Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Хаяр хĕрлĕ пăрăçăм,
Мĕншĕн пыл сĕнмерĕн-ши,
Е тиркет ку терĕн-ши?
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Пĕр çунатлă тусăмçăм,
Теприне ма хуçрăн-ши,
Ĕмĕте ма татрăн-ши?
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Чул хушшинчи çăлкуçăм,
Тертлĕн, çапах юхатăн,
Вăй-хал, сиплĕх паратăн.
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Каçар, Аслă Турăçам,
Каçар ӳпкелешнĕшĕн,
Парнӳне тиркенĕшĕн.