Йывăçсем,
йывăçсен папкисем-пепкисем,
ан суях «çуркунне ку» тесе —
эпĕ кĕтĕттĕм ешĕл тĕсе,
Йывăçсем,
йывăçсен папкисем-пепкисем.
Эп утатăп теме тĕллесе,
тĕлленсе.
Йывăçсем,
йывăçсен папкисем-пепкисем.
Çак таран ма шăпланнă тĕнче —
тĕлĕнсе?
Йывăçсем...
Йывăçсен папкисем-пепкисем...