Урам урлă çурта вăрра кĕме авăрланса тăракан çынна Макçăм мучи кĕçналăк кăшт уçăлнă-уçăлманах асăрхарĕ. Курчĕ те шалтах аптраса ӳкрĕ — кăнн! хытса кайнăнах пулчĕ. Мĕн тумалла кун пек чух: кăшкăрмалла-и? Кăшкăрсан та мĕн усси, камах илтĕ лупас хыçĕнчи çĕрулми лаптăкĕнче çум çумлакан карчăкĕсĕр пуçне? Çуллахи вăхăтра ял пуш-пушах: арçынсем, пурри-çукки, йăлт шапаша тухса кайнă, хĕрарăмсенчен чылайăшĕ — вăй питтисем — кӳршĕ ялта çĕвĕ цехĕ пеккинче тăрмашаççĕ, Куçра Çумккин ачине пуйтараççĕ. Урамĕ те ку, Макçăм мучи пурăнаканни, тăкăрлăк хĕрринчи юхăннă виçĕ çурта çĕрне бульдозерпах тĕктерсе тасатнă хыççăн тĕп ялтан темле уйрăларах тухса ларнă пек пулса тăчĕ.
Макçăм мучи алăка питĕ асăрханса тайрĕ те хушăкран сăнама пуçларĕ. Вăрри çамрăк çын мар иккен, кăна Макçăм мучи тӳрех асăрхасах та илмен кĕтмен çĕртен пулнăран. Самаях çулланнăскер-мĕн. Пĕшкĕне-пĕшкĕне хапха айне пăхрĕ вăл, картишне тĕсеме хăтланчĕ ĕнтĕ, унтан çĕкленчĕ те пӳрт умнелле утрĕ, чӳречесенчен пăхасшăн кармашрĕ. Пĕринчен, тепринчен...
Макçăм мучин малтан темле минресе илни те, шикленнĕреххи те тахăш самантра хăвăрттăнах иртсе кайнă пек пулчĕ, вара вăл веранда çумне карчăкĕ икĕ сурăхне кĕтĕве хăвалама çӳрекен туйине илчĕ, алăка асăрханарах уçса урама тухрĕ, çапла асăрханарахах урам урлă каçрĕ, унтан васкаварлăн йăпшăнса пырса патакĕпе вăрра хул калакĕнчен тăрăнтарчĕ.
— Стоять! Кунтĕ кăх! Ан хускал!
Макçăм мучи патакĕпе ытла хытах тăрăнтармарĕ, çул урлă каçнă майăнах палăртнăччĕ вăл, çурăм шăммине амантсан тем курасси пур, кун пирки малтанах шухăшласа илнĕччĕ, çапах та самаях ыраттармалла пулса тухрĕ пулмалла: вăрă айлатсах илчĕ, унтан вăрăммăн сывласа ячĕ.
— Кунтĕ кăх! — тепĕр хут хушрĕ Макçăм мучи.
— Ку мĕн тени пулать тата? — çаврăнма тăчĕ ют çын.
— Ан хускал! — Кăшкăрса пăрахрĕ Макçăм мучи. — Вăрра тытрăм тени пулать. Мĕн, вăрçă çинчен киносем курман-им?
— «Хонде хох» пуль? — лĕхлетесшĕнччĕ лешĕ, анчах Макçăм мучи патакне кăштах ыраттарарах пусрĕ те, кĕтмен хăна тӳрех шăпланчĕ.
— Эс аллуна çĕкле, ытлашши ăсланса ан тăр! Мĕн шăршласа çӳрен кунта?
— Ил-ха патакна. Çурăма ыраттарать.
— Патак мар вăл — пăшал. Ак пĕрре кĕрĕслеттерсен...
— Пăшал мар вăл сан — патак çеç, йывăç татки, — лĕхлетме хăюлăх çитерчĕ хальхинче лешĕ.
— Эс ăçтан пĕлен пăшал маррине?
— Сан сăнна та пĕлеп. Сухална пĕр виç кун хырман. Урам урлă асăрханса каçнине те куртăм. Паçăрах асăрханă сана.
— Эс, мĕн, Штирлиц-им, йăлт пĕлетĕн? — Тĕлĕннине систересшĕн марччĕ Макçăм мучи — сасси «сутрĕ». Ют çын пĕр шиксĕрех çаврăнчĕ, аллипе патака сирчĕ.
— Вăн, кантăк çине пăх, веç курăнать унта.
Макçăм мучи кантăксен енне куç ывăтрĕ те чăнласах хăйсене те, вăрăпа иккĕшне, хăйĕн çуртне те курчĕ чӳречере:
— А-а... точнă Штирлиц. Ну, юрать, пĕрре – вуннă.
— Мĕн «пĕрре – вуннă»?
— Эсĕ выляса ятăн. — Хальхинче Макçăм мучи кăмăллăн лăх-лăх турĕ.
— Санăн мĕншĕн вуннă вара?
— Мĕншĕн тесен эп вăрра тытрăм.
— Эп ăçтан вăрă пулам, хамăн киле килтĕм пулсан?
— Мĕнле киле?
— Хам киле. Ак кунта.
— Ну?.. — Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Макçăм мучи. — Хам киле килтĕм тетĕн-ха эппин?
— Хам киле, — татăклăн тавăрчĕ лешĕ.
Макçăм мучи çав тери тимлĕн тĕсесе хăна тавра утса çаврăнчĕ. Пĕр вăхăт тимлесе пăхса тăчĕ.
— Олигарх тени эппин эсĕ пулатăн-ха?
— Мĕншĕн тӳрех «олигарх»?
— Чипер, йĕркеллĕ, шăкăл-шăкăл пурăннă çурта ирĕксĕрлесе суттарса туянакан çын ахаль çеç пулма пултараймасть ĕнтĕ. Ун пек тума пысăк влаç е хулăн укçа кирлĕ. — Макçăм мучи ют çынна тĕсесе илчĕ. Ури тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таранччен тенĕ пек. Яту тумланнă. Кун пек костюм ахаль ял çынни ĕмĕрне те тăхăнса курас çук. «Ха, хаклăскер пуль-ха пуставĕ? Миçе качака укçине тăраканскер-ши? — тĕшмĕртме хăтланчĕ. — Пуянскер. Лайăх вырăнта ĕçленĕ эппин. Ырлăх пурнăçпа пурăнаканскер. Пăх-ха, хырăмĕ те пур. Яка курăнать. Мăйĕ ут туллине кура мар, çинçерех. Вĕçĕм галстук çыхса çӳренĕ пулмалла. Пĕрехмай пăвăнса тăнипе ӳт хушма паман мăйне. Çинçе».
— Кăмăлпах татăлнăччĕ-çке хуçисемпе, — терĕ хайхи.
— Ненай, ненай... Хулине пит кăмăлпах тухса кайни курăнмарĕ пек вĕсен.Ялтах, çак çуртрах пурăнас шухăшлăччĕ. Пĕлмесĕр сăмах хуçмастăп. Кăштах илтнĕ.
Макçăм мучи хĕвеле хирĕç пек куçне хĕсерех, кăшт йĕкĕлтевлĕн куларах пăхрĕ ун çине — «Ну, мĕн? Шăп тĕл лектертĕм-и? Хирĕç тавăрмалли çук? Тоттă!»
— Ну ĕнтĕ... — çăтрĕ сăмахне хăна, — малтанласа килĕшесшĕнех мар пек пулчĕç те, кайран уни-куни сăмах пулманччĕ-çке. Пĕр-пĕрне лайăхах ăнлантăмăр тенĕччĕ.
Макçăм мучи сасартăках ялт хыпса илчĕ:
— Хĕстернĕ хыççăн мĕнле килĕшмесĕр тăрăн? Паллах ĕнтĕ! Килĕшен! Пăта та авсан, авсан хуçăлать. Сире, олигархсене, хирĕç тăрса пăх-хă! — каллех сассине хăпартрĕ. — Ку çуртра мар, урăх çĕрте тупатăн хăвна валли канлĕх. Ăна кăштах ăнланатпăр-ха. Телевизор пăхкалатпăр вĕт. Пĕтĕм пурнăç хуçи пек туяс килет те-ха сирĕн хăвăра. Укçа пур — влаç пулать тетĕр пуль? Эп сана тӳрех асăрхаттарса хуратăп, мана хĕстерес-тăвас пулсан, эп пăхса тăмастăп олигарх иккенне, тӳрех шаплаттаратăп. Ман пăшал пур. Икĕ кĕпçелли!
— Эсир питĕ йăнăшатăр. — «Интеллигентик», — палăртрĕ хăйне валлй Макçăм мучи. — Нимле хăратни те, ирĕксĕрлени те пулман. Эпĕ таса çын. Эпĕ вĕсене виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер панă. Хула варринче. Элитлă вырăнта. Унти хваттерсен хакĕсем виçĕ-тăватă нульлĕ кăна мар.
— Виçĕ пӳлĕмлĕ? — Картах туртăнчĕ Макçăм мучи. — У-у!.. Унашкалах пулсан ма ман пата килмен вара эсĕ? Ытлах ӳкĕтлеме те кирлех пулмастчĕ, турткалашсах тăрас çукчĕ. Виçĕ пӳлĕмлиех тетĕн-ха та... Ватлăхра хăть хула канлĕхне туйса курма юратчĕ. Манăн çурчĕ те çĕнĕрех. Пăх, — ярт тăсрĕ аллине çурчĕ енне. — Аслăрах та.
Лешĕ куçне пăрмарĕ те.
— Мана ку çурчĕ кирлĕччĕ.
— Мĕн, кăштах тĕлĕнтермĕшсемпе-им? — Макçăм мучин тути çинче каллех йĕкĕлтев кулă палăрчĕ.
— Çурчĕ-и? — Хăйне чĕпĕтсе илнине асăрхамарĕ те пулас ку.
— Çуртне ăна мĕнлине хам та лайăх пĕлетĕп-ха. Куç умĕнчех кивелнĕ, куç умĕнчех çĕнелчĕ. Хăвăн пирки калап. Эппин... — Пĕр авăклăха шăпланса тăчĕ. — Эппин, сана ятламалла пулса тухать иккен-ха.
— Ятлама? Мана? Мĕншĕн? — Пĕчĕк ачалла таса куçпа тинкернĕ хăна.
— Ха! Ыйтать тата! — Каллех ялтлатса илчĕ Макçăм мучи. — Ятламасăр? Курмастним, урам мĕнле пулса кайрĕ? Курăк шăтаймасть вĕт.
— Эпĕ мĕншĕн айăплă пулса тухатăп вара курăк шăтманшăн? Аксан шăтать ĕнтĕ вăл, акмасан шăтмасть, паллах,
— Хальччен акмасăрах çитĕннĕ. Хăй тĕллĕнех. Çуртна юсанă чух машинăсем йăлт таптаса пĕтерчĕç вĕт. Харăс тăватă «КамАЗ» киле-киле ларатчĕ те, çăрăлчĕç кăна кунта. Унччен сип-симĕсехчĕ. Экологи лайăх пулса. — Куçне каллех хĕсерех кăнн тăрăнчĕ Макçăм мучи. — Эсĕ, мужик, пăхатăп та, çи-пуçу хăвăн ăслă çынăнни пек, анчах туххăм шăхăрсах илейместĕн курăнать. Е ятарласа ăнланмана перетĕн-и пĕрер çĕр грамлăх укçуна хĕрхенсе?
Хăна сасартăках лăш кайнă пек пулса тута хĕррипе кулса илчĕ.
— А-а, укçа пирки-и эс? Мухмăр чĕртме? Мĕншĕн парас мар. Кӳршĕсем пулатпăр вĕт малашне. Лайăх кӳршĕ аякри тăванран хаклăрах теççĕ. Пирĕн те килĕштерсе пурăнмалла. Паратăп, паратăп, паллах. — Пиншакĕн шалти кĕсйинчен портмоне туртса кăларчĕ. Уçрĕ. — Мĕн чухлĕ кирлĕ?
— Пуян-им? — Макçăм мучи укçа енчĕкне тинкеререх тĕсесе илчĕ. Пит хулăнах пек туйăнмарĕ.
— Ну ĕнтĕ... Мухмăр чĕртме памалăх çитет. Анчах асăрхаттаратăп, пĕрех-май ыйтатăр пулсан тек памастăп. — Ку сăмахсене хăна самаях çирĕппĕн, татăклăн калама тăрăшрĕ. Портмонерен 50 тенкĕлĕх хут укçа туртса кăларчĕ, Макçăм мучи енне тăсрĕ. — Тытăр. Çитет пулĕ тетĕп мухмăр чĕртме?
— Сан аллă тенкӳне илсе кĕлмĕç ятне илтес-и манăн? — Сивлеккĕн каласа хучĕ Макçăм мучи.
Лешĕ аптранăн хытрĕ, аллине çаплипех кăнтарса тăчĕ.
— С...с...сахал-им?
— Аллă тенкĕ вĕçне тухам мар-ха, — мăн кăмăллăн тавăрчĕ Макçăм мучи.
Хăна тепĕр 50 тенкĕлĕххине туртса кăларчĕ.
— Мейĕр эппин тепĕр аллăшне. Хăвăр каламастăр та мĕн чухлĕ кирлине, эпĕ ăçтан чухлаям? — Сăнĕ пăчăр-пăчăр хĕрлĕ пăнчăсемпе витĕнчĕ.
Макçăм мучи укçана тытмарĕ.
— Эпĕ санран укçа ыйтрăм-и?
— Мухмăр чĕртмелĕх темерĕр-и вара?
Макçăм мучи каллех хыпса илчĕ:
— Эпĕ мухмăр пирки асăнтăм-и? Çук. Пуçра та пулман. Пулма та пултараймасть, çăвара эрех качки хыпманни те пĕр эрне ытла. Кинĕн çуралнă кунне уявланăранпах. Мухмăр пирки те асăнмарăм, укçа та ыйтмарăм. Мĕншĕн тесен вăл хут таткисем хамăн та пур. Мухмăр чĕртмелĕх çеç кана та мар тупма пултаратăп, лайăххăн хăналанмалăхах та.
Ним тума аптранă, çухалса кайнă хăна хул пуççине кăна сиктерчĕ.
— Эппин ним те ăнланмарăм.
— Мĕн ăнланмалла марри пур кунта? — Хăна тавра çĕнтерӳллĕн утса çаврăнчĕ Макçăм мучи. — Туянан та пĕр кĕленче, кайса ларатпăр ав çав йăмра айне, вăт, вара пулчĕ те урама пăсса пĕтернĕшĕн çылăхусене каçарттарасси те, кӳршĕленесси те. Кунта, ялта, пурнăç укçалла мар пулса пырать — чунтан, кăмăлтан калаçса, тăванла хутшăнса. Укçа вăл ӳкернĕ хут татки кăна, кашни самана хăй тĕрлĕ ӳкерет: Керенски патшара чух пĕр тĕрлĕ пулнă, коммунистсен вăхăтĕнче — хăйсен, пĕр тĕрлĕ кăна та мар, хальхи патша вырăнне урăххи килет те, вăл хăйĕнле тăвать. Укçа улшăнать вăл, чун улшăнмасть. Кăмăл. Тăванлăх. Мĕнле пулнă, çаплах юлать вĕсен хакĕ.
— Манăн лавкканалла чупса килес-тĕр апла? — Макçăм мучи каллех мĕн те пулин туртса кăларасран асăрханса шăппăнраххăн сăмах хушрĕ хăна. — Пĕрле чиксе тухма ăс çитерсех каяйман. Ялта лавкка пур-и?
— Чупмах пултараятăн пулсан чупсах килен-тĕр çав ĕнтĕ. Хамăн та пур та-ха, ялта ăна запас тытмасăр май çук: пурнас пулать вĕт, ĕç тăвас пулать. Атя, юрĕ ĕнтĕ, чуптарас мар сана, ахаль те аяк çул çинчен, пĕррелĕхе хамăннех илсе тухма пултаратăп. Тепринче саплаштаран пуль? Атя, эпĕ сĕтел хатĕрлем, çырткаламалли, эсĕ унччен килне кĕрсе кур. Хăвăн çуртуах пулсассăн. Улталамастăн пуль ĕнтĕ ват пуçупа? Хальччен килнĕ пек астумастăп сана. Курман. Пăхкала унта, чиперех туса хăварнă-и шапашникĕсем? Вĕсем вĕт тепĕр чух алхапăл ĕçлеç, хулăм укçине кăшт çӳхерех парсан кутăнлашма пăхаççĕ. Пĕлеп, куркаланă. Ун пекки те пулкалать. Тулĕк ытлах тытăнса ан тăр. Эп те часах, — терĕ те килĕ енне лăкăштатрĕ.
— Вĕсене кӳрентермен-ха. Калаçса татăлнинчен хăпартарах та панă.
Макçăм мучи чарăнса тăчĕ.
— Ытларах та панă тетĕн? Ну? Апла... апла... эппин... все-такки, пуçласа уçас кĕленчине çапах та хăвăн ятранах тухмалла тумаллаччĕ пулĕ пирĕн? Атту йĕркене пăснă пек пулать. Пăсар мар. Пĕрремĕшĕ хăвăнтанах тухтăр. Ĕлĕкрен çапла пынă йĕрки, пиртен те çаплах юлтăр. Лавккине кайса килмеллех-тĕр вара санăн. Аякра мар вăл сан телее, çав тăкăрлăкпа пăрăнсанах. Хăвăнни хăвăнтанах пултăр çапах та. Атя, эп кăштах сĕтел валли хатĕрлем. Эсĕ лавккана чупах.
Макçăм мучи малалла утса кайрĕ те кил картине кĕрсе çухалчĕ. Çĕнĕ çын Макçăм мучи аллипе сулса кăтартнă еннелле — лавккана — танккарĕ.
Макçăм мучин килĕ умĕнчи йăмра айĕ хăйне евĕр ларса канмалли ятарлă вырăн пек: вăрăм тенкелĕ те пур, пысăках мар тăпăл-тăпăл сĕтел пекки те. Йăмра çине тахçанхи алă çумалли савăта çакса янă. Вăл кил хуçи хăй ăсласа ăсталанă çĕнĕ технологи тени. Унпа çакăнтах чей вĕретсе ĕçме пулать. Савăт ăшне тент вырнаçтарнă, çавă вĕреме кĕртет те шывне. Иртен-каянăн йăмра сулхăнне ларса канас, çавăнтах чей ĕçес кăмăлĕ пулсан, тархасшăн, нимле чару çук. Малтанласа Макçăм мучи сахăр та кăларса хуратчĕ. Пылака чакаксемпе ула кураксем туйса илнĕ те йăкăрта пуçланă. Вĕсене те хирĕç марччĕ-ха мучи, лешсем тенкеле, сĕтеле варала пуçларĕç те каяшĕпе, вара сахăрне унтах хăварма пăрахрĕ.
Картишĕнче Макçăм мучин янрашкалани илтĕнчĕ.
— Карчăк! Карчăк теп! Тăварланă хăяр юлнăччĕ-и пирĕн çак? Кăштах çырткаламалли хатĕрле-ха. Чĕр çăмартине пĕр тăваттă хур.
— Тин кăна çисе тухмарăн-и вара эс? — илтĕнчĕ карчăкĕн мăкăртатăвĕ.
— Хамшăн вĕтеленетĕп-им-ха эпĕ? Кӳршĕ йăтăнса аннă пирĕн. Çĕнни! Пуласси! Хирĕççи! Çавăнпа çывăхрах паллашас тетĕп вĕт-ха. Типĕ çăварла камăн калаçас килтĕр? Çын, кăштах ĕçсен, чунне ытларах уçать вăл, ытларах калаçать, çавна та ăнланмастăн. Сана, мĕн, тăватă çăмарта шалккă-и? Пĕлес, мĕнлерех çын вăл? Мĕн кăмăлпа куçса килнĕ пирĕн яла? Ĕмĕр пĕрле пурнас пулать вĕт кӳршĕлле! Пурнасси нумаях юлман пулĕ те хăйĕн, çавах.
Кăштахран хăй те курăнчĕ. Ывăс йăтнă. Ун çинче — çырткаламалли: ункăн-ункăн каснă йӳçĕтнĕ хăяр, темиçе çăмарта, çăкăр чĕлли, симĕс сухан... Макçăм мучи çапла сĕтел хатĕрлесе айланнă вăхăтра çĕнĕ çын та лавккаран çитрĕ. Кăштах бананпа мандарин та туяннă иккен вăл. Сĕтел варрине эрех кĕленчи кăларса лартрĕ. Макçăм мучи ăна çавăркаласа тĕсеме пикенчĕ.
— У-у!..Коньяк тениех-çке ку! Шуррине хăварман та-им пире валли ялти ĕçкĕçсем? Халь тинтерех çеç пачĕç çав пенсине, пĕтиччен карланкисене тăрантарса юлас терĕç пуль. Хаклăскер пуль-ха ку, укçуна шел те пулмарĕ-и вара?
— Кăна ĕçместĕр-и-мĕн? — ыйтрĕ хăна.
— Ма ĕçместĕп? Эпĕ тиркеместĕп. Маншăн пĕрех, пуçа кăна шанлаттартăр. Туяннă пулсан каялла кайса парас çук ĕнтĕ, атя, тултар пĕрер черкке. Коньяк тăк коньяк пултăр. Тен, ку çывăхарах туслаштарать? Эрех тени те вĕт вăл тĕрлĕрен пулать: пĕри çывăхлатать, тепри вăрçăнтарать, тепри ăса минретсе çапăçтарсах ярать. Ку мĕнлескер тата — тутанса пăхар.
Хăна кĕленче пăккине уçрĕ. «Ха, аккурат уçать. Эппин ĕçкелесе курнă кун пеккине. Вăт буржуин, пурăнаç вĕсем. Коньяксем ĕçсе. Пирĕн кунта, вăн, ĕç укçи параймасть колхозĕ», — вĕчĕрхенсе илчĕ Макçăм мучи. Конь-якне хăй те ĕçкелесе курнă та, анчах ку тахçан авал пулнă, çамрăк чух, пысăк тĕнчене тухкаланă чух.
Çĕнĕ çын черккесене тултарчĕ. Çĕклерĕç. Леш хайхи ĕçме тесе те тăнăччĕ — Макçăм мучи чарчĕ:
— Сăмах каламасăр ĕçни аван мар вăл. Ыт ахальтен ĕçсе ларнă пек пулать. Эпир çапах та сăлтавсăр мар ларатпăр кунта, çавăнпа пĕрер ăслă шухăш кала. Капла пăхсан, эсĕ питĕ упрусăвăннăй курăнатăн. Эпир тĕм айĕнче мар, сĕтел хушшинче ларатпăр. Сĕтел хушшинче çынла лармалла тетчĕ атте эпир ашкăнкалама пуçласан. Эппин, тостне кала.
— Тĕрĕс асăрхаттартăр, — сассине тасатса ӳсĕрсе илчĕ хăна. Пĕр самант пек шухăша кайса тăчĕ те сăмахне пуçларĕ:
— Иртнĕ ĕмĕр варринерех пуçланнă технологи прогресĕ этемлĕхе питĕ пысăк ырлăхсем туса панипе пĕрлех уйрăм çыншăн хăйĕн тепĕр енлĕхĕпе çаврăнса тухрĕ темелле. Вăл çынна çав питĕ хăвăрттăн аталанса пыракан процеса кĕртсе ярса чăн пурнăç процесĕнчен кăларса пăрахса пырать. Тепĕр индивидуума асăрхасси, унпа хутшăнусем йĕркелесси пĕтсе пырать. Этем çак аслă тĕнчере хăйĕн проблемисемпе пĕччен тăрса юлас хăрушлăх ӳсет. Каярахпа этемлĕхшĕн начар пĕтĕмлетӳсемпе çаврăнса тухма пултарать ку. Çавăнпа пирĕн хамăра хамăр упраса хăварас тесен пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама, тепĕр индивидуума та Турă панă чун пекех курса йышăнма вĕренмелле. Тав сире!
Макçăм мучи анраса кайнăн итлесе ларчĕ лешĕ сăмах каланине. Пĕр вăхăт ним калама аптраса тăчĕ. Вара тин темле сасартăках хăюсăррăн сăмах хушрĕ:
— Эсĕ, пăхатăп та, чăнласах та питĕ упрасăвăннăй курăнать. Ăслă калаçма пултаратăн. Пысăка вĕреннĕ çын-им? Ăнланма ăнлансах пĕтереймерĕм, паллах, анчах питĕ ăслă шухăшсем пулчĕç няк. Питĕ çавăрса каларăн. Тепĕр черкке тултарсан тепре кала-ха çакнах. Кун пек калаçусене кашни кун илтейместĕн чĕррĕн. Тевелизорпа кăна илтме пулать. Кунашкал кампа сăмахлаян кунта? Ахаль лĕпĕртетӳ кăна. Атя, эсĕ каланă ăсшăн пултăр. «Чи малтан сăмах пулнă», — тенĕ вĕт библире. Мĕнле шухăш тăватăн, пурнăçу çапла пулать. Тĕрĕс-и? Тĕрĕс. Санăн сăмахусемшĕн.
Шаклаттарса ĕçрĕç. Иккĕшĕ те — тĕппипех.
— Ха, кăмăллăнах анса кайрĕ пек тата, — рехетлĕн чĕтренсе илчĕ Макçăм мучи. — Аван. Аван. Тепĕр пенсирен илсе хурас-ха кăна пĕрер кĕленче. Кунчи пенсипе ачасем выльăх-чĕрлĕх валли комбикорм туянас терĕç. Атя, туянччăр. Аш-какайсăр пурнăç çук ялта. Укçа урăх мĕнле тăваян кунта? Çапла, выльăх-чĕрлĕхпе анчах. Аш-какай кирлĕ пулсан тӳрех хама кала, эсĕ укçаллă çын пек туйăнатăн-ха. Аттуш кунта, ялта, ытларах кивçен тенĕ пекрех. Кивçен панă япалана кайран тавăрма хĕнрех вăл. — Коньяк кĕленчине çавăркаласа пăхрĕ. — Тепринче илетĕпех. Чим-ха, карчăка тутантарса кăтартам-ха. Эсĕ хирĕç мар пуль? Ун валли кăштах кăна ярап эпĕ. Черкке тĕпне тенĕ пек.
Черккене çурри пек тултарчĕ.
— Ма хăйне чĕнместĕн кунта? Тухса лартăр, пĕрех хăçан та пулсан паллашмалла кӳршĕсемпе, — сĕнчĕ хăна. Чĕнмесĕр тăнă пулсан лайăхрах пулатчĕ-тĕр, халь кăвайта типĕ çапă пăрахни вырăннех пулчĕ:
— Ман карчăк çакăнта тухса лартăр-и? Урам варрине-и? Ют арçынсемпе-и лартăр? Çук, ун пек иртĕнтерме юрамасть. Хĕрарăм тăр кăнтăрла ĕçсе ларни йĕркеллĕ япала-и вара вăл? Унашкал юрамасть. Хăнара мар вĕт. Атя, хăнара пĕрер черкке сыптăр, савăнмалăх тенешкел. Хĕрарăм ĕçсен пурнăç арканать вăл. Эпĕ ку йĕрке тĕлĕшпе хытă çын. Тытатăп. — Сасартăках шăпланчĕ, пач урăх саслăн урăх калаçу пуçларĕ. — Эсĕ сыпма тăхта, эпĕ йăпăртлăха кăна. Тутанса куртăр ĕнтĕ ку коньяк тенине. Кайран пенсие катса коньяк илес тенĕ чух ман ăна ӳкĕте кĕртмелле вĕт кăшт укçа патăр тесен. Пĕлтĕр хăть мĕнлине туянасшăн пулнине. Карчăк вăл ман — Кредитпромсвязьсбербанк вĕт. Эй, сана мĕн ăнлантармалли ĕнтĕ, хăвăн та карчăку çавах-тăр. «Хĕрарăмсем вĕсем пурте пĕр манер. Пĕç хушши кăна вĕсен расна: хăшĕн — малта, хăшĕн — хыçалта», — тетчĕ Гришка Иванĕ, ман куршĕ. Эс пĕлместĕн-ха ăна.
— Мĕншĕн пĕлместĕп? Пĕлеп. Аялти кассем.
— О, эс чăнах Штирлиц! Йăлт пуçтарнă пуль-ха пирĕн ял çинчен досье. Кайран каласа паран. Халь йăпăрт кăна вĕçтерсе килем-ха эп киле.
Макçăм мучи черккине йăтса хыпаланса кайрĕ те кил картинче çухалчĕ. Пĕр авăк карчăкне чĕнни илтĕнсе тăчĕ, карчăкĕн кăмăлсăр мăкăртатăвĕ — «Мĕн янрашса çӳрен?», кăштахран ăмăртарах сăнпа каялла лăкăштатса çитрĕ. Алне сулчĕ.
— Э-эй, вĕсемпе... Мĕн, чухлаççĕ тетним эрех техĕмне? Хăнкăла шăрши кĕрет тет. Темле тутă пуррине хам та асăрхарăм-ха. — Шăршласа пăхрĕ. — Капла шăрши лайăхах пек.
— Коньяка ăна специсемпе хатĕрлеççĕ.
— Специсемпе? Хам та çаплах шутлап çав. Çавăнпа коньяк ĕнтĕ вăл. Спецсем пулнăран.
— Ĕлĕк чух юман пичкере е тепĕр çĕрте бук йывăçĕнчен тунинче пилĕкшер çул тытнă. Йывăç шăрши кĕтĕр тесе. Е йывăçне ярса лартнă. Эрехĕ ăшне.
— Юман йывăçне? Карчăка калас-ха эппин, сăмакуна çапла юман турпасне ярса пăхтăр. Эппин, ĕçме юрать ку эрехе? Кайран аптраса ӳкместпĕр? Тултарар?
— Уçрăмăр та, сыпасах пулать ăнтĕ. Сĕтел илемĕшĕн тесе туянман вĕт.
— Вăт, кăна хамăрла каларăн. Ялтилле! — Аллисене шарт çапрĕ Макçăм мучи. — Атя, чăнккипех тултар! Сывлăхлă пулар! Пĕрле пулар! Пĕр шухăшпа пурнар!
Черккесене тултарчĕç, шаккарĕç, ĕçрĕç.
— Кăмăллă çынпа ĕçме те кăмăллă çав. Атту хăш-пĕрисемпе хăвăрт кăна хоп! хоп! та «здравствуй и прощай». Ĕçнин те тĕллевĕ пулмалла вĕт. Ӳсĕрĕлме-и, шăкăл-шăкăл сăмахласа ларма-и, пĕрле шухăш туса пурнăç кăткăсне ăнланса илме-и, хуйха пусарма-и — кашни япалан тĕллевĕ пултăр. Çак сĕтеле эпĕ ыт ахальтен çакăнта урам варрине кăларса лартнă тетне? Çук! Ун шухăшĕ пур. Тĕллевĕ. Иртен-каян чарăнтăр, çакăнта ларса сăмахлатăр тенĕ. Чей ĕçес кăмăлĕ пулсан — хăналантăр. Ак çак кнупкине пусан та, тепĕр виçĕ-тăватă минутран вĕреме те кĕрет шывĕ. Мĕнле пек? Лайăхах ăсланă вĕт? Хамăн шухăш. Атту ал çумаллийĕ ку вырткаласа çӳретчĕ чăланта.
— Ну-кă, ну-кă... — Хăна кармашса «чейнике» тĕпчеме пуçларĕ. — Мĕн проводипе çыхăнтарнă-ха кăна тетĕп. А-а, кунта тент лартнă кккен. Чипер рацсĕнĕвех пуль ку сирĕн. Кунпа укçа та тума пулмасть-ши? Патент илмелле те.
Хальччен питех илтсе кайман сăмаха Макçăм мучи ăнланмарĕ курăнать.
— Çак шухăшне хут çине ăнлантарса çырса, ӳкерчĕк туса ярса парсан укçа та тума пулмасть-ши тетĕп. Интереслĕ сĕнӳ, хăйне евĕрлĕ решени, — пĕтĕмлетрĕ хăна.
Макçăм мучи тӳрех шарламарĕ. Кăшт тăхтанă хыççăн çеç:
— Вăт мĕншĕн юратмастăп эпĕ сире, хула çыннисене? Эсир пĕтĕм япалана укçалла шутлатăр. Укçапа виçетĕр, хаклатăр. «Кун чухлĕ укçа тума пулать», «ун чухлĕ хак тăрать»... — пĕтĕмпех укçа, укçа, укçа... Пурăна киле çын ячĕсене те вĕт эсир укçапа улăштарма пуçлатăр. Ку нимле Ваççа та мар — çĕр тенкĕ, çав Мирун аллă тенкĕ çеç, ку пилĕк пус та о-о-о! ку — пин тенкĕ! Çав çын хăвăра мĕн чухлĕ кирлине кура, çав çынпа усă курса мĕн чул укçа тума пулнине кура. Маншăн çакăнта, çак йăмра айне, çын ларса сăмахлани хаклăрах. Ларса калаçнă чух сăмах шухăшлă пулать вăл: пурнăçа шĕкĕлчен, хуйхă-нушана тепринпе пайласа чунна çăмăллататăн. Вара санăн урăх йĕрпе кĕрсе кайнă пурнăçу çĕнелнĕрех çаврăнса кайма пултарать. Пурнăç улшăнать! Тĕрĕс сăмахласан тĕрĕс пурнăç пулать. Эсир пĕрех май укçа шутласшăн. Пурнăçа укçа туса хунă эсир, укçа улшăнать те пурнăç та улшăнать сирĕн.
Хăна сивлеме хăтланчĕ:
— Э-э, эпĕ килĕшесшĕн мар-ха сирĕнпе. Эсир те пач укçа шутламасăр пурăнмастăр вĕт?
— А какшă! — Сиксе тăчĕ Макçăм мучи. — Шутлатăп! Тĕнчере укçа пур пулсан эппин шутласах пулать. Укçа шута юратать. Кредит-дебетсене пач чухламан çын мар: ăçта мĕн чухлĕ тăкак, мĕнле тупăш — вĕсене пĕлмесен пурнăç пулмасть.
— О! Куратăр-и, хăвăра хăвăр хирĕçлетĕр. Атту — «чун, чун»... Нимĕн те тăваймастăн, укçа вăл укçа, Африкăра та укçа. Укçасăр пурнăç çук!
— Эсĕ, тăванăм, çавна картмастăн, — шĕвĕр пӳрнине кăнтарчĕ Макçăм мучи, — укçа вăл пурнăç тума кирлĕ, пурнăçне вара чунпа пурăнас пулать. Пĕтĕм хвилософийĕ те çавă çеç. Урăх ним те çук. Калаçу та текех çук. Тепрер сыпасси кăна юлать. Ĕçетпĕр-и?
Хăна кăшт хĕрчĕ пулмалла коньякпа, татăклăн хушса хучĕ:
— Эпĕ хирĕç мар. Тултар!
Макçăм мучи эрех кĕленчине тытнăччĕ — каялла лартрĕ.
— Ун пек илемсĕр пулать, хăвăн эрехӳпе хăвах хуçа пул. Тепринче хам кăларатăп та эпĕ хуçа пулатăп. Хăвах тултар.
Хăна черккесене чăнк туллиех тултарчĕ.
— Пăхатăп та, йĕри-тавра тĕрĕс çын пек эсир. Шкулта ĕçленĕ-им?
— Манăн шкул аслă. Ман шкул — пурнăç! Тата ак çак ял!
— Çапла, пурнăç лайăх шкул вăл. Атя ялшăн ĕçер. Яла ырă сунса. Эпĕ те вĕт паянтан — ял çынни. Так сказать — хамăр ял! — Вăл черккине чанкки тума Макçăм мучи еннелле тăсрĕ, анчах лешĕ, шаккама тăнăскер, аллине каялла илчĕ.
— Э-э-э, эсĕ, тăванăм, не гони, ямщик, лошадей. Тăванланиччен малтан пурăнас пулать. Тивĕçлĕ пулас пулать яла. Малтан хăвна кăтарт — мĕнле чунпа килнĕ эсĕ? Кам? Ха, укăлчаран кĕнĕ-кĕмен хамăр ял пулса тăрасшăн. Кунта çурт туянни пĕлтермест-ха вăл ку ял пулса тăни. Йышăнĕ-и сана пирĕн ял?
Лешĕ кулса илчĕ.
— Мана-и? Ма йышăнмасть пултăр? Йышăнать!
Макçăм мучине килĕшмерĕ хăна çавнашкал ытлашши курнăçланарах калаçни. Вăл кăна пытарма та тăрăшмарĕ, сивлеккĕнех касса татрĕ:
— Сирĕн, олигархсен, укçа пур та йăлт туянма пулать тетĕр пуль? Çапла, ку çурта туянтăн эсĕ, хуçисен чунне сутăн илме пултартăн. Килĕшетĕп. Ял тени вăл çурт-хуралтă çеç мар, ял — халăх. Халăх чунне нимĕнле укçапа та сутăн илейместĕн.
— Тĕрĕс калатăн, тăванăм, тĕрĕс. Халăха сутăн илейместĕн. Çапла! Анчах йăнăшатăн кăштах. Мĕнле ан йышăнтăр мана ял? Вăл мана утьăкка туса ӳстернĕ. Вăн çав çырма-çатрасенче выляса çӳренĕ эпĕ, ав çав улăхра юр кайнă-кайман, аннесем куриччен, çарран чупнă. Ха, аса илтĕм те çав самантсене, чун сӳлетсе кайрĕ. Тепĕр чух çĕр каçа вара капланса килет те ачалăх, сĕмленсе выртатăн. Пулатăп тепĕр чух çавнашкал сентименталлă. Ял çынни вĕт эпир, чылай япалана чуна илетпĕр. Çутçанталăк ачисем! Хамăра хула çынни пек туясшăн та — шалта пĕрех ял çынни пурăнать пирте. Ял çынни пулсах вилетпĕр. Пире çак çарансем, улăхсем, уйсем, симĕс курăкĕ, кĕрхи сарă çулçă кирлĕ. Ак çак куç анлăхне шăнăçайми уçăлăх. Кăпăшка пĕлĕтсем. Н-да... Ватлăхра уйрăмах туртать тăван çĕре, ачалăх вырăнĕсене, хамăр ялсем патне.
— Мĕн, эпир пĕр ялсемех-им? — Питĕ тимлĕн сăнаса тинкерчĕ хăнана Макçăм мучи.
— Эсĕ хăш ялне пĕлместĕп, эпĕ вара — çак ял.
Макçăм мучи ялтах сиксе тăчĕ.
— Эпĕ — «хăш ял»-и? Екăрнăй папай! Эп санпа сана хисеп туса ĕçсе ларатăп, черкке шаккатăп — эсĕ мана «хăш ялпа» танлаштаратăн иккен. Мана, кореннойне! Пирĕн ялсем пулсан эппин мана мĕншĕн пĕлместĕн, ютпа сăмахланă пек калаçса ларатăн — «эсир те эсир» тетĕн?
Хăна та сĕтел урлă ӳпĕнсех Макçăм мучине куçĕпе тăрăнчĕ. Айккинчен пăхсан ку икĕ çăвăр автан çапăçма пуçличчен пĕр-пĕринпе куçа-куçăн кĕрешнĕ самант майлах туйăнчĕ пулĕ.
— Пăхкаласа, асилкелесе лартăм-ха кам пулма пултаран тесе — чухласа илеймерĕм. Киле кĕнĕскер пуль терĕм вара.
— Киле кĕнĕскер? Эпĕ-и? Эпĕ, мĕн, «качча» килме пултаракан çын пек-им? Ăт, этем пулать, куçранах хурласшăн — «киле кĕнĕ». Эсĕ ху «киле кĕрес» çынла халĕ. Тухса кайнă тахçан тĕнче илĕртмĕшĕ хыççăн, яла пăрахса, сутса. Сулланса çӳренĕ таçта, халь килнĕ юлашкинчен: «Йышăнăр, тархасшăн». Вăт мĕнле сирĕн хăвилософи!
— Чим, эсир... эсир... Хăвилософ мар-и? Çавнашкал калаçнă манер пур сирĕн. Хăвилософ вĕт?
Макçăм мучи мăкăртатса илчĕ:
— Хăвилософ-и, хăвилософ мар-и, анчах чăнни çапла.
— Ача чухне сана çавнашкал чĕнмен-и тетĕп? Хăвилософ тесе.
— Вара мĕн? Халь те çаплах чĕнеç, — каллех мăкăр-мăкăр турĕ Макçăм мучи кăмăлсăррăн.
— Елки-палки! — Шарт çапрĕ аллине хăна. — Еплешке! Эс, мĕн, мана палламарăн-им? Ку ята сана эпĕ тупса панă вĕт. Философ! Пĕлнĕн туйăнчĕ çав. Точнă Философ! Кил-ха ыталам! — Макçăм мучи енне сĕтел урлах туртăнчĕ хăна.
— Эсĕ вара кам? Чим, ан кала, хам уйăрса илетĕп. — Макçăм мучи сĕтел хушшинчен тухрĕ те хăнана тĕсеме пуçларĕ. — Ну-кă, ну-кă... Хветӳк Кули?
— Çук.
— Çук? Ан кала, хамах уйăрса илетĕп. — Хул пуççинчен тĕкрĕ. — Ларивансен?
— Çук.
— Чим, Генуç Витти-и?
— Çук. Ну унпа туслăччĕ эпир.
— Генуç Виттипе туслă?.. А-а, Санька! Куçма Хведорчсен! Калап таçта курнă сăн тесе. Аçу сăнлах-çке эсĕ. Санькка вĕт-ха! Санькка! — тăр-р-рăс! тутарчĕ хул пуççинчен хăнана Макçăм мучи. Лешĕ чикеленсех кайрĕ.
— Эсĕ халь юри турăн вĕт кăна. Ятарласа хытă тĕкрĕн. — Аран тапаçланса тăчĕ Александр Кузьмич.
— Юри мар ĕнтĕ. Эп юри çапла чышсан эс тăраймастăн та. Ытлашши хавхаланса кайнипе пулчĕ-ха ку. — Хăйĕн куçĕсем çапах та самай йĕкĕлтевлĕн кулса илчĕç. — Миçе çул курнăçман та-ха эпир, хăçан юлашки хут курнине те астумастăп вĕт. Эс ялтан тухса кайнăранпа та курнăçман пуль? Аçуна, Кузьма Хведорча, пытарма килнĕ тенĕччĕ те эп ун чух пульницара выртнă. Язвăпа. Кузьма Хведорч вилни те 30 çул каяллах пуль те.
— Юри хытă тĕкрĕн, паллах. Пĕлетĕп ĕнтĕ эпĕ сана. Ача чухнех кăштах вăрттăнрах хăтланаттăн. — Çи-пуçне шаккакаласа тасатнă пек пулчĕ Александр Кузьмич. — Пĕрре тытăçса та ӳкнĕччĕ «Хăвилософ» тенĕшĕн. Эпĕ çапла ят тупса панă вĕт сана. Астăватни?
— Нимле эсĕ те мар, «хви» калайманран туртса кăларнă ăна ача чухне.
— О-о! Халĕ те калаймастăн.
— Ху калаяс пек.
— Ма калаймастăп вара? Тархасшăн, «Ф»!
— Ун вырăнне эсĕ ача чухне «эпĕ» теес вырăнне «епĕ» теттĕн, сана çавăнпа аслăрах ачасем «епĕ кут» тесе мăшкăллатчĕç. Ха-ха-ха!.. — Çăвар туллин ахăрса ячĕ Макçăм мучи. — Епĕ кут, ха-ха...
— Нихăçан та! «Эпĕ». Ача чухне те çаплах каланă. Астăватни, пĕррехинче вăйлă тытăçса ӳкрĕмĕр эпир санпа «хăвилосов» тенĕшĕн? Çĕнтереймерĕн те килне макăрса кайрăн, «Ӳссе çитсен тавăратăп эп сана!» тесе хăвартăн. Эп манса кайман.
— Пулман ун пекки. — Чĕрре кĕре пуçларĕ Макçăм мучи. — Эпĕ хама кӳрентерме паман.
— Мĕнле пулман? Пулнă! — Сиксе тăчĕ Александр Кузьмич.
— Ĕнентер! — Макçăм мучи те çĕкленчĕ. Хĕçпе сывлăша каснă пек аллине сулчĕ. — Эпĕ хама кам хăçан кӳрентернине йăлтах астăватăп.
— Астăватăн пулсан ма аса илейместĕн? Мĕнлерех нăчлаттартăм сана ун чух сăмсаран, ак çапла! — Яш! сулса ячĕ аллине. — Кайран хам хăраса ӳкнĕччĕ.
Макçăм мучи асăрханса хăвăрттăн аяккалла пăрăнчĕ.
— Э-э... Эс, мĕскер? Аллуна ытлашши ирĕке ан яр! Ха, килнĕ-килмен тӳрех шишка тытасшăн. Эпĕ хам пĕрре хирĕç шăхăртса ярсан.
Хăна боксер пек çапăçма хатĕрленсе тăчĕ.
— Атя, шăхăртса пăх.
Макçăм мучи те аллисене чăмăртарĕ.
— Мĕн, ямастăп тетĕн-им? Хам килте эп хам хуçа. Карчăк лайăх пĕлет. Чăн та, эпĕ ăна пĕрре те алăпа тĕкĕнсе курман, анчах та эпĕ каларăм тăк, вăл — саккун. Эп ялта никама маххă паман. Ман карчăк патне, вăл хĕр чухне ĕнтĕ, таккуйски кĕрнексем çӳретчĕç, халь ăçта вĕсем? Тăприсем çăмăл пулччăр. Карчăк пĕрех мана качча тухрĕ. Эпĕ мĕншĕн тесен пурнăç çынни. Шăнăрлă.
— Ну эпĕ сана хĕненĕччĕ.
— «Хĕненĕ, хĕненĕ» тетĕн... Тахăшĕ такама хĕненĕ-ха? Те эпĕ сана тăн парса илнĕ?
— Эпĕ патвартарах пулнă. Эсĕ шĕпĕн пек çеçчĕ. Халь те çавах юлнă.
— Эпĕ шĕпĕн-и? Кӳрентеретĕн, тăванăм. Атя эппин, вăй виçетпĕр. Выляса яратăн, коньяк кайса илетĕн.
— Эпĕ кайса илĕп-ха, хăвăн коньяк илмелĕх укçу пур-и-ха, э? Кăтарт. Выляса ярăн та, укçу та пулмĕ санăн. Мĕн усси тавлашни?
— Ан хăра, тупатпăр. Манăн пенси лайăх. Эсĕ хăвăн кĕсйӳ пирки шухăшла. Кирлех пулсан эп качакана çавăтса тухма пултаратăп. Манăн вĕсем тăваттă таранах. Кĕтӳ! Сана шăпах кирлĕ пулма пултарать. Качака сĕчĕ усăллă вăл.
Александр Кузьмич хавхалансах пиншак çаннине тавăрма пуçларĕ.
— Тупăшатпăр тăк тупăшатпăр. Тулĕк каллех макăрмастăн-и? Хальхинче мĕн калăн-ши, виличчен пĕрех тавăрса хăваратăп тесе-и? Хи-хи... — чăхлатса илчĕ.
— Ху аптраса ан ӳк.
Ватăсем сĕтел çине ӳпĕнсе чавсапа тĕревленчĕç те алă вăйĕ виçме пуçларĕç. Пичĕсенчен юн пĕрхĕнсе тухасла хĕрелсе кайса мĕкĕрленчĕç. Пĕр самантĕнче пĕри, тепринче тепри çĕнтерессĕнех пулчĕ. Юлашкинчен çапах та «ял» çĕнтерчĕ. Иккĕшĕ те ăшша пиçнĕ, аран сывлаççĕ.
— Эпĕ сана мĕн терĕм? Манпа ан тупăш терĕм-и?
— Эсĕ çапах та таçта темĕн турăн-ха унта... Чеелентĕн пулас. Пĕлетĕп эпĕ сана, ача чухнех чееленеттĕн.
Макçăм мучи аллине лăст! лăст! силлекелесе йăмра тавра çĕнтерӳллĕн пĕр-икĕ хут утса çаврăнчĕ.
— Атя, атя, чупах лавккана. Коньяк килĕшет вĕт сана, мана та килĕшсе кайрĕ. Зинăна каласах хур, коньякне никама та ан суттăр вăл, мĕнпурне веç хăвартăр. Халь чупассисем нумай пулаççĕ пуль-ха санăн. Çавăнпа тӳрвх каласа хăвар — кирлĕ пулать.
— Мĕн, чăнласах каяс пулать-им?
— А какшă! Выляса ятăн, эппин вĕçтерес пулать. Унсăрăн мĕн-ма тавлашмалла? Йĕрки çапла.
— Ку та çитет вĕт пире. — Александр Кузьмич черккене эрех яма тăчĕ.
— Ку вăл ку. Урăх статья. Ăна урăх ятпа туяннă.
— Ху выляса янă пулсан каймастăнччĕ-ха ĕнтĕ. Пĕлетĕп сана.
— Выляса яман, эппин ман пирки калаçу та çук. Атя, вĕçтерех, атту Зина лавккана хупса кайĕ. Вĕсем вĕт ячĕшĕн уçаççĕ те часах питĕрсе те каяççĕ. Шалуне ыт ахаль çеç илет теесрен. Лайăх ӳксе пырать пулĕ-ха ĕç укçийĕ? Мĕн чухлĕ сутнине кура-ши? Ну халь, эсĕ коньяксем туянма пуçласан, тата хăпарать ĕнтĕ. Вăт, мĕнле ыр кăмăллăх хвончĕ пулса тăтăн эс, çынсене ырă тăван. Хаçата çырас пулать сан çинчен. Тен, пĕр-пĕр хисеп хутне те тивĕç пулăн капла?
— Кулах, кулах. Асту, кулаканăн мĕнне çыпăçать теççĕ-ха?
Макçăм мучи ялтах сиксе илчĕ.
— Во, во! Пĕр мыскарана аса илтертĕн. Чăн пулни. Тыттарса-мĕн мар. Салтакра пĕр прапор тăна иле пуçларĕ манăнне. Çара çитнĕ-çитменех. Тем килĕштермерĕ вăл мана. Те хăйне хуçа манер кăтартасшăн пулнă? Шăл çемми пулнă-ши эпĕ уншăн? Ыттисем ĕнтĕ кăштик çеç тĕреклĕрехчĕ пек те манран. Хула ачисем. Эпĕ — ялтан. «Мĕн тăвас кунпа?» — тетĕп. Шутласа кăлартăм вĕт. Пуç пур-ха та ман. Пĕрре: «А-а, мĕн пулать те мĕн килет», — тесе мĕнпур хăюлăха пуçтартăм та прапора: «Эсĕ мана ытлашши тапăнсан эпĕ вĕт ăрăм тума пултаратăп. Пирĕн йăх — ăрăмçăсем», — тетĕп. Хам куçĕнчен шăтарса пăхатăп. Ак çапла. «Мĕн тăваятăн эс?» — тет. «Тепĕр эрнерен кутна çăпан кăларатăп», — тетĕп. Тупăшрăмăр хайхипе. Укçалла. Хамăн укçа та çуккă ĕнтĕ. Каланă — тупăшнă, вăхăт иртнĕ, эпĕ пуçран та кăларса пăрахнă хам мĕн тенине. Ну пĕр эрне лăпках пурăннă. Прапор мана: «Çук», — тет. Эп калап: «Пулмаллах». Чĕн пиçиххине вĕçертрĕ: «Пăх», — тет. Коптеркăрă. «Кунта тĕттĕмрех, кăшт атя-ха кантăк патне», — тетĕп. Пытăмăр — çăпан çук. «Давай укçа», — тет. Хăй савăннă. «Ну, вçо, салабон, шнурок, чăт та тӳс, чунна илетĕп, служба санăн тамăк пулать», — тет. Эпĕ хайхине ним пулман пек лăпкăн, стайлăн, кăшт пуçа каçăртарах: «Тархасшăн, мейĕр выляса янă укçана, манăн унта, авă, урамра, мĕн чухлĕ укçа тăрать тата», — тетĕп. Вăл кантăкран пăхрĕ те шурса кайрĕ. Тытамак тытса пăрахать-и кăна тесе хам шикленсе ӳкрĕм. Ман служаксем урамра кантăк леш енче ахăрса вилеççĕ. Эпĕ вĕсемпе прапор кутне кăтартатăп тесе тупăшнă-ха та. Прапорĕ вара пĕр вăхăт мăртăхса çӳренĕ пек пулчĕ те хăпрĕ манран. Кайран хăйне те урăх çĕре куçарса кайрĕç. Çавăнпа калатăп, манпа тупăшни усăсăр.
— Ну, Хăвилософ, мĕнле пулнă, çавнашкалах эсĕ — вĕçкĕн, суеç, чее. Шăнман пăр çине лартса яран. Çавăнпа Калерия Дмитриевна, астăватăн-и, историпе вĕрентетчĕ, урокра ыйтмасăрах сана «3» лартса паратчĕ. Пĕлет-ха та, пĕрех мĕн те пулин суйса кăтартатăн.
— Эпĕ çавăнпах çине тăрса вĕренмен те. Историне вара хам питĕ килĕштереттĕм. Халĕ те. Иван Калита çинчен каласа парас-и? Вăл камне эсĕ манăçа та кăларнă пуль-ха, урокра, тен, «пиллĕк» те илнĕ-тĕр ху? Кам вăл Иван Калита? Каласа пар! Лайăх каласа парсан «5» лартатăп.
— Иван Калита? Астăватăп, историпе вĕреннĕ. Кăшт сĕмленни пур. Руç патши пулнăччĕ пулмалла.
— «Пулмалла» таран çеç пĕлетĕн çав. Эпĕ ун çинчен урок пама пултаратăп. Халь тесен халь. Ну, юрĕ, сана паян пĕр урок панă, ыттине кайран валли хăварар. Чупах лавккана. Зина пăрахса кайĕ атту.
Тултарнă черккесене сăмах каламасăрах шаккаса ӳпĕнтерчĕç те, Александр Кузьмич лавккана лĕкĕштетрĕ.
Макçăм мучи, пĕччен тăрса юлса ним тума аптранăскер, Александр Кузьмича лавккана янăшăн ӳкĕнсе те илчĕ. Ахаль ларнăран эрех кĕленчине тытса çавăркаласа тĕсерĕ, кăштах черккене тумлатрĕ, вара тутипе техĕмлăн рехетленсе сыпса ячĕ.
— Иван Калита — Руç патши... — Хăй тĕллĕн сăмахласа илчĕ. — Ха, Санькка, Иван Калита çинчен те пĕлмест хăй, хулана вĕренме кĕме пултарнă. Галстук çыхса çӳреме тивĕçлĕ пулнă. Çынна тухнă. Пенсине пысăк илет пуль-ха? Манăннинчен ытларах ĕнтĕ. Паллах. Коньяксем илесси те ним мар та уншăн авă. 12 çын тара тытса çуртне çĕнетрĕ те. Пенсийĕ ытларах, паллах. Çине тăнă пулсан эпĕ те вĕреннĕ çынах тухаттăм пулĕ те — тăрăшман. Институт-мĕн пирки, хулана каяс пирки сĕмленсе пăхнă-ши хăть? — Аса илеймерĕ. — Çук та пулĕ.
Пĕр вăхăт шухăша кайса, аса илӳсене путнăн ларчĕ. Аса илес тесе питех тăрăшмарĕ пулин те. Вĕренесси çинчен ун чух Макçăм мучин ĕмĕтленме йывăртарахчĕ çав. Килте шăкăрин пĕчĕккисем, ултă хырăм. Вăл асличчĕ, ашшĕ вилнĕ хыççăн ун вырăнне пулма тиврĕ.
— Пĕр тесен, мĕн ӳпкелешмелли ĕнтĕ халь тин? — Ассăнрах сывласа илчĕ ватă. — Пĕрех пурте хулана тухса кайса пĕтес çук, камăн та-тăр ялта юлмаллах вĕт. Макçăм мучисĕр кам çĕр ĕçлетчĕ? Хăшĕн те пулин ял тĕппине юлмаллах, унсăрăн пĕтет вăл. Халь акă пĕтнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Самани те çавăрттарчĕ асар-писер, халăхĕ суйланса юлни те пĕтерчĕ. Ăслисем, пуçлисем тухса кайса пĕтрĕç, кам тăрса юлать ялта? Начарри-хавшакки те юлашки-трешки. Мĕн тума чухлакансем эпир? Сенĕк тыттарсан ĕçлеме пултаратпăр ĕнтĕ — çавă çеç. Ăс параканни кирлĕ, кăтартса-вĕрентсе тăраканни. Масштабпа шухăшлаканни. Çемье пуçĕнче вăйли пулмасан çемье хавшак вăл. Ял та çавах вĕт, пĕр кил-йыш. Çавăнпа ялсем нишлĕленĕç те. Халь хăть çамрăксем хулана унчченхилле тапса сикмеççĕ, кунтах пурнăç тума тăрăшаç пек. Хулисем те ялаллах куçаççĕ. Эппин, чĕрĕлет-ха вăл, ял, чĕрĕлет.
Макçăм мучи тепĕр пĕчĕк сыпкăм турĕ.
Александр Кузьмич çаврăнса çитрĕ. Пашкать. Галстукне салтса аллине тытнă. Аран сывлăш çавăрса ячĕ.
— Тек тупăшмастпăр.
— Мĕн, коньякĕ тек юлмарĕ-и-мĕн? Ыттисенчен вăрттăн пытанса коньяксем ĕçекен тупăнман пуль вĕт ялта?
— Коньякĕ пур-тăр-ха, утма кансĕр, сывлăш пӳлĕнет.
— Каçар та, эс таврăннă çĕре троллейбус çӳретмелле тăваймарăмăр çав. Иртĕнтерсе янă сире хула, çирĕм утăма та çуран утма ӳркенетĕр. Буржуйсем. Пирĕн ĕмĕр иртет çавнашкал танккаса. Ну уç коньякна илсе килтĕн пулсан.
— Лешĕ те пĕтмен вĕт, — хирĕçлеме пăхрĕ хăна.
— Пĕтмен пулсан кайран валли юлать, — касса татрĕ Макçăм мучи. — Тепре ларма.
— Кăна мĕн-ма уçмалла? Лешне ĕçсе яман çĕрте, — ăнланма пултараймарĕ Макçăм мучин хăтланăвне Александр Кузьмич.
— Мĕншĕн туянтăн эппин?
— Ху ятăн та-ха.
— Тĕрĕс мар калан. Эп хуса яман сана, тăванăм, эсĕ выляса янă та кайса илнĕ. Мĕншĕн тесен санпа эпир коньякла тавлашнă. Эпĕ выляса янă пулсан эпĕ чупаттăм. Çавăнпа кăна уçмалла та халь.
— Эс, Хăвилос, тем кути-мати хăтланан.
— Эпĕ йĕркене çирĕп пăхăнакан çын. Килĕшет-и вăл мана, килĕшмест-и — эпĕ шутлатăп: йĕрки çавнашкал пулсан эппин ăна пăхăнмалла. Пирĕн çавăнпа пурнăç тăрлавсăр, эпир йĕркене пĕлместпĕр: кам пуçне мĕн пырса çапать, çавнашкал тăвать. Çӳлтисем таранах. Астăватни, ача чухне ваттисем епле калатчĕç: «Йĕркене пĕл, йĕркене ан пăс, çĕнĕ йĕрке шутласа ан кăлар». Халь илтетĕн-и ун пек сăмаха? Ăслăланса кайнă та кашни, йăлт хамăр майлă, хама çеç кирлĕ пек тăватпăр. Кашни хăй йĕркине тăвасшăн. Ун пек мĕнле йĕрке пултăр ĕнтĕ вăл. Пурнăç пиртен пуçланман, йĕркисем те пурнăç майăн майлашăнса пынă. Йĕрке çирĕп пулмалла. Саккун пекех, ăна пăсма юрамасть. Атя, уç, уç кăнах.
Александр Кузьмич эрехне уçрĕ, черккесене тултарчĕ— Ĕçрĕç.
Макçăм мучи тути-çăварне шăлса илчĕ.
— Ах, лайăх, лайăх. Лайăх анса каять ку. Пыра чĕрмест. Атту тепĕр чух ĕçен шурринех, ну çунтарса анса каять — ой-ой-йой! — тек ĕçес килмест, ку вара — аван. Яка çуна тупанĕ манерех çăмăллăн ярăнса анса каять. Ну, мĕн, кăштах пуçна çапрĕ-и?
— Кăштах пур пек.
— Лайăх ку. Эппин калаçу пуçлама юрать?
— Хальччен, мĕн, калаçмарăмăр-им эпир?
— У-у, калаçу-и вара вăл? Ыт ахаль чĕлхе вылятни кăна. Чăн сăмахлама хатĕрленсе çитес пулать. Вăт, халь калаçатпăр. Эсĕ çырткала, çырткала. Аттуш ӳсĕрĕлсе кайăн та, ӳсĕрĕлсен, мĕн калаçăвĕ пултăр? Çырт, çырт. Ав çăмартине шăтарса ĕм. Хулара пурăнса чĕрĕлле ĕçсе те курман пуль-ха ăна? Ача чухне, астăватăн-и, чăх çăмарта туса анасса çеç кĕтсе тăраттăмăр? Маннă-тăр? Ялтине ялах хăварнă ĕнтĕ эсир. Эс ялта та чĕр çăмартасемех ĕçсе пурăнман пуль, учитлĕсен пурнăçĕ çителĕклĕ пулнă та. Чим, атя çăмартине паттăр шаккатпăр, хăшĕ хăшĕнне ватать? Кам выляса ярать — коньяк илме чупать.
— Каллех коньяк-и?
— Коньякне урăх тĕрлипе хутăштармастпăр ĕнтĕ. Тасанах пултăр. Аттуш кайран пуç ыратать. Эпĕ унашкал ĕçкелесе курса, çуттине хĕрлипе хутăштарса. Кăмăллă мар кайран.
— Çук, эпĕ санпа тупăшмастăп текех, эсĕ пĕрех улталатăн.
— Эпĕ? Улталарăм? Хăçан? Эсĕ мана тытрăн-и? Çук? Эппин улталаман.
— Эсĕ пĕрех чееленме пултаратăн.
— Юрĕ ĕнтĕ, юрĕ, эп шӳт туса кăна. Пĕтĕм коньяка пĕрех ĕçсе яраймастăн, карланкă вăл нихçан та тăранмасть. Эрехне те вĕт эпир санпа ӳсĕрĕлес кăмăлпа ĕçместпĕр, капла çеç, çăвара йĕпетмелĕх те çывăхланас кăмăлпа çеç, çапла пуль? Сăмах тума кăмăллă пултăр тесе. Халь чăнласах калаçар. — Макçăм мучи меллĕрех вырнаçса ларчĕ, тимлĕн итлеме хатĕрленчĕ. Атя, каласа пар, мĕн сăлтавне пула тарса килнĕ эсĕ яла? Кил-йышна пăрахсах. Пурнăçу питĕ йывăр пулса çитрĕ-им çемьере? Мĕнпе пулăшма пултаратăп сана эпĕ?
— Манăн пурте йĕркеллех. Чиперех.
— Ытла чиперех мар-тăр пуль çав-ха, унсăрăн мĕнле арăмсăрах куçса килетĕн?
— Мăшăрăм манăн — Татьяна Николаевна — вилчĕ çав виçĕм çул. 53 çул пĕрле пурăнтăмăр. Лайăх пурăнтăмăр. Çӳлти патшалăхра пултăр.
— Апла эппин. Тăпри çăмăл пултăр. Карчăкпа иксĕмĕр чĕререн хурланни çинчен пĕлтереп. — Макçăм мучи пĕр вăхăт шăпăртларчĕ. — Коньякпа асăнма юрать-и? Килĕшӳллех пулать-и?
— Хирĕç пулмасть пуль, питĕ ăнланакан çынччĕ. Асăнар манăн Татьяна Николаевнăна. Унсăр халь пурнăç хăрах алăллă майлах. Вăт вăл вилнĕ хыççăн йăша пуçларăм та. Пĕрлех килес пирки шутлаттăмăр — пулмарĕ.
Пĕрер сыпкăм турĕç.
— Хĕрхенмелле сана. Хĕрарăмсăр пурнăç арканасси часах. Н-да... Ачасемшĕн ĕнтĕ эпир — пур-и, çук-и, ăнланатăп. Хамăн та манăн тепĕр чух кăмăла хуçкалаççĕ. Йăлт хăйсемле тумалла. Пит ăсланса кайнă пек. Халь урăх самана, урăхла пурăнмалла, пурнăç йĕрки улшăннă теç. Пурнăç вăл яланах пĕрре, унăн пĕр саккун: хăвна валли хĕрарăм тупмалла та ачасем çуратмалла, вĕсене çитĕнтермелле — пурнăçа малалла тăсчăр. Вот и все. Мĕн улшăнăвĕ кирлĕ вара кунта? Иван Калита вăхăтĕнче те çапла пулнă, халь те çавах. Иван Калита камне пĕлетĕп терĕн-и-ха эсĕ? Паратăп сана эпĕ пĕр кĕнеке, вулан — пĕлетĕн. Карамзин. «История Российского государства». Лайăх кĕнеке. Сана, мĕн, ачасем пăхасшăнах пулмарĕç-и-мĕн?
— Мĕншĕн пăхасшăн пулман? Пăхаççĕ. Питĕ лайăх пăхаççĕ. Ачасене пĕртте хурламастăп. Манăн ачасем питĕ лайăх тесе шутлатăп.
— Эсĕ, Санькка... — Тăруках чарăнчĕ. — Кунашкал чĕннĕшĕн кӳренместĕн пуль, хулара эс унта, паллах, урăхла — Лександр Кузьмич пулса тăнă пулĕ те-ха, эп хамăрлах персе ятăм ĕнтĕ, ан çиллен, хулалла та — хăвăрла — чĕнме пултаратăп, Лександр Кузьмич...
— Каллех йăкĕлтешетĕн-и?
— Пĕлсе пĕтер сире хуласене. Кӳренĕн те... коньякусене пуçтарса илсе кайăн. А вăл мана килĕшрĕ. Ку пĕр кĕленчине, чăнахах та, уçмалла марччĕ пулĕ, тепре ларма хăвармаллаччĕ-тĕр. Халь уçрăмăр та ĕçсе ярасах пулать ĕнтĕ. Тек коньяк илмелле тавлашмастпăр тетĕн. Юрĕ, малалла калаçар. Эпир санпа, Санькка, хамăр çынсем, юнашар çитĕннĕ, çавăнпа именсе ан тăр, чунна уçса калама пултаратăн, ачусемпе йывăр пулсан çаплах кала. Эпĕ ăнланатăп. Мĕн пытармалли пур унта? Санăн кăна мар вĕт, кунта ялĕпех çавнашкал. Ĕçеççĕ, итлемеççĕ ашшĕ-амăш сăмахне. Хăнк та çук. Хушăран алă çĕклекенсем те пур. Мĕн тăван ĕнтĕ — пăсăлтăмăр. Хамăн ачасене вăл картах лартмастăп ĕнтĕ, паллах, манăн хама кура пурнăç çыннисем пулчĕç, хăш-пĕрисен ачисем чăнах, чăн калатăп, санăннинчен те япăхрах. Çавăнпа ан пытар — эпĕ ăнланатăп сана.
— Манăннисемпе нимле проблема çук, — сăмаха татса, çирĕппĕн каларĕ Александр Кузьмич. — Чипер, ăслă-тăнлă ачасем. Вырăнта ĕçлеççĕ. Мухтанма пултаратăп вĕсемпе.
— Ун пек пулсан, эппин, пач ăнланмастăп сана: хваттерпех пурăннă тетĕн, ачусене те лайăх тетĕн, мĕншĕн пăрахса килнĕ вара яла? Ăнланмасп. Ăнлантарса пар.
— Мĕн туса пурăнас манăн унта халь хулара? Пенсире эпĕ. Пĕччен. Сывлăшĕ те кунта уçă, таса. Сип-симĕс курăк. Пăх-ха, куç тулли илем вĕт! Эсир, ял çыннисем, хăнăхнă та кăна — курмастăр, туймастăр. Çăтмахра пурăнатăр! Ма пурăнса юлас мар манăн та виличчен сирĕн пек çакăн пек ырлăхра? Пурнасси те нумай юлман, вилсен те тăван çĕртех выртас килет. Атте-аннепе, хамăр ялсемпе пĕрле. Хула вăл çамрăксем валли. Çамрăк чух лайăх хулара.
Макçăм мучи хăнана кăнн пăхса илчĕ. Пĕр авăк чĕнмесĕр ларчĕ.
— Ăхă. Илтрĕм. Ăнлантăм. — Сасартăк йĕкĕлтешнĕн. — Çапла. Ялта канлĕ. Санатори! Курăк çине тăсăлса вырт та тӳпене пăхса килен! Хăвитотерапи!
— Мĕн терапи?
— Хăвитотерапи тетĕп!
— А-а... фитотерапи. Тĕрĕс калан. Ял чуна сиплет. Çапла мар-им-иç?
Макçăм мучи тăруках хĕрсе кайрĕ:
— «Иç, иç»... Шишь, сана ял, шишь! — Сĕтел хушшинчен пăлтăр-палтăр сиксе тухрĕ те тарăхуллăн кума пуçларĕ. — Ха! Пăх-ха, мĕнле шутлаççĕ вĕсем! Вĕсемшĕн ял — санатори! Илем, канлĕх, киленӳ! Кунта вĕсем киленме куçса килеççĕ! Чунĕсене лăплантарма! Тĕнче йăлăхтарнă та, канлĕх шырама килнĕ кунта! Мĕн, тĕрĕс мар калатăп-им? Çу-у-ук, тăванăм, тĕрĕс калатăп эпĕ. Шăпах çапла çав, çапла! Таса сывлăш кирлĕ сире! Кăкăр туллин сывлама! Кур-ха! — Александр Кузьмич патне таплаттарса пырса тăчĕ. — Сывлăр! Сывлăр! Тулĕк асăрханăр, кăкăрăрсем кӳпĕнсе шаплатса çурăлса ан кайччăр тата! — Каллех кума пуçларĕ. Унтан сĕтел патне пычĕ те черккене тултарчĕ, шаплаттарчĕ. — Шапашкăсем вĕт эсир! Шапашкăсем! Вĕсем тухса каяççĕ яла пăрахса укçа тума. Укçа тăваççĕ те килеççĕ канма, эрех ĕçме. Унтан каллех тухса сулланаççĕ. Эсир те çавах. Тухса кайнă хулана лайăх пурнăç тума, халь таврăннă — ах, илем, ах, сывлăшĕ! Пурнăçне унта тăватăр, канма кунта килетĕр. Тăван ялăм, хваттер яр! Ял пурнăçне камăн тумалла тет? Ыттисен тумалла, паллах. Сирĕн мар! Сирĕн хăвăрăн пурнăçăра тумалла! Мĕн, эсĕ киленекен симĕс курăку ыт ахаль çапла симĕс ларать тетĕн-и?
— Акса ӳстернĕ тесе шутлас çук ĕнтĕ. Хăй тĕллĕнех шăтса çитĕннĕ пуль?
— Хăй тĕллĕн... Пурте сирĕн пекех хулана тарса пĕтнĕ пулсан, кунта халĕ курăк пулĕччĕ тетни?
— Мĕншĕн ан шăттăр вара?
— Кĕтсех тăр, сана кĕтсе ешерсе ларатчĕ! Çын ури таптаман çĕрте курăк мар, хыт хура ашкăрать. Вĕлтĕрен! Ялти пушă çуртсен тĕлне илсе кайса кăтартас-и сана? Ашса тухайăн-и тулĕк? Çынпа юнашар, çын çӳрекен вырăнта кăна ӳсет вăл курăк. Пурнăç пур çĕрте. Ăçта пурнăç çук, унта — мăян та хыт хура. Вăн, хуçалăхсем арканчĕç те уйсем мĕн пулса тăчĕç. Вăрри тăпра ăшне лексен кăна шăтса тухаять курăк, çум курăкăн вăл — çиелтех. Çын ури таптамасан, выльăх-чĕрлĕх çӳремесен курăк вăрри ăçтан тăпра ăшне лекейтĕр? Таврăннă вăл: «Кĕтсе ил, савнă тăван ялăм! Тунсăхларăм саншăн! Çывăрма выртсан та, куç хупсан та эс тухмастăн манăн асăмран!» Тупăннă Есенин! Есенин мар эсĕ — шапашник! Эпĕ унпа ĕçсе ларатăп пулать. Чуна йӳле ярса калаçса! Пĕрер çаврăм юрă юрласшăнччĕ тата. Мĕн ĕçсе лармалли пур санпа! Ĕç ху пĕччен! Коньяксем илеет вăл — шапашкăран укçа туса килнĕ. Пит кирлĕ! Тек ĕçместĕп те санпа, калаçмастăп та! Килнĕ — пурăн! Тапта ав курăка! Сывла таса уçă сывлăшпа! Кӳпĕнсе кайиччен, Кунта хулара мар, укçа ыйтмаççĕ. Кунта йăлтах тӳлевсĕр! Савнăçĕ те! Хуйхи те! Асапĕ-терчĕ те! Ĕçленĕшĕн те тӳлемеççĕ! Пурнăçĕ кăна укçаллă. Санăн укçа çитет, эсĕ пурăнма пултаратăн. Пурăнах эппин! Эп сана текех чăрмантармастăп! — Сĕтел патне пычĕ те аллине коньяк енне тăсрĕ, туххăмрах каялла туртăнчĕ, пăрăнчĕ те патлаттарса килĕ енне утса кайрĕ. Кĕçналăк шанлатса хупăнчĕ. Картишĕнче карчăкĕн сасси илтĕнчĕ.
— Мĕн янрашан? Урама кĕрлеттерен. Чипер сăмахлама юрамасть-и-мĕн?
— Эс вĕрентсе тăр тата кунта! Ĕçле хăвăн ĕçне! — харах кăшкăрса пăрахрĕ Макçăм мучи.
— Уй-й, сăмахпа витерĕн-и сана? Çынна итлеме пĕлетни эс, шав санла пулмалла, ху кăна тĕрĕс те-ха эсĕ, — мăкăртатса илчĕ те карчăкĕ алне сулса пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Макçăм мучи лăпланаймарĕ, кил картинче кумрĕ те кумрĕ. Унта пырса çапăнчĕ, кунта... Юлашкинчен каллех кĕçналăк патне таплаттарчĕ. Алăка уçрĕ те хыттăн кăшкăрчĕ:
— Ял анне пек вăл, анне вырăнĕнче. Ӳстерет пире, çитĕнтерет, пурнăçа юрăхлă пулччăр тесе çитĕнтерет. Эпир ăна пăрахса тухса каятпăр, ватлăхра тин аса илетпĕр вăл пуррине.
— Эсĕ мĕн? Чим-ха, чим... Эс мĕскер? Чиперех лараттăмăр-иç!
— Пурнăç тăвас тесе килмен эсĕ! Яла çĕклес тесе те килмен! Ĕç тăвасси пирки шухăшу та çук! Канма килнĕ! Тăсăлса выртма! Выртах эппин! Кунĕ-кунĕпех çывăр! Вăн, коньякна ĕç те харлаттар кăна! Çывăрах! Ыйху тутлă пултăр! Хитре тĕлĕксем курмалла пултăр!
Алне сулчĕ те алăка шалтлаттарса хупрĕ. Кĕçех унтан хыттăн юрлани илтĕнсе кайрĕ:
Черный ворон, черный ворон, что ты вьешься надо мной.....
Александр Кузьмич аптраса тăрса юлчĕ. Макçăм мучи патне кĕрсе калаçăва çĕнĕрен майлаштарса ярас кăмăлĕ те пурччĕ, юлашкинчен вăл та алă сулчĕ. Хăвăрттăн эрехе пĕр черкке тултарчĕ те шалт тутарчĕ.
Виçĕ кун урама тухмарĕ Макçăм мучи. Çăкăр илме те лавккана карчăкĕ çӳрерĕ. Унпа та сăмах пĕр килми пулчĕ, çавăнпа ытлашши сăмахламарĕç те. Тарăн вар патнелле кăкарнă качакине шăварма та пахча вĕçĕпе кăна кайкаласа килчĕ. Чунĕ лăпланма мар, тата та ытларах тулчĕ кӳлешӳпе.
Александр Кузьмич та пĕрре те курăнмарĕ. Унпа темĕскер пулман-и тесе Макçăм мучи хапха хушăкĕнчен кун каçа темиçе хутчен те пăха-пăха сăнарĕ. Курăнмарĕ. Кил картинче вутă хаплатса çурăлни кăна вăл чипер, йĕркеллине пĕлтерчĕ. Ахăртнех вăл вутă çурчĕ.
Ахалех кӳрентерчĕ пулĕ ăна Макçăм мучи. Ахалех ӳпкелерĕ. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ. Кашни хăй телейне шырать. Ăçта тупать, мĕнле тупать, тупаять-и — ку санăн пурнăçна шăпа хăй йĕркелесе пыни. Нихăçан та шухăш туманччĕ Макçăм мучи хăйĕн пурнăçĕ çинчен — телейлĕ-и вăл? Çухатнă япалашăн кулянан, çуккишĕн макăран. Пур чухне ăна асăрхамастăн та. Телей пирки унăн шухăш та пулман, эппин вăл яланах пур пулнă.
Качака шăварма кайнă Макçăм мучи пахча вĕçĕнче чарăнчĕ те таврана пăхса илчĕ. Куç тулли анлăх. Кунта тӳпемрех вырăнта кăпăшка пысăк пĕлĕтсене алă тăссах ярса тытас пек. Авкаланса выртакан ансăр юхан шывăн тепĕр енче кĕрхи тĕс çапнă пек сарă тырă пусси. Кĕтӳ тапăра аннă. Çав тĕлтен пĕр-икĕ чалăшра улăхра авал халăх утă çулатчĕ. Наçтукпа вĕсем, тин çеç пĕрлешнĕскерсем, каç ĕнтрĕкĕнче тин çулнă утă çине выртса, тӳпене пăхса мĕнле пурнăç тăвасси çинчен ĕмĕтленетчĕç.
Макçăм мучине çак самантра çав симĕс утă шăрши каллех антăхтарас-а çупăрласа илчĕ.
Санькка ыйхă килмен каçсенче куçĕ умне çак илеме кăларма, çак шăрша туйма асапланса выртнă пулĕ ĕнтĕ. Питех те шел пек пулса кайрĕ ăна. Макçăм мучи халь ăна çакăнта илсе килсе: «Пăх, кур, савăн, килен! Кăна йăлтах сана парнелетĕп!» — теес килчĕ.
Таврăннă чух киле йăпăртлăх кĕрсе тухрĕ те вăл тӳрех лавккана çул тытрĕ, коньяк, ик-виçĕ банан, апельсин туянчĕ, вара çĕкленӳллĕ кăмăлпа Санькка патне утрĕ. Пӳрт умне çитсен икĕ пӳрнине çăвара чиксе ши! шăхăрчĕ.
Чӳречере никам та курăнмарĕ.
Тепре шăхăрчĕ. Чӳрече карри хумханса илнĕн туйăнчĕ Макçăм мучие, Санькка хăй пĕрех курăнмарĕ. Тепре çине-çинех шăхăрсан тин чӳрече каррин хĕрри хуллен сирĕлчĕ те Саньккан шиклĕрех сăнĕ курăнчĕ. Макçăм мучи коньяк кĕленчине çĕклесе савăнăçлăн суллакаларĕ. Каç енне вара йăмра айĕнче çак пĕчĕккĕн пĕтсе пыракан яла чĕрĕлĕх кӳрсе хаваслăн ахăрашса юрлани янрама пуçларĕ:
Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн та
Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн
Кăштах çилĕ вĕрнипе те, кăштах çилĕ вĕрнипе.
Ан сивĕн, савни, ан сивĕн те
Кăштах сăмах илтнипе...