Çуралнах пуль пĕр-пĕриншĕн, тусăм,
Ĕмĕрех пĕрле ĕçсе-çиме.
Пехиллет пире, ав, ирхи шуçăм
Юрату шерлетне астивме.
Юратупа ӳсĕрĕннĕ пуçăм
Çаврăнать, чунăмçăм, çаврăнать!
Юратупа суккăрланнă куçăм...
Шывланать. Юрату пур. Ăнать.
Эпир иккĕн, мăшăр кăвакарчăн,
Тĕлĕкре мар, пурнăçĕ те чăн-чăн.
Пĕр-пĕрне куçран пăхса кулатпăр.
Кăвик-кăвик юратса юрлатпăр.
Юрату пылак, эрĕм пек йӳçĕ,
Юрату тăварлă та... шывак.
Юрату — уйăракан, ертӳçĕ,
Юрату — шултра укçа е вак...
Пурнăç вăрăм, унăн çулĕ кукăр,
Юратсан çеç кĕскетме пулать.
Юрату вăл, асăрханăр, суккăр.
Юратсан çеç чĕрере юлать.
Çуралнах пуль пĕр-пĕриншĕн, тусăм,
Мăшăр кăвакарчăнах пулма.
Йăнăшмарĕ пулас ирхи шуçăм,
Турă пӳрнĕ иккĕнех юлма.
Çăлкуç пек тап-таса юратушăн
Вăлах пехилленĕ кĕрешме.
Эпĕ хатĕр, тусăм, санпа уншăн
Пурнăç океанĕнче ишме.