Вунçиччĕре чух тĕл пулман,
Кашни хăй тĕллĕн ĕмĕтленнĕ:
Курас савни чипер пуль ман,
Хитрешĕн эсĕ те сĕмленнĕ.
Вунтăххăрта пĕлес те çук —
Шăпамăр уйрăммăн çӳренĕ:
Сталинградра эп çуннă чух
Эс тракторпа хирте ĕçленĕ.
Вун çул иртсен те паллашман.
Телей тĕшши пулайрĕ выçă —
Мана пăрахрĕ тусам ман,
Йĕрсе эс утнă тупăк хыççăн.
Мĕнпе сипленĕ ку суран?
Хура çĕлен пек хурлăх сăхрĕ.
Сана тĕл пултăм ăнсăртран,
Сисмесĕрех качча эс тухрăн.
Эпир пĕрлешнĕ чуптуса,
Пурпĕр чĕремĕрсем ыратна.
Эп савнă малтанхи туса,
Эс вилнĕ мăшăрна юратнă.
Çывăхланман каç сĕмĕнче,
Ыйха путса курман та ырран.
Эс пĕр енче, эп — тепринче
Тата мĕн чухлĕ пушă вырăн.
Ĕçе васканă ир тăрсан,
Ĕçре çеç çăлăнăç шыранă.
Хĕрсе хул-çурăм тарласан,
Темле хĕн-хуйхă та шăранĕ.
Хĕл иртрĕ.
Тусăм куçĕнчен
Юлашки хут куççуль тумларĕ.
Телей йăл кулчĕ ун çинче,
Хĕмленчĕ юрату кăварĕ.
Чунсем пĕрлешрĕç, тулчĕ кăмăл.
Нимрен те туйăм катăк мар.
Çак юрату килмерĕ çăмăл,
Ăна пит йывăр аркатма.