Николай Теветкеле
Теветкелпе ман çыпăçмасть сăмах —
Е вăл мана мухтать виçесĕр аслă,
Е раз! вăрçса тăкать тылла пуç каснăн:
Сысна çури! — тет, — сволочь! Тебе ясно!
Вара тăлт-талт туса каять тухсах.
Хăйне эп кĕртрĕм шкул программине,
Мухтарăм сăвăрса сăввисене.
Студентсене каларăм пытармасăр:
Тăрлавсăр хăй, паллах, анчах та харсăр,
Шекспир-Рембосене пĕлет пăхмасăр!
Сăнне ан тиркĕр, пăхăр тĕшшине.
Сисме пултарăр сăвă ăшшине,
Сыпса киленĕр сăрă шăршине —
Поэзире те, сăрă тĕнчинче те
Петровский-Теветкелĕн хăй пичечĕ!