Йĕпреç енчен килет тепрер ӳнерçĕ,
калать, «Президентпа пĕр ятлă эпĕ,
ман сăрлава «айванлăх мелĕ» теççĕ...»
- Айванлăх философи вĕт вăл, тетĕп.
Юлташăмсем Федорова мухтаççĕ,
Ăна ăсчах ятне пама ыйтаççĕ:
«Ăсчах» тени пулать вăл «ăслă чах»,
«Вучах» тени пулать вăл «вутлă чах»,
«Пучах» тени пулать вăл «пуллă чах»,
«Пуххи, çăлкуçĕ» тениех вăл «чах»...
Эппин, мучи, пул тивĕçлĕ ăсчах!