Пулнă пăлхарăн Кăпрат,
Пухăннă ун пысăк мул.
Халь архивра вăл тăрать,
Çавăн хакне пĕлнĕ пул.
Пулнă тет Ылтăн Пăлхар
Днепр-Кубань хушшинче.
Мĕншĕн-ха Ылтăн — Пăлхар,
Ылтăнĕ çук ку енче.
Калĕ пире ун çинчен
Хан вил тăприн пин тупри.
Лăпкăн ăна сĕртĕнсен
Кăлт! сикетех çын чĕри.
Пин те пĕр виç çĕр ал çул
Паттăр Кăпрат куç хупни.
Ĕмĕр кăна иртрĕ пуль
Ун вил тăпри тупăнни.
Вăрттăн пытарнă хана
Хăй мулĕпе юнашар.
Тупнă кĕтӳçĕ ăна...
Чим, Кăпратпа паллашар.
Вăл Висантти хӳттипе
Вăйлă патшалăх тăвать,
Тинĕс леш ен ĕмпӳпе
Туслăх кĕперĕ хывать.
Хăй Константин хулинче
Кĕнĕ Христусăн тĕнне.
Ахăр, хăруш кунсенче
Илнĕ Тур Амăш пилне.
Тапăннă хытă авар —
Хирнĕ ăна кар тăрса.
Алă памарĕ сăвар
Уйрăм пурнасшăн пулса.
Çĕнĕ ăру вăй парать,
Сумлă тăвасшăн ятне.
Тупрĕ ку тапхăр Кăпрат
Атăл ĕмпӳ хăватне.
Пухрĕ вăл пĕр чатăра
Пур сапаланчăк йăха.
Халăх пуçлать ăнтара
Çĕр ĕçĕпе выльăха.
Ватă Кăпратăн ялан
Пулнă йыхравлă халал:
Хирĕç тăма ютпалан
Кирлĕ пĕрлешнĕ вăй-хал.
Ашшĕ вилсен ачисем
Унăн пилне уяман.
Тăнă хăйсемшĕн вĕсем,
Ханлăх сывах юлайман.
Пурпĕр хан йăхĕ вара
Сассăр çĕтмен тĕнчере.
Иккĕш юлаç кăнтăра,
Кайнă пĕри çурçĕре.
Ун Аспарух ывлĕнчен
Халь те Болгари хунать.
Çурçĕр Кавказ йăхĕнчен
Харсăр балкар пурăнать.
Хамăр енри тăрăха
Çитнĕ пĕр ушкăн тата.
Ун ертӳçи Кăтраха
Чапшăн куç хупнă таçта.
Хамăр халап пĕлтерет:
Пулнă пĕр çăл çав ятпа,
Çулçă татсан вĕлерет
Хурăн хăруш хăватпа.
Тен, Кăтраха вилĕме
Тупнă шăпах çавăнта.
Темшĕн ăна йĕрлеме
Çул тытаймарĕç унта.
Ах, вулаканăм, каçар, —
Пăрăнтăм пит вăраха.
Тĕп сăмаха калаçар —
Пăхăпăр мул-пурлăха.
Мĕн кăна çук çав шутра?
Çук тавçăрма хăш-пĕрне:
Хăшĕ туяннă тупра,
Хăшĕ илемлĕ парне.
Шав йăлтăркка япала,
Ылтăн та кĕмĕл пайтах.
Хушнă-тăр çирĕп йăла
Турăшăн пултăр йăлтах.
Ятлă çĕрри — иккĕ тан,
Çырнă картса хан ятне.
Лайăх курнать çакăнтан:
Пĕлнĕ Кăпрат хут ĕçне.
Акă мĕн хаклă: пирте
Юнĕ тапать пăлхарсен.
Ăс-халăрта, чĕрĕрте
Пайĕ те пур-çке вĕсен.
Пур çеç енхирĕн тупри,
Урăх çĕртен — ытларах.
Панă парнелĕх пĕри,
Ютăн парни хаклăрах.
Пур-тăр вăрçса илнĕ мул,
Тĕплĕн пĕлеймĕн ăна.
Хаклă ыр ят темĕн чул,
Пит ан ăмсан ылтăна.
Аслă Пăлхар çĕрĕсем
Аслă пулнах Дон çинче.
Паттăрăн мул терĕшсем
Выртнă Полтава енче.
Ханăн йăхташĕ — чăваш,
Унăн чĕлхи пирĕнте.
Вăл ан çухалтăр вăш-ваш,
Çав пурлăхпа хĕпĕрте!
Кил, Кăпрат, ут утланса,
Илĕ кĕтсе Шупашкар.
Çунĕ куçу вутланса
Паттăр йышпа юнашар.
Паллă тĕпчевçĕ çырать:
Санăн яту — «Вут-кăвар».
Вăл чăваша йыхăрать:
Пирĕн йышши ят хăвар!