Тавралăха каç сĕмĕ çавăрса илнĕ. Сехет йĕппи тăхăр сехет кăтартнă. Апла пулин те Петĕрĕн çывăрас килмен. Вăл тĕрлĕ сăлтав тупса вăхăта тăснă: е кĕнекисене портфельтен кăлара-кăлара пăхнă, е куç хӳрипе телевизор еннелле тинкернĕ, е кухньăналла утнă, е пӳрт çумĕнче ларакан лапсăркка йăмрапа тем пирки калаçнă. Амăшĕ:
— Петĕр, çывăрма выртмалла, ыран каллех тăрас килмест тейĕн! Кампа калаçăтăн ара? Тем чӳречерен такам шакканă пек илтĕнмерĕ-и? — тесе кантăк çумне пырса урамалла пăхрĕ, анчах йăмрасăр пуçне пĕр чĕрĕ чун та çуккине асăрхарĕ.
— Анне, мĕнле никам та çук пултăр. Эпĕ йăмрапа калаçатăп, ăна та каçа ыррăн ирттерме сунатăп. Вăл та пирĕн пекех чĕрĕ вĕт, — терĕ амăшĕпе килĕшмесĕр ывăлĕ.
— Мĕн калаçатăн кирлĕ мара. Ăçтан вăл чĕрĕ пултăр, пирĕн пек шухăш пур-и унăн? — текелĕрĕ каллех амăшĕ.
— Анне, йăмран пире курма куçĕ çук, калама — чĕлхи, анчах йывăçăн алли вырăнне тураттисем пур. Çын кĕлеткине аса илтерекен вулли пур тата пирĕн пекех чунлă вăл, — парăнмарĕ Петĕр.
Кантăк умĕнче ларакан йăмра амăшĕпе ывăлĕн калаçăвне илтнĕрен ассăн та ассăн сывларĕ, хирĕçлесе чӳречерен тураттисемпе шаккарĕ. Хурланнипе унăн çулçисем тăрăх куççуль тумламĕ çĕр çине тумларĕ. Хăйне ырă сунакан Петĕре тав туса пуçне усрĕ те шухăша путрĕ. Петĕр çывăрма кайиччен тепĕр хут йăмрана ал сулчĕ те хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Çывăрас килмест текен ача пуçне минтер çине хурсанах тĕлĕрсе кайрĕ. Çав самантрах йăмран туратти чӳречерен темле майпа тăсăлчĕ те çывăракан Петĕре пĕр ансăр йăлтăркка çавра сукмакпа таçталла илсе кайрĕ. Ача йĕри-тавралла пăхкаласа тĕлĕнчĕ: акă ун çулĕ çинче тĕрлĕ фигурăллă çуртсем курăнаççĕ. Пуç тăрринче тĕлĕнмелле причёскăллă, пружин пек силленсе тăракан тумтирлĕ, кăмрăк пек çунакан куçлă, лутака кĕлеткеллĕ çынсем унталла-кунталла утаççĕ. Палламан ача çине çаврăна-çаврăна пăхаççĕ, анчах пĕри те унпа сăмах хушса калаçмаççĕ. Юлашкинчен Петĕр чăтаймарĕ, хăйне çул кăтартакан йăмра тураттинчен çапла ыйтрĕ:
— Мĕнле тĕлĕнмелле вырăн ку? Эпĕ халиччен кун пек хулара пĕрре те пулса курманччĕ. Пирĕн пӳрт çумĕнчи юпа çинче те çаврака хунар çеç çунать, кунта тем тĕрли те пур: тăрăхли, çавраки, виçкĕтесли, ултă юпли…
Йăмра ăна хирĕç пăхса хĕр пек йăл çиçрĕ те шăппăн çеç:
— Ан тĕлĕн, Петĕр, эсĕ Çĕр çумĕнчи пĕр глактика çинче. Манăн килĕм çакăнта. Ав куратăн-и пĕр лапсăркка ватă йывăçа, манăн кукамайăм вăл. Ватăлса кукăрăлнă пулин те ăна хисеплеççĕ, сывлама йывăрланса çитсен ун патне пырса лараççĕ. Çакăнта пурăнакан пур çыннăн ыратăвĕпе инкекне яланах хăй çине илнĕрен кукăрланнă кукамайăм. Манăн кун-çулăм та çак галактикăрах вĕçленетчĕ пулĕ. Анчах эпĕ пĕррехинче Çĕр çине пăхрăм та шыв хĕрринче лашине ĕçтерекен качча асăрхарăм. Вăл çыран хĕрринче çав тери илемлĕ кĕвĕ шăхăрса ларатчĕ. Ах, мĕн тери илемлĕччĕ вăл, çавăнпа эпĕ унпа паллашас терĕм. Хамăн туратăма каччă тĕлне персе ятăм, часах пĕвĕм тĕрекленсе пычĕ, шыв хĕрринче тымар ятăм. Мана сирĕн Çĕр çинчи халăх килĕштерчĕ пулмалла, часах эпĕ тĕрлĕ урамра хамăн хунавăма асăрхарăм. Çапла май сирĕн çурт умĕнче те килĕме тупрăм. Çĕр çинчи качча курнипех кашни çур сарă кăчкăма çуртăм, таврана ырă шăршă сартăм. Çулла çитсен вăрăм симĕс çулçăсемпе ешерсе лартăм, çавăнпах пулĕ ватă-вĕтĕ кунне-çĕрне ман çумра ирттерчĕ. Каçсерен эпĕ илемлĕ хĕр пулса тăраттăм та вăйă картине тухаттăм. Вăйăра кӳлĕ хĕрринче курнă качча кураттăм та сирĕн Çĕр çинчи хĕр пулайманран чун ырататчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн лăплантăм, эсĕ мана ăнланма пултарнăран кăна чун суранĕ сипленчĕ, — терĕ йăмра.
Петĕр йăмра çитĕннĕ тăрăхра татах та курса çуретчĕ пулĕ, такам хăйне пуçĕнчен ачашшăн лăпканипе куçне аран уçрĕ, мăчлаттара-мăчлаттара йĕри-тавра пăхкаларĕ. Çав вăхăтра пĕр амăшĕ, тепре чӳрече умĕнче ларакан йăмра ăна ырă ир сунса вăратнă пек туйăнчĕ. Петĕр чӳрече умне пырса тăчĕ, ăна йăмра вулли çинче илемлĕ хĕр сăнне курнă пекех туйăнчĕ. Акă вăл тураттисене суллакаласа илчĕ те ирхи сывлăм шывĕпе çунă ешĕл çулçисене хĕвел енне тăсрĕ. Çав вăхăтра Петĕр пуçĕнче тĕлĕнмелле çемĕ çаврăнма пуçларĕ, ача тавралла пăхса илчĕ: телевизор та яман, радио та хыпар кăна калать. Ача пуçтарăнса шкула кайма тухрĕ, ун йăмра çумĕнчен иртсе каймалла. Акă унпа тĕлме тĕл пулчĕ вăл, каллех асамлă кĕвве илтнипе тăпах чарăнса тăчĕ, пӳрчĕ еннелле çаврăнса:
— Анне, йăмра юрлать, вăл чĕрĕ, — терĕ.
— Юрать, ывăлăм, юрать. Каях шкула, кая юлатăн, — пăшăрханса калаçрĕ амăшĕ.
Ывăлĕ шӳтлет пулĕ тесе чӳречерен карăнса пахрĕ те тĕлĕннипе чутах кайса ларатчĕ. Унăн ывăлĕ хыçĕнче вăрăм мĕлке курăнать, тураттисем те уççăнах палăраççĕ. Акă урам вĕçĕнчи çырма хĕрне çитсессĕн вăл кĕпер пулчĕ тăчĕ, Петĕр ним пулман пекех кĕпер урлă каçса кайрĕ. Çак пулăма курнă хĕр арăм иртнĕ хĕл пулса иртнĕ пулăма аса илчĕ. Пĕррехинче вĕсен Петĕрĕ тарăн çырмана кĕрсе ӳкнĕчче, унтан мĕнле тухнă — никам та пĕлмест. Çакна аса илсен хĕр арăмăн «нивушлĕ пӳрт çумĕнчи йăмран ĕçĕ» текен шухăш пуçра явăнчĕ. Шанмасăртарах чӳречерен тинкерчĕ, хăй сисмесĕрех:
— Тавах сана, йăмра, пурăнах пирĕнпе «пурнăç хĕлхемĕ», — терĕ.