячĕ амăшĕ. Халĕ вĕсем çăвăнса тухасса кĕтсе хăй те куçкĕски умĕнче чиперленчĕ.
— Ах, анне, тавтапуçах сана мунчашăн. Кам шухăшласа кăларнă-ши çав мунчана. Ытла та аван, пĕтĕм кĕлетке канать. Хула мунчи мĕн вăл?
— Хура мунчан шăрши тутлă, — сăмах хушрĕ Боря та.
— Ара, эсир сĕтел хушшине ларăр-ха. Сăра та вĕретсе хунăччĕ, — хĕрĕ тавра кускаларĕ амăшĕ. — Паçăр калаçма та вăхăт пулмарĕ. Хăвăр мĕнле пурăнатăр-ха?
— Эпир аванах, анне. Настя пĕрремĕш класа кайрĕ ĕнтĕ. Олеся та тепĕр икĕ çултан кайĕ. Борьăна директор помощникне лартрĕç. Эп шкултах.
— Аван-аван. Эсир лайăх пурăнсан мана та аван. Чун савăнать сирĕн çине пăхса, — амăшĕ савăнăç куççульне ачисенчен пытарас тесе айăккăн çаврăнса ларчĕ.
— Ялта мĕнле пурăнаççĕ-ха, анне? Мĕнле çĕнĕ хыпарсем пур?
— Ялта мĕн унта, кашни кун пĕр пек иртет. Выльăхсемпе çăрăлатпăр.
— Аня мĕнле пурăнать, анне?
Хĕрĕ ун çинчен ыйтасса пĕлнĕ Нина аппа. Çапах та килнĕ кунах тапратас килместчĕ ун çак калаçăва. Савăнăçлă куна хуратас килместчĕ.
— Курман эп ăна. Сирĕн хăвăрăн пурнăç, ун — хăйĕн. Мана, ват çынна, çамрăксен хушшине кĕни те аван мар.
— Çапах та ялти çынна куратăнах ĕнтĕ ăна. Пĕлес килет, пĕрле ӳснĕ-çке. Виктор Ивановичпа Рита мĕнле пурăнаççĕ?
— Вĕсем уйрăлнă терĕç. Виктор Иванович ферма пӳртĕнче пурăнать, кашни эрнерех хулана каять терĕç. Унта çамрăк арăм тупнă, колхоз пӳрт туса парса пĕтерсен ăна яла илсе килет тесе калаçаççĕ. Аня çинчен вара ялта тĕрлĕ сас-хура çӳрет. Рита амăшĕ Вера явăçнă ун патне. Çĕрлечченех çутă çунать, тем калаçаççĕ иккĕш. Эс ун патне кайма шутламастăн пулĕ те? — хĕрĕ çине шикленерех пăхрĕ амăшĕ.
— Çук, лăплан, анне, каймастăп. Аня пĕчĕк ача мар, хăйĕнне хăй пĕлет. Юлашки хутĕнче мана темĕн те пĕр каласа пĕтерчĕ. Эп Марина пирки-ха. Иртнĕ эрнинче эп ăна хулара тĕл пултăм. Мăнтăрланнă. Мана курсан автобус çинчен анса юлчĕ. Куç айĕсем кăвакчĕ.
— Вĕсемпе хутăшсан хăв çинчен те ят тухĕ, хĕрĕм, — тĕпелте ачисемпе чей ĕçекен кĕрӳшĕ ан илттĕр тесе шăппăн калаçрĕ Нина аппа. — Ан çыхлан унпа. Упăшкупа, ачусемпе чипер пурăннине нимĕн те çитмест. Эс çемьеллĕ çын.
— Юрĕ-çке, çыхланмăп.
— Ара çав, ан çыхлан.
Хăй вăхăтĕнче Аня вĕсемшĕн сахал мар ырă ĕç тунине мансах пуплерĕç амăшĕпе хĕрĕ. Нина аппа час-часах пасара сутма çӳретчĕ. Аня хăй пăрушĕсене апат парса витесене тасатнă хыççăн ун пăрушĕсене пăхатчĕ. Çĕрлехи дежурствăна та сахал мар килнĕ вăл ун вырăнне. Лена педагогика институтĕнче хăй тĕллĕн вĕреннĕ чухне те тантăшĕ ăна тĕрĕслев ĕçĕсем çырма пулăшатчĕ. Пĕррехинче Нина аппан пĕртен-пĕр хĕрĕ Лена хулана экзаменсем тытма кайсан вăл йывăр чирлесе выртнăччĕ. Аня кашни кун ун патне выльăхĕсене пăхма çӳрерĕ, эмелсемпе сиплерĕ. Тахçан унран лайăх çын та пулман пулсан, халĕ Аня вĕсемшĕн темĕнле йĕрĕнчĕк япала вырăнĕнче пулчĕ.
Çав вăхăтрах Аня Вера аппа каланине тимлĕн итлесе ларчĕ. Пĕртен-пĕр йăпанăçĕ ун — картсем. Рита амăшĕ каланă тăрăх, йăмăкĕ пирки кĕçех ырă хыпар çитмелле. Вăл чĕрри те аппăшĕшĕн савăнăçлă хыпар. Кӳршисем те, пĕрле ĕçлекенсем те хăй çине урăх куçпа пăхнине сисет вăл. Ăш çуннине Маринепе калаçса сӳнтерĕччĕ. Йăмăкĕ ун çинчен пачах манни чĕрене ыраттарать.
— Ытлашши ан хурлан-ха эс. Таврăнать кĕçех. Анчах пĕччен мар. Иккĕн.
— Çавăн пек çамрăклах качча кайĕ-ши вара?
— Тем, карт ун пек каламасть-ха. Акă, куратăн-и, дама тухрĕ. Тен, ачапа килĕ?
— Мĕнле ачапа?! Эс, Вера аппа, чипертерех калаç. Качча каймасăр мĕн ачи?!
— Пĕлместĕп çав, карт çапла калать.
— Кай, сана тек итлеместĕп эп. Хальхинче суять сан карту.
— Ан ĕнен эппин. Пурăнсан куç курĕ, халь мĕн уншăн тавлашмалли пур, хĕр çиллине курса сăмаха урăх еннелле пăрчĕ Вера аппа. — Ĕçсе пар-ха, пĕреххут. Хуйху иртет.
— Çук-çук, иртнинче тутанса пăхнă хыççăн та хăсса пĕтрĕм. Тек кирлĕ мар.
— Юрĕ-çке, хăвăнне хăв пĕл, эппин. Эп ĕçем-ха.
Рита амăшĕ тухса кайнă хыççăн чылайччен çывăрса каяймасăр выртрĕ Аня. Пуçа тĕрлĕ шухăшсем кĕреççĕ. Тулли уйăх çути каллех пӳрт ăш-чикне çутатрĕ. Пӳртри кашни япала мĕне те пулин аса илтерчĕ Аньăна. Турăш умне, сăн ӳкерчĕксем çине çакнă алшăллисене вĕсем йăмăкĕпе иккĕшĕ пĕрле тĕрленĕччĕ. Килĕшместчĕ Маринăна тĕрĕ тĕрлеме. «Пирĕн ват асаннесем те тĕрĕ тĕрлеме пĕлнипе чапа тухнă таврара. Вĕсен йăлине пирĕн малалла тăсмалла», — вĕрентетчĕ аппăшĕ йăмăкне. Часах Марина аппăшĕнчен те лайăх тĕрлеме пуçларĕ. Кирек мĕнле ĕçе те йăмăкĕ хăвăрт вĕренетчĕ, анчах кахалĕ тепĕр чухне çиеле тухатчĕ. Кăмăлĕ пулсан çеç ĕçлетчĕ. Вăйпа ĕçлеттерме çукчĕ ăна. Хăй еккипе пурăнатчĕ. Хăй тĕллĕнрех ӳсрĕ çав йăмăкĕ. Аня вăл ыттисенчен япăх ан тумлантăр, яланах тутă пултăр, шкулта аван вĕрентĕр тесе тăрăшрĕ, хăй çинчен те манчĕ. Вăл вара аппăшне тав тăвас вырăнне килтен тухса тарчĕ, хăй çинчен пĕр сас-хура памарĕ.
Рита упăшки фермăналла кĕрсе кайнине аякран сăнаса тăчĕ. Аня фермăра ĕçлеме пăрахнă пирки ăна ĕнер амăшĕ пĕлтернĕччĕ. Ун вырăнне колхоз председателĕпе Виктор çын шыраççĕ иккен. Аня вара йăмăкне шырама хулана тухса кайнă иккен. Хĕр унтан часах таврăнмассине пĕлчĕ Рита: хулари аккăшĕ каланă тăрăх, Марина кĕçех ача амăшĕ пулмалла. Училищĕрен те, общежитирен те кăларса янăскере никам та хваттере яма килĕшмен имĕш. Укçи-тенки те пĕтсе çитнĕ Маринăн. Вăл мĕнле, ăçта пурăннине никам та пĕлмест. Çавăнпа Рита Аня таврăниччен ун вырăнне ĕçе вырнаçма васкарĕ. Дояркăсем ĕнисене суса киле саланасса кĕтрĕ çамрăк арăм. Васкаса килекен амăшне курсан пытаннă вырăнтан тухрĕ те ăна хирĕç утрĕ.
— Пурте саланчĕç. Кирук хуралçăпа Витя кĕрӳ çеç фермăра. Пыр, чуп часрах, ăшшăн калаç упăшкупа, — хĕрне ачашшăн çурăмĕнчен тĕртрĕ амăшĕ.
Ферма пӳртĕнче темĕн тăрăшсах çыракан упăшки ăна часах асăрхамарĕ. Рита куçĕсем кĕç кĕтесре ларакан дивана, сĕтелпе холодильника асăрхарĕç. «Эппин, çынсем тĕрĕсех калаççĕ, Виктор кунта пурăнать иккен», — шухăшларĕ Рита. Вăл пырне хырса ӳсĕрсе илчĕ.
— А-а, эсĕ, мĕн çăмăлпаччĕ? — сиввĕнрех ыйтрĕ арçын.
— Эп... пирĕн пирки калаçасшăн. Мĕнле-ха капла, Витенька? Яла култаратпăр. Эс вуçех тухса каяс тетĕн-им?
— Çапла, вуçех. Эп йăнăшпа авланнă. Шутламасăр.
— Мĕнле-ха шутламасăр? Юрататăп теттĕнччĕ.
— Çитет ухмахланса. Сан пек арăм çинчен ĕмĕтленмен эп. Пĕрре йăнăшса куртăм — çитет!
— Сана хулара тепĕр арăм тупнă теççĕ, тĕрĕсех-и?
— Паянхи куна ман арăм çук. Санпа кĕçех уйрăлатпăр.
— Эппин, эс Аня хыççăн чупатăн?! Манаймастăн ăна?!
— Ун çинчен санпа калаçас килмест. Эсир аннӳпе иксĕр хăвăр серепене ярса илтĕр ăна, тĕп турăр!
— Эпир вăйпа çавăрман ăна! Вăл хăй анне патне карт пăхтарма çӳрет. Ыйхи килменнипе аптăранăран анне сăмакун ĕçтерет ăна тепĕр чух.
— Пулăшас вырăнне лачакана туртатăр. Эсир аннӳпе çын хуйхишĕн савăнатăр çеç. Аннӳ ватă тейĕпĕр. Кала-ха, Рита, ма кураймастăн эс Аньăна? Мĕн тунă вăл сана?
— Кураймастăп эп ăна! Чĕререн кураймастăп! — сурчăкне сирпĕтсе кăшкăрчĕ Рита. — Ун пурнăçĕ яланах ăнса пычĕ. Пĕтĕм чапĕ ун! Юрать-ха аннепе иксĕмĕр вĕренме пăрахтартăмăр. Атту вĕçсех каятчĕ. Пĕтĕм чаплă каччăсем ун çине пăхаççĕ. Эсĕ те пăрăнаймарăн ун чипер куçĕсенчен!
— Рита, атя йĕркеллĕ ларса калаçар юлашки хут. Чап вăл ĕçлемесĕр, вăй хумасăр килмест. Вăл ĕçлет, хăйне те шеллемест тепĕр чухне. Ун чунĕ ырă — кирек кама пулăшма хатĕр. Вăл хăй çинчен çеç шухăшлама вĕренмен. Ăнлан-ха çавна. Кĕвĕç-ăмсану чирĕпе чирлĕ эс. Ку вăл хăрушă чир. Ăна эмелпе сиплеймĕн. Эс кун пек ăна çеç мар, хăвна та тĕп тăватăн. Сан пурнăçу ăнманнишĕн вăл мар, эс хăв айăплă. Çынсемпе çын пек пул, вара сана та асăрхĕç.
— Пулин! Кашни хăйĕншĕн пурăнать. Анне калать...
— Пăрах ялан аннӳ çине яма! Сан аннӳ мĕнле этемне хам тӳссе куртăм. Вăл хăй шухăшласа хунине тăвас тесе виле урлă та каçĕ, — пӳлчĕ ăна Виктор.
— Эс ман аннене ан тĕкĕн! Ман анне мана пĕччен пăхса ӳстернĕ атте вилсен! Хăшĕсем пек тепре качча кайман!
— Орден памалла мар-и ăна уншăн тата? Пĕччен хĕре ӳстерни çеç çыннăн чысне ӳстермест. Çынна шанма вĕреннĕ Аня сирĕн хăрушла ĕç пирки тавçăрмасть те. Ирсĕрсем эсир аннӳпе иксĕр!
— Ха-ха-ха, — хăрушла ахăрчĕ Рита. — Кайса каласа пар! Е хăратăн-и?!
Виктор Иванович чĕнмерĕ.
— Шарламастăн?! Хăр-ратăн! Хăвăн та чуну таса мар! Мана качча илнĕ хыççăн Аня улшăннине сиснĕ эсĕ, ма пулăшмарăн ăна ун чухне?! Чĕнместĕн?! Хамах калам: анне эрехĕ тутлăччĕ ун чухне саншăн. Астăватăн-и, Рита, тархасшăн, пĕр черкке те пулин ярса пар тесе ыйтнине? Мантăн-им?!
— Ухмах пулнă! Аташрăм — çитет! Кая мар-ха йăнăша тӳрлетме! Ну, çитĕ санпа калаçса, çăвар тутине сая ярас мар. Сăмахăн вĕçĕ-хĕрри пулас çук. Каях киле. Ман ĕç нумай.
— Ĕç нумай унăн! Эрни-эрнипе çапкаланса çӳрен киле пымасăр! Паян пынă пултăр!
— Ура та ярса пусмастăп!
— Эппин, Аньăна сан пирки йăлт каласа паратăп! Пĕлтĕр эс камне!
— Хам та тахçанах калаçасшăн-ха унпа. Паян Мария Ивановнăпа ун патне каятпăр ĕç хыççăн. Ман кил унпа пĕрле.
— Марук аппа тавра ахальтен явăнмастăн-ха эс. Ун урлă Аня патне çул хыватăн! Ун патĕнче çĕр каçан. Гриша салтакран таврăнсан кĕртмест-ха сана.
— Унччен хам та пурăнмастăп.
Виктора хăратас тĕллевпе каланă сăмахсем çине хăйне кирлĕ пек хурав илейменшĕн Ритăн чунĕ пушшех те вĕчĕрхерĕ. Упăшки каялла таврăнмассине ăнланчĕ вăл. Маттур та кĕрнеклĕ арçынна çухатас килмерĕ ун.
— Эп Аня вырăнне ĕçе тухас тетĕп. Илетĕн-и? — кăшт шухăшласа тăнă хыççăн сассине çемçетрĕ Рита.
— Çук, илместĕп! Ĕçлейместĕн эс фермăра. Манман-ха эп сан ĕçне. Эп кунта чухне сан уру фермăна тек ярса пусаймĕ!
— Ну, юрĕ эппин. Ĕçе илменшĕн вуçех кулянмăп. Магазина ĕçлеме вырнаçатăп. Аньăпа пурпĕр пĕрле пулаймăн!
— Ку манăн ĕç!
Каласса çапла каларĕ те арçын, пурнăçра вара Рита каланă пекех пулса тухрĕ. Мария Ивановнăпа темиçе хутчен çитрĕç пулин те хĕр патне ăна тупаймарĕç. Выльăхĕсене пăхма Вера аппана хăварнă. Эрнерен çеç таврăнчĕ Аня хуларан. Тăртаннă куçĕсене пытарса килĕ умĕнче тăракан кӳршипе Виктор Иванович умĕнчен пуçне пăрса иртрĕ.
— Аня, эсĕ-и ку? Палламастăн та-çке пире, — хĕрпе лăпкăн калаçрĕ Марук аппа...
Сывлăх сунас вырăнне хĕр ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ, чĕркуççи çине ларчĕ.
— Марук аппа, пĕтрĕмĕр эпир! Пĕтрĕмĕ-ĕ-ĕр.
Марук аппа хĕрĕн чĕререн тухакан сассине илтсен инкек пулнине туйрĕ.
— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм?
— Марук аппа-а-а, ма çав тери телейсĕр эп? Кама мĕн тунă эп? Мĕншĕн Турă яланах ман тĕле инкек çеç яра-а-ать?
— Ах, ачам, Турра ан хурла-ха. Вăл айăплă-им эпир пурăнма пĕлменшĕн? Тӳсекен патнех асап ярап тесе калать тет вăл. Шăпи çапла пуль. Мĕн пулчĕ-ха çапах та аплах? — чĕркуççи çинче ларакан хĕре пуçран ачашларĕ Марук аппа.
— Марине, — теме çеç пултарчĕ Аня. Унтан пуçне çĕклесе умĕнче тăракансем çине пăхрĕ.
— Марина вилнĕ пирĕн, Марук аппа. Атăла сикнĕ-ĕ-ĕ.
— Ах, — теме çеç пултарчĕ ват çын. — Ирĕк пурнăç ырри патне илсе çитермест тесе миçе каламан-ши ăна? Итлемерĕ. Эх, ачапча. Вакка сикмелле мĕн пулнă-ши тата?
— Ку мĕн туса тăрать тата кунта?! — Виктор Ивановича асăрхасан хĕр хаярланчĕ. — Кайтăр вăл кунтан. Ун умĕнче ман калаçас килмест.
Хĕрĕн чунтан тухакан сасси Виктор Иванович чĕрине те ыраттарчĕ. Хăй те пурнăçра сахал мар инкек тӳснĕскер, Аньăна аван ăнланчĕ. Ун ăна ыталаса хăй çумне пăчăртас, асапне пĕчĕклетес, ăшă-ăшă сăмахсем каласа йăпатас килчĕ. Анчах хăйне хĕр халĕ çывăха та ямассине сиссе пăрăнса утрĕ. Олеся та çапла Виктор каланине ниепле те ăнланмарĕ. Тархасласа та пăхрĕ. Анчах пулнă арăмĕ хĕр ачине пăрахсах пуçлăхне арăмĕнчен уйăрттарса ун патне пурăнма куçрĕ. Çур çултанах каялла таврăнчĕ Олеся: пуçлăх арăмĕпе каллех çураçнă иккен, ачисемпех каялла илсе пынă. Олесьăна хăваласа кăларса янă. Каçармарĕ ăна Виктор: хваттерне парса хăварсах çуралнă ялне таврăнчĕ. Аня йĕни ăна иртнĕ пурнăçне аса илтерчĕ. Арăмĕ хăйне çапла ухмаха хăварнăшăн арçын пулсан та сахал мар çынран вăрттăн йĕнĕ вăл. Ăçтан чăттăр-ха хĕр чĕри? Тирпейсĕр те кахал Олесьăн малаллахи шăпипе пачах та интересленмен вăл. Арăмĕ уншăн вилнĕ.
— Мĕн пулнă-ха аплах? — Виктор Иванович курăнми пулсан ыйтрĕ Марук аппа.
— Каларĕ çав мана Вера аппа Марина хырăмлă тесе, эп ĕненмерĕм. Леш, авланнăскер, качча илес темен ăна. Ниçта пурăнмалли çуккипе вокзалта çĕр каçкаланă тет.
— Ах-турух, ма яла килмен-ши тата?
— Çын калаçасран хăранă пуль.
— Çынна нихăçан та калаçма чараймăн. Эс мĕнле лайăх пурăнан, çавăн чухлĕ сан çинчен усал калаçаççĕ. Ют çынпа мар халь, тăванĕсемпе çураçса пурăнаймаççĕ. Ма итлемелле пулнă-ши çын сăмахне?
— Эпир пĕчĕк чухнех хамăр çинчен çынсем усал калаçасран шикленнĕ. Иксĕмĕр çынна усал калаçтармастпăр тесе тупа та тунăччĕ. Хамах айăплă: ямалла марччĕ ăна ялтан.
— Ытлашши ан хурлан-ха. Халь тин нимĕн те тăваймăн, — Аньăн куççулĕсене тутăр кĕтессипе типĕтрĕ Марук аппа. — Хăвна упра. Вера аппупа ытлашши ан çыхлан. Усал çынсем вĕсем. Санран икĕ хут аслă вăл. Мĕн ĕç пур ун сан çумăнта? Вĕсен ратĕнче çынна ырă сунакан çын пулман, пурте чĕлхеллĕ. Çынсем лайăх пурăннине юратмаççĕ. Маринене те çавсемех пĕтерчĕç. Ан явăçтар вĕсене хăв патна тек.
— Йывăр мана, Марук аппа. Ман пурăнас килмест. Халь ман камшăн пурăнас?! Вилнĕ çын халь э-э-эп .
— Ан йĕр-ха эс пĕрмай. Атя-ха, пӳрте кĕрер. Йĕнипе усси пулмĕ.
— Чĕре çунать, Марук аппа. Мĕнпе сӳнтерем-ши ăшри вута?
— Лăплан-ха эс. Халь пытарасси çинчен шухăшламалла. Ыранах Сидор Васильевичран машина çыртарса илеп.
— Эп ĕçлеме пăрахрăм та мана машина та памаççĕ пуль.
— Петюксен Мишши патне хамах кайса килеп. Эс, Аня, çынсем çинчен ялан япăх ан шухăшла. Виле илме кайма мĕнле машин памасть пултăр. Тата эс колхозшăн сахал мар ырă ĕç тунине манман-ха.
Амăшĕпе юнашар пытарчĕç Маринăна. Хĕрлĕ хăмачпа тыттарнă тупăкра выртаканскерĕн, хĕр чухнех шуранка пичĕ пушшех те шуррăн курăнчĕ. Авăнса тăракан кăтра çӳç пĕрчисене тутăр айне типтерлĕн пуçтарса чикрĕç. Тарăхнă чухне аппăшĕ çине куç айĕн пăхатчĕ йăмăкĕ, тутине чăпăрт çыртатчĕ. Тупăкра та тутине çапла çыртнипех выртать Марина. Куç айĕнчи кăваксем вăл такам мăшкăлне тӳснине çирĕплетрĕç. Пĕртен-пĕр çывăх çынни хăйĕнчен çапла хăвăрт уйрăлса кайни ураранах ӳкерчĕ Аньăна. Куçĕсенчен куççулĕ юхми пулчĕ. Вăл пĕрехмай тупăк пуçĕнче, сылтăм аллипе тутине хупласа, каялла-малалла сулланса ларчĕ. Марук аппа та ун çумĕнчех: Аня тупăк çине ӳкесрен асăрхарĕ. Пачăшкăна та чĕннĕччĕ вăл кĕлĕ вулама, анчах лешĕ сарăмсăр виле тесе пымарĕ. Турăш умĕнче виле юррине те хăех пуçарчĕ Мария Ивановна. Ăна кура пытарма килнĕ ытти çынсем те юрларĕç. Хурлăхлă юрă Аньăн чĕрине пушшех ыраттарчĕ. Вăл куççулĕ витĕр çынсене сăнарĕ. Кĕç вăл стена çинче çакăнса тăракан амăшĕпе ашшĕн сăнӳкерчĕкĕсене асăрхарĕ. «Мĕншĕн çуратнă эсир пире? Çуратрăр та пăрахса кайрăр, пире хурлăх курма хăвартăр. Мĕншĕн? Кама усал тунă эпир? Мĕншĕн пирĕн асапсене курса тăрсах пире пулăшмарăр?», — шухăшларĕ хĕр. «Çук-çук, вĕсем айăплă мар, — хуравларĕ ăна хирĕç ăшри тепĕр сасă. — Ăçта ӳкессине пĕлсен... Шăпа пӳрменнине илеймĕн. Вăл темĕн чухлĕ кĕрешсен те хăй çулĕпех туртса кĕрсе каять. Хăвăнпа кĕрешме вара çăмăл мар». Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те Маринăна питĕ юрататчĕç. Пĕчĕклех хăйне юраттарма пĕлетчĕ çав йăмăкĕ. Пурин кăмăлне те çавăрма ăстаччĕ. Тĕрлĕрен кулăшла сценăсем выляса кăтартатчĕ. Пĕррехинче тата Марук аппасен хур амийĕ чĕпписене йытăран мĕнле хӳтĕленине каласа парса урамĕпех култарнăччĕ. Темĕн те пĕр шутласа тупма пултарнăран хăшĕсем ăна ялта Суйпик тесе те чĕнетчĕç. Кайран артистка теме пуçларĕç. Пурăнас ĕмĕтлĕччĕ Марина. Шкултан вĕренсе тухсан Хусанти культура институтне кайма ĕмĕтленетчĕ. Паян акă юратнă йăмăкĕ умĕнче халăх Светтуй Турă юрлать. Юрă кĕвви хĕр суранĕ çине тăвар сапнăпа пĕрех. Кайран та чылайччен янăрарĕ вăл Аня хăлхинче. Вăл ăна шăппăн ĕнерлесе çӳрерĕ.
— Йăмăкăм, сана вĕлерекенсем те тĕп пулччăр, ырă ан курччăр, пуçĕсене пултăр, — вил тăприне шăтăкри йăмăкĕн тупăкĕ çине пăрахнă май пăшăлтатрĕ Аня.
Виктор Марина виллине илсе килнĕренпе те Лапташкинсем патĕнчен каймарĕ. Çăва çинче ял çыннисемпе пĕрле шăтăк чаврĕ. Чылай çĕннине пĕлчĕ вăл çав кун аппăшĕпе йăмăкĕ çинчен. Аня çинчен те, йăмăкĕ çинчен те япăх калаçакан пулмарĕ. Вĕсене пурте шеллерĕç.
— Ытла та çемçе çав иккĕшĕ те. Халь вăтанса пурăннипе чăнлăх тупаймăн, — терĕ Петюк пичче çамки çинчи тарне çанă вĕçĕпе шăлса. — Паянхи кун шăллă çынсене пурăнма аван.
— Ирсĕрех пулнă çав арçын — çавăн пек чечеке шеллемен. Марина вăл вунсаккăр та тултарман пуль?
— Çук, ман хĕрачапа пĕрле вĕренчĕç вĕсем. Ман кăçал кăна шкул пĕтерчĕ те вара, вунсаккăр тепĕр çул çеç çитет.
Кăнтăр апачĕ çитерме пынă Зина фельдшерпа Нина Петровна та, Лена амăшĕ, шăтăк çине пăхса чылайччен йĕчĕç.
— Эх, Аньăна ытла та йывăр килчĕ çав. Мĕнле чăтса ирттерĕ-ши ĕнтĕ? Пурнăç тăршшĕпех ăнмарĕ мĕскĕнсене.
— Давленийĕ хăпарса каясран сехре хăпать. Патĕнчен пăрăнма та хăратăп. Çамрăклах сывлăхĕ хавшак.
— Хуйхи никама та ыр тумасть çав.
Маринăн виçĕ кунне асăннă хыççăн та хваттерне таврăнма васкамарĕ Виктор Иванович. Кĕрхи çумăр тумламĕсем пӳрт тăрри çине шаплатса ӳкнине итлесе пӳрт умĕнче пирус туртса ларчĕ. Пĕрле тăракан арçынсен сăмахне тăнларĕ.
— Самани те кунран кун хăрушланса пырать. Çын кушак вырăнĕнче те мар. Шăнана вĕлернĕ пек вĕлереççĕ.
— Килтен тухса кайса çухалнисем мĕн чухлĕ тата.
— Вĕлернĕ ĕнтĕ вĕсене.
— Ашшĕ ывăлне, амăшĕ ачине тĕплет. Ачисем те ашшĕ-амăшне вĕлереççĕ. Эх, самана пулса кайрĕ.
— Самана мар, хамăр айăплă. Пурăнма пĕлместпĕр. Эрех пăсать çынна. Урă çын çапла хăтланас çук.
— Çаплах тытса ĕçетпĕр-çке ăна. Хамăр алăпах. Хуйха, савăнăçа унпа паллă тăватпăр. Аня патне те ав час-часах Турикасри Вера сăмакун йăтса каçать тет. Чарăнмасан вăл та пĕтĕ.
— Калама калаç та-ха, анчах та кӳршĕре пурăнап пулин те эп нихçан та ӳсĕррине курман. Вери сулланса тухса каять.
— Эп пĕлмес-ха, арăм касу хăваланă чухне илтнĕ хĕрарăмсем калаçнине.
— Эй, ватсупнă, юрлама намăс мар-и сана?! — пӳртрен илтĕнекен Марук сасси арçынсен калаçăвне татрĕ. — Çынсен хуйхă, эс пур...
Кĕçех пӳртре тем кĕмпĕртетнĕ сас илтĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ — Кирук мучи пӳрт умнелле сирпĕнсе тухрĕ.
— Çын хуйхине пайлама килнĕ тетĕн-и эс ăна?! Бесплат эрех ĕçме килнĕ вăл кунта! — çиллине çаплах чараймарĕ кӳршĕ хĕрарăмĕ. — Арăмĕ вилнĕренпе пушшех иртĕхсе кайрĕ вĕт. Çын ĕренки юлмарĕ — пăхма хăрушă. Виктор, ăсат-ха Кирук мучуна киле. Çул çинче ӳксе вилĕ тата.
— Итле-ха, Кирук мучи, ма ĕçен эс? — юнашар сулланкаласа пыракан арçынна хăй çумне çирĕпрех пăчăртаса тытрĕ Виктор Иванович.
— Ĕçеп и вçо! Ĕçмесен ман тата мĕн тăвас? Пенси параç, слава богу. Карчăк çук ятлаçакан. Эс мана мĕнле пурăнмаллине ан вĕрент, сопляк!
Ӳсĕр çын пакăлтатăвне чĕрене илмерĕ зоотехник. Унпа калаçнин усси çуккине ăнланса урăх чĕнмерĕ. Вăл çеç-и — çур ял ĕçет. Хăй те пĕр вăхăт черккепе туслашнăччĕ. Юрать-ха вăхăтра унран уйрăлма хевте çитерчĕ. Чунри асапа самантлăха та пулин пусарас тесе ĕçнĕ, анчах ку вăхăтлăх йăпану иккенне часах тавçăрса илчĕ арçын. Урăлсан чĕре пушшех те хытăрах ыратрĕ. Пĕр хуйхă çумне тепри — эрех ĕçсен тĕрĕс мар сăмахсемпе перкелешнĕшĕн хурланни — хутшăнчĕ. Эрех ĕçнипе хуйхă иртмессине пĕлсех йăпанаççĕ чылайăшĕ, çапах та çăмăллăх унра шыраççĕ. Çемçе чунлисене самантрах хăй серепине илет лешĕ. Кунран-кун лачакана путарсах пырать. Эрехпе сутă тăваканĕсем те кăмăллă ун пек çынсемпе. Вĕсем усламăн тĕп çăлкуçĕ-çке. Укçисем пĕтсе çитсен арăмĕсенчен вăрттăн илсе тухнă япаласене илме те вăтанса тăмаççĕ. Ют çемье арканни нимех те мар вĕсемшĕн. Укçашăн юлашки кĕпене хывса илме хатĕр. Виктор Иванович Ничкасси ялне килнĕренпе миçе çын эрехе пула çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Колхозăн тĕп агрономĕ, çичĕ ача ашшĕ, мĕнлерех лайăх çынччĕ. Çулсерен хуçалăх тырпул тухăçлăхне ӳстерсе пыратчĕ. Çĕнĕ сортсем туянма ăçта кăна çитместчĕ пулĕ. Хăшне-пĕрне ĕçтерме те тивнĕ, паллах. Çавăнтанах ĕçме вĕренчĕ хĕрĕх виçĕ çулхи арçын. Халĕ, ав, килсерен эрех шыраса çӳрет тет. Ĕçрен те кăларса ячĕç. Пĕтрĕ çын. Юлташла суда чĕнни те, выговорсем пани те пулăшмарĕ. Çын хăй пуçĕпе шухăшласа илмесен ăна эрех серепинчен хăтарма май çук иккен. Лидия Федоровна Кошмарова та ачасене çирĕм пилĕк çул хушши вырăс чĕлхине вĕрентсе пурăннă. Ялта та хисеплĕ çын пулнă теççĕ. Питĕ типтерлĕ, кăмăла каймалла тумланса çӳретчĕ. Çул çинче тĕл пулсан сăмах хушмасăр, колхоз ĕçĕсем çинчен ыйтса пĕлмесĕр нихăçан та пăрăнса иртместчĕ. Ывăлне салтакра вĕлерсен ĕçме вĕренчĕ те чарăнаймарĕ. Упăшки хĕнени те эрех серепинчен хăтараймарĕ ăна. Ĕçес килнипе шкул лабораторине те çăраççи çĕмĕрсе кĕнĕ терĕç. Килти япалисене те йăлт сутса пĕтерчĕ. Çамрăклах пĕвер чирĕпе вилчĕ.
Шухăша кайса пыраканскер, Аня пурăнакан кил умне çитсе тăнине те сисмен Виктор. Чӳрече каррисем витĕр çынсем каллĕ-маллĕ кускалани курăнать. Унта халĕ эрех ĕçме юратакансем çеç юлнине, вĕсем юлашки черкечченех ларнине пĕлет вăл. Марук аппа калашле, хĕрĕн хуйхине пусарма килмен вĕсем. Арçыннăн вĕсене хăваласа ярса ун хуйхине пусарас, чĕререн калаçас килчĕ, анчах ял çине ырă мар сăмах кăларса хĕр чĕри валли тепĕр суран тупас темерĕ. Халăх çăварĕ хапха мар — хупса лартаймăн. Пулманнине пулнă тăвĕç усал чĕлхесем. Аньăн сăн-пичĕ чылаях улшăннине курчĕ вăл. Куçĕсем те малтанхи пек çиçмеççĕ. Çын çине тӳреммĕн пăхма вăтанса пуçне аялалла чиксе çӳрет. Кĕлетки те пусăрăннă ун. Пĕрле ӳснĕ тантăшĕсем те палламĕç ăна кун пек.
— Виктор, эс-и ку? — тĕттĕмре илтĕнекен хулăн сасă шартах сиктерчĕ арçынна. — Аньăна хам пата илсе каяс терĕм те пымасть. Ман пĕччен пулас килет тет. Хăйпе тем тăвасран сехре хăпать. Хамăн ыран касу. Эс кĕрсе пăх-ха. Тен, санпа калаçĕ.
— Юрĕ, Марук аппа. Эп юлнисене киле кăларса яратăп та часах каçатăп. Эс алăка ан питĕр.
Çак саманта, Аньăпа куçа-куçăн юласса, чылайччен кĕтрĕ пулин те Виктор иккĕшĕ çеç юлсан мĕн калаçмаллине пĕлмерĕ.
— Анна Ильинична, — сĕтел хушшинче йĕрсе ларакан хĕре ура çине тăратрĕ арçын, — каяр Марук аппа патне çывăрма.
— Ман пĕччен пулас килет. Пăрăнăр ман умран! — сиввĕн илтĕнчĕç хĕр сăмахĕсем.
Ăна хирĕç мĕн каламаллине пĕлмесĕр шухăша кайрĕ Виктор Иванович.
— Ан турткаланса тăр! — килсе кĕнĕ Марук аппа ăна çак йывăрлăхран хăтарчĕ. — Пурпĕр пĕччен хăвармастăп сана. Виктор, эс каях эппин. Аня, — арçын тухса кайсан хĕре сăмах хушрĕ Марук аппа, — макăрнипе халь тин нимĕн те тăваймастăн. Хăвна упра кăштах.
— Мĕн тума, Марук аппа. Эп хам çинчен ялта мĕн калаçнине пĕлместĕп тетĕн-им?
— Çын сăмаххине ытлашши ан итле. Калаçаççĕ — эппин, ăмсанаççĕ, кĕвĕçеççĕ. Эс тата та лайăхрах пулма тăрăш. Эп ырантан ĕç пăрахатăп, çитет ĕçлесе. Эсир, çамрăксем, ĕçлĕр. Пăрăвусене хăвах пăх. Сансăр тунсăхласа çитнĕ вĕсем. Ман Гриша та яла пурăнма куçса килетĕп тесе çырнă. Авланмасăрах темĕнле хĕре ача çураттарнă. Вырăс тет. Беда хальхи çамрăксемпе, пĕрлешмесĕрех ача çуратаççĕ.
— Кăна Маринăна тĕксе каларăн-и, Марук аппа?! — йĕме чарăнса ура çине сиксе тăчĕ Аня. — Эс Маринăна ан тĕкĕн! Айăплă мар вăл! Халĕ пурте тенĕ пекех качча кайичченех ача çуратаççĕ. Усал çынсем пĕтерчĕç ăна.
— Эп, ара, хам Гриша пирки калаçап. Маринăшăн хам та кулянса çĕр çывăраймастăп. Ан çиллен-ха эс ват çын çине, таçтан тухса кайрĕ сăмаххи. Ăна упрайманнишĕн эп те айăплă.
— Марук аппа, кай эс киле, — çилли лăпланнă хыççăн сăмах хушрĕ Аня. — Эп пурпĕрех пымастăп сан пата. Ман пĕччен пулас килет.
— Аня, тархасшăн, хăвăнпа тем тума ан шутлах. Усал ят ан хăвар ял çине. Эп каям-ха, эппин. Ыран касу-ха ман.
— Тинех кайрĕ, кĕтсе илеймес пулĕ терĕм эп вĕсем каясса, — Марук аппа тухса кайсанах пӳрте Вера аппа кĕрсе тăчĕ. — Мĕн çинчен пит нумай калаçрĕ-ха Марук аппу? Кĕрӳ те кунтах явăнатчĕ пулмалла.
— Сана тата мĕн кирлĕ? — сиввĕн ыйтрĕ унран Аня.
— Эп... ара, ун пек хыттăн ан калаç-ха манпа. Иксĕмĕр пит лайăх пуплеттĕмĕрччĕ-çке.
— Ман никампа та калаçас килмест, Вера аппа. Пĕччен пулас килет.
— Çу-ук, сана паян пĕччен хăвармасах. Сан пĕччен юлма юрамасть паян.
— Ах, чĕре çунса тухать, Вера аппа. Ăшра темĕн йăшăлтатать. Хурт пек кĕшĕклет. Ах, мĕн тăвас-ши?
— Ĕçсе пăх-ха пĕр черкке, чĕрӳ ыратни иртсе кайĕ. Эп хам та ăш çуннă вăхăтра пĕр черкке ĕçетĕп те иртсе каять.
«Тен, эрех ĕçсен чăнах та лăпланăп, çывăрса кайăп. Тек çамрăк мар ĕнтĕ — кăшт ĕçнĕшĕн нимех те пулмĕ», — шухăшларĕ хĕр.
— Пар-ха, эппин, ĕçсе пăхам.
— На, ак, сана валли урăх кĕленчепе кăшт куннине илсе килтĕм, — хĕвĕнчен икĕ кĕленче сăмакун туртса кăларчĕ ват çын.
Аня черккери эрехе çӳçене-çӳçене ĕçрĕ. Унтан ăшра вĕри хум чупса кайнине туйрĕ, чĕри те хыттăн тапма пăрахрĕ. Ăшра юрă сăмахĕсем хăйсемех шăранчĕç. Маринăпа иккĕшĕ пĕрле юрланă юрăсене юрлас килчĕ ун.
— Ух, çунтарать ку сан ăша! Мĕн янă эс унта?
— Нимĕн те. Сахăр çеç. Анчах юхтартăм.
— Фу, çывăрас килсе кайрĕ. Выртас пуль.
— Выртах. Эп хам та сан патрах çĕр каçап. Тен, кĕрӳ килсе чăрмантарас тейĕ те.
— Килмест вăл урăх кунта. Хăваласа кăларса ятăм эп ăна.
— Хăвала çав, хăвала. Ман хĕре улталарĕ, халь сан çумна çулăхать. Пурăнмалли çук та, тăлăх арăм шырать.
Вера аппан юлашки сăмахĕсем хĕр хăлхине кĕмерĕç. Вăл, Маринăна хулана шырама кайнăранпа та куç хупса курманскер, кĕçех лăпкă ыйха путрĕ.
Ирхине Марук аппа пырса вăратрĕ хĕре. Вăл алăка çине тăрсах шаккаман пулсан кăнтăрлачченех çывăрнă пулĕччĕ хĕр.
— Эс ун пек тарăн ыйхăллă марччĕ-çке. Мĕн пит хытă çывăран ара?
— Ир енне çеç тĕлĕрсе кайнă çав эп, — суеçтерчĕ Аня. Хĕр хăйĕнчен пăрăнса çӳреме тăрăшни Марук аппана çĕрĕпех шухăшлаттарчĕ.
— Паян каллех сан патран Вера тухса кайрĕ. Ма явăçтаратăн эс ăна хăв патна? Тантăшу-и вăл сан?
— Вăл манпа калаçса ăшне пусарать. Манăн хамăн та унпа калаçсан чун лăпланнă пек.
— Ырăпа çӳремест вăл сан пата. Ыр сунакан çын сана вăйпа эрех ĕçтермен пулĕччĕ. Сана ĕçме вĕрентсе Виктортан сивĕтесшĕн вĕсем. Ăнланмалăх пулнă ĕнтĕ эс, Анук. Паянхи кун калаçма аван та мар та. Марина чунĕ те кунтах, ун умĕнче калатăп. Çын хуйхине çын курмасть, ачам. Тӳссе курманни сана ăнланмĕ. Куç умĕнче ăшшăн калаçĕç те куç хыçĕнче санах хурлĕç. Эрех ĕçме вĕренсе çынна та ан савăнтар, ачам. Ун серепине çакланиччен хăтăл унран.
Фермăна Аньăна пĕрле илсе анчĕ Марук аппа. Колхоз председателĕ Сидор Васильевичпа та хăех кайса калаçрĕ. Тĕп зоотехник вара хĕре курсан хĕпĕртерĕ. Витере те хĕвел ытларах çутатнă пек туйăнчĕ уншăн.
Аня та ĕçре кун иртнине сисмерĕ. Килти выльăхĕсене сутса пĕтернĕ пирки кăнтăрлахи апата та киле каймарĕ. Пушă пӳрте таврăнса чунне ыраттарас темерĕ. Таврана каç сĕмĕ çапни çеç ăна унта таврăнмаллах пулнине систерсе чунне ыраттарчĕ. Кĕрхи кун кĕске пулин те Аня кун каçипе витесене çунă пек хырса тасатса пăрушкисене çума ĕлкĕрчĕ. Ăçта килнĕ унта тăпăлтарнă хăмасене çĕнĕрен çапса лартрĕ. Пăрушсене çитерсе витене хупнă çĕре пăч тĕттĕмех пулчĕ. Хăнăхнă ĕç ывăнтармарĕ ăна. Чунра темĕнле çĕнĕ пăлхану хускалчĕ, кăмăл уçăлчĕ.
— Анна Ильинична... Аня... киле пĕрле каяр. Çула май вĕт, — хĕр вите алăкĕсене питĕрнине сăнаса тăракан зоотехник ăна алăран тытрĕ.
— Рита курсан пĕтĕм ял халăхĕ умĕнче намăс кăтартса пĕтерĕ. Ман паян кăмăла пăсас килмест.
— Эпир унпа уйрăлнă. Тата эс илтмен-им, ун патне тахçанах Петюксен Мишши явăçнă. Хунямапа пĕрле юрла-юрла ĕçеççĕ тет.
— Ун мăшăрĕ Зоя тепĕр ачине тин çеç çуратрĕ вĕт?
— Ача çуртĕнче выртнă чухнех çыхланнă терĕç. Пĕлетĕн-и, Аня, ман элекçĕ хĕрарăм пек çын çинчен калаçас килмест. Зойăна шел, паллах. Анчах эпир хушша-хуппа кĕнипе нимĕн те пулмĕ. Хăйсен пуçĕсем пур.
— Çапла çав эпир. Хамăра лайăх чух çын хуйхи çине çаврăнса та пăхмастпăр. Инкекĕ хамăр ума килсен тин аса илме, пăшăрханма пуçлатпăр. Тĕрĕсех калать Марук аппа çын çинчи йывăç çинчи тесе. Çемье арканать вĕт. Мишшăпа хамах калаçатăп паян.
— Мана хушша кĕме аван мар. Сидор Васильевич хăех калаçса пăхма пулчĕ унпа. Тен, тăна кĕрĕ. Аня, — килнелле васкаса утакан хĕре чарса тăратрĕ Виктор. — Ман санпа калаçмалли нумай. Эп те сахал мар тӳснĕ пурнăçра.
— Кирлĕ мар, Виктор Иванович. Тӳрленме пуçланă суран çине тепĕр хут тăвар ан сапăр. Ман асапсем ахаль те темиçе çын валли çитмелле.
— Пĕрлештерер вĕсене, Аня. Пĕрле çĕнтерер.
Арçынăн çак сăмахĕсене илтсен хĕр тăпах чарăнса тăчĕ. Виктор Иванович хăйне ĕç пăрахнăшăн ӳпкелессе кĕтнĕччĕ вăл.
— Ун пек ан шӳтлĕр, Виктор Иванович. Ман чĕрене тепĕр хутчен амантма кирлĕ мар.
— Эп шӳтлеместĕп. Каçар мана, Аня. Сана асап кӳнĕшĕн, вăхăтра ăнланса илейменшĕн каçар.
— Эсир мĕн... Мана чăнласах качча тухма ыйтатăр-и?
— Эп чăнласах. Эп кун пирки нумай шухăшласа çӳрерĕм.
Виктор Иванович Ăня мĕн каласса кĕтрĕ. Ăçта, хăçан пĕрремĕш хут килĕштерсе пăрахнăччĕ-ха вăл ăна? Пĕрремĕш пухурах-ши? Çук, ун чухне хĕр ун çине пăхма вăтанса куçĕсене тартнине çеç асăрханăччĕ вăл. Чĕринче юрату çулăмĕ вара çĕнĕрен пăрусен витинче ялкăшма пуçларĕ. Хĕр юрла-юрла пăрусен витине тасататчĕ. Стена çинчи каяшĕсене хĕремесленсех татăкпа шăлнине курсан зоотехник вăл камне пĕлес тесе хыттăн ӳсĕрсе илчĕ. Сас кĕтмен çĕртен пулнăран хĕр шартах сикрĕ. Пысăк куçĕсемпе арçын çине кăшт тарăхарах пăхрĕ. Кивĕ шăлавар çийĕн кăларса янă кĕрен футболки ун каяшпа та вараланнăччĕ. Арçын куçĕсем хĕрĕн яштак кĕлеткине асăрхарĕç. «Епле илемлĕ пирĕшти, — шухăшларĕ вăл ун чухне. — Шел, мана валли мар». Куçĕсем хĕр куçĕсемпе тĕл пулсан арçын унта тарăхуран нимĕн те юлманнине курчĕ: вĕсем Виктор çине тем ыйтнăн тĕмсĕлсе ачашшăн пăхрĕç.
— А-а, Эсир-çке ку. Эп каллех Кирук мучи аташса çӳрет тесе.
— Çынсем пурте киле кайнă. Хăрамастăр-и пĕччен ĕçлеме? — теме çеç пултарчĕ Виктор. Çав вăхăтра чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратрĕ ун.
— Эп яланах кая юлса ĕçлеп. Выльăхăн чĕлхи çеç çук, эп каланине вара йăлтах ăнланаççĕ. Калаçма юлатăп эп вĕсемпе.
Миçе çул иртрĕ-ши унтанпа? Чылай шыв-шур юхрĕ. Халĕ каллех акă ун умĕнче Аня тăрать. Çавăн пекех арçын çине тем ыйтнăн, тĕмсĕлсе пăхать. Мĕн-ши ун чĕринче? Мĕн çинчен шухăшлать-ши вăл?
Аня çав вăхăтра арçын сăмахĕсем пирки мĕн шухăшламаллине те пĕлмерĕ. Кулмасть-ши вăл унран. Пĕррехинче те шыв хĕррине тухма ыйтрĕ те хăй эрнерен Ритăна качча илчĕ. Мĕн шухăш-ши ун пуçĕнче? Халĕ тата мĕн шут тытнă? Хĕр çав вăхăтрах зоотехникпа калаçнă чухне хăйне çăмăл туйрĕ. Хуйхă та хыçала юлнă пек. «Халĕ тин хурланнипе нимĕн те тăваймăн. Хăвна упра. Эс йĕнипе нимĕн те улшăнмасть. Пĕлетĕп: вĕрентме çăмăл, инкек тӳсекене чăтма йывăр, çапах та ĕнен мана, иртнине каялла тавăраймăн», — тенĕччĕ вăл Маринăна пытарса килсен. Май пулсан, чăнах та, вăхăта каялла тавăрĕччĕ вăл. Тунă йăнăшсенчен сыхланĕччĕ. Хăйĕн пурнăçĕнчи темиçе çулне кăларса пăрахĕччĕ. Анчах çук çав, ку шухăшсене никам та пурнăçлаймĕ. Хĕвелĕ кашни кун пĕр вырăнтан тухать пулин те кунĕсем тĕрлĕрен иртеççĕ.
— Мĕншĕн чĕнместĕн? Тиркетĕн-им?
— Пурнăç кĕнеке мар, страницисене чĕрсе переймĕн. Чĕрене суран хăварнă самантсем сахал мар.
— Иртнипе çеç пурăнсан малалла каяймăн. Манма тăрăш. Эпир пурте йăнăшсем тăватпăр. Эс тӳрех ан хуравла. Шухăшла. Анчах та ман сан умăнта çылăхсем пур. Çемье пурнăçне ман ултавран пуçлас килмест. Васкар мар киле, калаçар.
— Рита мĕнле вара? Эсир... эс унран уйрăлман вĕт-ха?
— Ĕнер ЗАГСа кайса пичет ларттартăмăр.
Анат енчен шурăмпуçĕ çутăлса килчĕ пулин те икĕ чун пĕр-пĕринчен уйрăлмарĕç. Икĕ пурнăçа сӳтсе яврĕç вĕсем çĕр каçипе. Хĕл çитнине систерсе пĕрремĕш юр пĕрчисем пит çине ӳксе ирĕлчĕç. Аньăн çӳç пайăркисене юр хупларĕ. Викторшăн унран илемлĕ çын та çук пек туйăнчĕ çĕр çинче. Ун ăна ыталас, хăй çумне хыттăн-хыттăн пăчăртас килчĕ. Çав вăхăтра вăл хăй халиччен çакăн пек никама та юратманнине, çакăн пек никам хĕрарăмĕ патне те туртăнманнине туйса илчĕ. Ăна ыталаса илсе чуп тăвасран хăйне аран тытса чарчĕ арçын. «Мĕн калĕ-ши вăл эп ăна хам ытама илсен, тĕртсе ярĕ-ши?» — шухăшларĕ арçын.
— Пĕрремĕш юр çăвать, — çĕр çинчи юра алли çине илчĕ Аня. — Эпĕ шăпах ноябрьте çуралнă. Çуралнă уйăхра пĕрремĕш юр е çумăр çусан ăна çимелле е ĕçмелле теççĕ. Çиес ăна. Тен, чăнах та, юрпа пĕрле ман пуç çине телей анать.
— Çиер. Анчах ĕненместĕп эп ун пек сăмахсене. Телей хамăр алăра. Упрар ăна, Аня.
— Виктор... Витя, ытла та хăрушă япаласем çинчен каласа патăн эс мана. Ĕненес те килмест. Епле-ха çапла хăтланма пултарнă Вера аппа. Эп вĕт-ха ăна чĕререн ĕненнĕ.
— Çавăнпа усă курнă та вĕсем.
— Рита мана курайманнине пĕлнĕ-ха эп. Сăлтавне çеç пĕлмен. Халĕ йăлтах ăнланмалла. Амăшĕ вара яланах манпа ăшшăн калаçатчĕ. Нихăçан та вăл çавăн пек хăтланасса шутламан.
— Сан пысăк çитменлĕх пур: эс пурне те хăв пек тесе шутлатăн. Çын ырă кăмăлĕпе усă курма пĕлекенсем сахал мар. Япшар калаçнăран мар, ĕçне кура хакла çынна. Куçран пăх. Ман атте çын куçне тартать пулсан, ун чунĕ таса мар тетчĕ. Астăватăн-и, пăрусем çухалсан чи хытă кăшкăракансем Ритăпа амăшĕ пулчĕç. Вĕсем мана санран сивĕтесшĕн çеç мар, сан ятна вараласшăн та пулнă.
— Ман, хăв калашле, иртнине хускатас килмест. Тавăрма шутламастăп. Пурнăç хăех кăтартĕ кам мĕнлине. Çĕр чăмăрĕ çавра, пурин патне те çаврăнса çитет. Арăму, Олеся, епле вара çаван пек тума пултарнă-ха?
— Ăна укçа çеç интереслентеретчĕ. Ăна итлесех хам ĕçпе ĕçлеймерĕм — пасара сутă тума кайрăм. Паллакансенчен намăсчĕ. Анчах ăна нихăçан та укçа çитместчĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах паран, çавăн чухлĕ нумайрах ыйтатчĕ.
— Ачи хăйĕн-çке çапах та.
— Малтан укçа памасан уйрăлассипе хăрататчĕ. Эп Лизăна юратнине пĕлсен çавăнпа усă курма пуçларĕ. Олеся ăна балкон çинчен пăрахма хатĕрленнине курсан çӳçсем самантрах шуралчĕç. Саккăрмĕш хутран ӳксен мĕн юлĕ унран? Лиза хăранипе чĕтреме ерни те çемçетмерĕ ун чунне. Хăранипе куçĕсене хытă хупрĕ те урăх уçăлмарĕç ун куçĕсем. Мĕн пур укçана, сĕтел-пукана, хваттере парса хăвартăм Олесьăна. Хĕрĕме вăхăтлăха куç курманнисен интернатне вырнаçтарса хам яла таврăнтăм. Вулама вĕрентĕр терĕм. Колхозра пӳрт туса пĕтерсен илсе килетĕп эп ăна кунта. Хам ĕçре чухне Мария Ивановна асăрхама пулчĕ.
— Эп... тăван амăшĕ вырăнне пулайăп-ши уншăн, Виктор?
— Эппин, килĕшетĕн ман мăшăр пулма?
— П... пĕлместĕп.
— Ку кану кунĕсенче эпир унпа Атăл леш енне уçăлма кайма калаçса татăлнăччĕ. Вăхăту пулсан атя пирĕнпе.
— Пыратăп.
Виктор аллине çирĕп чăмăртаса тăракан вунвиçĕ çулхи хĕрача Аньăна йăмăкне аса илтерчĕ. Марина пекех сап-сарă çӳçлĕ, шуранкарах питлĕ Лиза. Хура куçлăх çеç ун сăнне кичемлетет.
— Лиза, паллаш, Аня, эпир унпа пĕрле ĕçлетпĕр. Эп сана каласа панăччĕ ун çинчен, манман-и?
— Нет, не забыла. Здравствуйте, тетя Аня.
Хăйне «тетя» тесе чĕннĕрен Аня нимĕн калама аптăраса тăчĕ. Хăй текех çамрăк маррине туйса илчĕ.
Чылайччен çӳрерĕç вĕсем Атăл леш енче. Виктор çимеллисем те илнĕ иккен: вăрманта пĕр тунката çине шурă пир татăкĕ сарса хурса унта сумкинчи çимĕçĕсене вырнаçтарчĕ. Аня хăй çимелли пирки тавçăрса илейменнишĕн вăтанса пуçне чикрĕ, хăйне аван мар туйрĕ.
— Ан ӳпкеле хăвна, тепрехинче эс илĕн, — ун ăшри туйăмĕсене вуланăн калаçрĕ Виктор. — Лиза, кил-ха кунта, часах апатланăпăр. Хырăмсем тахçанах хыр тăрринче.
Виктор хĕрне хытă юратни ун кашни сăмахĕнче, хусканăвĕнче сисĕнчĕ. Вăл ăна хăй çумĕнчен уйăрмасăр ыталаса утрĕ, ывăннине туйсанах алли çине илчĕ. Хушăран вĕсем Аня çинчен мансах шавлăн калаçса ахăлтатрĕç, хĕрĕн кашни ыйтăвне пурнăçларĕ ашшĕ. Аня çакăншăн кӳренсе те илчĕ Виктор çине, анчах вăл хăйĕн пулас ачисен те çакăн пек ашшĕ, пысăк шанчăкĕ пуласси çинчен ĕмĕтленсе кӳренӳ туйăмне ирĕке ямарĕ.
Уйрăлма йывăр пулчĕ Викторпа Лизăна. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин ытамĕнче чылайччен тăчĕç. Аня Виктор куççуль тумламĕсене унран пытарас тесе вăрттăн çанă вĕçĕпе шăлса илнине асăрхарĕ. «Йышăнĕç-ши вĕсем мана? — шухăшларĕ хĕр. — Ытлашши пулмăп-ши эп вĕсемшĕн?»
— А где тетя Аня? — çав вăхăтра ыйтрĕ Лиза. — Вы мне очень понравились. В следуюший раз придете?
Аня нимĕн калама аптăраса Виктор çине пăхрĕ.
— Килет, Лиза. Вăл халĕ яланах пирĕнпе пĕрле пулĕ малашне, — уншăн хуравларĕ ашшĕ.
Автобус çине ларсан та Аня куçĕ умĕнчен хĕрача сăнĕ каймарĕ. Хăй ăна юратма пуçланине Атăл леш енчех туйрĕ вăл. Лиза ăна йăмăкне аса илтерчĕ. Анчах йышăнĕ-ши вăл ăна? Виктортан уйрăлсан та çак ыйту канăç памарĕ хĕре. Фермăри ĕçсене пуçтарсан кун пирки унпа калаçса пăхма шут тытрĕ.
— Лиза амăшĕшĕн питĕ тунсăхлать. Вăл сана килĕштерчĕ. Кун пирки вăл мана Атăл леш енчех каларĕ.
— Пулайăп-ши эп уншăн амăшĕ?
— Килĕшетĕн эппин ман мăшăр пулма.
— Паянтан эп сан мăшăру, Виктор.
Çак сăмахсене калама çăмăл пулмарĕ Аньăна. Темиçе çул канăç паман асапсем хыççăн çавăн пек кĕтмен çĕртен телей килессе ĕненмерĕ вăл. Ирхине вăрансан куç умĕнчен йăлт çухалассăн туйăнчĕ. Пĕр самантрах упăшкаллă та, ачаллă та пулса тăчĕ-çке вăл. Ытла та хăвăрт.
Виктор тек хăйне тытса чараймарĕ. Аня хăйĕнчен тарас пек, ăна хыттăн ыталаса хăй çумне пăчăртарĕ, сăмахĕсене каялла илесрен шикленнĕ пек, ăна чуп тума, çӳçĕнчен ачашлама пуçларĕ. Çак самантра вĕсем çĕр çинче иккĕшĕ çеç пулчĕç.
— Тен, кĕртетĕн паян мана хăв патна? — хĕре ытамран вĕçертсен ыйтрĕ Виктор.
— Çук, çын тем калĕ, аван мар.
— Пăрах çын сăмахĕ çине пăхса пурăнма. Пире лайăх, эпир телейлĕ — çав паха. Хăçан та пулин пурпĕрех пĕлеç эпир пĕрлешнине.
— Атя, эппин. Манăн хамăн та пушă пӳрте таврăнас килми пулчĕ. Асаилӳсем чуна кĕшĕклеççĕ.
Çĕрĕпех куç хупмарĕ çĕнĕ мăшăр. Калаçмалли сăмах пĕтмерĕ вĕсен. Виктор хăйне çĕр çинче чи телейлĕ çын тесе шутларĕ. Пĕр самантрах вăл мăшăр та, хĕрĕ валли чăн-чăн амăшĕ те тупрĕ. Аньăран лайăхрах çын урăх тупаймассине пĕлет вăл. Халиччен Виктор никама та çавăн пек юратман, юрату самантне тăсас килчĕ ун. Кантăкран кĕрекен шурăмпуç çутине сӳнтерес килчĕ.
Аня та Викторпа хăйне аван туйрĕ. Çак мăнаçлă арçын уншăн малашне хӳтлĕх те, телейпе шанăç та пулассине ĕненчĕ. Унпа калаçнă хыççăн кашнинчех хăйне çăмăл туйрĕ вăл. Ĕçлес те ĕçлес килчĕ ун. Ăшра юрă кĕвви ĕнĕрлерĕ.
Ĕçе те пĕрле кайса таврăнчĕç вĕсем. Ял çинче чылай сăмах çӳрерĕ вĕсем пирки. Кĕвĕçекен те, ăмсанакан та, ӳпкелекен те сахал мар пулчĕ. Виктор арăмне кашнинчех лăплантарчĕ. Ун юратăвĕ Аньăна çĕнĕ вăй-хал пачĕ. Çынсенчен тарса çӳремерĕ вăл тек. Упăшки вĕрентнĕ пек хĕр чухнехилле яштак пĕвне тӳрĕ тытса угрĕ. Виктор канмалли кунсенче Лизăна яла илсе килесси çеç ун чĕрине хускатрĕ. Мĕнле йышăнĕ вăл çĕнĕ хыпара? Хĕрĕ кăмăлламасан Виктор пăрахмĕ-ши ăна?
— Ан пăшăрхан, Аня, пурте йĕркеллĕ пулать. Лиза ман хам пек характерлă. Эпир унпа яланах пĕр шухăшлă.
Анчах Лиза çĕнĕ хыпар çине нимĕн те хуравламарĕ. Аня ун сăнĕ улшăннине çеç сисрĕ. Хĕрĕн ăшри туйăмĕсем хальхинче ашшĕшĕн те вăрттăнлăх пулчĕç. Çапах та Лиза ашшĕ патне пурăнма куçма килĕшни те Аньăшăн савăнăç пулчĕ. Ăна валли район центрне кайсах кровать туянчĕç вĕсем. Ăна тахçан Маринăн вырăнĕ ларнă çĕрех вырнаçтарчĕç.
— Папа, папа, иди скорей, журавли поют. Я слышу их голоса, — Лизăн уçă сасси пĕр ирхине пурне те ăшă ыйхăран вăратрĕ. — Папа, журавли прилетели! Пойдем скорее на улицу! Я хочу их видеть!
— Каяр, хĕрĕм, тухар.
Хĕрĕн куçĕсем курмаççĕ пулин те ашшĕ ун кăмăлне хуçас темерĕ — Лизăна урама йăтса тухрĕ.
— Пап, а как будет по-чувашски журавли?
— Хуркайăк, теççĕ вĕсене, ачам.
— Хыр гайыг, да?
— Çапла, хуркайăк, — куларах хуравларĕ ăна ашшĕ. Хĕрĕн сăмахĕсем кулăшла пек туйăнчĕç пулин те чăвашла интересленнишĕн савăнчĕ вăл.
— А где тетя Аня?
Пĕрле пурăнма пуçланăранпа çур çул çитет пулин те Лиза Аньăна «анне» тесе чĕнмерĕ-ха. Ашшĕ те ăна васкатас темерĕ. Аня хăй ку ыйтăва хускатмарĕ. Çав сăмаха хистенипе мар, чунран юратса каласса кĕтрĕ вăл.
— Эп кунтах-ха, хĕрĕм?
— А что такое хэрим, папа? — хăлхинчен пăшăлтатса ашшĕнчен вăрттăн ыйтрĕ Лиза.
— Амăшĕсем ачисене юратса çапла чĕнеççĕ.
Аня Лиза мĕн те пулин каласса кĕтсе пӳрте кĕме васкамарĕ. Анчах лешĕ ашшĕне мăйĕнчен ыталаса илчĕ те пуçне ачашшăн ун хулпуççийĕ çине хучĕ. Çак самантра вăл амăшне аса илнине, уншăн тунсăхланине чĕрипе туйрĕ Аня. Марина та амăшĕ çинчен калаçнă чухне пуçне Аня хулпуççийĕ çине хуратчĕ. Хăйшĕн те çывăх-çке çав туйăм. Сахал-и вĕсем амăшĕсем хăйсен ачисене ачашшăн çупăрланине ăмсанса сăнанă. Пĕрлешес умĕн Лизăшăн тăван амăшĕ вырăнĕнче пулма шантарчĕ пулин те хăйне «анне» тесе чĕннине кĕтсе илеймерĕ. Олеся кирек мĕнле хĕрарăм пулсан та Лизăшăн вăл амăшĕ. Ăна вăл лайăхпа çеç аса илет. Хăйне балкон çинчен пăрахма пуçланă каç та тахçанах манăçа тухнă.
— Витя, ман санпа калаçмалли пур, — каçхи апат хыççăн чашăк-тирĕке çуса хунă май упăшкине алăран пырса тытрĕ Аня. — Ĕçне тăвиччен санпа канашласа пăхас терĕм. Эп ăнланатăп, Лизăна мана хăнăхма йывăр. Тăван амăшĕ вырăнне йышăнни ăна кӳрентерет. Çавăнпа та эп халлĕхе çемье йышне хушма тăхтас терĕм.
— Эс... мĕн... пирĕн ача пулать-им?
— Каçар, асăрханаймарăм. Эп... ыранах...
— Мĕн калаçса тăран эс?! Ан хăйнă пул ман ачан пурнăçне татма! Ан аса ил вăл сăмаха! Лизăпа ыран хам калаçăп.
Хăй ача амăшĕ пулассине пĕлсен Аня хĕпĕртенĕччĕ. Ăшра тĕвĕленнĕ çĕнĕ чун ун пурнăçне çутатрĕ. Çунат хушрĕ тейĕн. Ятне те тупса хунăччĕ вăл: хĕр пулсан — Марина, ывăл пулсан — Гриша. Аньăн йăмăкĕпе Марук аппан ывăлне асăнса. Чечня вăрçинчен таврăнаймарĕ Гриша. Виçĕ уйăх çыру килмен хыççăн часть командирĕ Гриша пĕр çапăçура пуçне хуни çинчен çырса пĕлтерчĕ. Кин кĕртеймерĕ Марук аппа. Гришăна качча тухма хатĕрленнĕ хĕрарăм çинчен те вăл нимĕн те пĕлмерĕ. Темиçе хутчен чаçне çыру çырса ярса та хурав илеймерĕ. Пĕчченех юлчĕ Марук аппа. Лиза çеç ун чун йăпанăçĕ пулчĕ. Аньăн ача пулассине пĕлсен мăнукĕшĕн савăннă пекех хĕпĕртерĕ.
— Ман Гришăн та ачи çуралчĕ пуль ĕнтĕ. Виличчен курасчĕ мăнука. Ăçта çӳрет-ши арăмĕ? Çыру та çырмасть-çке ара, — хурланчĕ вăл.
Кунĕпе ĕçре ывăнни, мăшăрĕн ăшă сăмахĕсем часах ыйха путарчĕç пулин те Аня çĕр варринче такам ĕсĕкленине илтсе вăранса кайрĕ. Ыйхă тĕлĕшĕпе мĕн пулнине те ăнланса илеймерĕ малтанах.
— У вас будет свой ребе...но-о-ок, я опять никому не буду нужна-а-а.
— Ан йĕр, хĕрĕм. Юратать сана тетя Аня, хытă юратать.
— Ачи пулсан юратмасть. Анне мар вăл маншăн.
— Вăл ман ача та, Лиза. Вăл сан шăллу е йăмăку пулĕ.
Çак сăмахсене илтсен Аньăн чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратса кайрĕ. Хăйне ют ачашăн амăшĕ пулма çăмăл маррине пĕлнĕ вăл. Анчах Лиза вĕсен ачине çав тери курайми пуласса шухăшламан. Юлашки кунсенче вăл ури айĕнчи çĕре туймасăр çӳрерĕ — пулас ачи çинчен пĕр вĕçĕм шухăшларĕ. Халĕ, ав, çуралман пепкене туртса илесшĕн. Мăшăрĕпе калаçнă чухне те ăшри туйăм ун пек пулмасса систерсе шанăç панăччĕ. Халĕ вара... Нивушлĕ çĕнĕ пурнăç тымарне татмах тивет? Аня ашшĕпе хĕрĕн калаçăвне хутшăнмарĕ. Ирхине тăрсан Виктор мĕн каласса кĕтрĕ. Ăшра ача амăшĕ пулас шанчăк сӳнмерĕ-ха. Ун çак пăтăрмах хыççăн Лизăна курайми пулмалла пек. Аня вара ăна шеллерĕ. Ятланипе нимĕн те улăштарма çуккине те ăнланчĕ. Мăшăрĕ ун патне пырса выртманни, хĕрне пуçĕнчен ачашласа çывратса яма тăрăшни çеç ăна кăштах пăшăрхантарчĕ. Кӳренӳ ăна çывăрса кайма памарĕ. Вăл хăйне çĕнĕрен тăлăха юлнăн туйрĕ.
— Аня, эс ĕнер йăлтах илтрĕн пулас, çапла-и? Халлĕхе пулас ача пирки Лиза умĕнче сăмах ан хускат, юрĕ-и? Пурăна киле хăех ăнланĕ. Ирхи пирки ăна нимĕн те ан кала.
— Виктор, тен, тăхтăпăр ача пирки?
— Çук! Ман ку сăмаха илтес те килмест. Ан хăйнă пул ман ачана тĕкĕнме. Унсăрăн... — Виктор хăй çине шикленерех пăхакан арăмне ыталаса илсе ачашшăн чуп тума пуçларĕ. Аньăн та хăй ытамĕнчен ярас килмерĕ ăна. Мăшăрĕ урăхла каласран хăраса урăх çывăраймарĕ вăл. Виктор çуралман пепкине хĕрне юратнă пекех юратнине ăнланчĕ Ăня. Ăна çавăншăн тав тăвасшăн пулнă пек нихçанхилле хытăрах чуп тума пуçларĕ. Кĕлетке тăрăх ăшă хум чупрĕ. Кĕç ăшра темĕнле ăнланмалла мар япала пулса иртнине туйрĕ.
— Мĕн пулчĕ? — хăйне мăшăрĕ кĕтмен-çĕртен тĕртсе янăран сисчĕвленчĕ Виктор.
— Ăшра... темскер... аван мар.
— Эс ан шӳтле.
— Ак, каллех. Виктор, пирĕн пепке хăй пуррине систерет, илтетĕн-и?
Аня упăшкин аллисене хырăмĕ çине хучĕ. Кĕç Виктор та шалта хускану пулнине туйрĕ.
— Акă, эпĕ те туйрăм, — Виктор сылтăм аллипе, пулас ачине çупăрлас пек, Аньăн хырăмне ачашларĕ. Сăмахсем ытлашши пулчĕç мăшăршăн. Виктор хăй пĕрремĕш хут ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăма юратнине туйса илсе ăшĕнче кулса илчĕ. Олеся çинчен аса илсе кăмăлне пăсас килмерĕ ун.
— Айванскерĕм, эсĕ ман, — кăштран сăмах хушрĕ вăл мăшăрне. — Эпĕ ăна çуралмасăрах юрататăп. Вăл пирĕн юрату тĕшшийĕ. Пĕрремĕш тĕшшийĕ. Эс ăна таптама ирĕк паратăп тесе шутлатăн пулсан мана япăх пĕлетĕн апла. Лиза вăл айванрах-ха. Амăш юнĕ пулсан та кăмăлĕ çемçе ун. Часах иртет ун кутăнлăхĕ.
Анчах вăл каланă пек пулса тухмарĕ: Лиза Аньăпа калаçми пулчĕ. Куçĕ курмасть пулин те пӳлĕмре иккĕшĕ çеç юлнине самантрах сисет. Пуçĕ çийĕн утиялпа пĕркĕнсе выртать. Аня та калаçса ун суранне хускатас темерĕ. Ăна вăхăт çеç сиплеме пултарнине пĕлет вăл. Анчах Лиза кăмăлĕ пĕчĕк Гришăна больницăран илсе таврăнсан та улшăнмарĕ. Ача хăнисем пуçтарăнсан та вĕсем патне тухмарĕ. Çĕр каçма та Марук аппа патне кайрĕ.
— Ан пăшăрхан, — лăплантарчĕ Аньăна Виктор. — Иртет ун кӳренĕвĕ. Ача-ха вăл.
Гриша вара сехетсерен ӳсрĕ тейĕн. Ашшĕ пек хуп-хура куçлăскер, хăй çемьере пĕчĕк çын маррине систерсе час-часах кăшкăрса йĕчĕ. Лиза та вăхăтлăха Марук аппа патне пурăнма куçрĕ. Ун курайманлăхĕ ӳссех пынине хĕрача никамран та пытармарĕ.
— Папа, пусть он не плачет, — йăлăнчĕ вăл ашшĕне Гриша йĕме пуçласанах, — не хочу слышать.
— Лиза, вăл пĕчĕк, калаçма пĕлмест. Хăйне мĕн кирлине йĕрсе ыйтать. Пĕчĕк чух пурте, эсĕ те çав шутрах, йĕреççĕ.
— Скажи тете Ане, пусть обратно увезет. Ты не любишь меня как прежде. А все из-за него! А что делает тетя Аня? Пусть сама за ним смотрит!
— Лиза вăл тетя Аньăн çеç мар, ман ывăл та. Сан шăллу. Эп ăна та сана юратнă пекех юрататăп.
— Нет! Ты его больше любишь! Отвези меня обратно в интернат или я к маме поеду.
Йĕрекен хĕрне ашшĕн сăмахĕсем лăплантармарĕç. Аня çеç ун асапне ăнланчĕ: кĕвĕçет вăл Витьăна. Ашшĕ ытларах унпа пулнăшăн ăна каçарма пултараймасть. Куçĕ курманни ун асапĕсене пушшех ӳстерет.
— Виктор, ан ятла ăна. Вăрçнипе сивĕтен çеç хăвăнтан. Пĕрре тунă йăнăша урăх тăвас марччĕ.
— Лиза, — ирхине ун вырăнĕ çине шăппăн пырса ларчĕ Аня, — ман магазина кайса килмелле те вăхăтлăха Гришăна асăрхаймăн-ши? Эп нумай тăмас.
Хĕрачан хуравне кĕтсе тăмарĕ вăл: алăка хытăрах хупрĕ те чӳрече умĕнче мĕн пуласса кĕтсе итлесе тăчĕ. Кĕç урай чĕриклетнĕ сас илтĕнчĕ: Лиза сăпка патне пычĕ пулас. Унтан вăл шăппăн юрлани илтĕнчĕ. Аня вăл юрра Гришăна çывратса янă чухне час-часах юрлатчĕ. Лиза ăна чăвашла вĕреннĕ иккен. Амăш чĕри савăнăçпа тулчĕ, лавккана кĕрсе тухнă хыççăн мăшăрне савăнăç пĕлтерме шут тытрĕ.
— Аня, Виктор Ивановича темĕнле хĕрарăм шыратчĕ, — хутаçа сахăр тултарнă май каларĕ Аля-сутăç.
— Районтан такам килнĕ пуль.
— Ку хуларанах пулмалла, вырăсла калаçать.
Аньăн чĕри ырă мара сиссе чиксе илчĕ, ăшĕ вăркама пуçларĕ. Фермăна кайса килме пулнине мансах килнелле чупрĕ.
— А папа тебя не обижает? — пӳрт умне кĕрсен илтрĕ вăл палламан хĕрарăм сассине.
— Нет.
— А тетя Аня?
— Она хорошая.
— А это кто?
— Мой брат.
— Как твой брат? У тебя нет брата.
— Его Гришей зовут. Он мой брат.
Аня урăх вăрттăн итлесе тăма аван мартан пӳрте кĕчĕ.
— А это кто?
— Моя мама.
— А-а, ав эсĕ еплескер. — Аня çине тăрăхларах пăхрĕ палламан хĕрарăм.
— Çапла, эпĕ. Эсир кам?
— Тен, пĕлен те. Эпĕ — Олеся. Викторăн арăмĕ.
Аня хăй çине пасарта выльăх туяннă чухнехи пек пăхнине тӳссе тăраймарĕ — тĕпеле иртрĕ.
— Мĕн шăрши кĕрет кунта сан? Сывлама çук.
Аня унпа мĕн çинчен калаçмаллине пĕлмерĕ, Марук аппана Виктора чĕнме ячĕ.
— Эс мĕн тума килтĕн кунта? — килсе кĕнĕ-кĕмен сиввĕн ыйтрĕ пулнă мăшăрĕнчен Виктор.
— Мĕншĕн тӳрех сивĕ эс манпа? Çул çинчен чейпе хăналасчĕ. Эпĕ те пуш алпах мар, — Олеся пир сумкинчен эрех кăларса лартрĕ. Вăл Лизăна мĕн те пулин парнелессе Виктор кăлăхах кĕтрĕ.
Виктор хĕрарăм ĕçленĕ вăхăтра ăна вăрттăн сăнарĕ. Хитре хĕрччĕ Олеся. Кăн-кăвак куçĕсем сахал мар каччă чĕрине çунтаратчĕç. Хăйне мĕншĕн упăшка тума суйласа илнине ăнланаймарĕ ун чухне Виктор. Савăннипе, тен, шухăшлама та пĕлмен пуль. Таврари чи хитре хĕрарăм урампа сана хулран çавăтса пырать-çке! Халĕ ун умĕнче пачах урăх Олеся ларать. Куçĕсем сӳрĕк, çийĕнче кивĕрех пальто. Çӳçĕсем те ĕлĕкхи пек хумлăн-хумлăн выртмаççĕ: çӳçне вăл кĕрен тутăр айне пуçтарса чикнĕ. Палăрмаллах самăрăлнă кĕлетки айĕнче пукан та нăтăртатать.
— Таврăн каялла хулана.
— Эп Гришăпа Марук аппа патне каçатăп, Витя, эсир калаçăр, — пулнă мăшăрсене итлесе тăма аван мартан Аня урама тухма хатĕрленчĕ.
— Я тоже с вами, — халиччен ашшĕпе амăшĕн калаçăвне шăппăн итлесе ларакан Лиза та вырăн çинчен анчĕ.
— Лиза, ниçта та ан кай, ман санран нимĕн пытармалли те çук!
— Балкон çинчине те-и? Ан тив хĕре, кайтăр. Ун ахаль те нумай асап тӳсме тиврĕ. Мантăн-им вăл кам айăпĕпе суккăр пулнине?
Çак сăмахсене илтсен Олеся сĕтел хушшинчи пукан çине ларчĕ. Урăх хирĕç чĕнмерĕ.
— Мĕн пăтратса çӳретĕн эс пире? — Аня ачисене илсе тухса кайсан Олесьăна хирĕç пырса тăчĕ Виктор. — Эрехне пуçтарса чик те дуй каялла.
— Мана юлашки хут тĕл пулнă чухне эрех ĕçнĕшĕн сивлерĕн. Хăв кунта иккĕ авланма ĕлкĕрнĕ. Арăму та светтуях темерĕç-ха.
— Эс Аньăна ан тĕкĕн! Эс ун чĕрне хури тĕшне те тăмастăн!
— Ан хирĕл, эп Лизăна илме килтĕм. Мана сирĕн ял хĕрарăмĕ шыраса тупрĕ хулара. Рита ятлă. Лизăна çĕнĕ амăшĕ хĕнет тет.
— Пулнă — иртнĕ! Урăх аташас кăмăлăм çук! Аня Лизăна хăй хĕрне юратнă пекех юратать.
Мĕн çитмест-ха Ритăна? Петюк Мишшине арăмĕнчен уйăрса киле кĕртрĕ, икĕ ачана ашшĕсĕр тăратса хăварчĕ. Амăшĕ эрех вырăнне уксус ĕçсе вилнĕ хыççăн Рита хăйне ялти урăх арçынсемпе те ирĕклĕ тытнине илтнĕ вăл. Мишшăпа иккĕшĕ сăмакунпа та сутă тăваççĕ иккен. Ĕçекенсем арăмĕсенчен вăрттăн илсе пыракан нимĕнле япалана та тиркемеççĕ. Мĕншĕн кураймасть вăл Аньăна?
— Ритăпа иксĕр пĕрех эсир пур енпе те. Эп сана ача памастăп. Çитменнине сана тахçанах амăш правинчен хăтарнă.
— Эппин, мана уншăн укçа пар!
— Ав мĕнле иккен! Мĕншĕн килнĕ-килмен çав сăмахран пуçламарăн? Хĕре сутма килтĕн эппин? Ну, юрĕ. Миçе тенкĕпе сутатăн Лизăна мана?
— Мана пилĕк пин кирлĕ.
— Ман ун чухлĕ укçа çук. Марук аппаран кивçен илсе паратăп. Ме, çыр! — сĕтел сунтăхĕнчен Олесьăна хутпа ручка кăларса тыттарчĕ Виктор.
— Мĕн çырас?
— «Эпĕ, Павлова Олеся Ивановна, хам хĕрĕмрен, Лизăран, яланлăхах сивĕнетĕп, точка. Уншăн пулнă упăшкаран, ман хушамата çыр, пилĕк пин тенкĕ илетĕп». Алă пус та вĕçтер кунтан тухса!
Олеся укçана пуçтарса сумкине чикнине Аня тĕлĕкри пек пăхса тăчĕ. Çак киревсĕр ĕç ăна чăн пурнăçра мар пек туйăнчĕ.
Мĕнле-ха апла, тăван амăшĕ хăйĕн хĕрне укçалла сутать? Амăш пулни мĕнле пысăк телей пулнине те ăнланмасть Олеся. Чылай ача çуратма пултарайман хĕрарăм ун телейне ăмсаннă пулĕ. Юрать-ха Лиза амăшĕн шухăшĕсене сисмесĕр юлчĕ, вăл укçана çĕр çинчи чи хаклă япалана тытнă пек тытнине курмарĕ. Уншăн çав сĕтел çинче сапаланса выртакан хут татки чи хаклă япала пулчĕ. Виктор шухăшне улăштарасран хăранă пек пĕрре ун çине, тепре Аня çине шикленерех пăхрĕ. Лиза енне çаврăнса та пăхмарĕ Олеся.
— Пап, она еще не ушла? — ашшĕне шыраса аллисене малалла тăсрĕ Лиза.
— Кĕç каять, — хĕрне хирĕç утрĕ Виктор.
— Ты больше ни приходи сюда. Я никуда не поеду с тобой. Папа, ты меня не отпустишь с ней, правда?
— Çук, хĕрĕм, тек эп сана хамран ниçта та уйăрмастăп.
— Таси паха. Ĕçсе анчах ярать вăл укçана. Ĕçлесен укçи татах пулĕ, урăх килсе анчах ан çӳретĕр кунта, — Гришăна тĕпелтен йăтса тухрĕ халиччен шăпăрт тăнă Марук аппа.
Олеся тухса кайнă хыççăн пӳрте сивĕ шывпах çуса тухрĕ Аня. Сывлăш çитмен пек туйăнчĕ ăна пӳртре. Пулса-иртни пуçран тухма пĕлмерĕ. Тепĕр шухăш та канăç памарĕ ăна: Лиза Олеся умĕнче ун пирки «это моя мама» тесе каларĕ пулин те куçран ун пек чĕнмерĕ-ха. Уншăн вăл çаплах «тетя Аня» çеç. Аня та васкатас темерĕ ăна. Ку вăхăт кĕçех çитессе чун-чĕрипе ăнланчĕ.
Мария Ивановна çитмĕл урлă каçрĕ пулин те кун пеккине курманччĕ. Ара, тăван амăшĕ ашшĕне ачине укçалла сутрĕ вĕт. Ăçта пулнă кун пекки. Ритине тата мĕн çитмест-ши? Çумра упăшки пур. Миçе хĕрарăм куççулĕ ӳкмест-ши ун çине — çапах пĕр хуйхăсăр пурăнать. Амăшне пытарнă чухне те ури çинче аран-аран тăраканскер, хулине мĕнле, хăш вăхăтра кайса килнĕ-ши? Иртенпех ури тавра явăнакан кушакĕ çеç ăна лайăх мар аса илӳрен хăтарчĕ. Ĕнертенпех чӳрече янахĕ çине хăпарса ларса питне çăвать лешĕ.
Хăй патне хăнасем килес çуккине пĕлет-ха вăл. Аньăсем патне леш хайхи хула майри килесрен сас пулсанах урама чупса тухать. Ун патне килсе çӳрекенĕ те Аньăпа Викторсăр пуçне никам та çук. Гриша вилнĕ хыççăн хăйĕн те çынсемпе хутшăнма ытлашши кăмăл çук ун. Хăй хуйхине кӳршисемпе çеç пайлать вăл. Хăйсем те манмаççĕ ватта. Анкартинче те вĕсемех ĕçлесе пулăшаççĕ. Сĕт-турăх енчен те килте ĕне пур пекех пурăнать ват çын. Лизăпа Гриша ăна ытлашши хурланма памаççĕ. Хăй те кӳршисене май пур таран пулăшать Марук аппа. Гриша çур çул тултарсанах ĕçе тухрĕ Аня. Кану мĕнне пĕлмесĕрех тĕрмешеççĕ вĕсем фермăра. Тин çеç пĕрлешнĕ мăшăр пек алла-аллăн çавăтăнса утнине курсан Мария Ивановна чĕри савăккăн тапать. Унтан ывăлне аса илсе хурланса та илет. Гриша çине пăхсанах мăнукĕ çинчен шухăшлама пуçлать вăл. Ăçта-ши ĕнтĕ халь ун ывăлне качча тухма хатĕрленнĕ хĕр? Укçи те çук пулĕ. Мĕнле пурăнаççĕ-ши? Пĕрлешмесĕрех ача çуратнăскере хисеплекенĕ те çук ĕнтĕ.
— Марук аппа, эпир килтĕмĕр! — кинемее шухăш тыткăнĕнчен хăтарчĕ сас. — Ăçта эс?
— Кунтах, ара, Лиза, эс-и? Ай-уй, Гриша та утакан пулнă тем.
— Вăл халь мана çавăтса çӳрет, Марук аппа, — сăмахсене чăвашла кукăртарах калаçать Лиза. — Вăл ман куç.
— Килĕрех. Час çăмарта ăшаласа çитерĕп сире.
— Марук аппа, эпир Гришăпа çеç мар, пирĕнпе ют çын пур, урамра юлчĕ.
Урамра тăракан типшĕмрех хĕрарăма Лиза каласан тин асăрхарĕ Марук аппа. Ун çине паллас тесе сăнаса пăхрĕ. Анчах кун пек чипер хĕрарăма ăçта курнине аса илеймерĕ ват çын. «Йăнăш лекнĕ ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Ют çын хăйне çапла сăнанинчен вăтанса хирĕç утрĕ.
— Мария Ивановна Эсир пулсан эп тĕрĕсех килтĕм, эппин, — вырăсла калаçрĕ палламан хĕрарăм. — Эсир Гриша амăшĕ-и?
Ывăлĕн ятне илтсен Марук аппа ура вăйĕсем пĕтнине туйрĕ. Ӳкес мар тесе пӳрт çумне таянчĕ.
— Çапла, эпĕ. Эсир кам пултăр? — аран сăмах хушрĕ вăл.
— Эпĕ... эпĕ Тоня ятлă. Гришăн юлташĕ.
Лиза палламан хĕрарăм мĕн каланине чăвашла куçарса пачĕ пулин те Марук аппа чĕнмерĕ. Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ ун. Куçĕсем халиччен амăш çумĕнче шăпăрт тăракан арçын ача çине куçрĕç. Матрос тумне тăхăннăскер, пысăк та чăмăр куçĕсемпе кинемей çине шăтарас пек пăхать. Чим, кама аса илтереççĕ-ха вĕсем? Ара, ку Веня вĕт! Каснă-лартнă ун упăшки!
— Ку вара... Гришăн ывăлĕ-и? — хаклă япалана туртса илесрен хăранă пек ăна аллинчен ярса тытрĕ кинемей.
— Да, Гриша, — Лиза куçарса парасса кĕтмесĕрех хăюллăн хуравларĕ арçын ача.
— Эп ăна ашшĕ ятне патăм, Мария Ивановна.
— Ай-уй, Лиза, пӳрте чĕн-ха хăнасене, кала, маншăн вĕсенчен хаклă хăна та çук çĕр çинче. Гриша ман пĕртен-пĕр ывăл пулнине кала, веçех кала, Лиза.
— Вăл йăлтах пĕлет, Марук аппа, мана хăй каласа пачĕ кун çинчен. Çавăнпа килсе кăтартас терĕм тет сана мăнука.
Çур çĕр иртсен те çутă сӳнмерĕ Марук аппа килĕнче. Виктор Ивановичпа Аня та ыран ирех ĕçе каймалла тесе киле кайрĕç ĕнтĕ. Марук аппа, Тоня темиçе хутчен Гриша мĕнле вилни çинчен каласа пачĕ пулин те, хăнана çывăрма памарĕ: ывăлĕ тӳснĕ кашни суран çинчен пĕлес килчĕ ун.
— Эп медсестраччĕ вĕсен чаçĕнче. Шăп пĕрлешме калаçса татăлнă кун ăна Чечняна илсе кайрĕç. Малтан çырусем яркалатчĕ, кайран çырма пăрахрĕ. Мĕнле вилни çинчен юлташĕсем каласа пачĕç. Нумай пĕтнĕ вĕсем вăл çапăçура. Ман сирĕн пата килсе сурана хускатас килмерĕ. Хам та ача амăшĕччĕ ĕнтĕ ун чухне. Асăнмалăх Сире валли сăн ӳкерчĕксем илсе килтĕм.
Ялĕпех ăсатрĕç тепĕр кунне Тоньăпа Гришăна. Виктор Иванович сăн ӳкерчĕ пĕрле. Йăх тăсмăшĕ тупăннăшăн Марук аппа чĕререн савăнчĕ. Савăнăçлă кун вара ял çыннисемшĕн тепĕр хурлăхлă хыпарпа вĕçленчĕ. Петюк Мишши Рита патĕнче сăмакун юхтарнă чухнех çывăрса кайнăран лаçĕ хыпса тухнă мĕн. Пушара сӳнтернĕ çĕре вăл тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. Ялта иккĕшне те килĕштермеççĕ пулин те çын вилни, паллах, никама та савăнтармарĕ. Чарăнма пĕлмесĕр ĕçрĕç çав юлашки вăхăтра иккĕшĕ те. Рити патне ĕçекен арçынсен мăшăрĕсем пырса йăлăнни те усси пулмарĕ: çав-çавах лешсем арăмĕсенчен вăрттăн ял хĕрринчи пӳрте япала йăтрĕç. Пытарма пынă çынсенчен пĕри те, хăйсен япалисене палласа илчĕç пулин те, вĕсене каялла илсе каяс темерĕç. Темĕнле ырă мар шăршă çапнă пек туйăнчĕ вĕсене. Халăх хушшинче упăшкисем тинех ĕçме пăрахасса шанакансем те пулчĕç пулĕ. Нумай çын пымарĕ Петюк Мишшине пытарма. Шăтăк алтакансем те тăванĕсем çеç пулчĕç. Виçĕ кунне асăнма та халăх пухăнмарĕ. Районти милици уйрăмĕнчен килсе ял тăрăх çӳрерĕç. Пилĕк çемьене икçĕршер тенкĕлĕх штрафланă текен сас-хура сарăлчĕ ял хушшинче.
— Мĕн вăл маншăн икçĕр тенкĕ, эп ăна пĕр каçра сăмакун сутса тăвап, — ахăрчĕ Рита каçхине кĕтӳ кĕтме тухнă хĕрарăмсем умĕнче. — Пĕлем только кам шалăп панине. Чĕртсе çунтарса ярап, нимĕр тăвап пурне те.
Те Рита пирки пĕлтерекен пулмарĕ, те милици уйрăмĕнче ĕçлекенсен вăхăчĕ пулмарĕ — урăх яла килсе тĕрĕслекен тупăнмарĕ. Ял администрацийĕнче ĕçлекенсем çеç хушăран килĕрен çӳрерĕç. Пурте лăпланчĕç тейĕн. Çав вăхăтра пĕр чун çеç хăйне валли канăç тупаймарĕ. Рита ятне илтсенех ун куçĕсем тарăхупа тулчĕç, чышкисем чăмăртанчĕç. «Пурпĕрех тавăратăп! Каçармастăп!» — пăшăлтатрĕç тутисем.
* * *
Ничкасси пурнăçĕ майĕпен малалла шурĕ. Кашни хăйĕн лавне малалла туртрĕ. Хашĕсемшĕн çăмăл пулчĕ вăл, теприсемшĕн... Сахал мар çын вилчĕ юлашки тăватă çул хушшинче. Ытларах çамрăксем вилни пурне те шухăша ячĕ. Чирĕ те вĕсен пурин те тенĕ пек пĕрре — эрех. Рита та юлашки вăхăтра этем ĕренкинчен тухсах ĕçрĕ. Петюк Мишши пурăннă чухне хăйне ун пекех ирĕке яраймастчĕ вăл: лешĕ час-часах хĕнетчĕ ăна. Никам та чаракан çуккине кура куç умĕнчех эрех ĕçсе алхасса пурăнчĕ. Аня патне те çураçар тесе темиçе хутчен те сăмакун илсе пычĕ Виктор çук чухне, анчах Аня ăна килхушшине те кĕртмерĕ — тĕксех кăларса ячĕ.
Павловсен килĕнче вара паян савăнăçлă кун: Гриша пĕрремĕш класа каять. Сумкине уйăх каяллах хатĕрленĕ пулин те аппăшне канăç памасть. Аня та иртенпех канăçсăр.
— Анне, Лиза, атьăр манпа пĕрле шкула, — амăш кĕпе аркинчен пырса туртрĕ Гриша.
— Ман кĕç ĕçе каймалла. Лиза вара каялла мĕнле килĕ? Эс тек пĕчĕк мар ĕнтĕ, хăвах хăнăх. Эп кăшт каярах аçупа пĕрле линейкăна çитĕп.
Киле каялла таврăнасси мар, урăххи пăшăрхантарчĕ вунçичĕ çулхи Лизăна. Хăй ытти хĕрсем пек урам тăрăх нихăçан та ярăнса утас çукки иментерчĕ. Алăсемпе картаран тытса утнине курсан куласран шикленчĕ. Ăçта кăна çитмерĕç вĕсем ашшĕпе? Врачсем куçсем уçăласса шантараççĕ. Анчах çичĕ çул иртрĕ унтанпа — Лиза çаплипех туя вĕççĕн çӳрерĕ. Шăллĕне шкула ăсатас килет ун. Вăл уншăн чăн-чăн юлташ пулса тăчĕ. Ăшра мĕн хумхантарнине йăлт унпа пайларĕ аппăшĕ. Ашшĕпе амăшĕ пĕлмен вăрттăнлăхсем те пур иккĕшĕн. Гриша аппăшĕн сӳрĕк кăмăлне часах сирсе яма ăста. Кулăшла япаласем каласа парса кулман çынна та култарать.
— Юрĕ, çул çине кăларса ярăп, эппин. Анчах аннене ан кала, — амăшĕ ĕçе тухса кайсан шăллĕне вăрттăн хăлхаран пăшăлтатрĕ аппăшĕ.
Гриша çавăтса утнă чухне Лиза хăйĕн куçĕсем курманнине те туймасть тейĕн: çул тăрăх çăмăллăн пусса утать. Шăллĕ ăна кашни чул катăкĕнчен пăрса ирттерет.
— Халĕ ĕнтĕ эп ялан санпа çӳреймĕп. Кăнтăрлаччен сан килтех ларма тивет. Халь эп шкул ачи.
— Юрĕ-çке, юрĕ, итлетĕп сана. Тухмăп ниçта та эс киличчен. Халĕ ĕнтĕ малалла хăв кай. Ахаль те нумайрах килтĕм пулас.
— Лиза, ав Костьăпа Женя та шкула каяççĕ. Эп вĕсемпе каяп малалла, юрĕ-и?
— Каях. Эп каялла васкамасăр кайăп.
— Ку çула эпир санпа темиçе хутчен те тĕрĕсленĕ.
— Юрĕ-çке, юрĕ, каях, — шăллĕне хулпуççинчен ачашшăн тĕртрĕ Лиза.
Аппăшĕн аллинчен вĕçерĕнсен Гриша малалла вĕçнĕ пек чупса кайрĕ. Лизăн вара киле таврăнас килмерĕ. Ăна темĕнле вăй вырăнтах тытса тăчĕ. Шăллĕне тепре сăмах хушса илес тесе ăна ятран чĕнчĕ — лешĕ сас памарĕ. Шавлакан ачасем хушшинче илтмерĕ те пулас аппăшĕн сассине. Сасартăк анат енчен машина сасси илтĕнчĕ. Ун сасси Лизăна вăл питĕ пысăк хăвăртлăхпа килнине туйтарчĕ. Лиза руль умĕнче ӳсĕр çын пулнине чĕрипе ăнланса илчĕ.
— Гриша! — кăшкăрчĕ вăл пĕтĕм ял илтмелле. — Гриша, хăвăртрах, машина килет.
Лиза хăйне шăллĕ илтменнине ăнланса малалла чупрĕ.
Юлташĕсемпе урам урлă васкамасăр каçакан Гриша аппăшĕн сассине илтсе каялла çаврăнчĕ. Пĕр самант анатран хăпаракан машина çине, унтан хăй патнелле ыткăнакан аппăшĕ çине пăхрĕ. Çав самантра ăна темĕнле вăй вырăна пăраласа лартрĕ тейĕн: арçын ача малалла та, каялла та утас тăваймарĕ. Кĕç аппăшĕ унпа танлашса ăна хыттăн тĕксе ячĕ, хăй айне турĕ.
Хĕрĕпе ывăлĕ машина айне пулнă тенине илтсен Виктор Ивановичăн аллинчи телефон трубки çĕре ӳкрĕ. Аньăна пĕлтерес темерĕ вăл инкек пирки. Мăшăрĕ тепĕр хутчен ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕрен шеллерĕ ăна. Чĕрепе аптăраканскер, çак хуйха тӳсеймесрен шикленчĕ.
— Мĕнле вĕсем? — пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ вăл. Унтан сĕтел хушшинче тĕрĕс-тĕкел ларакан ывăлне пырса ыталарĕ.
— Лиза ăçта? Кам таптарĕ?
— Кĕтеринсен Коли. Ӳсĕрччĕ вăл. Ăна милицисем илсе кайрĕç. Лиза, ав, вырăн çинче. Зоя аппа килсе укол турĕ ăна. Пичĕ юнланнă ун. Шур Ларивансен Костипе Женине больницăна илсе кайрĕç. Хытах аманнă вĕсем, — халĕ те чĕтреме чарăнман Гриша ашшĕ çумне йăпшăнчĕ.
— Турах çăлнă пуль вĕсене. Лиза чупса пырса тĕксе ячĕ тет Гришăна. Марук аппа Лизăн çамкине таса татăкпа сăтăрать. Ашшĕн чĕри, хĕрĕн шуранка сăнне курсан чиксе илчĕ. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче хуйхине пайтах курма ĕлкĕрчĕ Лиза. Сусăрлансан тата малалла мĕнле пурăнĕ-ши? Çак шухăшсем канăç памарĕç ашшĕне. Эрнипех пăрăнмарĕ вăл хĕрĕ умĕнчен. Аня ĕçрен таврăнсан пĕр-икĕ сехет пек канса илет те каллех хĕрĕ умне пырса ларать. Тĕрлĕрен шухăшсем пырса кĕреççĕ аллă çулхи арçын пуçне. Пĕринпе ыр курмасан тепринпе те телей пулмĕ тени тӳрре килмерĕ уншăн. Виççĕмĕш арăмĕ Турă пӳрниех пулчĕ. Хăй те хуйхи-асапне чылай тӳснĕрен çынна ăнланма пĕлет Аня. Викторшăн вăл арăм çеç мар, пурнăçри чи шанчăклă юлташ. Унпа темĕн çинчен те калаçма пулать. Кирек хăçан та тĕрĕс шухăш пама пĕлет мăшăрĕ. Сакăр çул ĕнтĕ вĕсем шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Анчах инкекĕ кашни утасрах кĕтсе тăчĕ вĕсене. Лизăшăн Аня тăван амăшĕнчен те хаклăрах пулчĕ. Хăйĕн иккĕмĕш ачине те Виктор чылай ӳкĕтленĕ хыççăн çеç çуратма килĕшрĕ. Гришăна çуратсан Лиза мĕнле хурланса асапланнине каялла тавăрас килмерĕ ун. Лиза вара шăллĕне çăлас тесе хăйне те шеллемен ав.
— Витя, кайса кан-ха, эп ларам пĕр каç ун патĕнче, — анаслакан мăшăрне пырса ыталарĕ Аня.
— Çук-çук, сан канмалла. Лиза вăраннă чухне ман кунта пулмалла.
Виктор хĕрĕн ыратăвне хăй илĕччĕ май пулсан. Хăйĕн куçĕсене парĕччĕ ăна. Анчах ун пек тума май çук çав пурнăçра. Харпăр хăй лавне харпăр хăйĕннех туртмалла. Сулнăксем пулсан та малаллах шумалла. Хăв кăшт чарăнса канас тесен те чарăнмĕ лаву — малаллах шуçĕ.
Çав вăхăтра Лиза хăйĕн шăмшакĕ çăмăлланса кайнине туйрĕ. Акă вăл вĕçет пек. Шурă акăш пек: çуначĕсем пĕрре çӳлелле çĕкленеççĕ, тепре аялалла анаççĕ. Умра вара çутă пĕлĕт. Гриша вуласа паракан калавсенче вăл янкăр кăвакчĕ, халĕ çутăрах пек. Чим, кайăк йăви мар-и çав пĕлĕтре? Çапла, кайăк йăви. Анчах темшĕн вăл витĕр курăнать. Мĕнле кайăк пурăнать-ши унта? Ăçтан лекнĕ вăл пĕлĕт çине? Чим, ку мĕскер? Ку çын. Лиза пекех вăл пĕлĕтре вĕçет. Кам эсĕ, этем? Ăçталла вĕçетĕн? Лиза мĕнпур çуначĕсене авăсса çав этем патнелле вĕçрĕ. Акă вăл. Çывăхрах. Кам эсĕ?
— Лиза, эп сан аçу, хĕрĕм.
— Атте? — тĕлĕнчĕ хĕр. — Эп пĕлнĕ эс çавăн пек хитрине. Сухаллă. Мĕншĕн хырăнмастăн. Эс яланах ĕçе кайиччен хырăнаттăнччĕ-çке?
— Хырăнаймарăм çав, — айăпа кĕнĕн хуравларĕ ашшĕ.
— Атте, эпир кайăксем-и, эпир вĕçетпĕр-и?
— Çук, хĕрĕм, эпир çĕр çинчех. Чим-ха, Лиза, эс ăçтан пĕлетĕн эп сухал хырманнине, эс... — ашшĕ кĕç «суккăр» тесе ярасран хăйне аран тытса чарчĕ. — ... курмастăн вĕт? Мĕн терĕн эс? Тепĕр хут кала!
— Ăçталла вĕçетпĕр терĕм?
— Çук, ун пирки мар, сухал пирки кала!
— Мĕншĕн сухална хырмастăн, эс кун пек ватă курăнан терĕм.
— Сестра, сестра! Хăвăтрах! Кунта! — çак сас Лизăна шартах сиктерчĕ. Хĕр патнелле вĕçекен этем сăнарĕ хăвăрт куç умĕнчен сирĕлчĕ. Хĕр малалла вĕçрĕ. Умра каллех шуранка пĕлĕт курăнчĕ тата шăтăк кайăк йăви.
— Сестра, вăл курать! Эп сухал хырманнине курчĕ! — пĕлĕтри этем сăнарĕ каллех Лиза умне вĕçсе килчĕ.
— Куçĕсем уçăлнă, анчах кăшт çеç. Халлĕхе мĕн те пулин çирĕплетсе калама хĕн. Наркозран вăрансах çитмен-ха. Операци хăвăрт иртрĕ пулин те савăнма иртерех. Ирччен кĕтер-ха.
— Сестра, çав кĕтесри мĕнле кайăк вăл? — вĕсем çине сенкер куçĕсемпе пăхрĕ Лиза.
Вăтам çулсенчи сестра хĕрĕн шуранка питне сăнарĕ, вăл кăтартакан вырăна пăхрĕ. Анчах эрешмен картисĕр пуçне нимĕн те курмарĕ.
— Каларăм сире курать тесе. Лиза, Лизенька, куратăн-и эс мана? Эп сан аçу.
— Куратăп.
— Наркоз иртмен-ха унăн. Ыран ир врачсем пăхĕç. Халь ан шавлăр, ыттисем вăранĕç.
Медсестра килсе укол тунă хыççăн Лиза лăпкăн çывăрса кайрĕ. Виктор хĕрĕн аллине хăй аллинчен ямарĕ. Мĕнле çавăн пек лăпкă пулма пултараççĕ сестрасем? Унăн хĕрĕ вунвиçĕ çултан куракан пулчĕ! Кунтан пысăк савăнăç пур-ши ашшĕшĕн. Вĕсем вара лăпкăн çеç: «Ан тив, çывăртăр, эс те çывăр», — терĕç те хăйсем те çывăрма кĕрсе выртрĕç. Викторăн вара пĕтĕм тĕнче илтмелле хĕрĕ куракан пулни çинчен кăшкăрас килет.
Икĕ сехет çурă кĕтрĕ ирхине Виктор врачсем хĕрĕн палатинчен тухасса. Палатăра мĕн калаçнине пĕлес тесе сестрасем патне пычĕ. Анчах лешсем çăвара шыв сыпнă тейĕн: нимĕн те шарламарĕç. Кĕç Виктор Иванович хĕрне каталкăпа тĕксе тухнине асăрхарĕ.
— Ăçта илсе каятăр? Мĕн пулчĕ? — сисчĕвленчĕ ашшĕ.
— Савăнмалли çеç. Ятарлă палатăна кайса тĕрĕслесшĕн. Куракан пулать сирен хĕр, ашшĕ.
Уйăхран хĕрĕн куçĕсем йăлтах уçăлса çитрĕç. Кĕнеке çинчи саспаллисене те асăрхакан пулчĕ вăл. Гриша хыççăн вĕсене сăмахсене пĕрлештерме тăрăшать. Аппăшне мĕн те пулин вĕрентме пултарнăшăн Гриша калама çук хĕпĕртерĕ. Хăй чĕрĕ юлнăшăн ăна тав тумаллине пĕлет вăл.
— Ӳсĕрпе руль умне ларнăшăн, çынна таптанăшăн Кĕтеринсен Колине хупрĕç. Пирĕн ăна тав тумалла Лиза куракан пулнăшăн. Костьăпа Женьăна шел, паллах. Çамрăклах иккĕшĕн те уксахласа çӳреме тивет, — каçхине авари пирки сăмах пуçарсан пăшăрханса калаçрĕ Виктор.
— Эрехе пула мĕн чухлĕ çын инкек тӳсет пулин те алла çавăн еннеллех яратпăр. Эпир те санпа пĕр вăхăт ун серепине çакланнăччĕ. Юрать-ха Турă тĕрĕс çул кăтартрĕ пире — вăхăтра унран хăпрăмăр.
— Ялта миçе çын ĕнтĕ ĕçкĕпех пĕтрĕ. Кĕтеринсен Коли пиркиех-ха эп. Салтакран таврăнсан мĕнле чипер ачаччĕ. Ун чухне пиччĕшĕ хыт ĕçетчĕ ун. Эп пичче пек пулмас, тӳрех ĕçе вырнаçап, авланса çĕнĕ пӳрт лартап тет. Эп пиччĕшне, Çеруша, вăрçса та илтĕм ун чухне сан шăллу санран ăслăрах тесе. Ик çул пурăнчĕ-и Коля — ĕçме пуçларĕ.
— Юлташĕсем пĕтерчĕç, — калаçăва хутшăнчĕ Марук аппа та. Килте пĕччен кичем тесе кашни каçах кӳршисем патне каçса ларать вăл халь. — Комбайнер Иван та арăмĕ ача çуратнă чухне вилсе кайнă хыççăн ĕçсе кайрĕ те чарăнаймарĕ. Шупашкарах хунă тет больницăна. Пĕверĕсем йăлт пĕтнĕ терĕç.
— Ĕçнĕ вăхăтра анчах лайăх. Кайран çапса хуçать çав. Ĕмĕр çапла вăйпитти, сывлăхлă пулатпăр тесе шутлатпăр пулĕ те, пурнăç хăйĕннех тăвать.
Çывăрма выртсан та ыйхă килмерĕ Аньăн. Куç умĕнчен çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлнă йăмăкĕн сăнарĕ каймарĕ. Утмăлтурат çеçки пек Марине аппăшĕ çине айăплăн йăл кулса пăхнăн туйăнать.
— Эй, вăранăр! Пушар! — чӳречерен шакканă сас кĕтмен çĕртен пулнăран Аня шартах сикрĕ.
— Виктор, тăр часрах! Вера аппасен килĕ çунать. Рити каçхине ӳсĕрччĕ, каллех тем тунă ĕнтĕ.
Вĕсем çитнĕ çĕрĕ пӳрчĕ çунса та пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Маларах килнисем пĕверен шыв йăтаççĕ. Виктор та ватăрах кинемейрен витрине илсе пĕве хĕррине чупрĕ.
— Ăçтан тухнă пушарĕ? — аякра тăракан хĕрарăмсенчен ыйтре Аня.
— Верандинчен.
— Унтан çеç мар, виçĕ çĕртрен тухнă. Такам чĕртсех янă пулмалла.
— Ритине шырама темиçе те кĕчĕç — тупаймарĕç. Каçхине килтехчĕ тет. Çунса кайман пулсан пырĕччĕ, этем çапах та.
— Çав кирлĕ ăна, тепĕр тесен. Йытта йытă вилĕмĕ. Миçе хĕрарăм хур курмарĕ уншăн.
Хĕрарăмсем калаçнине итлесе тăракан Аня сасартăк сарай пулнă вырăнта такам ĕмĕлкине асăрхарĕ. Хыпăнса шыв йăтакансем çине вăл тăрăхларах кулса пăхать.
— Тĕлĕнмелле... Пушар тухиччен темиçе минут маларах Машуксен чӳречинчен такам шаккарĕ тет. Кӳршĕсем çунаççĕ, тăрăр, асту хăвăр та çунса каятăр тесе кăшкăрчĕ тет. Машук ывăлĕпе урама тухса пăхрăмăр — нимĕн те курмарăмăр терĕ. Такам пустуй хăратса çӳрет тесе кĕрсе выртрăмăр тет. Унтан çынсем кăшкăрнипе каллех урама чуса тухрăмăр терĕ.
Çынсен калаçни йăлтах хăлхана кĕчĕ пулин те Аня çав ĕмĕлкене сăнама пăрахмарĕ. Хăйне çынсем асăрхасран шикленет пулас: пĕччен ларакан хурăн хыçĕнчен вăрттăн пăхать. Кĕçех вăл Аня хăй çине пăхнине асăрхарĕ. Унтан пĕшкĕнсе çĕр çинчен темскер илчĕ те хыçалалла чуптарчĕ.
Чылайччен калаçрĕç ялта пушар пирки. Милици уйрăмĕнче ĕçлекенсем тĕпчемен çын юлмарĕ пулин те ялта ун сăлтавне пĕлеймерĕç. Рита виллине пушара сӳнтерсен çеç çунăк пĕренесем айĕнчен туртса кăларчĕç. Юнашарах тепĕр çын кĕлетки. Йăлт çуннă пирки паллакан пулмарĕ ăна. Ялта çухалнă çынсем çукран Рита таçтан аякран çĕнĕ «савни» тупнă пулĕ терĕç. Вера аппана пытарнинчен те сахалрах халăх пуçтарăнчĕ вĕсене пытарма. Виктор Ивановичпа Сидор Васильевич хĕтĕртнипе çеç пычĕç.
Аня çĕрлехи ĕмĕлки кам пулнине аванах палларĕ пулин те кун пирки мăшăрне те нимĕн те шарламарĕ. Петюк Мишшин ывăлĕ — Дима — Лизăпа туслă пулни те ăна çак вăрттăнлăха ирĕке кăларма памарĕ. Хĕрĕ курма пуçланă хыççăн çĕнĕрен çуралчĕ тейĕн: Аньăпа пĕрле пăрусем пăхать, кĕркунне туя хатĕрленме те пуçларĕç ĕнтĕ. Мĕнле çапса хуçĕ-ха амăшĕ вĕсен телейне? Гриша та вĕсене пулăшма час-часах фермăна çӳрет. Марук аппа вилнĕ хыççăн пӳрт ăш-чикки пушаннăнах туйăнать Аньăна. Сĕтел хушшинче ларнă чухнех вилсе кайнă ват çын. Аллинче — ывăлĕпе кинĕ пĕрле ӳкерттернĕ сăнӳкерчĕк. Ун пӳртне Виктор хĕрĕ валли туянчĕ. Укçине Гришăн пулайман мăшăрне ярса пачĕ.
— Анне, пирĕн пата темĕнле палламан хĕрарăм килет! — ывалĕн уçă сасси шухăшран «вăратрĕ» ăна.
Гриша калас сăмахсене каласа пĕтеричченех пӳрте пĕрле ӳснĕ хĕр-тусĕ Лена кĕрсе тăчĕ.
— Салам, Анечка, мĕнле пурăнан эс? — тантăшне пырса ыталарĕ Лена.
— Аванах. Хăв мĕнле?
— Чиперех. Вăт яла килтĕм те сана курас тĕрĕм. Анне вилнĕренпе килес те килмест яла. Пахча пур та килмелле. Улмасене кăларса пĕтерсен сутас тетпĕр. Хулара та дача пур пирĕн. Ну, каласа пар, мĕнле çĕнĕ хыпарсем пур ялта?
— Хыпарĕ-качки, Рита пирки илтнĕ пулĕ?
— Ăна илтрĕм-ха. Итле-ха, ăна Петюк Мишшин аслă ывăлĕ чĕртсе янă тесе калаçаççĕ ялта, тĕрĕсех-и?
— Ялта тем калаçакан та пур пулĕ, ăçтан пурне те пĕлес. Ним çукран нимĕр тăваççĕ. Мăшăру, ачусем мĕнле пурăнаççĕ сан? — сăмаха урăх еннелле пăрчĕ Аня.
— Боря ман халь ĕнтĕ фирма директорĕ. Хĕрсем иккĕшĕ те колледжра вĕренеççĕ. Эс, мĕн, тепре çуратма хатĕрленместĕн пулĕ те? — Аньăн хырăмĕ çине пăхса ыйтрĕ Лена.
— Виктор пăрахтарасшăн мар.
— Аня, сан чĕрӳ айванрах вĕт, ан хăтлан. Хăвна, Гришăна шелле. Сан вĕт оперцине каймалла тенĕччĕ тахçан Виктор Иванович.
— Хама ун пекех япăх туймастăп эп.
— Çапах та, Аня, пирĕн халь çулсем те сахал мар ĕнтĕ. Эп хистесе каламастăп сана, хăвна шеллетĕп.
— Мĕншĕн шеллетĕн эс ăна? — кăнтăр апатне таврăннă Виктор хĕрарăмсен юлашки сăмахĕсене илтрĕ. — Аня çирĕп-ха, çамрăк. Пĕрре кăна мар, тепĕр ик ача та çуратса парĕ.
— Ну, хăварăнне хăвăр пĕлĕр эппин. Эп каям-ха. Боря паянах хулана таврăнатпăр терĕ.
— Улшăннă Лена. Мăнкăмăлланнă кăштах, — вăл тухса кайсан мăшăрĕ çумне пырса ларчĕ Виктор. Унтан пуçне ун кăкри çине хурса сылтăм аллипе хырăмне тытса пулас пепкипе калаçрĕ.
— Кĕçех эс çут тĕнче курăн, Маринушка. Пĕлеп: хĕр ача пулать пирĕн, Аня. Эп тĕлĕк те курнă. Мана хачă тыттарчĕ Марук аппа тĕлĕкре. Лизăна хăвăн хĕрӳ вырăннех хурса пăхнăшăн тавах сана, мăшăрăм. Вăл кĕçех качча тухĕ. Пирĕн вара тепĕр хĕр пулĕ ун вырăнне. Сана пулăшаканни.
— Виктор, пĕлетĕн-и, эп сана калас теменччĕ. Паян Лена килсе чуна хускатса хăварчĕ. Мана врачсем инвалидность çине ярасшăн вĕт. Ачана касса илесшĕн манне.
— Мĕншĕн эс мана кун çинчен халиччен каламан?
— Калас теменччĕ. Халĕ Ленăпа калаçрăм та, чăнах та, Гриша амăшĕсĕр юлас хăрушлăх пур. Ун шăпи те манăнни пек ан пултăрччĕ.
Аня Виктор уншăн тăрăшнине аван пĕлет. Хăйĕн шăпине унпа пĕрлештернĕшĕн ӳкĕннĕ пĕр самант та пулман ун пурнăçĕнче. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ вĕсем. Шухăшĕсем те пĕр пек. Унпа калаçсан Аня хăйне çăмăллăн туять, вăл яланах кирлĕ канашсем пама пĕлет, чĕрери темĕнле тунсăха та сирсе яма ăста. Виктор ăна çăмăл пултăр тесе тепĕр ача çураттарма шут тытнине те ăнланать. Тĕлĕкĕ хыççăн пушшех те çине тăма пуçларĕ. Марина пирки хурланнине ирттерес тесе тăвать вăл çакна. Пĕр Марина вырăнне тепри тупăнсан ăна çăмăл пуласса шанать. Аня хăй те çемье йышне ӳстерме хирĕç мар, анчах юлашки вăхăтра чĕри хытах чиксе ыратма пуçларĕ ун. Хыпаланса утсанах тытса лартать, сывлăш çитми пулать. Врачсем клапанне улăштарса лартмалла терĕç ăна. Укçа çукки операци тăвассине тытса чарчĕ. Халĕ укçине те пуçтарса çитерчĕç ĕнтĕ — Аня ача амăшĕ пулма хатĕрленни чăрмантарчĕ. «Çурат, хăвна çăмăлрах пулĕ, упăшкуна та савăнтарăн» — тет пĕр сасă. «Çук, кирлĕ мар, — хуравлать тепри, — ывăлна тăлăха хăваран, вăл сан пурнăçун çулĕпех утĕ. Хырăмĕ кунсерен ӳссех пырать пулин те Аня татăклă шухăш патне çитеймерĕ.
— Ыранах кайăпăр больницăна. Сан пурнăçу маншăн хаклăрах, Аня.
Ятлаçнă вăхăтсем пулнă пулин те Виктор арăмне чĕререн юратать. Чĕрре кĕме юратмасть Аня, кирек мĕнле лару-тăрура та хăйне лăпкă тытать. Хăй шухăшланине вара тăватех. Хальхинче те ун шухăшĕпе килĕшрĕ Виктор — пулас ачапа çуралмасăрах сывпуллашма тивет.
— Ан пăшăрхан, Виктор, кĕçех кукаçипе кукамай пулатпăр иксĕмĕр.
— Епле?
— Эх, арçынсем, хĕрарăма ăнланма пĕлместĕр. Хăй нимĕн те шарламасть те эп сисрĕм: Лиза юлашки уйăхсенче тăварлă апат еннелле туртăна пуçларĕ. Ку мĕне пĕлтернине пĕлетĕн-и?
— Халех-и? Туй пулмасăрах-и?
— Сана туйĕ мĕн тума кирлĕ? Пĕр-пĕрне юратаççĕ пулсан ачине хăçан хăварни мĕне пĕлтерет вара?
— Ăнлан сире, хĕрарăмсене.
— Эх, алла тытса курасчĕ манăн та мăнуксене.
— Куратпăр, Анечка. Эпир санпа пурăнатпăр-ха. Паян Димăпа Лиза ирех Шупашкара кайрĕç. Мĕншĕнне сана каламарĕç-и?
— Килсен калăп терĕ Лиза. Ак, сăмах çинех çитрĕç. Питĕ савăк иккĕшĕ те, — Аня хĕрĕпе пулас кĕрӳшне чӳречерен курнă хыççăн кĕтсе илме урама тухрĕ.
— Эпир çитрĕмĕр те, — кĕрхи çанталăк Лиза питне самаях хĕретнĕрен вăл тата чипер курăнать. — Пире çухатмарăр-и? Анне, ман санпа калаçмалли пурччĕ.
— Ялан вăрттăн сăмах сирĕн, — ачашшăн пăхрĕ вĕсем çине ашшĕ.
— Анне, эп... пирĕн... Димăпа ача пулать... эпир паян УЗИ çинче пăхрăмăр. Хĕр, терĕç.
— Пĕлетĕп, хĕрĕм. Эпĕ те хĕрарăм-çке. Эп пĕркунчех сисрĕм сана, хăв каласса кĕтрĕм. Эп савăнатап саншăн, — хĕрне ыталаса илчĕ Аня.
— Ырă та чи лайăх анне эс çĕр çинче, ман юратнă аннеçĕм.
— Савăнăçа пирĕнсĕрех пайлама намăс мар-и сире? — Виктор аллинчи шампанскипе юнарĕ хĕрĕпе мăшăрне. — Акă, кĕçех тепĕр Марина килĕ пирĕн киле, Анечка. Атăрь-ха çав ятпа шампански ĕçер.
Аньăна Чулхула больницинчен илсе килнĕ çĕре Марина пуçне тытакан та пулчĕ ĕнтĕ. Кукамăшне сăпкара яланах кулса кĕтсе илет. Аньăн ун çине пăхсан чĕри савăнăçпа тулать. Куç умне йăмăкĕн тĕтреллĕ сăнарĕ тухать. Анчах чĕррисем вилнĕ çын хыççăн каяймĕç — йывăр пулсан та малаллах талпăнмалла. Ĕçлекене, тăрăшакана хăçан та пулин çăмăллăх пулатех пурнăçра.
Аня çывăрса кайнă мăнукне питĕнчен чуптурĕ те çемйи ĕçрен таврăннă çĕре каçхи апат пĕçерме васкарĕ.