Кукаçийĕм! Кунта пурнăç тулăх,
Чӳхенсе çеç выртать ешĕл улăх.
Пĕлĕт уçă. Сывлăш таса.
Тырă-пулă ӳсет кашласа.
Пултаруллă хастар çутçанталăк
Ырлăхне кăтартать савăнмалăх.
Кунти пек пархатарлă вăрман
Халиччен эп ниçта та курман.
Кутамас та патвар ватă кедр:
Ан ӳркен — мăйăрне шĕкĕлче тăр.
Анкарти хыçнелле çеç тухан:
Пĕрлĕхен, шур çырли, хурлăхан.
Катăркасĕ, паланĕ, пилешĕ —
Виноград тейĕн çав, мур илесшĕ!
И çупкам та çупкам пиçет-çке,
Хĕвелпе хĕрелсе çиçет-çке.
Шăмаккийĕ, серти, пултăранĕ:
Темĕнле выçă куç та тăранĕ!
Пурте пур — чăваша юрăхли —
Ие курăк, хĕрен, хир ыхри...
Аслă шыв хĕррине эс тухатăн,
Таврана куç илмесĕр пăхатăн:
Сĕрĕшсе çитĕнет мăй таран
Йăлăмри тĕтĕреллĕ çаран.
Унта тулă, кунта йĕтĕн-кантăр:
Асатте-асанне те курман-тăр!
Çулсерен тӳпеми мукаçей...
Килсе кур, ан ӳркен, кукаçей.