Прилагательнăйсем — «мăнтăр», «кӳпшек», «пирчек», «нăк», «хулăн», «тачка», «самăр» тенĕ сăмахсем Семен Петрович Арланов чĕрине ялан вĕчĕлтеттернĕ, «кăшт туллирех» тенĕ сăмахпа çеç килĕшме пултарнă вăл.
Ара, Арланов çичĕ пăт çурра яхăн туртать. Унăн пит-куçĕ тулса çитнĕ уйăх пекех ĕнтĕ.
Самăр пулни Арланова май çук кӳрентерет.
Самăрланнăçем самăрланакан ӳт-пӳ кӳмерккине мĕнпе çӳхĕтем-ши тене шухăшсем пуçран тухмаççĕ.
Тусĕсем ăс панине итлесе темиçе кун диета тытрĕ: кулачă çине усламçу сĕрсе çиме те пăрахрĕ, сăра-эрех те ĕçмерĕ, чей шывне те сахăрсăрах ĕçме тытăнчĕ. Анчах ку режима нумаях чăтса пурăнаймарĕ, поликлиникăна чупрĕ.
Тухтăр ăна ытлашши самăр пуласси мĕнтен пуçланса кайнине ăнлантарчĕ.
— 70 килограмм туртакан çыннăн 6 килограмм çу, 14 килограмм белок, 3 килограмм кĕл, 47 килограмм шыв пулать. Ытлашши самăр çыннăн белок сахалланать, ун вырăнне çу нумай пулать. Ай-ай, йывăр эсĕ,— терĕ тухтăр, Арланова тараса çинчен антарса. — Сипленмесен авалхи халăхсен Силен ятлă турри пекех самăрăлса ларма пултаратăн.
Унтан ăшă кăмăллă тухтăр пирĕн эра пуçланиччен 460 çул малтан çуралнă Гиппократ врач самăр çынсен ĕмĕрĕ вăрăма пыманни çинчен каланă афоризмсене аса илсе каласа пачĕ, апат-çимĕç мĕн çиме хушнине çеç çиме каларĕ, физкультурăпа спорт вăййисемпе интересленме хушрĕ.
Семен Петрович гимнастика тумалли зала çӳреме тытăнчĕ.
Гимнастика тумалли ункăсем, трапецисем, тараса пуканĕсем Арланова ырханланас ĕмĕт кӳртеççĕ.
Вырăсла та, чăвашла та, французла та кĕрешме вĕренме тытăнчĕ.
Кĕсменпе ишмелли спорта хутшăнчĕ. Кимĕпе ишсе Хусана кайрĕ.
Хусанта трамвай çине ларсан, Арлановран кондуктор икĕ вырăншăн билет укçи илесшĕн пулнă.
— Эсĕ икĕ вырăн йышăнса ларнă! — тенĕ кондуктор.
Çакна илтсенех Арланов спортпа физкультура çине шанми пулать.
— Тухтăр хушнине итлесе пĕр эрне ытла спортпа тата физкультурăпа муталанатăп. Усси курăнмасть, — шӳтлесе илет Арланов.
Пĕр эрне мар, уйăхĕ-уйăхĕпе, çулталăкĕ-çулталăкĕпе физкультурăпа спорт вăййипе шăмшака тĕреклетсе пурăнсан тин самăртакан чиртен пуçĕпех хăтăлма пулассине чухлаймарĕ. Хусантан таврăнсанах ĕлĕкхи пекех мĕн çиес килнине çиме, ниçта тухмасăр пурăнма тытăнчĕ. «Домашняя гимнастика» кĕнекине кӳршĕ ачине пачĕ.
Арланов самăрланнăçем самăрăлса пырать, хырăмĕ ӳснĕçем ӳссе чăмăрланать.
Местком ăна Ессентукине курорта ăсатрĕ. Диета тытма юратманскер, курортран таврăнсан тата ытларах самăрăлма пуçларĕ вăл. Пурте «пĕтнĕ çын» теме пуçларĕç ăна. Вара вăл:
— Ниçта тухмасăр канцелярире ларниех пĕтерчĕ мана, яла тухкаласа çӳренĕ пулсан, эпĕ аванах пурăнаттăм, — тесе колхоза ĕçлеме куçрĕ.
Унтанпа тăхăр уйăх иртрĕ. Тăхăр уйăх ытла ăна курманччĕ. Ĕнер курсан уй тункати пек хытса кайрăм.
— Семен Петрович-çке! Маттур, маттур! Самăртакан чиртен мĕнле вĕçерĕнтен? — тӳрех ыйтрăм унтан.
Ара, халĕ вăл каласан та ĕненмелле мар улшăнса килнĕ: ĕлĕкхи пек шутран тухнă самăр мар, чух кĕлеткеллĕ, сывă çынни сăн-питĕнченех палăрса тăрать.
— Колхозра унта, уçă сывлăшра ĕçлесе ĕшенкеленĕ хыççăн, апат-çимĕç тата лайăхрах анать, — пуçласа ячĕ Семен Петрович. — Мĕн çиес тетĕн, çавă пур. Диета пăхăнман пирки, самăртакан чиртен хăтăлма малтан май пулмарĕ. Наркомместпром пулăшман пулсан, паян кунчченех самăрăлса пымалла.
— Наркомместпром?! — тĕлĕнтĕм эпĕ.— Йăнăш персе ятăн пулас. Наркомместпром мар, наркомздрав...
— Наркомздрав мар, Наркомместпром, — терĕ мана хирĕç пӳлсе Семен Петрович. — Колхоз правленийĕ мана пыл хурчĕсем валли вĕллесем тупма кăларса ячĕ. Вĕлле туянма района çитрĕм — вĕлле çук. Тепĕр района пытăм — вĕлле çук. Теприне пытăм — унта та çук. Промартельсенче пултăм — çук. Таçта та çитрĕм — çук. Чăвашпромсоюзра икĕ хут та пултăм — çук.
Кайран вĕлле тăвакан артельсем пирĕн республикăра пĕтĕмпе те Вăрнарпа Канашра çеç пĕрер пуррине пĕлсен Канаш урлă Вăрнара персе çитрĕм.
— Туянтăн-и вара?
— Унта артельсем тунине туянма çĕр çул кĕтсе пурăнмалла, мĕншĕн тесен пирĕн Чăваш республикинче пыл хурчĕсем пирĕн колхозăн кăна мар, пĕтĕмпе 99 пин ама. Асăннă артельсен çулталăкри заданийĕ сахал — 1000 вĕлле кăна. Шутла-ха, рамăллă вĕлле 10 çула çеç пырать вĕт! Наркомместпром çине шансан, вĕлле хурчĕсен вĕллесĕрех «ĕрчемелле».
— Апла эппин, — терĕм те пуçа çĕрелле усса тăтăм. Семен Петрович:
— Атă çĕтни хамшăн усăллă пулчĕ, — терĕ, куçăм унăн çĕтĕлме тытăннă атти çине ӳкнине асăрхасан. — Чирĕм вăраххăн чака пуçланине хам та сисмен. Мĕн чухлĕ çула май каякан автомашинăсем çине ларса çӳрерĕм, мĕн чухлĕ утрăм, çӳренĕ хушăра хăш чух çиме те манаттăм. Çав хушăра сисмен çĕртенех чир чакса пынă.
— Сывлăху юсаннăшăн тем пек савăнатăп. Сыв пул-ха, эппин, — терĕм те, халăха ялан кирлĕ таварсем туса кăларас ĕçсем мĕнле пынине пĕлме, Чăвашпромсоюза кĕрсе кайрăм.